Явап тыттарма законӗ çук
Преступлени факчӗ пур, ăна кам туни паллă, анчах уголовнăй ӗç пуçарса ăна суда пама çук. Мӗншӗн тесен Уголовнăй кодекс ыйтнă пек экспертсем обществăшăн сиенлӗ япаласене палăртман. Пирӗн шутпа, ку сиен калăпăшне, тӗсне палăртассипе пысăк полномочиллӗ эксперт учрежденийсем çитӗлӗксӗр пулнипе çыхăннă. Ку вара преступлени тытăмне палăртса следствие вӗçлесе уголовнăй ӗçе малалла...
-
Преступлени факчӗ пур, ăна кам туни паллă, анчах уголовнăй ӗç пуçарса ăна суда пама çук. Мӗншӗн тесен Уголовнăй кодекс ыйтнă пек экспертсем обществăшăн сиенлӗ япаласене палăртман. Пирӗн шутпа, ку сиен калăпăшне, тӗсне палăртассипе пысăк полномочиллӗ эксперт учрежденийсем çитӗлӗксӗр пулнипе çыхăннă. Ку вара преступлени тытăмне палăртса следствие вӗçлесе уголовнăй ӗçе малалла суда пама кирлӗ, - терӗ РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Владимир Циома «Татар-информ» ИАра республикăри шыв-шур хуçалăхӗн экологилле лару-тăрăвӗпе иртнӗ пресс-конференцире.
Владимир Циома пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанра экологи енӗпе преступленисем ытларах должноçри çынсен хутшăнăвӗпе пурнăçланаççӗ. Ку вӗсен коррупцилле шухăш-кăмăлне кăтартакан фактор. Хăш-пӗр чухне ӗçри тивӗçсене кирлӗ пек мар, тирпейсӗр пурнăçланипе, явапсăрлăхпа çыхăннă. 2017 çулта экологи енӗпе преступленисем самай йышланнă, 2016 çултипе танлаштарсан Следстви уйрăмне 20 çăхав ытларах килнӗ. Пуçарнă, суда панă уголовнăй ӗçсен шучӗ те ӳснӗ. Пулăмсене тӗплӗн тишкернӗ хыççăн 17-шпе уголовнăй ӗç пуçарнă, çав вăхăтрах производствăра тепӗр 20 ӗç выртнă, çавсенчен 3-шне суда панă, 8-шне хупнă, тӗрӗсрех каласан çӳлерех асăннă сăлтавсене пула хупма тивнӗ. Мӗнле-ха капла? Преступлени пур, айăпли пур, анчах законри çитменлӗхсене пула ӗç пуçараймаççӗ. Çавăнпа экспертсен шутне ӳстерни, Уголовнăй кодекспа палăртнă енсемпе кирлӗ специалистсене хатӗрлесси Следстви комитечӗн тӗп ӗçӗсенчен пӗри пулса тăрать. Владимир Циома шантарнă тăрăх, халӗ ку енӗпе ӗç пырать. Преступленисем тăтăшланнине, вырăнпа усă курса иртӗннине чармаллах.
Уголовнăй ӗçсене камсем тунине пăхсан тӗлӗнсе каймалла. Хальхи вăхăтра, акă, Набиуллин ертсе пыракан преступлени ушкăнӗ енӗпе пуçарнă уголовнăй ӗçӗн тӗпчевӗ пырать. Çак «туслă» ушкăна Экологи министерствин сотрудникӗ пулнă Шакирзяновпа Экологи министерствин экологи надзорӗпе патшалăх инспекцийӗн иккӗмӗш разрядлă аслă специалисчӗ Хабибуллин та кӗнӗ. 3-4 çула яхăн вӗсем шыв айӗнчен закона пăсса хăйăр кăларнă, çутçанталăка хирӗç 3 милион та 100 пин тенкӗлӗх сăтăр тунă.
Тепӗр ӗçӗ те «чаплă». Закона пăсса çырма ракӗсене тытассинче ТР ШӖМӗн Актанăш районӗнчи оперативлă дежурнăйӗ Давлетов палăрнă. Вăл 6 çынран тăракан преступниксен ушкăнӗн «хреснашшӗ» пулса тăрса тупăш илсе тăнă.
Юханшывсене шӗвӗ каяшсем тăкассипе çыхăннă пулăмсем те питӗ нумай. Чи пысăккисен шутӗнче Ореховка поселокӗнчи управляющи компанипе çыхăннă. Канализаци каяшӗсене тасатмалли хатӗрсем юрăхсăра тухсан поселок çумӗнчи Безымянное кӳллине тăкма пуçланă. Паллах, кӳлӗри чӗрчунсем вилсе пӗтнӗ, йӗри-тавран чăтма çук шăршă сарăлнă. Ку ӗç 2015 çултах пуçланнă, çапах паян кунччен те вӗçне-хӗрне тухса пӗтмен.
Çутçанталăка сăтăр тăвакансене явап тыттарас тесен законодательствăпа çирӗплетнӗ йӗрке кирлӗ. Унсăрăн çакăн йышши преступленисене чарма пулмӗ. Хальлӗхе вырăссен «Ухмахсемшӗн закон çук» тенӗ пек пулса пырать. (С.Исхаков сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев