Чăваш шкулӗсене часах çӗнӗ кӗнекесем çитӗç
Тутарстанри чăваш шкулӗсем кӗçех тăван литературăпа çӗнӗ кӗнекесем илӗç. Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ умӗн питӗ те савăнтаракан хыпар. Ăна пире Тутар кӗнеке издательствин директорӗ Ильдар Сагдатшин пӗлтерчӗ. ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене аталантарассипе комисси ӗçлеме пуçланăранпа наци вӗрентӗвӗпе çыхăннă ыйтусем хăвăрт татăлма пуçларӗç. Комисси ертӳçи Марат Ахметов çине тăнипе наци шкулӗсене планпа методика тата вӗрентӳ пособийӗсемпе тивӗçтерсе пыраççӗ, халӗ акă черет литература патне çитрӗ. Ильдар Сагдатшин пӗлтернӗ тăрăх, пурӗ 11 пин кӗнеке туяннă наци шкулӗсем валли. Сăмах чăваш, мари, мордва, удмурт шкулӗсем пирки. Кама мӗн чухлӗ кӗнеке парасси, вӗсене мӗнле майпа салатасси пирки пулчӗ пирӗн интервью издательство директорӗпе.
– Ильдар Камилевич, тӗплӗнрех каласа парăр-ха ку ӗç пирки.
– Чăваш шкулӗсене чи нумай кӗнеке тивет. Паллах, республикăра вӗсен шучӗ ытти халăхсеннипе танлаштарсан самай нумайрах, çав шутра шкулӗсем те. Кама мӗн чухлӗ кӗнеке кирлине районсенчи методистсемпе çыхăнса палăртрăмăр, кӗнекесен списокне турăмăр. Пӗрре мар улăштарма тиврӗ ăна. Пурин кăмăлне те тивӗçтерме тăрăшрăмăр. Тутар шкулӗсене, ача сачӗсене илес пулсан кӗнеке тивӗçтерӗвӗ чăвашсеннипе танлаштарсан самай сахалрах.
– Тӗрӗс ăнлантăм пулсан сăмах илемлӗ литература пирки пырать?
– Çапла, программăпа кирлинчен те ытларах пулать. Урăхла каласан, класс тулашӗнчи вулав валли те. Кӗнекесем пурте Шупашкарти складра упранаççӗ хальхи вăхăтра. Мӗншӗн тесен чăвашлисем чи нумаййи. Чăваш шкулӗсем валли Шупашкартан туянатпăр вӗт. Çавăнпа Чăваш Енре пуçтарма шутларăмăр та. Ытти республикăсенчен – Марий Элтан, Мордовирен, Удмуртирен те унта илсе килеççӗ. Эпир вара Шупашкартан хамăрăн районсенчи наци шкулӗсене леçетпӗр. Ытларах иртнӗ çулсенче тухнă вӗрентӳ кӗнекисене илесшӗнччӗ, калăпăр 2022 çулхисене, шел те, пулаймарӗ. Вӗрентӳ министерствипе тӗпчеме пуçларăмăр та вӗрентекенсем вăл е ку кӗнекешӗн, анчах вӗсем федераллă переченьре çук, çавăнпа илейместпӗр. Тата туянас пулсан та Вӗрентӳ министерстви вӗсемпе усă курма пултараймасть, мӗншӗн тесен СанПинăн хăйӗн требованийӗсем пур. Çак требованисене шута илсе министерство списока тӗплӗн пăхса тухса улшăнусем кӗртрӗ. Литературăпа вӗрентӳ программипе кирлисемсӗр пуçне тӗрлӗ вăйăсемлисем, класс тулашӗнче вуламаллисем, илемлӗ литература списокра.
– Издательствăшăн мӗнле усă пур çак акцие хутшăннинчен?
– Эпир хамăр валли рентабельлӗх хурса хăварман. Ку ӗç вăл пайта шырамалли çинчен мар.
– Апла мӗншӗн хутшăнтăр?
– Мӗншӗн тесен наци шкулӗсемшӗн питӗ те кирлӗ ӗç ку. Эп хам та Комисси (ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене аталантарассипе комисси пирки пырать сăмах. – Авт.) йышӗнче тăратăп. Комисси енӗпе пурнăçлакан ӗçсене май килнӗ таран йӳнерех тума тăрăшатпăр.
– Эсир тутар, чăваш, мари, мордва, удмурт халăхӗсен паллă поэчӗсен хайлавӗсемпе «Туган тел» кӗнеке кăларнă. Питӗ лайăх проект. Асăннă наци çыннисем пӗр-пӗрин поэчӗсен хайлавӗсене хăйсен тăван чӗлхисемпе вулама пултарни пӗр-пӗрин литературипе, культурипе паллашма май парать. Ак пирӗн Хусанкайăн тăватă сăввине кӗртнӗ кунта. Пурне те 5 чӗлхене куçарса пичетленӗ. Ку та Комисси проекчӗ-и?
– Ку Комисси ӗçӗн чӗлхесене упраса хăварассипе чи курăмлă проекчӗсенчен пӗри. Кашни халăхăн, мӗнле калас, хăйӗн идолӗ пур. Тутарсен, калăпăр Тукай, сирӗн Хусанкай... Регионсенчи издательствăсемпе эпир туслă çыхăнура. Пӗрле ӗçлесе вӗсен сӗнӗвӗсене шута илсе кăлартăмăр та çак кӗнекене.
– Çавăн йышши проектсем тата пур-и?
– Паллах. Сăмахран, калаçу кӗнекисем (разговорник). Тутар, чăваш, удмурт чӗлхисемпе самоучительсем. Ку йышши проектсемпе ӗçле-ӗçле пирӗн сотрудниксем хăйсен чӗлхисемпе калаçакансене те (носители языка) тӳрлетме пултараççӗ. Чăваш ача сачӗсем валли «Пӗчӗккисен кӗнекине» кăлартăмăр.
– Вăл пурин патне те çитнӗ-и? Ача сачӗсене ӗнтӗ?
– Вӗрентӳпе наука министерствипе пӗрле пурнăçларăмăр ăна. Ачасен шучӗпе разнарядка пани тăрăх валеçрӗмӗр. Асăрхарăр пулсан, «Пӗчӗккисен кӗнеки» вăл кӗнекех те мар, унта çырма та пулать. Çавăнпа малашне ăна 10 ӗç тетрачӗ çине пайласа пичетлес шухăш пур. Анчах патшалăх енчен прописьсене туянма чару пуррипе тăваймастпăр-ха. Ӗç тетрачӗ вăл тăкак материалӗ (расходный материал. – Авт.), бюджет балансне вӗсене кӗртмен. Енчен те ашшӗ-амăш енчен запрос пулсан проекта хута яма эпир хатӗр. Çавна халь пирӗн маркетологсем тӗпчеççӗ.
– Калăр-ха, тутар ача сачӗсенче пур çӗрте те тăван чӗлхепе вӗрентеççӗ-и? Атту пирӗн чăваш ачисем ача садӗнчен шкулсене вырăсланса килеççӗ.
– Хам ачасене илсен, иккӗн вӗсем манăн, садике кайиччен вырăсла пӗр сăмах пӗлместчӗç. Садике çӳреме тытăнсан шкула каяс умӗн тутарла пӗр сăмах калами пулчӗç. Хусанти тутар ача сачӗ, тутар ушкăнӗ пирки пырать сăмах. Мӗншӗн апла пулса тухать-ха? Мӗншӗн тесен пӗр-пӗрин хушшинче вырăсла калаçаççӗ, телефон çинчи вăййисем те вырăсла. Прикладной материалсем вырăсла, телевизорпа мультфильмсем вырăсла пăхаççӗ. Мӗншӗн тесен ку йышши продуктсем тутарла сахал е çук. Капла пулмасть тесе садике леçнӗ чух машинара тутарла аудиокӗнекесем яма пуçларăм. Интереслӗ пулчӗ вӗсене, майпен туртăнма пуçларӗç тăван чӗлхе патне. Итленине сӳтсе явма пуçларăмăр. Çапла аталану пырать. Чӗлхене вӗренес тесен ахальтен мар чӗлхе хутлăхӗнче пулмалла теççӗ. Ак яр хуть кам ачине те Америкăна, виçӗ уйăхран вăл акăлчанла калаçма тытăнать. Мӗншӗн тутар ялӗсенче чӗлхе упранать? Мӗншӗн тесен тавралăх хăй майсем парать.
– «Балалар китап» вӗренӳ кӗнекисене салатнă хыççăн ырă улшăнусем пулчӗç-и? Тав тăвакансем йышлă-и?
– Эпир тав тăвасса кӗтсе лармарăмăр. Хамăр пысăк делегаципе кашни района çитсе килтӗмӗр. Кӗнекепе мӗнле ӗçленине, усă курнине тӗпчерӗмӗр. Пособие лайăхлатас енӗпе сӗнӳсем пуçтартăмăр. Тен, эпир мӗн-тӗр шута илмен? Ӗçлӗ çулçӳревсем хыççăн Комисси ертӳçине анлă доклад туса патăмăр. Тӗслӗхсемпе çирӗплетсе. Интернетпа килнӗ отзывсене те кӳртрӗмӗр.
– Тата мӗнле проектсем ӗç планӗнче?
– Паяна тата темиçе проекта тӗрев парассине çирӗплетрӗç. Тӗрлӗ чӗлхепе хатӗрленӗ карточкăсем – дидактика материалӗсем ӗнтӗ, чи ăнăçлă тата сутăнакан проект шутӗнче. Тӗссемпе, шутпа, улма-çырлапа тата ытти темăпа çыхăннă вӗсем. Ача сачӗсем, пуçламăш шкулсем питӗ юратаççӗ вӗсене. Карточкăсен пахалăхне лайăхлатасси пирки вӗрентекенсенчен сӗнӳсем те илтӗмӗр. Форматне пысăкрах тума тата ламинацилеме ыйтаççӗ вӗсем. Ялан усă курнипе картон хăвăрт ӗçлӗхрен тухать иккен. Çак карточкăсем тăрăх ачасем харăсах тӗрлӗ чӗлхепе вӗренме пултараççӗ. Калăпăр, панулми ятне тутарла, чăвашла тата акăлчанла кăтартнă, мӗнле çимӗç пулни çинчен кӗске информаци те пур. Тӗрлӗ чӗлхепе калаçу кӗнекисем (разговорник) кăларатпăр. Малтанласа ку енӗпе ӗçлеме кăткăсрахчӗ. Халӗ мăйăр шӗкӗлченӗ пек кăларатпăр вӗсене. Чăваш кӗнеке издательствин çулне пӳлместпӗр-и, конкурент пулмастпăр-и капла тесе те шутларăмăр малтан. Тепӗр енчен вӗсемшӗн те ку майлă кăна пулса тухать. Тепӗр региона кӗнекесем çитересси чăкăлтăшлă.
– Чăваш кӗнеке издательствипе пӗрлехи проектсем çук-и?
– Эпир вӗсене чăвашла карточкăсене кăларма автор правине пама та хатӗр, тӳлевсӗрех. Ку енӗпе Дагестанпа лайăх опыт пур, вӗсене тӗрлӗ чӗлхеллӗ карточкăсене кăларма автор правине патăмăр. Чăваш кӗнеке издательствин директорӗ Светлана Каликова пулнă чухне ӗçлеме пуçланăччӗ ку енӗпе. Вӗсен типографи хакӗпе кирлӗ чухлӗ тираж пичетлеме май пурччӗ. Верстка туса, редакцилесе, корректура туса тăкакланасси çукчӗ. Анчах пулса пӗтмерӗ.
– Ытти регионсенче е ют çӗршывра пурăнакан тутарсене вӗрентӳ кӗнекисемпе тивӗçтерес енӗпе ӗçлетӗр-и?
– Таткнига.ру сайт туса хурсан ытти регионсенче пурăнакансене те май туса патăмăр хамăр кӗнекесемпе усă курма тенӗччӗ. Хăш чух 100 тенкӗ тăракан кӗнеке хакӗ кӳрсе панипе пӗрле вуншар хут ӳссе каять, уйрăмах ют çӗршывра пурăнакансемшӗн хаклă. Шутланă пек телейлӗ тăваймарăмăр пурне те. Хам тӗрлӗ çӗршывсене тухса çӳреме тытăнтăм та çакна асăрхарăм – пирӗн сайт унта уçăлмасть те иккен. Кашни çӗршывра вăл е ку чару пур. Хушма чăнлăхлă приложенисем (приложение дополненной реальности. – Авт.) унта ӗçлемеççӗ. Узбекистанри полномочиллӗ предствительство хушма чăнлăхлă кӗнекесем ыйтнăччӗ, анчах ун валли Раççейре ятарлă приложени лартмалла иккен. Халӗ кирлӗ продукта Раççей тулашӗнче тумалла пулӗ усă курас тесен. Ăнăçлă проектсен шутӗнче аудиокӗнекесем. Узбекистанри суккăррисен обществи Тав çырăвӗ те ячӗ. Тутар наци конгресӗпе тачă çыхăнса ӗçлени ку проблемăна татса пама пулăшать. Эпир вӗсене тăтăшах кашни тиражран 10 процентне парса пыратпăр. Çапла майпа ытти çӗрте пурăнакан йăхташсем кӗнекеллӗ пулаççӗ. Литрес сайтӗнче тӳлевсӗр кӗнекесем пурри те пулăшу кӳрет.
– Пӗр-пӗрин литературипе паллашасси патне таврăнас пулсан Раççей халăхӗсен классик писателӗсем çинчен тата вӗсен хайлавӗсемлӗ пӗрлехи кӗнеке кăларсан аван пулӗччӗ. Тума пулӗ-и ăна? Тен, Комисси кун пирки шутланă та?
– Паллах, ку Комисси шайӗнче тумалли ӗç мар, федераци шайӗнче шутламалла ун пирки. Шутлаççӗ вӗт акă халăхсен чӗлхисемпе пӗр евӗрлӗ кӗнеке кăларасси çинчен. Совет Союзӗ арканнă хыççăн эпир нацисен хутшăнăвӗсен социаллă институчӗсене çухатрăмăр. Çавăнпа пӗр-пӗрин çинчен сахал пӗлме пуçларăмăр. Мигрантсем çине те шанмасăр пăхатпăр. Питӗ çивӗч ыйту ку. Пирӗн пӗр-пӗрин çинчен пӗлмеллех, эпир Раççей халăхӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев