Блиц-интервью: Марина Карягина
Литература – этемлӗхӗн чун аталанăвӗн çӳллӗшне палăртакан виçипе ăс-хакăлӗн çӳпçи тес килет. Кирек хăш халăха та литературине кура хаклаççӗ
Марина Карягина поэт тата прозаик чылай çул Чăваш патшалăх телерадиокомпанийӗнче ӗçлет, тӗрлӗ кăларăм ертсе пырать, илемлӗ фильмсем хатӗрлет. М.Карягина – нумай кӗнеке авторӗ. Çав шутра çамрăксемпе ача-пăча валли çырнисем: «Сас палли çӗршывӗнче», «Хура тумлă арçын», «Çур çӗр варринчи хӗвел», «Кăтра хӗвел çаврăнăш», «Ылтăн пан улми», «Паттăр вăйӗ – пăтăра», «Çăкăрпа сахăр». Пӗлтӗр Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Чӗвӗлти чӗкеç чӗппи» сăвăсен пуххи пичетленсе тухрӗ.
– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Литература – этемлӗхӗн чун аталанăвӗн çӳллӗшне палăртакан виçипе ăс-хакăлӗн çӳпçи тес килет. Кирек хăш халăха та литературине кура хаклаççӗ.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Çапла çуралнă та ӗнтӗ, тăван халăхăн ырă пуласлăхне шанни çырма вăй-хал парса тăрать.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Уйăрса калама ансат мар. Пӳрне хуçлатса шутламалăх пур.
–Юратнă кӗнеке.
– Юлашки 10-15 çул тăршшӗнче Геннадий Айхин «Разговор на расстоянии» кӗнеки – чи пăлхантараканни (поэт ăна мана пил панă пекех çырса парнеленӗччӗ). Таврăна-таврăна вулама хистекен паха кӗнеке çакă. Ăс-тăна та, чун-чӗрене те лăпкă хăвармасть.
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Мана уйрăмах Хветӗр Уярпа, Илпек Микулайӗпе, Анатолий Емельяновпа туслăн калаçса ларма ӗлкӗрейменни кулянтарать. Маларахрисенчен – Константин Иванова, Çеçпӗл Мишшине, Митта Ваçлейне, Петӗр Хусанкая тăранайми итлӗттӗм. Вӗсенчен ыйтса пӗлмелли нумай… Паянхи литература пирки мӗн каланă пулӗччӗç çак пысăк сăмах ăстисем – ку мана кăна мар интереслӗ пуль.
– Пурнăç девизӗ.
– Кирек мӗнле кăткăс лару-тăрура та унтан тухмалли «алăк» пур.
Çынна мӗн кирли çак пурнăçра йăлт пур.
Вилӗм çук!
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Темшӗн нихçан та, никамран та сӗнӳ кӗтмен. Ача чухне те çырса пӗтернӗ хайлава учительсене е урăх кама та пулин кăтартас йăла пулман, тӳрех хаçат-журнала ярса панă. Пичетленсен вара атте, анне, Надя Сельверстрова чи çывăх тусăм мӗнле йышăнни кăсăклăччӗ. Атнер Хусанкайăн, Юрий Артемьевăн, Борис Чиндыковăн, Петӗр Яккусен вӗрентекенӗмӗн, Арсений Тарасов тăванăмăн хаклавӗ яланах пӗлтерӗшлӗ. Ача-пăча валли çырнă хайлавсене ывăлпа хӗре, Аня Айхине вуласа панисем пулнă – ача куçӗ чăннине пытарма пӗлмест.
Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев