Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Татфондбанкăн» парăмӗсем пӗтмен-ха

Республикăри банксем пӗрин хыççăн тепри хупăнни пиншер çын пурнăçне йывăр лару-тăрăва кӗртсе ӳкерчӗ. Нумайăшӗ çавăнтанпа халӗ те ура çине тăраймасть-ха. Вкладчиксем хăйсен укçисене тавăраймасăр халӗ те хăшкăлаççӗ. Çапах ку ӗç малаллах пырать, майӗпен пулсан та. Районсемпе хуласен прокурорӗсем «Татфондбанк» ПАОн шар курнă вкладчикӗсен прависене тавăрассипе тăрăшса ӗçлеççӗ, пӗлтерет прокурорăн аслă...

Республикăри банксем пӗрин хыççăн тепри хупăнни пиншер çын пурнăçне йывăр лару-тăрăва кӗртсе ӳкерчӗ. Нумайăшӗ çавăнтанпа халӗ те ура çине тăраймасть-ха. Вкладчиксем хăйсен укçисене тавăраймасăр халӗ те хăшкăлаççӗ. Çапах ку ӗç малаллах пырать, майӗпен пулсан та.

Районсемпе хуласен прокурорӗсем «Татфондбанк» ПАОн шар курнă вкладчикӗсен прависене тавăрассипе тăрăшса ӗçлеççӗ, пӗлтерет прокурорăн аслă пулăшаканӗ Руслан Галиев. Паянхи куна Хусанти Вахитов судне 253 тавăç янă, çавсенчен 172-шне пăхса тухнă.

Прокурорсем тăрăшнипе «ТФБ Финанс» инвестицилле компани» тулли мар яваплăхлă обществăн 71 вкладчикӗн прависене тавăрса банкăн вкладчиксен умӗнчи яваплăхӗн реестрне кӗртнӗ. Хальхи вăхăтра вӗсене укçисене тавăрса пама пуçланă. Вкладсене страхлассипе агентство паяна «Татфондбанкăн» çынсен умӗнчи кивçенне 11,9 миллион тенкӗлӗх татнă.

Енчен те çӳлерех асăннă банкра сирӗн те укçа хуни юлнă пулсан, «Татфондбанкăн» конкурс представительне суд йышăнăвне ярса памалла. Документсене куçарассипе çыхăннă заявленире счет реквизичӗсене кăтартма ан манăр. Укçăра шăпах ун çине куçарма тытăнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев