Ют хуйхă пулмасть
(Ирина Гордеева. Р. Гали сăнӳкерчӗкӗ). Чăтма çук, чӗрене çуракан хуйхă йăтăнса анчӗ пирӗн çине иртнӗ вырсарникун, мартăн 25-мӗшӗнче. Çак ăраскалсăр кун Кемеровăри «Зимняя вишня» суту-илӳ центрӗнче чӗрӗллех 64 çын çунса вилчӗ. Ку эрне тăршшӗпех çӗршывра мӗнле массăлла хыпар хатӗр пур - пуринче те çак трагеди пирки çыраççӗ, калаçаççӗ, кăтартаççӗ... Паллă...
(Ирина Гордеева. Р. Гали сăнӳкерчӗкӗ). Чăтма çук, чӗрене çуракан хуйхă йăтăнса анчӗ пирӗн çине иртнӗ вырсарникун, мартăн 25-мӗшӗнче. Çак ăраскалсăр кун Кемеровăри «Зимняя вишня» суту-илӳ центрӗнче чӗрӗллех 64 çын çунса вилчӗ. Ку эрне тăршшӗпех çӗршывра мӗнле массăлла хыпар хатӗр пур - пуринче те çак трагеди пирки çыраççӗ, калаçаççӗ, кăтартаççӗ... Паллă çынсем те, ахаль çынсем те социаллă сетьсенчи хăйсен страницисенче «Кемерово, эпир санпа» акци ирттерсе сăнӳкерчӗксем вырнаçтарчӗç. Нумайăшӗ çак хуйхăра чи çывăх тăванӗсене, ачисене çухатнисем çумӗнче пулас тӗллевпе Кемеровăна тухса кайрӗ. Хула çыннисем пушарта кӗлленнӗ суту-илӳ центрӗ умне чечексемпе çемçе теттесем кайса хучӗç, çурта çутрӗç.
Раççей Президенчӗ Владимир Путин та Кемеровăна çитсе айăплисене пурне те çирӗп явап тыттарассине каларӗ. Эх, çапла ачасене чӗртсе тăратма пулсан-и? Тӗнче йăтайми пысăк хуйхă илсе килчӗ пушар вуншар-вуншар çемьене. Тӗрӗссипе, пӗтӗм çӗршыв хурланать. Пултарнă таран кашни епле те пулин çак хуйха пайлас тесе тăрăшать. Раççейре мартăн 28-мӗшне траур кунӗ тесе палăртрӗç. Кашни хулара тӗрлӗ акцисем ирттерчӗç. Хусанта мартăн 27-мӗшӗнче Бауман урамӗнче халăх митинга тухса кемеровăсемпе пӗрле хурланнине палăртрӗ. Çынсем чечексемпе теттесем илсе килнӗ, çуртасем çутса ячӗç. Мартăн 28-мӗшӗнче хулипех çак акцие тӗрев пачӗç, ăçта пулсан та çынсем пӗлӗте шурă шарсем вӗçтерчӗç, каçхине 19.00 сехетре автомобиль сигналне пусса сасă пачӗç.
Трагеди тавра сас-хура нумай çӳрет, хăш-пӗрне шанас пулсан вилнисен шучӗ самай нумайрах. Анчах тӗрӗсех-ши ку? Енчен те суяççӗ пулсан, çапла чунсăр этем кăна хăтланаять. 1 çын пурнăçӗ те çав тери хаклă, кунта вара 64-ăн, виçесӗр нумай. Инкекпе политика вăййисемшӗн усă курни чунсăрлăх, çапла тăшмансем çеç хăтланма пултараççӗ. Ку пăшăрхантарать. Анчах пуринчен ытла пушар сигнализацине чарса хуни, кинозалсене питӗрсе илни тӗлӗнтерет. Мӗн тума залсене питӗрсе хумалла пулнă? Каçарăр та, фашистсем вăрçă вăхăтӗнче çапла шутласах юри хăтланнă. Кунта вара мӗнле шутламалла? Нивушлӗ кинозалсене уçма май пулман? Çырнисене вулатăн та, кинозалра тӗтӗмпе чыхăнса çунакан ачасене пулăшма майсем пулнă, анчах кӗтмен чăрмавсем сиксе тухнине асăрхатăн. Мӗн ку? Паникăна пула ăнкарса илейменни е яваплăхсăр? Ыйту çав тери нумай.
Суту-илӳ центрӗн генеральнăй директорӗ юри чӗртсе янă верси çинче çирӗп тăрать. Хăйӗнчен айăпа сиресшӗн тесе шутлама та пулать. Тӗрӗсех, следстви вӗçне-хӗрне тухатех, айăплисене лартаççех. Анчах ашшӗ-амăшӗсен çухатăвне ку пусараймӗ. Нумай, çав тери нумай вăхăт кирлӗ пулӗ çак хаяр тӗрӗсмарлăха, хуйха йышăнса мӗнле те пулин пурăнса кайма. Чӗре çурăлать кун пирки шухăшласан. Турă ан пăрахтăрах вӗсене.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев