Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Ирада Аюпова: «Уяв халăх валли пултăр»

Уяв вăл сцена çине тухса калаçакан пуçлăхсем валли мар, халăх валли пултăр. Кăçал эп пулса куртăм Уявра, халăха иккӗмӗш планра хăварни мана питӗ тарăхтарчӗ...

Халăха çывăхрах пулас тесе-ши Тутарстан министрӗсем ӗçлӗ тӗлпулусен форматне майӗпен улăштарма пуçларӗç, ахăртнех «кабинет чиновникӗсен» рамкинчен тухасшăн, вăйланса пыракан граждан позицийӗ çӗнӗлле ӗçлеме хистет пулмалла.

Октябрӗн 11-мӗшӗнче «Смена» хальхи культура центрӗнче ТР культура министрӗ Ирада Аюпова журналистсемпе тӗл пулчӗ. Унччен маларах çакăнта ТР çамрăксен ӗçӗсемпе министр Дамир Фаттахов ТР Президенчӗ Рустам Минниханов шайӗнче ӗçлӗ тӗлпулу ирттернӗччӗ, унта журналистсемсӗр пуçне район, обществăлла объектсен пуçлăхӗсем тата ытти представительсем пуçтарăннăччӗ. Тӗрӗссипе, Фаттаховăн çак мероприятие сентябрӗн 17-мӗшӗнчех ирттермелле пулнă, анчах вăхăтра хатӗрленсе çитейменнипе çак куна хăварнă. Тӗлпулура ача-пăча лагерӗсене çӗнетесси çинчен калаçнă. Проекта пурӗ 220 архитектор хутшăннă пулин те, тӗлпулура пурӗ те ик-виç проекта кăна хăтларӗç. Республика ертӳçи çамрăк министр ӗçӗпе питӗ те кăмăлсăр пулнă, вăл Президент хушăвӗсене пурнăçлайманнине пӗлтернӗ.

Культура министрӗ тӗлпулăва журналистсене кăна чӗннипе-и, калаçу туслă атмосферăра иртрӗ, хăш-пӗр «чӗпӗтекен» ыйтусене шута илмесен.

– Ман шутпа çакăн пек форматри тӗлпулусем пӗр енчен ӗçе лайăхлатма, тепӗр енчен анлă информаци пуçтарма пулăшаççӗ. Культурăра шанни питӗ те кирлӗ. Мӗнле майпа халăхпа культура сферинчи политикăна пурнăçлакансен хушшинчи шанăçлăх степеньне ӳстермелле? Шăп çак тӗллевпе шутларăм та сирӗнпе тӗл пулма. Эсир халăх шухăшне сисетӗр, хирӗçле çыхăну йӗркелеме пултаратăр, – терӗ Ирада Аюпова тӗлпулăва уçса.

Çакăн пек чӗрӗ тӗлпулусем, уйрăмах чиновниксемпе, сахал пулнипе-ши, министрпа калаçма кăмăл тунă журналистсем питӗ йышлăччӗ. Тема тӗлӗшӗнчен формат çукчӗ, çавăнпа кама мӗнле ыйту хумхантарать, çавна пачӗç. Чăваш хаçачӗн журналисчӗ пулнă май, мана, паллах, чăвашсемпе çыхăннă проблемăсем интереслентерчӗç. Министрăн хуравӗсем интереслӗ пулчӗç, çапах пӗтӗмпе йӗркипе. Нумай журналиста Кремлевская урамӗнчи Наци библиотекине «Казань» наципе культура центрне мӗн сăлтавпа куçарма йышăнни интереслентерчӗ.

Хăй ятне тӳрре кăларман

– «Казань» Наципе культура центрӗн çуртне Наци библиотекине парасси – татса панă ыйту. Кун пирки ӗнерхи кунччен пычӗç тавлашусем.Халӗ эпир кашни объектпа юсав ӗçӗсен хакне тата НКЦра проекта мӗнле майпа вырнаçтармалли çинчен шутлатпăр. Наци библиотеки унта пулать, Президент ку ыйтăва паянах документ туса хатӗрлет, кун пирки вăл ӗнер пӗлтерчӗ, – терӗ Ирада Аюпова. Министр сăмахӗсемпе, Наци библиотекин çурчӗсем кӗнеке фончӗн хранилищин нормативӗсене аран тивӗçтерсе пыраççӗ, ăна НКЦăна куçарни çак центра çӗнӗ аталану парать. Кӗнеке хранилищипе вулав залӗсемсӗр пуçне коммуникацилле хутшăнусем, тӗрлӗ мероприятисем валли тепӗр тăватă площадка пулӗ. Тутарстанăн Наци библиотеки наци сообществисен тӗл пулмалли вырăнӗ те пулмалла. НКЦра вырнаçнă Хусан 1000- çуллăхӗн музейӗн экспозицийӗсен ытларах пайӗ Хусан Кремльне куçӗ. Министр шучӗпе, ку питӗ тӗрӗс йышăну – музейсене пӗр çӗре пуçтарасси.

«БИЗНЕС Online» корреспондентне Наци библиотекине куçарассипе тутар общественнăçӗпе канашлани интереслентерчӗ. Ун сăмахӗсемпе, капла тутарсем культура центрӗсӗр тăрса юлаççӗ, вӗсем НКЦăна библиотека аллине панипе кăмăлсăр иккен. Ирада Аюпова шучӗпе, хулара культура учрежденийӗсем НКЦсăр та нумай, çав шутра тутарсене тивӗçтерекеннисем те. «Камал театрӗ, сăмахран, тутар культурине аталантарассипе унран лайăхрах ӗçлекен центр çук паян. НКЦ пирки калас-тăк, вăл нихăçан та хăй ятне тӳрре кăларман. Аса илтерӗр мана, хăçан унта юлашки вăхăтра тутарсен пӗр мероприятийӗ те пулин иртнӗ», – терӗ вăл çивӗччӗн. Министр библиотекăсем паян çӗнӗлле, тӗнчери шайра ӗçлемеллине каларӗ.

Сабантуй шайӗнче кăна мар

Ыйтусене хуравланинчен культура министрӗ çӗннишӗн уçă çын, космополит пулни палăрчӗ. Ноябрь пуçламăшӗнче Хусанта Хальхи искусствăн галерейи уçăлнине пӗлтерчӗ. Вăл пач урăх форматри музей пулать. Ун евӗрлӗ музей хальлӗхе Свияжскра кăна пур, археологи йывăçӗн музейӗ пирки пырать сăмах. Çитес çулти çӗнӗлӗхсен шутӗнче вырăссен тата крешӗнсен культура центрӗсем уçăлнине кӗртмелле. Тутар журналисчӗсем вӗчӗрхенсе хăйсен культурин тасалăхне упрасси, ăна тултан килекен витӗмрен сыхласси çинчен калаçрӗç. Ирада Аюпова кунпа килӗшмерӗ. Министр шучӗпе, культура уçă пулмалла, вăл ытти культурăсемпе тачă çыхăнура тăрсан кăна аталанма пултарать. «Хупăнмалла мар пирӗн, пач тепӗр май, хамăрăн культурăна агрессивлăрах та тӗнче шайне кăлармалла. Тӗслӗхрен, Кремльте иртнӗ «Татфест» тутар чӗлхипе калаçакансене, культура учрежденийӗсемпе танлаштарсан, самай нумайрах пуçтарчӗ. Культура пространствине паян театрпа, залпа, библиотекăпа тата ыттипе кăна çыхăнтармалла мар, пирӗн ăна анлăлатса пымалла. Ман шутпа, ку наци туйăмӗсене пач та кӳрентермест», – терӗ министр.

Ирада Аюпова малӗмӗтлӗ ертӳçӗ, ун шучӗпе Тутарстан культури тӗнче аренинче пулмаллах, çак тӗллевпе Раççейри, ют çӗршывсенчи пысăк площадкăсенче куравсем йӗркелемелле.

– Ку Сабантуй шайӗ кăна пулмалла мар, пирӗн çӳллӗ культурăна кăтартма пӗлмелле, ӳнер искусствине, литературăна, киноискусствăна тата ыттине те. Литературăна республика шайӗнче кăна упраса хăварма çук. Ăна ытти чӗлхесене куçармалла. Паха литература халăх философине палăртакан пулăм. Çирӗплетнӗ факт: Толстойпа Достоевские вуланă хыççăн ют çӗршыв çыннисем вырăс чӗлхине вӗренме пуçлаççӗ. Тутар литератури те çак туртăмах вăратма пултарать, пирӗн йăхташсем пӗтӗм тӗнче тăрăх сапаланнă.

Ирада Аюпова паянхи культура час-час куракан шайне анма тăрăшнине палăртрӗ. Телевидени тӗрлӗ ток-шоусем ирттерсе ку енӗпе чи малта пырать, хаçат-журналсем те ытларах кантарса савăнтарма тăрăшаççӗ, шухăшлаттараканни, культурăпа искусство енне туртăм çуратаканнисем сахал. Культура воспитани характерӗллӗ пулмалла, кăмăл-сипет енчен аталанма пулăшмалла. Ток-шоусемпе халăха тăрантарни çынна ӳсме чарать, вăл хăйӗн çитменлӗхӗсене тӳрре кăларма тытăнать, каçарать.

Пуçлăхсем валли мар

Министр халăх уявӗсен формачӗ паянхи куна тивӗçтерменнине те каларӗ. Çав шутра чăвашсен Уявӗ те. Уяв çинчен ведомство ертӳçине хамах аса илтертӗм. Чăваш халăхӗ – республикăн тӗп халăхӗ шутӗнче, кунта эпир ӗлӗк-авалтан пурăннă. Çапах хăш чухне хăвна кунта килсе ернӗ пек туятăн. Мӗншӗн? Çӳлтисем çапларах пăхнипе, пирӗн ыйтусене мӗн таран тивӗçтернипе. Уяв республика мероприятийӗсен программине кӗнӗ, çапах ăна ирттерме бюджетран пурӗ те 300 пин тенкӗ кăна уйăраççӗ, çав вăхăтрах тутарсен «Узгереш жилэ» юрă фестивалӗн бюджечӗ 80 миллион тенкӗпе (!) танлашать. Тӗрӗс-и ку? Пӗр халăха тепринчен тивӗçлӗрех тени национализм мар-и вăл? Паллах, мана министр мӗн каласси питӗ интереслентерчӗ.

– Уяв грант системине кӗрекен республика мероприятийӗ. Ăна укçа-тенкӗпе тивӗçтересси темиçе çăлкуçран пурнăçланса пырать, республика бюджечӗсӗр пуçне район уйăрать, площадкăпа пулăшать, ЧНКА нумай пулăшнине пӗлетӗп, – шутлама пуçларӗ министр.

– ЧНКА коммерцилле мар организаци, унăн бюджет çук, активистсем тăрăшнипе пулса пырать ку ӗç, хамăрăн ӗç укçинчен уйăратпăр, – терӗм министра.

– Ман шутпа, кун пек мероприятисен концепцине улăштармалла, – тӳрех тупăнчӗ мӗн каламалли Ирада Хафизяновнăн. – Асăрханă-и эсир, наци праçникӗсем пурте пӗр евӗр иртеççӗ, крешӗнсен те, мордвасен те, марисен те. «Балтай» кăна кăшт раснарах. Мӗншӗн паратпăр сире укçа? Пуян та капăр сцена ăсталама мар. Сирӗн тăкаксăр япаласем шутласа кăлармалла, çынсемпе тӗрӗс ӗçлемелле, вара уяв концепцийӗ те улшăнать. Тен йăнăшатăп пулӗ, анчах Уяв вăл сцена çине тухса калаçакан пуçлăхсем валли мар, халăх валли пултăр. Кăçал эп пулса куртăм Уявра, халăха иккӗмӗш планра хăварни мана питӗ тарăхтарчӗ.

Министр каланинчен икӗ япалана лайăх ăнлантăм: пӗрремӗшӗнчен, пирӗн укçасăр ӗçлеме вӗренмелле; иккӗмӗшӗнчен, чăваш Уявӗн бюджетне ӳстерме шутламаççӗ. Уяв пуçлăхсем валли пулмалла маррипе вара пуçӗпех килӗшетӗп.

Культура министрӗ ялсенчи культура аталанăвӗ çинчен мӗн шутлани те кăсăклантарчӗ. Тӗлпулу тăршшӗпе калаçу ытларах хуласенчи, уйрăмах Хусанти, культура лару-тăрăвӗ пирки пулчӗ. Ялсенче çамрăксем пурăнма юлманни ӗç çуккипе кăна мар, аталаннă инфраструктура çуккипе, культурăпа кану сфери япăх аталаннипе те çыхăннă. Астăватăп, ача чухне кашни шăматкунпа вырсарникун Культура çуртӗнче кино сеансӗсем иртетчӗç, çу вăхăтӗнче гастрольсемпе театрсем килетчӗç. Паллах, паян ку та тытса тăраймӗ çамрăксене. Ирада Аюпова сăмахӗсемпе, ӗç йӗркине çӗнетмелле, çӗнӗ майсем шырамалла. Министр палăртнă тăрăх, инфраструктура çуккипе кăна та çыхăнман проблема.

– Культура çурчӗсем шучӗпе, вӗсем республикăра 1956 штук, Раççейре пире çитекенни сахал. Шел те, çак площадкăсем культура туртăмӗллӗ площадкăсем пек ӗçлемеççӗ. Мӗнле улăштармалла ăна? Халӗ çавăн пирки пуç вататпăр. Тен, концертсен, спектакльсен, оперăсен онлайн-трансляцине йӗркелемелле? Çапла та шутлатпăр ял çыннисен пурнăçне паха пулăмсемпе пуянлатас тӗллевпе. Çапах та ялти Культура çурчӗсен миссийӗ урăххинче. Ку ыйтăва çамрăксемпе те сӳтсе яватпăр. Культура çурчӗн талантлă, пултаруллă атьсене шырама пулăшмалла, талантпа тивӗçтерекен сеть пулса тăмалла Культура çурчӗсен. Ку профессилле модераторсен ӗçӗ.

Пӗтӗмлетсе каласан, Ирада Аюпова май пулнă таран уçă пулма тăрăшрӗ. «Хама министр должноçӗпе виçместӗп, ӗçре кăна эпӗ ертӳçӗ, хамшăн ахаль çын», – терӗ Ирада Хафизяновна. Хамшăн вăл ытти чиновниксенчен пысăк çынлăхпа уйрăлса тăнине, йӗркеллӗ, интеллигентлă, кăмăлӗпе пысăк культурăллă çын пулнине палăртрăм. Кун пек министрпа культура аталанма тивӗç. ( «Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура