Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Чингиз Айтматовăн чуна пырса тивекен «Хӗрлӗ косынки»...

Августăн 14-мӗшӗнче «Мир» кинотеатрта кăтартнă «Красная косынка» фильма Турци режиссерӗ Атиф Йылмыз 1977 çулта Айтматовăн «Тополек мой в красной косынке» хайлавӗ тăрăх ӳкернӗ.

Хусанти кинофестивалӗн параллельлӗ программине кашни çул интересленсе кӗтетӗн. Экрансем çине тахçанах тухнă фильмсен ретроспективине пӗлтӗр Николай Досталь режиссерăн киновӗсене халалланăччӗ. Паллă совет писателӗ Чингиз Айтматов пурăннă пулсан кăçал 90 çул тултармаллаччӗ, çавăнпа XIV кинофестивалӗн ретроспективинче унăн хайлавӗсем тăрăх ӳкернӗ картинăсене кăтартма шутланă. Чингиз Айтматов хăйӗн повеçӗсемпе романӗсене вырăсла тата кăркăсла çырнă. Унăн хайлавӗсене çӗр ытла чӗлхе çине куçарнă. Вăл, чăн та, тӗлӗнмелле çыравçă, кӗнекисене алла тытсан пӗр сывлăш çавăрмасăр вуласа тухатăн, поэма евӗр.

«И дольше века длится день» роман тухсан, Чингиз Айтматова хальхи вăхăтри философсен шутне кӗртнӗ, «Плаха» кӗнеки вара бестселлер пулса тăнă. Ăна илес текенсем черете тăнă. Критиксен сăмахӗсемпе, Чингиз Торекулович пек çынсем 100 çулта пӗрре çуралаççӗ. Тăван çӗршывăн литературине вăл «Джамиля» повеçӗпе кӗнӗ. Писателӗн творчестви литературăна çеç мар киноискусствăна та пысăк витӗм кӳнӗ. Унăн хайлавӗсем тăрăх питӗ нумай кино ӳкернӗ. Вӗсенчен чи паллисем: «Перевал», «Первый учитель», «Джамиля», «Материнское поле», «Белый пароход», «Буранный полустанок», «Прощай, Гульсары!». 2008 çулта «И дольше века длится день» хайлавӗ тăрăх кино ӳкернӗ вăхăтра писателе съемка площадкинченех больницăна ăсатнă. Шел, çак çул пултаруллă писателӗн, тӗлӗнмелле тарăн чун-чӗреллӗ çыннăн пурнăçӗ ӗмӗрлӗхех татăлать. Ăна Кăркăстан тӗп хулинчен инçе мар, «Ата-Бейит» мемориал комплексӗнче пытарнă.

Чингиз Айтматовăн хайлавӗсен темисем анлă, тӗрлӗрен, анчах пӗр япала вӗсене пурне те çыхăнтарса тăрать – юрату, çемье хаклăхӗсене чунтан хисеплени, сăнарсен тарăн пăшăрханăвӗсем.

Августăн 14-мӗшӗнче «Мир» кинотеатрта кăтартнă «Красная косынка» фильма Турци режиссерӗ Атиф Йылмыз 1977 çулта Айтматовăн «Тополек мой в красной косынке» хайлавӗ тăрăх ӳкернӗ. Турккăсем вара кино ӳкерме пӗлеççӗ. Актерсен вылявӗ, операторсен съемки, фильм патне çырнă музыка – йăлт çӳллӗ шайра. Чуна пырса тивекен кино. Истори çамрăк та чипер, чӗре хӗрӳлӗхӗпе çунакан Асияпа Ильяс юратăвӗ çинчен. Ильяс урăх çын валли çураçса хунă хӗре, Асияна, вăрласа каять. Вӗсем пӗрлешеççӗ. Мăшăрăн хӗрӳ юратăвӗ пуриншӗн те ăмсануллă. Ильяс дальнобойщик. Кӗçех çемьере ывăл çуралать. Йăлт аван пек. Анчах пӗр пăтăрмаха пула Ильясран грузовикне туртса илеççӗ. Тимӗр юлташне çухатнă арçын тăвăлнипе пăтранса каять, йăнăшсем туса пӗтерет. Çемьене пăрахса тухса кайса çухалса пурăнать. Çак хушăра Асия тем те тӳсет. Мăшăрӗ ӗлӗкхи савнийӗпе пурăннине пӗлсен килӗнчен ывăлӗпе тухса каять. Телее, ун тӗлне лайăх арçын тупăнать. Темиçе çул та иртсе каять Джамшед Асия юратăвне кӗтсе иличчен. Самит вара ăна атте теме пуçлать. Тахçан мăшăрӗпе икӗ ывăлне çухатнă арçыншăн Асияпа Самит чи пысăк телей. Пурнăç майпен йӗркеленсе каять, анчах пӗррехинче вӗсем патне ăнсăртран Ильяс пырса тухать. Кама суйласа илӗ Асия? Мӗн уншăн юрату? Чун-чӗре хӗрӳлӗхӗ, ăшри вут е пӗр-пӗрне хисеплени, юратушăн ӗçлени, тăрăшни, чӗре ырăлăхӗ? Ăна пӗлес тесен кинона пăхмалла.

Фильмсен ретроспективисенче кинофестиваль вăхăтӗнче Чингиз Айтматовăн хайлавӗсен ытти экранизацийӗсене те курма пулӗ. Çавсен шутӗнче: «Пегий пес, бегущий краем моря» (1990 çулта ӳкернӗ), «Джамиля» (1969), «Манкурт» (1990), «Бег иноходца» (1968). (Сăнӳкерчӗк Хусан кинофестиваль пресс-службин).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: кинофестиваль