Тăванлăх сукмакӗпе
Тӑван ҫӗршыв вăл - ҫуралнӑ, ӳснӗ, ҫитӗннӗ вырӑн: атте-анне килӗ, тӑван урам, ял, тавралӑх. «Тӑван ҫӗршыв» ҫумне хӑшӗсем «малая» сăмах та ҫыпӑҫтарма хӑтланаҫҫӗ... Ман шутпа, Тӑван ҫӗршыв пӗрре, чи хакли, унран пысӑкки нимӗн те ҫук, ӑна пӗчӗклетме алӑ та ҫӗкленмест. Тӑван ҫӗршыв вӑл - Тӑвансен ҫӗршывӗ те: атте енчи, анне...
Тӑван ҫӗршыв вăл - ҫуралнӑ, ӳснӗ, ҫитӗннӗ вырӑн: атте-анне килӗ, тӑван урам, ял, тавралӑх. «Тӑван ҫӗршыв» ҫумне хӑшӗсем «малая» сăмах та ҫыпӑҫтарма хӑтланаҫҫӗ... Ман шутпа, Тӑван ҫӗршыв пӗрре, чи хакли, унран пысӑкки нимӗн те ҫук, ӑна пӗчӗклетме алӑ та ҫӗкленмест.
Тӑван ҫӗршыв вӑл - Тӑвансен ҫӗршывӗ те: атте енчи, анне енчи тӑвансен. Вӑл ҫӗршыв тата аслӑрах, сарлакарах. Тӑвансен ҫӗршывӗпе паллашма тытăнсанах хӑвӑн йӑх-ăрăвăн тӗрлӗ тӑрӑхсемпе ҫыхӑннӑ историйӗ пуян пулнине куратăн: «Анне - унтан, кукамай - ҫавӑнтан, асанне - ку ялтан». Куҫ умне эсӗ халиччен пӗлмен, шухӑша та илмен япаласем сиксе тухаҫҫӗ. Ҫакӑ кӑсӑклантарса ярать тата нумайрах пӗлме хистет, чӗнет. Шыранăҫемӗн ума йӑх-несӗлӗн сарлака йывӑҫҫи тухса тӑрать... Унӑн кашни турачӗ тӑван ҫемье, ҫулҫи - тӑван ҫын. Мӗншӗн ҫав йывӑҫ сарлака-ха, туратлӑ? Тымарӗсем авалтан тытӑнса паянхи кун та сывах-ха.
Манӑн тӑванлӑх хурăнӗ Аксу районӗнчи Емелькино (Кивӗ Этемшӳ), Унтакшӑ, Савгачево, Саврӑшпуҫ, Чӑваш Майни тата ытти ялсемпе ҫыхӑннӑ. Пирӗн йăх-ăрăва Емелькинӑра «Энтри салтак эртелӗ» ятпа пӗлеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Трахвинрен тытӑнни паллӑ, унтан Павӑл пулнӑ, унăн икӗ ачи: Энтрипе (ман мӑн асатте) Мӗкӗте пулнӑ, Энтрин пилӗк ача ӳснӗ. Тӑван ӑру пӗчӗкех те мар, кунта ялти Павловсен, Андреевсен, Павловскисен кил-йышӗсем кӗреҫҫӗ. Авалраххине пăхсан, ҫак йӑха Степановсен ҫемйисем те хушăнаҫҫӗ. Энтри салтак эртелӗ хӑйсен хӗрӗсем урлӑ ытти тӑрӑхсене те сарӑлса кайнӑ. Сӑмахран, Матви асаттен акӑшӗн, Варварин, ачисем - Чехонинсем, Чӑваш Майнинче тӗпленнӗ. Асаттен Саврӑшпуҫне качча кайнӑ Кӗтерне ятлӑ йӑмӑкӗнчен питӗ нумай турат ӗрченӗ. Микулайпа Кӗтерне Ермолаевсем Саврӑшпуҫӗнче 9 ача (Лиза, Марья, Нина, Дуня, Толя, Миша, Аркаш, Анна, Елена) ҫуратса ҫитӗнтернӗ. Вӗсенчен кайнӑ: Лизăран Кивӗ Саврӑшра Петровсем, Марьяран Даниловсем; Нинăран Саврăшра Мавринсем; Еленăран Савгачевӑра Тимофеевсем; Аркашран Саврӑшпуҫӗнче (Урмандеево) Ермолаевсем; Тольăран Екатеринбургри Ермолаевсем; Мишаран Тюменьри Ермолаевсем, Аннăран Екатеринбургри Сапуновсем.
Асаттен ашшӗн, Энтри Павловăн (1868-1944), пӗрремӗш арăмӗ Саврӑш ялӗнчи Мария Васильева (ашшӗ Ваҫҫили) пулнӑ, ҫавӑнпа Саврӑшри Васильевсем те пирӗн тӑвансем. Иккӗмӗш арăмӗ Унтакшӑ ялӗнчен, унтан Савите Смирнова кил-йышӗ кайнӑ, вӗсем те пирӗн тӑвансем.
Марья асанне (1893-1962) енчисене илсен, асанне Саврӑшпуҫӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн ашшӗ чӳрече тӑвакан, лартса ҫӳрекен ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна Кӗленче Хветучӗ тенӗ. Кӗленче Хветучӗн 8 хӗр ӳснӗ. Асаннен тӑванӗсем: Лиза Сергеева (упӑшки Антон, ҫемйи Анат Камăна куҫса кайнӑ), Аркади («Заря» поселокӗ). Кивӗ Саврӑшри Мельниковсем те ҫак енченех пирӗн тӑвансем иккен.
Аттен акӑшӗ Варук мӑнакка енчен: Ҫӗмӗртлӗри Хӗветӗр Исаевăн кил-йышӗ, Унтакшӑри Александровсен, Таиҫҫепе Володян кил-йышӗ, Хусанти Емельяновсен, Нинапа Володьăн кил-йышӗ те пире тӑван.
Анне енчен те тӑвансем нумай. Элметри кукка Алексей Романович Табашников (1932-2014) Хусанти архивсенче ларса, вуласа пӑхсан ҫавӑн пек каланӑччӗ: «Унтакшӑра ҫур ял пирӗн тӑвансем... тата Сергеевсем, Афанасьевсем те пирӗнех».
Аннен Унтакшӑри ӑрăвӗ, ашшӗ енчен Иванкка Табашниковран кайнӑ (вӑл туртмалли табак тунă çӗрте ӗҫленӗ, ҫавӑнпа ӑна «табашник» ят панӑ. Ҫав ятран Табашников хушамат тухса кайнӑ). Иванккан йӑхӗ те анлӑ сарӑлнӑ. Унӑн Ваҫанкка ывӑлӗн ачисенчен: Унтакшӑри Александровсен (Нина, Ваня), Ивановсен (Коля, Нелля) кил-йышӗсем; Чӑваш Енрусьелӗнчи Узяркинсен (Дунинчен), Чӑваш Майнинчи Угахинсен кил-йышӗсем кайнӑ. Кӗтерне хӗрӗн ачисенчен: Унтакшӑри Элекҫей Костин, Сӗнчелӗнчи Дусян, Емелькинӑри Романовсен (Нина, Элексантӑр), Кивӗ Саврӑшри Елинккан кил-йышӗсем кайнӑ. Раман ывӑлӗн ачисенчен: Савгачевӑри Николаевсен (Улюна, Петр), Саврăшпуҫӗнче пурăннӑ Григорьевсен (Нина, Элекҫей), Емелькинӑри пирӗн Павловскисен (Нятя, Юрги), Элметри Табашниковсен (Петр, Аня) кил-йышӗ кайнӑ.
Кукамайăн Навра (Ирина) Алексеевна Табашниковăн (хӗр чухнехи хушамачӗ Маркова, 1891-1947) йӑхӗ, кукка тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, Капитон (Кӗпитан) Ефимов текен ҫынран пыни паллӑ. Унӑн Сидӑр текен ывӑлӗнчен Емелькинӑри А.М.Ильин вӗрентекенӗн, Унтакшӑри Еремеев Санькин кил-йышӗ тухнӑ. Марк (Марка) ятлă ывӑлӗн Элекçей (арăмӗ Маттюк) ятлӑ ачинчен (Табашниковсемпе Павловскисемсӗр пуҫне) тата: Хӗветӗр Марковран Унтакшӑри Петровсен (Елинкка, Ваҫҫили), Хусан тӑрӑхӗнче пурӑнакан Мироновсен (Христинья, Якку), вӗсен пӗр хӗрӗн (ячӗ, кама качча кайни паллӑ мар) Чӑваш Майнинчи кил-йышӗ тытăннӑ. Марковсем тенипе, Унтакшӑри хӑш-пӗр Марковсем те пирӗн тӑвансем, сӑмахран, П.И.Марков вӗрентекенӗн йышӗсем.
Кукамайăн амăшӗ Маттюк (хӗр чухнехи тулли ячӗ Матрена Федотовна Николаева) Чӑваш Майнинчи Николаевсен кил-йышӗнчен тухнӑ. Вӗсем, тӑватӑ пӗртӑван хӗр пирӗн тӑрӑха качча килнӗ. Ман мӑн кукамай йӑмӑкӗсем - акӑшӗсем урлӑ эпир Унтакшӑри Микулай Харитонов, Ҫӗмӗртлӗри Агафун Кононов, Емелькинӑри А.М.Ильин (тепӗр хут, тепӗр енчен) кил-йышӗсемпе те тӑван. Тата анне енчен пире Емелькинӑри хӑш-пӗр Галкинсем те, Ҫӗньялти Люда Чугурован амӑшӗсем, Ҫӗмӗртлӗри Юркка Ивановăн, унӑн акăшӗн, Емелькинӑри Лидия Захарован, ҫемйисем те тӑван лекеҫҫӗ.
Кунта эпӗ кӑшт кӑна хамӑн тымарсене, тӑванлӑх ҫыхӑнӑвӗсене ҫывӑхри тăрӑхпа ҫыхӑнтарса кӑтартса парас терӗм. Тӗрӗссипе, кашни уйрӑм ҫыннӑн тымарӗсем, тӑванӗсем ҫинчен хулӑн кӗнеке ҫырма пулать, ҫав ӑру кӗнекисенче - историсенче Библири пек: «Пурӑннӑ Адампа Ева, вӗсен ачисем Каин, Авель, Сиф пулнă. Сифăн - Ной пулнӑ, Нойӑн виҫӗ ачи пулнӑ - Сим, Хам тата Яфет...» - тесе пуҫланӑ евӗрлех каласа пама тытӑнма пулать. Эпӗ тӗпчени, пухни, ҫырса кӑтартни тӑвансемшӗн, ытти вулакансемшӗн те усӑллӑ пулма пултарать: эпир пурте атте-анне ачисем, ҫуралнӑ-ҫуралманах тӑванлӑх ытамне кӗрсе ӳкетпӗр, унпа пурнӑҫ тӑршшӗпе утатпӑр, унӑн пылакне туйса, тутанса пурӑнатпӑр. Пире вӑхӑт та, ҫухрӑмсем те, тӗрлӗрен йывӑрлӑхсем те, хулари пысӑк «кӗтӳре» пурӑнни те Тӑвансен ҫӗршывӗнчен, тӗнчинчен, хуранӗнчен ан уйăрччӑр, ан сивӗтчӗр. «Мой адрес - Советский Союз», «...меня не интересует кто он, лишь бы был хороший человек» текен ултавлӑ, этеме тӑван тӑрӑхран, тӑванлӑхран пистерекен лозунгсем те пире тӗрӗс ҫултан ан пӑрайччӑр, аташтарса ан яччӑр. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн куккан тепӗр каларăшӗ аса килет: «Пӗр юнран тухни ҫынсене пӗрлештермелле, ҫывӑхлатмалла.Тӑван юн ялан туртать». Юлашки шухӑша хам чунтан юратнӑ чӑваш юрринчи сӑмахсене каласа вӗҫлес килет: «Саврӑм сире, юратрӑм сире, килтӗм хӑнана. Савман пулсан, юратман пулсан килмен пулӑттӑм».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев