Атте миçе чикӗ урлă каçарса йăтса килнӗ чăматанне кӳршӗ яла çитсен çухатнă
Атте Берлинах çитнӗ, рейхстаг тăррине ялав çакас операцие те хутшăннă. «Кунта вырăссем нихçан та кӗреймӗç, кунта пирӗн 105 гарнизон тăрать», – тесе çырса хунă лозунг пуррине каласа панă вăл яла килсен. Ялав çакнă чух темиçе совет салтакне персе антарнине те каланă. Рейхстаг тăррине хăпаракансене нимӗçсем пӗр вăрттăн чӳречерен персе тăнă тет. Вара пирӗннисем команда панă – çак чӳречерен перекеннине тӗп тумасăр çӳлелле урăх улăхмалла мар. Ăна тӗп тусан тин вара ялав çакнă.
– Ман атте, Василий Федорович Ермолаев, 1911 çулхи. Вӗсем çиччӗн пӗртăван пулнă. Вăрçă пуçланиччен Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи Суворов ячӗллӗ колхоз председателӗнче ӗçленӗ. Аннепе икӗ ача çуратнă пулнă, анчах иккӗшӗ те çамрăклах вилнӗ.
Пӗррехинче атте ял Совет председателӗпе пӗрле Лянкин хушаматлă çынсем патне пынă. Яла çав вăхăтра пӗр таркăн (дезертир) таврăннă пулнă, вăл та Лянкинсем патне кӗнӗ. Çапла вӗсем кунта пӗрле калаçса ларнă. Кӳршисем кураймасăр кăтартса панипе таркăна тытма районтан милиционерсем çав çурта пырса кӗнӗ. Лешӗ карттуслисене курсан чӳречерен вăшт! сикнӗ те çухалнă. Аттене, икӗ пиччене, йыснана вара çакăн хыççăн мӗншӗн таркăн пирки пире пӗлтермерӗр тесе район центрне – Кивӗ Çӗпрелне тытса кайнă, тӗрмене лартнă.
Унтан вăрçă пуçланнă, аттене фронта илсе кайнă. Ăна малтан тӗрмене ларттарни çитмен ял куштанӗсене, вăрçă вăхăтӗнче аш парса тӳлемен тесе аннене те хупнă. Ашне панăччӗ тет анне, кам вырăнне те пулин ямалла пулнă пуль ӗнтӗ. Кайран, нумай çул иртсен, пӗр хӗрарăм аннене айăплăн çапла каланă тет: «Каçар мана, Саня, эп пӗр бутылка ханша (сăмакун) лартрăм та чăхă пусса хăналарăм вӗсене, çавăнпа мана тӗрмене ямарӗç». Аннене çак хӗрарăм вырăнне янă ахăр. Ун чухне ял куштанӗсем пӗччен хӗрарăмсене вӗсемпе çывăрасшăн та хӗсӗрленӗ тет, анчах анне таса чунлă çын, ун пек хăтланма пултарайман, – калаçăва пуçларӗ Зинаида Васильевна.
Берлинах çитнӗ
Василий Федорович вăрçăран сывах таврăннă. Анчах пӗртăванӗ, Алексей, вилсе юлнă. Тепри, Миккалай, хăрах урасăр таврăннă. Тăван мар амăшӗн ачи вара, 17-18 çулхи Илюк, кавалерист пулнă, вăл та вăрçă хирӗнче выртса юлнă.
– Атте Берлинах çитнӗ, рейхстаг тăррине ялав çакас операцие те хутшăннă. «Кунта вырăссем нихçан та кӗреймӗç, кунта пирӗн 105 гарнизон тăрать», – тесе çырса хунă лозунг пуррине каласа панă вăл яла килсен. Ялав çакнă чух темиçе совет салтакне персе антарнине те каланă. Рейхстаг тăррине хăпаракансене нимӗçсем пӗр вăрттăн чӳречерен персе тăнă тет. Вара пирӗннисем команда панă – çак чӳречерен перекеннине тӗп тумасăр çӳлелле урăх улăхмалла мар. Ăна тӗп тусан тин вара ялав çакнă.
Вăрçă пӗтсен çулталăкран тин киле янă аттене, вӗсем Германире тăнă. Пуян нимӗçсем пирӗн салтаксем Берлина пырса кӗрсен çурчӗсене пăрахса тарнă. Совет салтакӗсен уйăхра пӗрре тăван килне посылка яма ирӗк пулнă. Посылка валли япала шырама кайсан нумай салтак вилнӗ тет. Нимӗçсем шифоньерта пытанса ларнă та алăкне уçсанах тăрук сиксе тухса пирӗн салтаксене вӗлернӗ тет.
Яла килнӗ чух та мыскара пулнă. Вӗсем, тăватă салтак, чăматанӗсене йăтса кӳршӗ Пухтел ялне çитнӗ, тăванӗсем патне хăнана кӗнӗ. Хăйсем чей ӗçсе калаçса ларнă вăхăтра тăватă чăматанне те пăлтăртан вăрласа кайнă. Миçе чикӗ урлă каçарса йăтса килнӗскерсене çапла кӳршӗ яла çитсен çухатнă, – малалла калаçать Зина акка.
Санаторие кайнă та – килмен
Василий Ермолаев 1946 çулта тăван ялне таврăнсан каллех председатель ӗçне кӳлӗннӗ. Çак вăхăтра яла пӗрремӗш трактор илсе килнӗ, ăна курма мӗнпур ача-пăча пуçтарăннă тет. 1947 çулта вара Зинаида хӗрӗ çуралнă. Ун хыççăн 1949 çулта тата икӗ ача çуралнă, анчах нумай пурăнайман. Çапла вара Александра Павловнăпа Василий Федорович пилӗк ача çуратнă пулин те, пӗр Зина кăна сывă юлнă. Кил хуçин ури ыратнă пулнă, çавăнпа вăл 1950 çулта санаторие сипленме кайнă. Çавăнтах ӗç тупнă та арăмне унта пыма чӗннӗ. Анчах ял хӗрарăмӗ виççӗри ачине йăтса килне пăрахса тухса инçе çула каяс темен пуль ӗнтӗ, килӗшмен.
Каярах çакă паллă пулать: пӗр усал чӗлхеллӗ хӗрарăм Саня çинчен вăл тӗрмере арçынсемпе пӗрле ӗçленӗ тесе хурласа, сăмах сарса çӳренӗ пулнă иккен. Ачалăхри пӗр пулăма та аса илчӗ Зина акка:
– Çимелли çитместчӗ. Кукаçей кӗлет хуçиччӗ, мана вăл шелленипе унта кӗртсе пыл çитернӗччӗ. Унтан пысăк çаврака çăкăр пачӗ те килне илсе кай терӗ. Эп пӗчӗк-ха ун чух, чылай çăкăр йăтса каясси те йывăр пулнă-ха маншăн. Такăнса ӳкетӗп те – çăкăр алăран вӗçерӗнсе малалла кусса каять. Хăвса çитетӗп те çӗклетӗп. Пыратăп-пыратăп та – татах такăнса ӳкетӗп. Çапла нушаланса илсе çитертӗм.
Тăлăхсене усрава илнӗ
– Атте кайнă хыççăн пирӗн пата çынсем пырсан мана çурăмран лăпкаса ачашлатчӗç, шеллетчӗç, леш хӗрарăма вăрçатчӗç. Атте питӗ ырă кăмăллă çын пулнă. Вăл хуллен çеç калаçатчӗ, сăнӗпе илемлӗччӗ, – аса илет Зина акка.
Ун сăмахӗсене çак тӗслӗхсем те çирӗплетеççӗ. Ача чухне Селендюков Хвечя хирте пӗр кӗсье тырă шӗкӗлченӗ пулнă иккен. Выçă ачана колхоз председателӗ Василий Ермолаев курнă та шелленӗ. «Акă çул, çакăнтан ыраш хушшипе килне хы-ытă чупса кай!» – тенӗ ăна.
Пӗррехинче вара Ваççили тете кăнтăр тӗлӗнче килне килнӗ те çиме ларнă. Çав вăхăтра пӳрте ыйткалакан хӗрача пырса кӗнӗ.
– Хăш ялсем пулатăн эс? – ыйтнă кил хуçи.
– Пухтелӗнчен. Ман анне вара Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен, çак ялтан, – хуравланă лешӗ.
– Камсен хӗрӗ пулать вара санăн аннӳ?
– Егоровсен.
– Çапла-и? Вӗсем пирӗн тăвансем. Эс кунта юл.
Çапла вара Ермолаевсем çак хӗре усрава илнӗ, пăхса ӳстернӗ. Çитӗнсе çитсен вăл вербовкăпа тухса кайнă, Ленинградра пурăннă.
Нумай çул иртсен çакăнпа çыхăннă интереслӗ япала сиксе тухнă. Зинаида Васильевна 20 çула яхăн Ульяновскри аэропортра ӗçленӗ. Çапла пӗррехинче çанталăк начаррипе самолетсем виçӗ кун вӗçеймен. Залра темӗн чухлӗ çын пухăннă.
– Ӗçе пыратпăр та – каллех çав çынсемех çӳреççӗ, вӗсене паллама та пуçларăмăр ӗнтӗ. Мӗскер-тӗр пӗр шурă тутăрлă хӗрарăм ман çине тинкерсе пăхнине сисрӗм. Унтан вăл ман пата пычӗ те: «Тархасшăн, шур хут тупса пар-ха, çăкăр пачӗç те – чӗркеме кирлӗ», – терӗ. «Эс хăш ялсем?» – тесе ыйтрăм. Вăл Чăнлă районӗнчи Пухтелӗнчен терӗ. Эпӗ те хам хăш ялне каларăм. «Ман анне те Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен, мана вара çак ялти Ермолаев Ваççилипе Саня усрава илчӗç, пăхса ӳстерчӗç», – терӗ хайхи. «Эп вӗсен хӗрӗ пулатăп», – терӗм. Малалла иксӗмӗр те шыв сыпнă пек тăратпăр, пӗр-пӗрне сăмах чӗнейместпӗр... – каласа парать ун пирки Зина акка.
Ермолаевсем пурăнакан Тӗп Тукасри пӗр хӗрарăм вилсен ун хӗрне амаçури амăшӗ килӗнчен кăларса янă. Тăлăх хӗре те Ермолаевсем хăйсем патне усрава илнӗ. Вăл та ӳссе çитсен вербовкăпа тухса кайнă, халӗ Шупашкарта пурăнать. Хӗрӗн тăванӗсем Ваççили тетепе Саня аккана çакăншăн питӗ сума сунă, тав тунă.
Ашшӗ патне кайни
– Атте патне шав çыру çырса яраттăмччӗ, пырса курас килнине пӗлтереттӗмччӗ. Вăл мана алимент тӳлесе тăратчӗ, хăй цемент завочӗн директорӗччӗ. Çапла пӗрре хам та 14-15 çула çитсен Пермь облаçӗнчи Чусовой хулине аттене курма кайма шутларăм, унта эпир хампа пӗр çулти иккӗмӗш сыпăкри тăванпа Зойăпа иккӗн кайма тухрăмăр. Анне пире атте валли кучченеç – михӗпе аш тата пӗр михӗ çăм – парса ячӗ, унта çитсен нуски çыхса парăр тесе хушрӗ. Ялтан Петр Васильевич Вассияровпа бензовозпа ларса тухрăмăр. Те Пăвана, те Пăрăнтăка çитрӗмӗр – халӗ астумастăп. Малалла Хусана пуйăспа кайрăмăр. Вокзалта тепӗр пуйăс çине лартăмăр та малалла пыратпăр. Хамăр чăваш кӗписемпе, тӗрленӗ саппунсемпе, тӗрленӗ тутăрсемпе, фуфайкăсемпе. Пиртен ăçта кайма тухнине ыйтсан эпир Кирова каякан пуйăс çине йăнăш ларни паллă пулчӗ. Мӗн тумалла?! Хăраса ӳкрӗмӗр. Вара пире пӗр будка патне çитсен антарса хăварчӗç, çакăнтан сире тӗрӗс пуйăс çине лартса яраççӗ терӗç. Будкăна кӗтӗмӗр те – пӗр купа арçын картла выляса ларать. Эпир вара хамăр михӗсемпе. Нумаях та тăмарăмăр, пӗр хӗрарăм тухрӗ те Пермь енне лартса ячӗ. Унта çитсен тӳрех милицие кӗтӗмӗр, йăнăш ларса каясран хăратпăр. Пӗлнӗ-пӗлмен чӗлхепе вырăсла калаçса атте патне кайнине пӗлтертӗмӗр, ун патне телеграмма çаптартăмăр. Вара пире милиционерсем электричка патне илсе çитерсе Чусовой хулине лартса ячӗç. Майрасем пирӗн çине тӗлӗнсе пăхаççӗ: «Ăçта каятăр, хӗрсем, кун пек тум нихçан та курман эпир», – теççӗ.
Антăмăр. Вăрман та юр, юр та вăрман ку тăрăхра. Ман çав тери аттен питне курас килет, вăл малтан яла пырсан эпӗ унпа вăтаннипе калаçманччӗ. Пире адрес тăрăх кăтартса ячӗç, çитрӗмӗр. Хамăр шикленетпӗр: кӗртӗç-ши пире? Кӗртмесен ăçта каймалла? Чӳречинчен курăнать: сӗтелне майласа хунă, ӗçмелли-çимелли нумай… Уçса кӗртрӗç, аттен вуннăри Тамара хӗрӗ пур. Унтан атте хăй те килсе кӗчӗ, вăл пире кӗтме тухнă пулнă иккен. Эпир вара хамăр телеграмма çапнине мансах кайнă, вăл пире кӗтме тухӗ тесе шутламан та. Питӗ ăшшăн калаçрӗç пирӗнпе, çăвăнтарчӗç, çитерчӗç, çывăрма вырттарчӗç. Пӗр каç эп Тамарăпа çывăратăп, тепӗр каç – аттен арăмӗпе. Вăл мăнтăрччӗ, ирхине вара сана хӗстермерӗм-и тесе ыйтатчӗ. Кашни каç сӗтел лартса юлташӗсене хăнана чӗнчӗ атте: «Пăхăр-ха, ман пата хӗр килнӗ», – тесе савăнчӗ. Патефон ярса юрлаттарчӗç. Çапла унта пӗр уйăх пурăнтăмăр. Атте мана çавăнтах хăварасшăнччӗ те – эпӗ килӗшмерӗм, – тет Зинаида Васильевна.
Саня – çемьере 17-мӗш ача
Зина аккан амăшӗн – Александра Павловнăн – хӗр чухнехи хушамачӗ Кустова. 1914 çулхи, 17 ачаллă çемьерен. Вăл 17-мӗш, йӗкӗреш хăраххи. Ун амăшӗпе пӗртăван куккăшӗ 102 çула çитнӗ тет.
– Анне ывăнма пӗлместчӗ: ялан ӗçлетчӗ, ирхине тӗттӗмлех кӳршӗсем тăриччен темиçе йăран çӗрулми чавса хуратчӗ. Вăл колхозра сысна пăхатчӗ, тарасаллă пусăран алăпа шыв ăсса вӗсене тăрантарнă. Анне шав килте çукчӗ, тăван мар асаннепе (вăл Марфа ятлăччӗ) тăраттăмччӗ. Анне 81 çула çитсе вилчӗ. Хăй те тӗлӗнетчӗ çакăн чухлӗ пурăннинчен – тӗрмере нуша курнă, тӗрмерен килсен ним çуккипе тăванӗсем патӗнче пурăннă, окоп чавма кайнă, колхоз ӗçӗнче тертленнӗ… Тӗрмерен килсен ăна тетӗшӗн арăмӗ паллайман тет: «Ку хăш ял ыйткалаканӗ?» – тенӗ. Мӗншӗн тесен шăмми-шакки кăна юлнă пулнă. Ял çыннисем каласа панă тăрăх, анне окоп чавма кайсан хӗллехи вăрманта шăрпăксăр вут чӗртнӗ тет.
Уйрăлнă пулин те атте çинчен пӗр начар сăмах та каласа курман анне. Ун пекки сахал пулать пуль. Анне питӗ ырă кăмăллăччӗ, çынна усал сăмах каласа курман. Иртсе кайнă чух урамра вылякан ачасемпе те чарăнса калаçатчӗ, – тет Зина акка.
Ку тӗрӗсех, шкула кайиччен эпир шăллăмпа çулла кукамай патӗнче пурăннă – шăпах Ермолаевсен кассинче. Кукамайсен пӳрчӗ умӗнчен иртнӗ чух Саня акка пирӗнпе, ача-пăчапа, ăшшăн калаçса аллипе пуçран шăлса хăваратчӗ.
Колхоз ӗçне кӳлӗнни
Çулталăка аннене тырă 2-3 пăт кăна паратчӗç, вăт çавăнпа пурăн... Питӗ йывăрччӗ. Мӗнпур ӗçе лашапа пурнăçлатчӗç. Ялта ун чух икӗ машина кăначчӗ, пӗринпе Миккалай Еремеев çӳретчӗ, тепринпе – Ванькка Мулеев. Эпир Ваççа Чашкин хӗрӗпе, Лидийăпа, комбайнерсене çитерме витре, çăкăр йăтса хире каяттăмăр. Кăштах çитӗне пуçласан тырă миххисене кӗлете иккӗмӗш хута йăтса хăпартаттăмăр. Пурнăç эпӗ çитӗнсе çитсен çеç аванланма пуçларӗ. Эп вара аннене шеллесе колхозра сысна фермине ӗçлеме кӗтӗм, кайран икӗ çул пăру пăхрăм. 18 çул тултарас умӗн Кивӗ Йӗлмел каччине Кирилл Спиридонова качча кайрăм. Çемье çавăрсан Ульяновск çумӗнчи Баратаевка ялне куçса килтӗмӗр. Кунта совхоз фермине ӗçе кӗтӗм, пире пӳрт лартма çӗр пачӗç, – аса илет Зина акка.
Вилес умӗн хӗрне кӗтнӗ
Ваççили кайран та тăван ялне темиçе хут килсе кайнă, пӗччен те, çӗнӗ арăмӗпе те. Юлашкинчен килсен ял масарӗ çине хăй валли вырăн пăхма та кайнă вăл. Ун чухне пӗрремӗш арăмӗпе иккӗшӗ ялти тăванӗсем патне хăнана та кайса килнӗ.
Пенсие кайсан иккӗмӗш арăмӗ Ульяновск облаçне Норовка ялне килсе пурăннă, майри çав ялтан пулнă. Тырçи вăхăтӗнче Ваççили тете унта йӗтем çинче ӗçленӗ, помидор рассади туса ял çыннисене салатнă. Юлашки вăхăтра пуç ыратнипе аптăранă. Хăй вилсен Çӗнӗ Йӗлмелне пытарттарасшăн пулнă, анчах та илсе килмен, Чăнлă районӗнчех пытарнă. Çанталăкӗ те питӗ начар пулнă тет. Ун чухне Зина акка автоаварире вăйлах аманнă пулнă, çӳреймен, пытарма каяйман. Ашшӗ вара ăна вилес умӗн больницăра питӗ кӗтнӗ тет, шавах чӳречерен пăхнă тет. Кайран Зина акка ашшӗн арăмӗ патне Норовкăна кайса çӳренӗ. Вӗсен хӗрӗ Тамара та икӗ хут Зина акка патне килсе кайнă, телефонпа та яланах калаçсă тăнă. Халь вăл вилнӗ.
Мăнукне пăхса ӳстернӗ
Зина акка кайран та хуйхă курмасăр пурăнман. Хăй калашле, упăшкинчен аваннине сахал курнă. Упăшки вилме те çамрăкла вилнӗ, ăна виçӗ ачапа тăратса хăварнă. Кайран 33 çулхи Валентина хӗрне, Çӗпӗрте пурăнаканскере, машина çапса хăварса вӗлернӗ. Ун икӗ ачинчен пӗрне вара Зина акка килне илсе килсе хăй çитӗнтернӗ. Кăçал тата Валентинăн 26 çулхи ывăлӗ те, Çӗпӗрте пурăнаканскер, сарăмсăр вилсе кайнă. Куççульсӗр пӗртте пурăнма çук... Юрать-ха, Юрий ывăлӗпе Елена хӗрӗ инçе пурăнмаççӗ, амăшӗ патне час-часах килсе çӳреççӗ, килти ӗçсенче пулăшаççӗ.
Аттен ячӗ ниçта та çук
– Авари хыççăн хуçăлман шăмă та çукчӗ пулӗ, çапах та çак çула çитрӗм-ха, тавах Турра. Мана пӗр ыйту кăна канăç памасть. Атте вăрçăра çапăçса Берлинах çитнӗ, мӗн чухлӗ орден-медале тивӗçлӗ пулнă. Анчах ун ячӗ нимле кӗнекере те çук – вилнисен шутӗнче те, чӗррисен шутӗнче те. Ку хурлантарать, хăçан та пулсан тӳрлетӗç-и çакна? – тет Зина акка.
Николай Ларионов.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Сăнӳкерчӗксенче: Василий Федорович Ермолаев.
Александра Павловна Ермолаева.
Зинаида Васильевна Елена хӗрӗпе.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев