Телейлӗ ачалăха кашни тивӗç
Июнӗн 1-мӗшӗ - Халăхсен хушшинчи ачасене хӳтӗлемелли кун. Çак кун республикăри кашни районта тӗрлӗ мероприятисем, акцисем, квестсем иртрӗç. Хусанта, сăмахран, Туслăх Çуртӗнче министерствăсемпе ведомствăсен представителӗсем граждансене право пулăшăвӗпе тӳлевсӗр тивӗçтерчӗç. Нумай кирлӗ ыйтăва хускатрӗç унта, алимент тӳлес йӗрке, ачасене медицина пулăшăвӗпе тивӗçтересси, реабилитаци пирки, вӗрентӳ процесӗнче пулакан конфликтлă пулăмсем таранчченех....
Июнӗн 1-мӗшӗ - Халăхсен хушшинчи ачасене хӳтӗлемелли кун. Çак кун республикăри кашни районта тӗрлӗ мероприятисем, акцисем, квестсем иртрӗç. Хусанта, сăмахран, Туслăх Çуртӗнче министерствăсемпе ведомствăсен представителӗсем граждансене право пулăшăвӗпе тӳлевсӗр тивӗçтерчӗç. Нумай кирлӗ ыйтăва хускатрӗç унта, алимент тӳлес йӗрке, ачасене медицина пулăшăвӗпе тивӗçтересси, реабилитаци пирки, вӗрентӳ процесӗнче пулакан конфликтлă пулăмсем таранчченех. Хусан Кремлӗнче вара ачасем валли интереслӗ мероприяти пулчӗ, унта пӗтӗмпе 2 пине яхăн ача хутшăнчӗ.
Ачасене хӳтӗлемелли кун умӗн, майăн 30-мӗшӗнче, ТР Министрсен Кабинетӗнче Ачасен прависемпе комитет уполномоченнăйӗпе Гузель Удачинăпа, ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗпе Лариса Сулимапа пресс-конференци иртрӗ. Спикерсем республикăра ачасемпе çыхăннă ӗçсемпе туллин паллаштарчӗç.
Гузель Удачина сăмахӗсемпе, обществăра ачасен прависене хӳтӗлесси чи пӗрремӗш вырăнта пулмалла. Республикăра ачасен шучӗ паян 795959. Гузель Удачина пӗлтернӗ тăрăх, çулсерен çак шут ӳссе пырать. Савăнтаракан пулăм шутне ачасен вилеслӗхӗ чакса пынине кӗртмелле. Тăлăх ачасен шучӗ темиçе çул ӗнтӗ пӗр шайра тăрать, республикăра вӗсем 12 пинӗн. Телее, 95 проценчӗ усрава илнӗ çемьесенче ӳсет, 502-шӗ кăна - ача çурчӗсенче. Шел те, телейлӗ ачалăхпа кашни ача мухтанаймасть, ăнăçсăр çемьесенче паян 16 пин ача çитӗнет. Тутарстанра ун пек çемьесем 9905, пурте учетра тăраççӗ. Инвалид ачасен шучӗ те сахал мар, вӗсем 14 пин, сывлăх енӗпе чăрмавсем пуррисем 21 пинпе танлашнă.
Ачасен омбудсменӗн сăмахӗсемпе, Тутарстанра кашни категорие кӗрекен ачасене çителӗклӗ тимлӗх уйăрма, вӗрентме, аталантарма майсем туса панă. Çитӗнекен ăрăвăн прависене хӳтӗлессипе пӗтӗмпе 20 ытла программа пурнăçланать. Вӗсенчен 10-шӗ ачасен вӗрентӳпе кану учрежденийӗсене пурлăхпа техника тивӗçтерӗвӗпе çыхăннă. Унта шкулсемпе ача сачӗсен, çуллахи лагерьсемпе кану учрежденийӗсен, çул çитменнисен клубӗсен тӗп юсавӗ кӗрет. Муниципалитетсенчи 80 лагерьтен 59-шне тӗпрен юсанă. Ачасене спортпа интереслентерес тӗллевпе спорт площадкисем тăвасси лайăх аталанса пырать, 2013 çултанпа пӗтӗмпе 671 площадка уçăлнă, кăçал тата тепӗр 100-шӗ хута каймалла.
Уполномоченнăй сăмахӗсемпе, ачасен прависене хӳтӗлессипе ӗçре уйрăм пулăмсемпе ӗçлесси приоритетлă пулса тăрать. 2016 çулта ачасен прависене пăснипе çыхăннă çăхавсем 1525-пе танлашнă. Гузель Удачина пӗлтернӗ тăрăх, çуррин прависене тавăрнă. Лару-тăрăва лайăхлатас тӗллевпе ачасен омбудсменӗ граждансене ытларах хăй йышăнма тăрăшать. Çак тӗллевпе час-часах районсене тухса çӳрет. Ӗç эффективлăхне ӳстерес тӗллевпе муниципалитетсенче ачасен шутӗнчен уполномоченнăй пулăшуçисене суйлама пуçланă. Гузель Удачинăн паянхи куна вӗсем 17-ӗн.
- Проблемăсем çине ытларах эпир çитӗннӗ çын куçӗпе пăхатпăр. Анчах нумай ыйтура манăн ача сассине илтес, ун шухăшне пӗлес килет. Аслисем ыйтăва пӗр тӗрлӗ пăхсан, ачасем нумай чухне стандартлă мар йышăнусем туса проблемăна çăмăллăн татса пама пултараççӗ. Хăйсем пирки вӗсенчен лайăхрах кам пӗлтӗр? Çавăнпа ачасенчен пулăшуçăсем тупма йышăнтăмăр. Районсене кайсан вӗсем ялан ман çумра, манпа пӗрле вăл пуçлăх патне кӗрет, канашлусене хутшăнать, суда та пырать. Çапла ачаран вӗсем социаллă, юридици ӗçӗсен йӗркине вӗренсе пыраççӗ, опыт пухаççӗ. Ман пулăшуçăсенчен ытларахăшӗ шкул пӗтерсен юрист профессине суйланинчен тӗлӗнмелли çук. Этем прависене хӳтӗленине курса ӳснӗскерсем малашне те çак енӗпех ӗçлесшӗн, - терӗ Гузель Удачина.
Маларах каларăмăр ӗнтӗ обществăн чи пысăк инкекӗсенчен пӗри вăл - ăнăçсăр çемьесем. Ачасен омбудсменӗ пӗлтернӗ тăрăх, ун пек çемьесене тимлӗхрен кăлармаççӗ, тӗрӗслесех тăраççӗ, профилактика мероприятийӗсем ирттереççӗ, информаципе тивӗçтереççӗ. Çавсен шутне ăнăçсăр ашшӗ-амăшӗсемпе калаçусем ирттерни, вӗсене тӗрӗс çул çине тăма пулăшни кӗрет. Тӗлӗнмелле те, хăйсен ачисене социаллă приютсене вырнаçтарма заявлени çырса паракансем те пур, хăйсен ирӗкӗпе çемьерен кайма хатӗр ачасем те сахал мар. Ку ӗнтӗ килти пурнăç чăтма çук шая çитнипе çыхăннă. Ачасем ашшӗ-амăшӗ е пăхаканӗсем хăйсемпе ытла хаяр пулнине чăтаймасăр çемьерен кайма шутлаççӗ. Кунта аслисем ӗçкӗпе иртӗхни тӗп сăлтав пулса тăрать. Çак инкекпе кӗрешме комитетăн ятарлă программи те пур. Унпа килӗшӳллӗн, алкоголизмран сывалма кăмăл тунă ашшӗ-амăшӗсемпе ӗçлеççӗ. Тăкаксене республика бюджечӗ йăлтах хăй çине илнӗ.
Комитет уполномоченнăйӗн сăмахӗсемпе, ачасене çемьерен илесси кăткăс ӗç. Ăна çăмăллатас тата эффективлăрах тăвас тӗллевпе ятарлă Ӗç ушкăнне йӗркеленӗ. Пурнăçра тӗрли пулать, хăш чухне сăлтавсăрах ашшӗ-амăш прависене туртса илесси те. Ӗç ушкăнӗ шăпах лару-тăрăва тӗпрен тӗрӗслесе йышăнăва тӗрӗс е тӗрӗс мар тунине палăртать. Комитета килекен çăхавсенчен çурри кăна ачасен прависене чăннипех пăснипе çыхăннă. Ӗç ушкăнӗ проблемăна вырăнта татса пама пулăшать. Кăçал кăна закона пăсса ачасене çемьерен туртса илнин 5 пулăмне палăртнă. Лару-тăрăва татса панă хыççăн вӗсене çемйисене тавăрнă.
Комитетăн ăнăçлă проекчӗсен шутне Гузель Удачина тăлăхсен видеопаспортне хатӗрленине кӗртрӗ. Проект паяна çӗршер ачана çемьене вырнаçтарма пулăшнă.
ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Лариса Сулима ачасен çуллахи канăвӗ çинчен каласа пачӗ. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, республикăра кăçал шкулсен çумӗнче 548 лагерь ӗçлӗ. Хăш-пӗр районсенче лагерьсем майăн 29-мӗшӗнчех ӗçлеме пуçланă. Июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа лагерьсенче 49 пин ача канма тытăнчӗ. Кану савăнăçлă пуçлантăр тесе лагерьсен ӗçне торжествăлла концертсенчен, линейкăсенчен пуçланчӗç. Лариса Сулима сăмахӗсемпе, унта ашшӗ-амăшӗсене те хутшăнма ирӗк панă. Мӗншӗн тесен июнӗн 1-мӗшӗ пысăк праçник, ăна ачасем çав тери кӗтеççӗ. Азнакай, Пăва, Пӗкӗлме, Тукай районӗсенче уява ачасен сабантуйӗ йӗркелесех палăртнă. Аксу, Заинск, Анат Кама, Саба районӗсенче муниципаллă тата республика конкурсӗсен, олимпиадăсен, творчествăлла фестивальсемпе спорт ăмăртăвӗсен çӗнтерӳçисене чысларӗç. Актаныш, Çӗпрел, Арск, Çӳлту, Çӗнӗ Шуçăм районӗсенче лагерьсене уçнă çӗре район пуçлăхӗсемпе меценатсем хутшăннă.
Ача çурчӗсен воспитанникӗсене уйăрса хăварманни уйрăмах савăнтарать. Паян 120 тăлăх ачана Крымри ача лагерӗсене канма ăсатрӗç.
Ачасен хушма вӗрентӗвӗпе, воспитанийӗпе, канăвӗпе çыхăннă мероприятисем республикăра нумай, ку енӗпе Вӗрентӳпе наука министерстви лайăх ӗçлет. Ачалăх пӗрре кăна, вăл телейлӗ пулнинчен ачаран мӗнле çын ӳссе çитӗнни кăна мар, пирӗн пуласлăх епле пуласси те килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев