Артём ПРОКОФЬЕВ: «КАРЬЕРĂШĂН СУЙЛАМАН»
Тутарстанри Патшалăх Канашӗнче пенси реформине хирӗç пӗртен-пӗр депутат – Артем Прокофьев кӗрешет.
Экономистсен шутлавӗсемпе пенси реформине йышăнсан 2019 çулта патшалăх бюджетне 300 миллиард, 2024 çулччен 1 триллион тенкӗ тупăш кӳнине Правительство лайăх картса хунă пулмалла. Халӗ çак укçана, паллах, вӗçертесшӗн мар, аллине тăснă ӗнтӗ. Урăхла мӗнле ăнлантармалла-ха власть халăх пăлханăвне, хирӗçлевне шута илесшӗн пулманнине? Пенси çулне ӳстересси халăхра пысăк резонас çуратрӗ, социаллă сетьсенче ку ыйтупа шăв-шав пырать. Ытларах та ытларах çын чиновниксемпе ахаль çынсен ӗç укçи хушшинчи пысăк уйрăмлăхпа кăмăлсăрланни палăрать. Правительство çакна пӗлмест мар, анчах курмăш тăвать. Мӗншӗн тесен унăн епле те пулсан 2024 çулччен йышăннă социаллă-экономика аталанăвӗн 8 триллион тенкӗпе танлашакан программине пурнăçламалла. Чемпионат ирттерсе темиçе триллион тăкакланине вӗсем халь НДС шайне, пенси çулне ӳстерсе тавăрасшăн пулмалла. Мӗншӗн хăйсен ӗç укçине чакармаççӗ? Ак, Патшалăх Думин, регионсенчи Патшалăх Канашӗн депутачӗсене, Министрсен Кабинечӗсене, ытти шайри чиновниксене тытса тăма кăна уйăхсерен росстат кăтартăвӗсемпе 682,7 миллиард тенкӗ каять, тепӗр 462 миллиарчӗ хушма тӳлевсене, мӗнпур тăкаксене шутласан 2 триллиона яхăн. Депутатсене хамăр суйлатпăр, анчах вӗсен пире хӳтӗлесе вырăн çухатас килмест-тӗр, патшалăх пысăк ӗç укçи тӳлесе çăварӗсене хупать. КПРФ депутачӗсем халăх майлă калаçаççӗ пек. Анчах вӗсен вырăнӗ вăйсăртарах. Тутарстанри Патшалăх Канашӗнче пенси реформине хирӗç пӗртен-пӗр депутат – Артем Прокофьев кӗрешет. Патшалăх Думи пенси çулне ӳстерессипе законопроекта пӗрремӗш хут пăхса тухнăранпа вăл Хусанта икӗ пысăк митинг йӗркелесе ирттерчӗ. Анчах вӗсене пӗр телеканалпа та кăтартмарӗç. Журналистсене те сутăн илнӗ пулмалла. Халăха ан пăтратăр тесе калакан пуçлăхсем пур. Демократиллӗ çӗршывра пурăнатпăр тетпӗр хамăра. Тен, Артем Прокофьев коммунист та заказ панă политикăлла вăййа вылять? Пуçа çакăн пек шухăш та кӗрет. Влаçрисем хушнипе, çӗршывра урăхла кăмăл-шухăш валли те вырăн пур тенипе? Çак ыйтусене татса парас тӗллевпе Артем Прокофьевпа хăйӗнпе курса калаçма шутларăм. Тӗлпулу ТР Патшалăх Канашӗн çуртӗнче иртрӗ.
– Артем Вячеславович, чи малтан сиртен мӗншӗн КПРФ партине суйласа илнине ыйтас килет. Мӗн ку: карьерăпа улăхма стратегилле утăм е идейăллă суйлав?
– Ну, пӗрремӗшӗнчен, карьера тăвас тесен коммунистсен партине мар, власть партине – «Единая Российăна» суйласа илмеллеччӗ. Уйрăмах Тутарстанра, хăвăр пӗлетӗр, унăн кунти пӗлтерӗшне. Карьера тăвас тесе кӗмен эпӗ унта, чун ыйтнипе. Маншăн яланах социаллă тӗрӗслӗхӗн сулахай идейисем хаклă пулнă. Эпӗ шкулта вӗреннӗ чухнех политиксен биографийӗсене, хамăрăн тата ытти çӗршывсен политика историне тӗпчеттӗм. Мана ӗç партийӗнчи политиксем çывăххине ăнлантăм. Тӗнче политикине илсен, сулахай вăйсенче ытларах çамрăксем пулнине асăрхатăн. Пирӗн мӗншӗн-тӗр нумайăшӗ вăл пенсионерсен партийӗ тесе шутлать. Ку тӗрӗс мар. Иккӗмӗшӗнчен, КПРФ шухăша çивӗччӗн те уççăн палăртма, халăх интересӗсемшӗн кӗрешме май паракан пӗртен-пӗр политика партийӗ. Кабинет шайӗнчи кӗрешӳсем мар вӗсем. Пирӗн историе пӗлетӗр пулсан, 2014 çулта мана санкцилемен мероприяти ирттернӗ тесе явап та тыттарнăччӗ. Абсурд! Влаçрисем час-час обществăлла пуçарусене çапла йышăнаççӗ. Марий Элри майăн 1-мӗшне аса илер. Эпир ун чухне Геннадий Зюганов ертсе пынипе хамăрăн çывăх туспа Иван Казанковпа пӗрле полици сăнчăрӗсем витӗр колоннăпа иртрӗмӗр. Ӗçлекен çынна уяв тутармаççӗ. Халăх пăлханнине кура кăçал влаçри парти демонстрацие ирттерессине хăй çине илчӗ. Çынсен интересӗсем пирки калаçу пуçарсан КПРФ, ытти партисем пек парламент инструменчӗсемпе мар, вӗсене халăхпа çуммăн тăрса хӳтӗлет. Ку закон йӗркинчен тухнине пӗлтермест.
– Çак тӗрӗсмарлăхсене пурте уççăн куратпăр, паллах, влаçрисен ăнланмалла мар позицийӗ тӗлӗнтерет. Демократи пирӗн хут çинче кăна-и?
– Политика системин йӗркеленӗвӗ вăрах процесс. Конституци çырнă хыççăн тӳрех ӗçлесе кайтăр тесен те хуть хăçан та хирӗçтăрусен историйӗ, кӗрешӗвӗ пулатех. Шел, кӗтнӗ пек социаллă политика улшăнăвӗсем хăвăрт пулса пымаççӗ. Çапах улшăнусем пур, вӗсем мана та тӗлӗнтереççӗ. Нумай чухне пире тӗслӗхе ют çӗршыв политикӗсене илсе кăтартаççӗ. Пирӗн чиновниксем патшалла хăтланма юратаççӗ. Европăра вара урамра премьер-министр çын хушшинче утса пынинчен тӗлӗнмелли çук (пирӗн чиновниксене совеçӗ чарать пуль халăх хушшинче çӳреме. – Авт.). Унта пачах та урăх политика культури, ăна общество çирӗп контрольте тытать. Ку пӗр самантра пулса иртмен, паллах. Паян çӗнӗ коммуникаци хатӗрӗсем, тӗрлӗ мессенджерсем пурри обществăна пирӗн çӗршывра та улăштарма пуçларӗ. Çынсем социаллă сетьсенче ушкăнсем йӗркелесе чăмăртанаççӗ, обществăна улăштараççӗ. Чиновниксене те вăл тӗлӗнтерет. 10 çул каялла Хусан генпланне йышăннă чух халăхран пӗр сăмах хускатакан пулмарӗ, çынсем сӳрӗкчӗ. Çӗнӗ хатӗрсем граждан обществин улшăнăвӗсен процесне хăвăртлатрӗ. Генплана кăçал территорилле анклавпа сӳтсе яврӗç. Вӗсен сӗнӗвӗсене шута илчӗç. Пессимизм чакса пырать. Ку мана савăнтарать.
– Артем Вячеславович, сăмаха пенси çулне ӳстерессине хирӗç йӗркеленӗ митингсем çине куçарас килет. Пулӗ-и кăтарту? Реформăна хирӗççисен кăмăлне шута илӗç-и? Массăлла хыпар хатӗрсенчи заказпа тунă статьясемпе кăларăмсене курсан, шанăç чакать. Нумайăшне пенси çулне пурăнса çитеймесси пăлхантарать. Резонанс пысăк. Ку чухне пирӗн политиксем анăçа тӗслӗхе хураççӗ, анчах мӗншӗн вӗсен пурнăç условийӗсем лайăхраххине шута илмеççӗ?
– Ман шутпа, пенси реформине йышăнсан та маларах палăртнă условисемпе мар. Обществăн реакцийӗ влаçшăн кӗтменлӗх пулчӗ. Вăхăтне ун валли ăнăçлă суйласан та: чемпионат, çулла, отпуск вăхăчӗ. Çавна пăхмасăрах халăх кăмăлӗ çивӗч пулчӗ. Реформăна хирӗç пӗтӗм Раççейри акци июлӗн 28-мӗшӗнче иртрӗ. Кун чухлӗ халăх тухнине Хусанта астумастăп, Çӗнтерӳ проспекчӗ лăк тулчӗ, Мускаври митинга та йышлăн тухнă. Çӗршывăн 100 хулинче иртрӗç акцисем. Çынсен пăлханăвне власть шута илмесӗр пултараймасть. Маларах референдума хирӗç пулсан, ăна ирттерме ирӗк пачӗç. Пуçарăва улăштарма шанăç пур. Юлашки çулсене пăхсан, Правительствăн çак утăмӗ халăха пăлхантарнă чи пысăк йăнăшӗ пулнине куратпăр. Мӗн пулса тухать-ха ахаль граждан куçӗпе? Енчен те маларах йăлт патшалăх аллинче пулнă-тăк, халӗ çӗрме пуянсен аллинче. Нумай социаллă çитӗнӗве тӗпрен кăкланă. Совет влаçӗ хыççăн улшăнманни пенси системи кăна юлнăччӗ. Ăна та сӳтесе аркатасшăн. Урăхла сăмах çук. Пурнăç вăрăмăшӗ пирки тӗрӗс ыйту лартрăр. Нумайăшӗ пурăнса çитеймӗç. Апла Пенси фондне ӗмӗр тăршшӗпе парса пынă укçа хушма налог кăна пулса тăрать. Социаллă ыйтусенче çак тарана çитме юрамасть. Ахаль те социаллă хӳтлӗхӗн чылай формисене çухатрăмăр. Кăна та çухатсан, эпир экономика кăтартăвӗсемпе кăна мар, социаллă хӳтлӗх енӗпе те виççӗмӗш тӗнче çӗршывӗ пулса тăратпăр.
– Çакăн чухлӗ çутçанталăк ресурсӗсемпе виççӗмӗш тӗнче çӗршывӗ пулма намăс.
– Правительствăн юлашки пуçарăвӗсене пăхсан – пенси системин демонтажӗ, НДС ставкине ӳстерни, хăйсене хăйсем ӗçпе тивӗçтерекенсенчен налог сăптăрса илесси, ăна халӗ республикăра пит активлă сӳтсе яваççӗ, пилотлă регион пуласшăн, ялан ӳсекен штрафсем – вăл йăлт ахаль çын кӗсйинчен илме ăнтăлнине куратпăр. Çак пуçарусене халăха çаратма йышăннă тейӗн урăхла калаймăн. Сахал тупăшлă граждансенчен туртса илнӗ вăхăтра патшалăх пысăк капитал айккипе иртет. Ытларах та – пулăшать. Пӗр япала калатăп: çӗршывра –укçа пур, нумай укçа. Çавăнпа улшăнусем чи малтан налог системинче кирлӗ. Экономика кăтартăвӗсемпе топ-çӗршывсене илсен, унта налог тӳлевӗсене тупăша кура илеççӗ, çӗрме пуянсемпе пуянсенчен ытларах, тупăшӗ пурăнмалли минимумран иртмесен вуçех те илмеççӗ. Иккӗмӗшӗ – çутçанталăк ресурсӗсемпе усă курассине тирпейлемелле. Абсурд вӗт чӗртавара пӗр хакпа сутса ют çӗршыв фирмисем урлă унран тунă продукта тепӗр хакпа илни. Пысăк капитала йӗркелес вырăнне харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекене çаратма çăмăлрах. Анчах вӗсенчен пуçтарнă налог чӗптӗм чухлӗ экономи те памӗ. Вăл налог тӳлевӗсен администрациленӗвне хуплама та çитмӗ. Правительствăпа налог органӗсем олигархсене тивме хăраççӗ пулмалла. Экономистсен кăтартăвӗсемпе, бюджетăн паянхи лару-тăрăвӗ маларах каланă улшăнусемсӗр те йӗркеллех, налог системинчи тирпейсӗрлӗхе шута илсен те хушма тупăш 2 триллион тенкӗпе танлашнă! Çавăнпа пенси тӳлейместпӗр тени абсурд! Халăха пăтраштарни ку. Правительствăн пропаганди хăйне хирӗç пулчӗ. Экономика ыйтăвӗсенче чухламаннисем те ӗмӗр тăршшӗпе Пенси фондне тӳлесе тăни, пурăнса çитмесен, патшалăх хыснинче юлнине ăнланаççӗ. Власть маларах шутланă пек пулса пымасть. Ак çакăнта халăх граждан обществи пек палăрать те. Ыйтăм кăтартăвӗсемпе, 90 процента яхăн çын реформăна хирӗç. Ку ăна йышăнманни валли çителӗклӗ.
– Ӗçтешӗрсем сирӗн çивӗч тухса каланисене мӗнле йышăнаççӗ?
– Тӗрӗссипе, пит пырса хăйсен шухăшне пӗлтерекен çук. Çапах кун пек тӗслӗхсем те пур. Патшалăх Канашӗнче манăн позицие пӗлеççӗ, нумай ыйтусенче принципиаллă пулнине те. Патшалăх Думинче хирӗç тăракансем пур, ячӗсене асăнмастăп. Нумайăшӗ тухса калаçнă хыççăн «эпӗ санпа урăх калаçмастăп» тени те пур. Ну, ку ача сачӗн шайӗ. Кулăшла. Ăссăрла пуçарусемпе тухаççӗ те, кайран хирӗç пулнинчен тӗлӗнеççӗ. Ăслă çын ун пек закон проекчӗсене сӗнмен пулӗччӗ. Эп каланине хирӗç аргументсем çуккипе, йӗркеллӗ сӳтсе явма пӗлменнипе ачалла хăтланаççӗ.
– Хăш-пӗрин шучӗпе эсир популист, начар (одиозный) çын. Мӗнле йышăнатăр çакна? Ман шутпа пирӗн çӗршывра кам влаçпа килӗшмест – çавă популист. Вӗсен шутне кӗме йывăр мар.
– Начар, ырă мар туйăмсем çуратакан çын тенӗрен, эпӗ айккинче тăракан чӗмсӗр те чурăс çын мар. Манăн закон проекчӗсен пуçарăвӗсене пăхсан, вӗсене çынсемпе тӗл пулса калаçнă, вӗсен ыйтнине тивӗçтерсе сӗннине куратăр. Ку халăх ыйтнине тивӗçтерни. Шел, чиновниксене ку тарăхтарать пулмалла. Кашни пуçарăва аргументсемпе, тӗслӗхсемпе çирӗплетме пултаратăп. Чиновниксем çынсенчен пит аякра тăнине ăнланмаççӗ те. Халӗ акă Патшалăх Думин депутачӗсем регионсенче çӳреççӗ. Халăха мӗн каламалли те, сӗнмелли те çук вӗсен, мӗншӗн тесен тахçанах çыхăнăва татнă. Ыйту кунта мана юратнипе юратманнинче мар, мӗнле йышăннинче. Çынсем мана ăнланнине куратăп. Ку чи кирли маншăн. Шел, нумайăшӗ парламента тӗрлӗ шухăша палăртассишӗнех йӗркеленине маннă. Пачах урăхла, вăл халăхран инçерех пулса пырать. Популист пирки. Юлашки икӗ çулта кăна вӗсем манăн икӗ пуçарăва йышăнчӗç. Пӗри 70-80 çултисене капиталлă юсавпа льготăсем парассипе çыхăннă. Малтанласа Патшалăх Канашӗнче закон проектне хирӗç пулчӗç. Ӗçпе социаллă хӳтлӗх министрӗ ку пирӗн çынсене кирлӗ мар терӗ. Ăна тепӗр хут пăхса тухнă çӗре закона йышăнман миçе регион юлнă тетӗр? 85-рен 5! Çулталăк иртсен çак пуçарупа ӗç министрӗ хăйех тухрӗ. Мӗн чухлӗ вăхăт сая кайнă, çав шутра федераллă укçана та çухатнă. Ку урăх çӗршывра пулнă пулсан министра отставкăна кайма тиветчӗ. Великобританире, ав, министр халăх интересӗсене хӳтӗлесе отставкăна кайнă, çапах ун хыççăн лартнă министр ӗçтешӗ сӗннӗ льготăсене сыхласа хăварайнă. Пирӗн министр халăха хирӗç пулнине курмăш пулчӗç. Тепӗр пуçару улталаннă пайçăсемпе çыхăннă. Кунта виçӗ çула тăсрӗç. Çак хушăра пайçăсем çумне улталаннă вкладчиксем хутшăнчӗç. Тинтерех кăна стенограммăна туртса кăлартăм, унта ӗçтешсем мана популист тесе ятлаççӗ. Виç çултан хăйсемех ку закон проекчӗн кирлӗлӗхне ăнланчӗç.
– КПРФăн халăхсен хушшинчи комиссийӗн шутӗнче час-час ют çӗршывсенчи ӗçтешӗрсемпе тӗл пулма тухса çӳретӗр. Унти ӗç партийӗсен парламентри вăйӗ мӗнлерех?
– Юлашки вăхăтра пит кайма май пулмарӗ. Тӗнчере ӗç партийӗсен виçи тӗрлӗрен. Европăна илес пулсан, ăçта-тăр вӗсем пит сахал йышлă, тепӗр çӗрте иккӗмӗш е виççӗмӗш политика вăйӗ. Тӗслӗхрен, Чехири, Францири компарти питӗ вăйлă. Кипрта хăй вăхăтӗнче Коммунистсен партийӗсен халăхсен хушшинчи союзне кӗрекен «АКЕЛ» власть партийӗччӗ. Ăна çывăх тăракан кандидат çӗршыв президенчӗ те пулчӗ. Партисен вырăнӗ çӗршыври лару-тăруран, лидерсен эффективлăхӗнчен, парти стратегийӗнчен нумай килет. Китайпа Вьетнам пирки каламасăрах паллă. Кăнтăр Америкăри çӗршывсенче компартисем парламентсенче пысăк вырăн йышăнаççӗ. Совет Союзӗ арканнă хыççăн нумайăшӗ сулахай юхăм арканчӗ теççӗ пулсан – йăнăшаççӗ, форми çеç улшăннă. Китай, сăмахран, пач урăхла стратеги суйларӗ. 90-мӗш çулсем хыççăн вăл пирӗн çӗршывра çӗнӗрен аталанма тытăнчӗ. Коммунистсен партине çамрăксем ытларах кӗме пуçларӗç.
– Ют çӗршывсен тӗслӗхӗпе усă куратăр-и хăвăр ӗçӗрте?
– Ытларах та. Хăй вăхăтӗнче эпӗ КПРФăн тӗп комитетӗнче политика технологийӗсен секторӗн заведующийӗнче ӗçлеттӗм. Эпир суйлав компанийӗсен, партин шалти ӗçӗсен, профсоюз енӗпе пӗр-пӗрин опычӗпе ылмашăнатпăр. Парламентра сахал вырăн йышăнсан та пирӗн позици çирӗп, Раççейри ӗç юхăмӗсемпе çыхăну йӗркелеме тăрăшатпăр. Митингсене икӗ профсоюз хутшăнни те хăйне евӗр кăтарту.
– Профсоюзсем çӗршывра юлман тесен те юрать.
– Пур-ха. Малашне вӗсем активлăрах та ӗçлӗç. Мӗншӗн тесен çӗршыври лару-тăру хистет. Илтнӗ пуль ӗнтӗ, пенси çулне ӳстернипе пӗрле Ӗç министерстви «Шанчăкран тухнишӗн ӗçрен кăларасси» закон йышăнасшăн. Капла хуть мӗнле çынна та сăлтавсăрах ӗçрен кăларма пулать. Çак закон ватăлнă специалистсенчен хăтăлма май парать ӗç паракана. Хамăрăн правасене хӳтӗлес тесен пирӗн чăмăртанмаллах. Унсăрăн бандитла капитализм патне пырса тухатпăр.
– Çӗрме пуянсемпе чухăнсем хушшинчи уйрăмлăх космосла хăвăртлăхпа ӳссе пырать. Социаллă танмарлăха чарма рычагсем пур-и?
– Кунта икӗ япалана шута илмелле. Пӗрремӗшӗ – закон кăларассинчи нормăпа право бази. Ăна улăштармалла. Налог системинчи налог хурасси тупăша кура пропорциллӗ пулмалла, çутçанталăк ресурсӗсемпе усă курнăшăн та налог тӗрӗс пулмалла. Тӗнче практикине пăхсан, никамшăн та уйрăм йӗрке пулмалла мар. Иккӗмӗшӗ – обществăн харпăр ăс-тăнӗ. Анăçа пăхсан, пысăк капитал представителӗсем налог калăпăшӗ тупăша кура пулмаллине хăйсем хускатаççӗ. Вӗсем обществăри хаклăхсене пăхăнма хăнăхнă. Çавăнпа унта ыркăмăллăх ӗçӗ анлă сарăлнă. Нумай мультимиллиардер ачисене темиçе миллион хăварать те, ыттине ыркăмăллăх фончӗсене куçарать. Сăмах пӗр тӗслӗх пирки мар, ку паянхи кун тренчӗ. Урăхла пулни намăс.
– Пирӗннисене намăс мар.
– Килӗшетӗп. Патшалăх тӗп функцийӗ вăл – ресурссене тӗрӗс пайланинче, ăна конституцире çырнă. Чухăнсене тата та чухăнрах, пуянсене тата пуянрах тăвас тесе мар. Нумай пулмасть олигархсен яхтисем çинчен статья вуларăм, вӗсем шыв йышăнассипе (водоизмещение) Франципе Великобритани çӗршывӗсен çар флочӗпе танлашса пыраççӗ. Çӗршывăн çар флочӗпе проблемăсем пур, кунта вара...
– Артем Вячеславович, ахаль çынсен лару-тăрăвне эсир пӗлместӗр мар. Нумайăшӗн тупăшӗ 15-20 пинрен иртмест, власть представителӗсен шучӗпе çителӗклӗ. Халăхран суйланнă депутат пек калăр-ха, мӗнле пурăнмалла ку укçапа? Вӗсен çуррине уйăхсерен пулакан тӳлевсем çисе ярсан? Хăçан çак ыйтусене пăхса тухатăр Патшалăх Канашӗнче? Мӗншӗн чиновниксемпе депутатсен шалăвӗ вуншар хут пысăкрах?
– Çынсен тупăшӗ чакать, кăна куратпăр. Нумайăшӗ эпир импортран тытăнса тăнинчен килет. 2014 çултан пуçласа тупăш ӳсме мар, 27 процента чакнă. Хăрушла пысăк цифра, ку ыйтусемпе ӗçлеместпӗр тесе каламастăп. Анчах парламентра вăйсем пӗр тан мар. Чи сахал пенси шайне илсен, Атăлçире вăл чи пӗчӗкки. Тӗпчеме пуçларăмăр та, пирӗн экономистсем Тутарстанра Атăлçипе те чи йӳнӗ хаксем тесе палăртнипе çыхăннă иккен вăл. Унтан та ытларах, пурăнмалли минимумпа чи пӗчӗк пенсин шайлашăвӗ чи лайăххи. Правительство пурнăçран инçе тăрать, хут çине çырнă цифрăсене шанать.
– Социаллă сетьсенчи страницăсенче çырнă комментарисенче нумайăшӗ сире Хусан мэрӗн вырăнӗнче курасшăн?
– Çынсен шанăçне çӳле хурса хаклатăп. Анчах планра та çук мэра суйланма. Парламентра ӗçленӗ хушăра ман тавра çирӗп команда йӗркеленчӗ, çитӗнӳсем те пур. Суйлавçăсем шанни – чи пысăк хак.
– Мӗнле ыйтусемпе çынсем ытларах килеççӗ?
– Чи çивӗччи кил-çуртпа, пурăнмалли условисемпе çыхăннă, унтан социаллă хӳтлӗхпе. Виççӗмӗшӗ – сывлăх сыхлавпа.
– Ялан татса пама пулать-и?
– Шел пулин те, çук. Нумай чухне юлашкиччен чăтаççӗ çынсем. Суд йышăнăвӗ хыççăн тин килеççӗ, пулăшма йывăр вара. Нумай чухне чиновниксем вӗсене: «Эсир мӗн йӗрсе çӳретӗр, суда парăр», – теççӗ. Суда та хатӗрленмесӗр каяççӗ. Час-час ӗçе чиновниксем майлă татса параççӗ. Вӗсем вара суд йышăнăвӗпе хупланаççӗ. Çавăнпа халăха право енчен пулăшма тăрăшатпăр.
– 2019 çулхи январь уйăхӗнчен пуçласа НДС ӳсет. Мӗнлерех улшăнӗ çӗршыври хаксен лару-тăрăвӗ?
– Ним лайăххи патне те илсе çитермест ку. 2 процента ӳстерни сахал мар. Экономистсен шутлавӗсемпе, вăл мультипликациллӗ эффект çуратӗ. Правительство НДФЛа та ӳстересшӗн. Ман çавăн пек туйăм пур: экономика блокӗн политикӗсем вăхăтлăхçăсем пек. Хăвăртрах пуяс та тарас тенӗ евӗр. Ку чухне чи малтан çак утăмсем мӗн патне илсе çитересси çинчен шутламалла вӗт? Экономикăна, ахаль çынсене пăвни ним лайăххи патне те илсе тухмӗ. Кайран ăçтан пуçтарӗç? Нумайăшӗ пенси çулне ӳстерессин хыçӗнче пулса иртрӗ. Ку ыйтăва та эпир хамăрăн митингсен резолюцине кӗртрӗмӗр.
– Калаçăва çапах ыррипе вӗçлес килет. Политологсен шухăшӗпе, социализм общество пурнăçӗшӗн чи мелли, вăл тӗрлӗ пӗрлешӳсен хутшăнăвӗсен физиологийӗшӗн чи юрăхли.
– Социализмăн тӗп хаклăхӗ – обществăри тӗрӗслӗх, пӗр танлăх. Темле политика режимӗнче, цивилизацире пурăнсан та çынсен хутшăнăвӗсем социализм хаклăхӗсемпе йӗркеленсе пыраççӗ. Социализм Совет Союзӗ арканнипе пӗрле вилмен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев