Алена Бултыкова: «Ачасене шкула хамăн ăсатас килет»
Манăн принцип: пӗрре вăрç, вунă хут мухта. Хуть мӗнле çынна та тăтăш ухмах тесен вăл ухмаха çаврăнать. Çавăнпа ачасен тăнне начаррине çапса кӗртмелле мар. Пӗчӗк çитӗнӳ тусан та мухтамалла.
Прокуратурăра ӗçленӗ хушăра мана Раççей Росстройӗ çумӗнчи Федераллă лицензи центрне чӗнчӗç. 2000 çулхи февраль уйăхӗччӗ, диплом çырма пуçланă. Собеседование кайса килтӗм, анчах ӗçлеме килӗшмерӗм.
– Мӗншӗн?
– Хам та калама пултараймап. Прокуратурăри ӗç те килӗшетчӗ. Июнь уйăхӗн пуçламăшӗнче каллех шăнкăравлаççӗ, центра ӗçлеме чӗнеççӗ. Ку хутӗнче килӗшрӗм.
– Çине тăрса чӗннӗ-тӗк, вӗсем санра тӳрех пултаруллă специалиста курнă? Ăçтан пӗлнӗ вӗсем сан çинчен?
– Тӗрӗссипе, кун çинчен шутламан. Çак сферăра ӗçлекенсен рекомендацийӗпе ӗнтӗ. Ăçта, мӗнле юрист ӗçлени вăл вăрттăнлăх мар. Çапла диплома Лицензи центрӗн юрисчӗ пулнă хушăра хӳтӗлерӗм. Халӗ те астăватăп, çур кун пачӗç вӗсем мана диплома хӳтӗлеме. 2000 çултан пуçласа вунă çул ӗçлерӗм центрта.
– Должноçа кура мӗнле ӗçсем пурнăçлаттăнччӗ?
– Эпир строительство организацийӗсене мӗнле те пулин ӗç илсе пыма лицензисем параттăмăр. Строительство, проект, инженери ӗçӗсене пурнăçлама. Декрета кайиччен ӗçлерӗм кунта. Ачасем садик çулне çитсен Хусанти Кӗленче компанине куçрăм. Мăшăрăм Константин Елисеев ертсе пыратчӗ организацие. Виçӗ çул ытла кунти юридици уйрăмне ертсе пытăм. Пӗр вăхăт хамшăн кăна ӗçлерӗм, уйрăм çынсене те, организацисене те юридици пулăшăвӗ параттăм. Ытларах строительствăпа, çӗр пайӗсене куçарассипе, куçман пурлăха пӗр категорирен тепӗр категорие куçарассипе çыхăннисемччӗ. Унтан мана «КАМГЭСЭНЕРГОСТРОЙ» ПАОна чӗнсе илчӗç. Вăл Тутарстанра чи пысăк строительство организацийӗ шутланса тăрать. Кăçал 56 çул тултарать. Çырчаллинчи «КАМАЗ» завода, Кама леш енчи социаллă экономика пӗлтерӗшӗллӗ чи пысăк объектсене, РКБăна та вăл тунă, халь ӗçлекен «Казань» агропромышленность паркне те. Виçӗ çул унта юридици уйрăмӗн пуçлăхӗн çумӗнче тăрăшрăм.
– Мӗншӗн каяс терӗн унтан?
– Киле çывăхрах ӗç шырарăм. Кунта хулан пӗр вӗçӗнчен тепӗр вӗçне каймалла. Пробкăсем чухне çул çине сехет ытла та каятчӗ. Ӗçе вара ирхине саккăра çитмелле. Ирхине тухса каяп, ачасем çывăрса та тăман-ха. Вӗсене шкула ăсатса яраймастăмччӗ. Ӗçрен таврăнсан тин кураттăм вӗсене. Çӳреме çывăх пулсан унтах ӗçлеттӗм пулӗ, коллектив та аванччӗ. Халӗ çывăх, ӗçе те тăххăра килмелле. Ирхине ачасене тăратса, апат çитерсе шкула ăсатап. Маншăн ку питӗ кирлӗ, пӗлтерӗшлӗ.
– Çапах калаçăва студент чухнехи вăхăтсем çине куçарас килет. Çап-çамрăкскер эсӗ питӗ яваплă уйрăмра ӗçленӗ. Преступленисемпе бандитизма хирӗç кӗрешекен уйрăм – калама çеç вӗт. 90-мӗш çулсем. Хăрамастăнччӗ-и?
– Çамрăк чух хăюллăрах пулнă пуль, шутламан. Анчах çак тапхăр маншăн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Вăл малашнехи ӗçӗн никӗсӗ пулса тăчӗ, кăмăлпа çирӗпленсе характера туптама пулăшрӗ. Лайăх опыт, лайăх пӗлӳ маншăн çак тапхăр. Унтанпа йывăрлăхсенчен хăрамастăп. Лицензи центрне ӗçлеме куçсан анне çӗнӗ çӗрте мӗнле хăнăхнине ыйтса пӗлетчӗ. «Анне, мана кунта çăмăл, хăш чух пушă вăхăт та пур. Килӗшмест мана ун пек», – теттӗм. Кулатчӗ анне: «Çынсем ӗçре ӗçлемесӗр ларма юратаççӗ, сана ӗç кирлӗ», – тетчӗ. Прокуратурăра утса та мар, чупса çӳреттӗмӗр. Мӗншӗн тесен нумай тумалла, нумай ӗлкӗрмеллеччӗ. Пӗлӳпе ăсталăх ӳссе пынă май, кайран лицензи центрӗнче те ӗç çитетчӗ. Прокуратурăри ӗç вăхăтне ырăпа кăна асăнатăп.
– Вӗрентекенсем лайăх пулнă санăн, Нафиев хăй кăна мӗне тăрать.
– Ку тӗрӗс. Вӗсенчен нумай вӗрентӗм. Пӗрле ӗçленисем паян район, хула прокурорӗсем, Аслă суд судйисем пулса тăчӗç. Пурте аван вырăнта ӗçлеççӗ. Пӗр-пӗринпе халӗ те калаçатпăр, пулăшатпăр. Кирлӗ чух канаш паратпăр, ыйтатпăр. Йăлт пӗлсе пӗтерме çук пирӗн ӗçре.
– Елена Николаевна, студент чухне эсӗ обществăлла ӗçре те активлăччӗ. Пӗр вăхăт чăваш çамрăкӗсен пӗрлешӗвне те ертсе пытăн.
– Ун чухне Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗнче Константин Яковлев ӗçлетчӗ. Ăнланатчӗ вăл çамрăксене. Часах ЧНКА çумӗнче пирӗн «Асамат» пӗрлешӳ йӗркеленчӗ, мана унăн председательне суйларӗç. Хусанта вӗренекен чăваш студенчӗсем унта туртăнма пуçларӗç. Темле мероприяти те ирттереттӗмӗр. Хусанта, Шупашкарта иртекен республика шайӗнчи культура мероприятийӗсене хутшăнаттăмăр. Ку та маншăн пысăк опыт пулчӗ.
– Паян эсӗ пултаруллă специалист. Ӗç яваплăхне кура квалификацие те ӳстерсех тăмалла пулӗ?
– Çапла. Юлашки хут февраль уйăхӗнче вӗренӳре пултăм. Законсем çӗнелсех тăраççӗ. Кашни кун ирхине законодательствăна тишкернинчен пуçлатăп.
– Профессире пиçсе çитнине хăçан туйма пуçларăн? Хăш тапхăрпа çыхăнтаратăн ăна?
– Лицензи центрӗнче ӗçлени – карьерăри тӗп тапхăрсенчен пӗри. Пӗрремӗшӗнчен, вăл федераллă тытăмра тăракан организациччӗ. Унта питӗ нумай конкурссем иртетчӗç. Пирӗн уйрăм пресс-служба çукчӗ, çав ӗçе те хам пурнăçласа пытăм. Нумай хаçат-журналта пичетленнӗ, интервьюсем панă. Кӗнекесем те çыртăм.
– Тин илтетӗп санран кун пирки.
– Хусанти строительство институчӗпе (халӗ Хусанти патшалăх строительствăпа архитектура университечӗ) пӗрле пирӗн центр лицензи йӗркипе кӗнеке кăларчӗ. Авторсем Адельшин академик тата эпӗ, çыраканӗ хам пултăм. Раççей шайӗнчи конкурссенче те призлă вырăнсене йышăннă. Ун чухне çӗнӗ документсем кăларсах тăратчӗç. Эп хатӗрленӗ документсене нумайăшне Раççейри организацисем ӗçе илчӗç. Паллах, ку савăнтарать. Кӗнекепе паян студентсем, аспирантсем, строительство отраслӗнче усă кураççӗ.
– Юридици наукисен кандидачӗн ятне илме те вăхăт апла?
– Кандидат минимумне эпӗ панă. Диссертацине те çырнă. Декрета кайнипе вăхăтра хӳтӗлеймерӗм ӗçе. Кайран 2010 çулта лицензисене пăрахăçласа СРОсем турӗç. Ман темăн актуаллăхӗ çухалчӗ. Кольăпа, иккӗмӗш ачапа, декретраччӗ ун чухне. Тен, кăмăл пулсан тепӗр хут тытăнса пăхăп. Лицензи центрӗнче ӗçленӗ чухне преподаватель пек те ӗçлесе пăхма тӳр килчӗ. ТР Строительствăпа архитектура министерстви çумӗнче Республикăн инженерипе техника центрӗ пурччӗ. Унта строительсен квалификацине ӳстереççӗ. Çавăнта лицензи йӗркипе лекцисем вулаттăм. Çырчаллине те çӳреттӗм, «КАМГЭСЭНЕРГОСТРОЙ» сотрудникӗсене вӗрентме.
– Елена Николаевна, пысăк организаци паракан майсене пăхмасăрах эсӗ çемьене пула ӗç вырăнне улăштарнă. Пурте ун пек тума хатӗр мар, чылайăшӗшӗн карьера тӗп вырăнта.
– Эпӗ мӗн кирлӗреххи е кирлӗ марри хушшинче суйламастăп. Çапах хӗрарăмшăн ачасем, çемье тӗп вырăнта. Ачасене, мăшăра нумайрах вăхăт уйăрас тесех киле çывăхрах ӗç шырарăм, ирхине ачасене шкула чуптуса ăсатса ярассишӗн (кулать).
– Ывăлусем амăшӗ мӗнле яваплă ӗçре ӗçленине пӗлеççӗ, паллах?
– Пӗлеççӗ. Асли, Егор, судья пуласшăн калаçать. Эпӗ хам та судьяна каясшăнччӗ, экзаменсем тытма хатӗрленнӗччӗ. Мана анне ямарӗ. Судья пулма манăн мӗнпур требованисем пурччӗ, 25 çул ӗçленӗ стаж. «Хăрушă, çын пурнăçӗсене татса памалла, явап илмелле, ан кай», – йӗрсех ӳкӗтлерӗ мана анне. Ăна итлесе судьяна каймарăм. Ку историе ачасене те каласа панă. Егор халӗ мана: «Сана аннӳ яман, эпӗ вара судья пулатăпах», – тет.
– Канма кăшт та пулин вăхăт тупăнать-и? Ӗçлекен хӗрарăма кил хуçалăхне те тытса пыма тӳр килет. Мӗнле ӗлкӗретӗн?
– Ӗçре кану çинчен шутламалли те çук. Тав Турра, ывăлсем хăйсем тӗллӗнех вӗренеççӗ, хăйтӗллӗнлӗх вӗсен пур. Халӗ акă дистанцилле майпа вӗренеççӗ. Кирлӗ платформăсене кӗрсе уроксене хутшăнаççӗ, контрольнăйсене те хăйсемех тăваççӗ, пиртен пулăшу ыйтмаççӗ. Вăл енчен мана çăмăл. Килти ӗçсене çемьепе тума тăрăшатпăр. Пӗçересси, паллах, ман çинче. Пӗçерме юратап эп.
– Кил хуçалăхӗсӗр пуçне хӗрарăмăн илӗртӳллӗ те пулмалла. Арçын вăл куçпа юратать. Телейлӗ мăшăрланăва упраса хăварас тесен мӗн тăватăн?
– Чи кирли – вăхăтпа тӗрӗс усă курма пӗлни. Мăшăра тимлӗх кирлех. Ку енӗпе атте-аннерен тӗслӗх илетӗп. Костя та тӗслӗхлӗ çемьере ӳснӗ. Пирӗн аттесем характерӗсемпе пӗрпекрех те пулнă. Тен, çавăнпа пӗр-пӗрне лайăх ăнланатпăр. Ӗçсӗр пуçне хӗрарăмăн хăйӗн валли кăна вăхăт та пулмалла. Кирлӗ маррипе вăхăта ирттермеп эпӗ. Манăн юлташсем нумай. Ачасем вӗренекен класри хăш-пӗр çемьепе çывăх туслашрăмăр. Çемье уявӗсене те час-час пӗрле ирттеретпӗр. Хӗрарăмсен пирӗн хамăрăн калаçу. Ку питӗ кирлӗ. Хамăра пăхассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яватпăр. Тӗпелтен пуçласа тумтир таранчченех. Канатăн çакăн пек тӗлпулусенче. Пӗрле концертсене, тӗрлӗ мероприятисене çӳретпӗр. Пахча пур пирӗн. Вăл маншăн кану. Кăçал чечексене çӗнетрӗм. Апрель уйăхӗнче йăлт тасатрăмăр, халь пахча чечекре.
– Эпир ял ачисем, ӗçлесе ӳснӗ, ӗç воспитанийӗ, ман шутпа, питӗ эффективлă. Ывăлусене килти ӗçсене явăçтаратăн-и?
– Паллах. Çапах та пурнăçӗ халь урăхла, пирӗн пек гектарӗ-гектарӗпе кăшман çумламалли çук. Кашнин хăйӗн тивӗçӗ пур. Ăна вӗсем пурнăçлаççӗ. Нумай пулмасть Коля ыйтнипе ун çуралнă кунне кушак çури илсе патăмăр. Илнӗ чух ăна пăхассине пӗтӗмпех хăйсем çине илессине калаçса татăлтăмăр. Ачасем питӗ çыхланчӗç ун çумне, юратаççӗ, пăхаççӗ. Упăшка та çепӗçрех пек (кулать), кушак халӗ пӗтӗмпех атьсем çинче. Эп лотокӗ патне те пымастăп, йăлт хăйсем тасатаççӗ, кавирсене те пылесослаççӗ. Килти чӗрчун вăл ачасене яваплă пулма вӗрентет. Унсăр пуçне хăйсен пӳлӗмӗсене те тирпейлеççӗ.
– Эсӗ çирӗп анне е ытларах тус ачусемшӗн?
– Ачасемпе хутшăнусем пирӗн уçă. Эпӗ çирӗп кăмăллă анне мар. Хăш чухне упăшка та: «Санăн демократийӗ... Ачасене ытлашши ирӗк паратăн», – тесе калакалать. Пӗчӗк чухне те эпӗ вӗсене хампа тан тытнă. Паллах, анне пек ăс паратăн, вӗрентетӗн. Кирлӗ чух вăрçни те пулать. Егор пиллӗкмӗш класа кайсан унăн класс ертӳçи калани маншăн чун уççи пулчӗ. Пире класс ертӳçипе, Ольга Юрьевнăпа, питӗ ăнчӗ. «Егорпа калаçатăп та, мӗн чухлӗ унра ашшӗ-амăшӗн юратăвӗ пулнине куратăп. Сирӗн хутшăнусем мӗн тери çывăх та ăшă. Унра юрату çав тери нумай. Тата Егор мана: «Эпӗ мӗн тусан та анне ман майлă пулать», – терӗ», – вӗрентекен çапла калани маншăн питӗ хаклă. Манăн принцип: пӗрре вăрç, вунă хут мухта. Хуть мӗнле çынна та тăтăш ухмах тесен вăл ухмаха çаврăнать. Çавăнпа ачасен тăнне начаррине çапса кӗртмелле мар. Пӗчӗк çитӗнӳ тусан та мухтамалла. Ырă тӗслӗх кăтартмалла. Пире аттепе анне те çапла ӳстернӗ. Атте мана пӗрре те вăрçман. Ман шутпа вăл идеаллă упăшка тата атте. Шел, пиртен ир уйрăлса кайрӗ. Анне пире воспитани панă. Унпа калаçмасăр пӗр кун та иртмест. Пурнăçра вăй-хал парать вăл мана. Ӗçрен тухатăп та ун сассине илтес тесе тӳрех шăнкăравлатăп. Эп машинапа пынă чух калаçасшăн мар, хăрать маншăн. Çапла вăл анне чӗри. Халь хам та анне, çавăнпа ăна лайăх ăнланатăп. Тепӗр чун уççи маншăн акка, Сильвия. Вӗсем мăшăрӗпе икӗ хӗр çитӗнтереççӗ. Эпир пӗр çемье пек пурăнатпăр, кашни уява пӗрле ирттеретпӗр. Канмалли кунсенче анне патӗнче пуçтарăнатпăр.
А.Бултыкова архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев