ЭТЕМЕ ТЕ «ХӖРЛӖ КӖНЕКЕНЕ» КӖРТЕСШӖН...
Пирӗн регионта пурăнакан арçынсен тестостерон шайӗ питӗ те пӗчӗк. Çавна май арлăх парӗсен ракӗ сарăлни сисӗнет. Арçынсен хушшинче йăхсăрлăх (бесплодие) сарăлать, феминизаци аталанса пырать. Урăхла каласан, арçынсем хӗрарăмланса пыраççӗ. ...
Хăрушă картина кăларса тăратрӗ пирӗн ума Хусанти уролог-андролог Любовь Мумладзе ноябрӗн 19-мӗшӗнче «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире. Вăл тӗнчери онкологи сообществи ноябрь уйăхне арлăх парӗсен ракӗ (рак предстательной железы) çинчен пӗлтерессине халалланипе çыхăнчӗ. «Арçын сывлăхне илес пулсан, паянхи кун арлăх органӗсен енӗпе шала кайнă чирсемпе аптракансен шучӗ çулран çул ӳссе пырать. 40 çул ӗçлетӗп ку енӗпе. Пирӗн регионта пурăнакан арçынсен тестостерон шайӗ питӗ те пӗчӗк. Çавна май арлăх парӗсен ракӗ сарăлса пырать. Арçынсен хушшинче йăхсăрлăх (бесплодие) сарăлать, феминизаци аталанса пырать. Урăхла каласан, арçынсем хӗрарăмланса пыраççӗ. Çавна май нумай халăхсен хушшинчи организацисем кăшт тăрсан этеме те «Хӗрлӗ кӗнекене» кӗртмелле теççӗ. Этемлӗх чăнах та пӗтес хăрушлăхра тăрать», – çапларах прогнозсем турӗ Любовь Мумладзе.
Спикер шучӗпе, ачасене искуственнăй майпа çуратни те репродукци функцийӗсене пӗтерет. Ку кăна та мар, ЭКО майӗпе çуралнă ачасен этеме чӗрчунсенчен уйăрса тăракан пахалăхсенчен пӗрне – шеллеме пӗлнине (сострадание) аркатать. Пӗр сăмахпа, общество ытларах та ытларах чунсăрланса пырать. Çавăнпа Любовь Мумладзе хӗрарăмсене хăйсен арçыннисене пăхма чӗнсе каларӗ. «Ан манăр, ачăрсемсӗр пуçне сирӗн попеченире тата упăшкăрсем пур. Ăна мӗншӗн тухтăр патне илсе килместӗр? Арçын вăл больницăна кайма юратмасть, уйрăмах проблема арлăх енӗпе пулсан, именеççӗ», – терӗ сексолог-уролог. Тухтăр шучӗпе, арçын ачасене пӗчӗкрен тăтăшах уролог патне пăхăнма илсе çӳремелле. Ун сăмахӗсемпе, вӗсене çутçанталăк ку енӗпе питӗ черчен те çепӗç калăпланă. Хӗрарăм вара вăйлă иккен, акă мӗншӗн ача çуратассине çутçанталăк ăна шанса панă.
Ватлăхра палăракан чирсем çамрăкланма пуçланине те палăртрӗ Любовь Мумладзе. Çамрăксен тромбозсем палăрни медиксене питӗ хумхантарать. Çавăнпа диспансеризаци иртмеллех, холестерин шайне виçсех тăмалла. Чире вăхăтра асăрхаса сиплени вăрăм ӗмӗрлӗ пулма пулăшать. Тата мӗн-тӗр аптратма тытăнсан чир пирки интернетра информаци илсе нихăçан та хăв тӗллӗн сипленмелле мар – тухтăр патне каймалла. Çакăн пек инкекçӗ-сиплевçӗсемпе тулаççӗ те кайран больница койкисем.
Тепӗр хăрушă тăшман, арлăх майӗпе парăнакан инфекцисем. Тухтăр сăмахӗсемпе, эпир айсбергăн тăррине кăна куратпăр, ытти этем популяцийӗнче тарăн пытаннă. Çамрăкла хламидиоз çаклатрăн-тăк, хӗсӗр пулса юласси куçкӗрет. Çак диагноза лартма çăмăл мар иккен. Çын хăй чирлине пӗлмессе те пултарать, нумай чухне инфекци пуррине мăшăр ача çуратма йышăнсан тин пӗлет. «Пире пӗтерес тесен çӗршыв çине бомба та тăкас çук, хламидиоза кăна ӗрчетсе ямалла», – хурлăхлăн пӗлтерчӗ Любовь Мумладзе.
Телее, сипленекен чир
ТР Сывлăх сыхлав министерствин Республикăри клиника онкологи диспансерӗн урологи уйрăмӗн заведующийӗ Марат Насруллаев çитес çула Тутарстанра арçын сывлăхне халалланипе «Забочусь о нем» акци пуçарнине, ăна ытларах арăмсем, хӗрсем, йăмăксемпе аппасем çине шанса ирттернине пӗлтерчӗ. Ун йӗркипе, çыпăçтарнă е ӳкернӗ мăйăхпа сăн ӳкерӗнмелле те, Instagram сете #забочусьонем хэштегпа лартмалла, чире вăхăтлă тупас тесен тăтăшах диагоностика тума кирли çинчен çырмалла, эстафетăна малалла ямалла. Çакăн пек акцие хутшăнни арлăх парӗсен ракне обществăлла тимлӗхе кăларма пулăшать.
– Халӗ эпир май килнӗ таран маларах арлăх парӗсен ракне тупса палăртассипе ӗçлетпӗр. Уролог юн анализӗнчен простата антигенне тупса диагноз лартрӗ-тӗк, сиплеве хăйӗн тытăнмалла мар, пациента онколог патне ямалла. Ку пире рака малтанхи тапхăрта тупса сиплеве вăхăтлă пуçлама май парать. Арлăх парӗсен ракӗ, телее, лайăх сипленекен чир, тӗрӗс сипленсен ватăличченех пурăнаççӗ пациентсем, – терӗ Марат Насруллаев.
Рака I, II стадире палăртсан чире пуçӗпех çӗнтерме пулать, çак кăтарту пулăмсен 80-95 проценчӗпе танлашать. Каярах юлсан сывă юлма постатэктоми операцийӗ (шыçăпа пӗрле шалти арлăх органӗсене те касса илеççӗ) кăна пулăшаять. Шел те, арлăх вăйне (потенци) çухатас килменнипе нумай арçын операци тума килӗшмест. Анчах шыçă аталанса пыни пурпӗрех вăя хавшатни çинчен шутламаççӗ. Паяна Тутарстанра арлăх парӗсен ракӗпе 1380 арçынна учета илнӗ. Марат Магомедович сăмахӗсемпе, паян медицинăра арлăх вăйне, арлăх парӗсене упраса хăварма меслетсем пур. Шыçă ăшне радиоактивлă е ультрасас (ку чухне пайăрсене 70-100 градуса çити ăшăтаççӗ) пайăрӗсене кӗртсе рак клеткисене аркатаççӗ. Тухтăр сăмахӗсемпе, пациентсем клиникăна чир вăйлă амаланса кайнă тапхăрта тин килнипе маларах çырнă меслетсем пулăшаймаççӗ, кунта простатэктоми туни кăна çăлаять. Çавăнпа уролог патне çулталăкне пӗрре те пулин килсе пăхăнмаллах.
Çамрăкланнă
Чир пуррине мӗнле пӗлме пулать-ха? Туалета час-час кайма пуçланинчен, тула кайнă чух ыратнине е мӗн-тӗр кансӗрленине туйнинчен, арлăх вăйӗ чаксан. Туртнипе ӗçни, сахал хускални, мăнтăрланни чире амалантарса яракан факторсем. Статистикăпа 100 арçынран 30-40 проценчӗн рак пур. 2017 çулта Мурат Магомедович хăй кăна 1700 биопси тунă, çавсенчен 25-30 процентӗнче рак пуррине палăртнă. Тата вăл çамрăкланса пырать, ӗлӗкрех ытларах 55 çултан иртнисем чирленӗ пулсан, паян 30-ти арçынра та тупаççӗ. Вăхăтлă та тӗрӗс сипленсен, кайран рецидив пулмасса та пултарать. Шел те, шăпах рецидив пулса метастазăсем çывăхри органсене ярса илнипе вилеççӗ те çынсем.
Çавăнпа спикерсем харăссăн тенӗ пек, арçынсене вăхăтлă тӗрӗсленме, арăмӗ, амăшӗ, аппăшӗсене юратнă арçыннисене тухтăр патне илсе пыма хытарсах каларӗç. Чиртен Хусантах, республикăн клиникăпа онкологи центрӗнче эффективлă сипленме пулать терӗç. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев