Тӳнкки-тӳнкки пӗр кунлăх юрă мар
« Мунча шăрши» юрă темиçе çул каялла кăна çуралчӗ пулсан та (ăна Хусанти çамрăк композитор Алексей Наумов кӗвӗлерӗ), икӗ ăру çыннин пӗрлехи шедеврӗ, хичӗ пулса тухрӗ. Тӳрех паллă – тӳнкки-тӳнкки пӗр кунлăх юрă мар, ӗмӗрлӗхе.
Кам мӗнле пуль те, эпӗ çуллахи вăхăтра хурăнлăх патне çывхарсанах Хусан чăвашӗсен «Мунча шăрши» юррине ӗнӗрлеме пуçлатăп. Мӗн чухлӗ тунсăх чăваш мунчишӗн, мирлӗ пурнăçшăн çак йӗркесенче!
Кӗвви, кашни сăмахӗ чунри мӗнпур хӗлӗхе пырса тивсе çан-çурăм тăрăх сивӗ чуптарать, куççуль кăларать. Çак тунсăха тӳссе курман çын кун пек çырайман пулӗччӗ. «Мунча шăрши» сăвва Петӗр Хусанкай 1942-1943 çулсенче Брянск вăрманӗсенче партизан отрядӗнче тăшмансемпе çапăçнă вăхăтра çырнă пулнă. Анчах та юрри темиçе çул каялла кăна çуралчӗ пулсан та (ăна Хусанти çамрăк композитор Алексей Наумов кӗвӗлерӗ), икӗ ăру çыннин пӗрлехи шедеврӗ, хичӗ пулса тухрӗ.
Юррăн историйӗ те питӗ кăсăк. А.Наумовăн сăмахӗсем тăрăх, ăнсăртран, çав вăхăтрах темиçе çул пиçнӗ юрă вăл. Ку юрăшăн пирӗн тата тепӗр çынна, шăпах çак икӗ ăрăва çыхăнтаракан ентеше, ТР тата ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченне Василий Афанасьевич Дедушкина (йывăр тăпри çăмăл пултăр) тав тумалла. Чăваш культурипе яланах кăсăкланакан шурсухал П.Хусанкайăн сăввине 2005 çулта, шăпах Çӗнтерӳ кунӗ умӗн, «Сувар» хаçата илсе килчӗ. Хаçатăн тӗп редакторӗпе К.Малышевпа çамрăк композитора А.Наумова, малашлăха курса тăнăн, хистесех сăвва вулаттарнă вăл ун чух. Апла пулин те çамрăксем тӳрех шута илмен шурсухалăн хистевне, тен, юрă çуралас вăхăт çитмен. Анчах та истори кунпа вӗçленмен, çамрăк композиторăн А.Наумовăн сăмахӗсем тăрăх, П.Хусанкай вăл классик, сăввисем ахаль сăмах пуххи кăна мар, кашни тарăн шухăшлă, эппин кӗвви те тивӗçлӗ пулмалла, кун пекки пӗр çеккунтра çуралмасть. «Кӗввине пилӗк минутрах çыртăм, ун умӗн вара икӗ çул кашни кун шутласа çӳрерӗм. Кӗвви П.Хусанкай сăввине тивӗçлӗ пулаймасран шиклентӗм», – тет вăл кун пирки.
«Мунча шăрши» юрра пуçласа итлени те асра-ха. А.Наумов юрра «Сувар» хаçата илсе килчӗ, хаçат ӗçченӗсем эпир пӗр хускалмасăр итлесе лартăмăр. Юрă вӗçленчӗ, эпир вара шăп, юрă мӗн тери лайăх пулнине хаклама сăмах никамăн та тӳрех тупăнмарӗ, куçран куççуль шăпăртатать. Тӳрех паллă – тӳнкки-тӳнкки пӗр кунлăх юрă мар, ӗмӗрлӗхе. Савăннипе, çав хушăрах мăнаçланнипе аранах сывлăш çавăрса ярайрăмăр.
«Хусан чăвашӗсем» ушкăн çӗнӗ юрă çав тери лайăх пулса тухнипе хавхаланса клип та ӳкерме шутларӗç. Сăвăри ӗç-пуç ӗненмелле те лайăх, каллех П.Хусанкая тивӗçлӗ пултăр тесе музей экспоначӗсемпе те усă курчӗç вӗсем. Сăмах май, унта нимӗнле артист та мар, П.Хусанкайăн ентешӗсем, Сиктӗрмепе Хăрата ял çыннисем, пурӗ 30 яхăнăн хутшăнчӗç. Çапла çуралчӗ Аслă Çӗнтерӗвӗн 70 çулхи юбилейӗ тӗлне «Мунча шăрши» юрăпа клип. Тутарстан чăвашӗсем фронтовика, ентеше П.Хусанкая, унпа пӗрлех вăрçа хутшăннă мӗнпур ветерана, салтака пуç тайни пулчӗ ку. Тав юрă авторӗсене, клипа ӳкернӗ тата ӳкерӗннӗ çынсене куншăн!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев