Тăван чӗлхе: вӗренетпӗр е çук?
Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, «тăван чӗлхе» предмет шкул программинче пулать. Анчах ачашăн мӗнле чӗлхе «тăван» пуласси çавах ашшӗ-амăшӗнчен килет.
Юлашки çур çулта общественноçа самай пăлхантарнă «тăван чӗлхене вӗрентесси» ыйтура вӗçӗ-хӗррине тухатпăр пулмалла. Çитес вăхăтра тăван тата патшалăх чӗлхисене вӗрентесси çинчен закона çӗнӗлӗхсем кӗртеççӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, «тăван чӗлхе» предмет шкул программинче пулать. Анчах ачашăн мӗнле чӗлхе «тăван» пуласси çавах ашшӗ-амăшӗнчен килет.
«Наци чӗлхисене хăйсен ирӗкӗпе вӗренесси пирки закон çӗнӗлӗхӗсене июлӗн 20-21-мӗшӗсем тӗлне йышăннă çӗре «тăван чӗлхе» предмета вӗренессине ашшӗ-амăшӗсем суйлас право пурри çинчен закон хатӗр пулать. Тăван чӗлхе предмечӗ вара вӗрентӗвӗн тӗп программинче алгебра, хими, физика тата ытти предмет пекех пулать. РФ Çутӗç министерстви çак закон çинче никӗсленсе тăван тата патшалăх чӗлхисене вӗренмелли патшалăх стандарчӗсене хатӗрлет»,– пӗлтернӗ РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов «Татар-информ» агентствăна панă интервьюра. Ун сăмахӗсем тăрăх, çак стандартсем çинче никӗсленсе вӗрентӳ системине вӗрентӳ программисем сӗнеççӗ.
«Обязательный» сăмах хăратмалла мар, ку вăл предмет тӗп вӗрентӳ программин пайӗнче пулассине кăна пӗлтерет. «Добровольный» тени те сисчӗвлентермелле мар, вăл «тăван чӗлхе» предметра хăш чӗлхене суйлассине çеç пӗлтерет»,– тенӗ депутат кун пирки.
Çапла вара тăван чӗлхе шăпи ашшӗ-амăшӗсен аллинче, шăпах вӗсем несӗлсемпе çыхăнтаракан тымара касасси е хăварассине татса парӗç. Юлашки çырав кăтартнă тăрăх, чăвашсенчен хăшӗ-пӗри хăйсен ирӗкӗпе «вырăсланчӗ» пулсан, шкулта тăван чӗлхе вырăнне урăх чӗлхене суйлани кӗтменлӗх пулмӗ. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев