Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Юрий Шекеев тата Людмила Вешкина: «Хамăр чăваш пулнипе мăнаçланатпăр»

Раççейӗн хӗвеланăçӗнчи чи аякри хулинче Калининградра та Чăваш культура обществи ӗçлет

«Калининград облаçӗнче литовецсем, мордвасем, чăвашсем, тутарсем, Совет Союзӗнчи вун-вун халăх представителӗсем пурăнаççӗ», — 
тесе çырнă XX ӗмӗрӗн 2-мӗш çурринче совет çыравçи Геннадий Федоров («У карты Калининградской области», «Калининградская правда» издательствăн типографийӗ, 1986, 115-мӗш стр.). Пирӗн штатра тăман корреспондент Айрат Галимзянов — Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн академикӗ, ЧР Писательсен союзӗн пайташӗ — черетлӗ хут Калининграда çитсен Раççейӗн чи анăçра вырнаçнă облаçӗнче пурăнакан чăвашсемпе, кунти Чăваш культура обществин лидерӗсемпе Юрий Шекеевпа тата Людмила Вешкинăпа (хӗр чухнехи хушамачӗ Сафронова) курса калаçнă. Интервьюпа сире те паллаштаратпăр, хаклă вулакансем. 

— Юрий Петрович, эсир ăçта çуралса ӳснӗ?
— Чăваш Енри Патăрьел районӗнчен. Тӗрӗсрех каласан Тăрăн ялӗнчен тухнă чăвашсен ачи эпӗ, хам вара Красноярск крайӗнчи Ширински районне кӗрекен Хуракӳлӗ ялӗнче çуралнă. Шкул пӗтерсен малтан юриста вӗренсе аслă пӗлӳ илтӗм, ку кăна çырлахтармарӗ — медицина тата тинӗс çӳрев енӗпе те вӗрентӗм. 
— Чăваш культура обществине туса хуни пирки каласа парсамăр, тархасшăн. 
— Статистикăна илес пулсан, Тутарстанпа Пушкăртстанра кăна пӗтӗм халăх йышӗн 2 — 15 проценчӗ — чăвашсем. Эппин авалхи пăлхарсен тăхăмӗсене ӗлӗкхи Хӗвелтухăç Прусси çӗрӗ çинче те шырамалла! Эпир йăхташсене малтан темле тăрăшсан та тупаймарăмăр-ха. Пире мăкшă тусăмăрсем пулăшрӗç. Унтан — кайрӗ вара... Пирвайхи ларăва пиллӗкӗн ирттертӗмӗр, протокол çырсах. 
Эпӗ Юхма Мишшин, Раççей историкӗсен ӗçӗсемпе паллашнă, çавăнпа та авалхи чăвашсем, балкарсем, карачаевецсем, кумыксем, ытти тӗрӗк тата финно-угор халăхӗсем Атилла ертсе пынипе Францие кăна мар, Çурçӗр Испание те çитни пирки иккӗленместӗп. Чăвашсем, казахсем, ногайсем, ногайбаксем, калмăксем, марисем тата ытти алтай халăхӗсем Наполеон Раççей çине тапăннă хыççăн Парижа илнӗ çӗре те хутшăннă. Ытти ирӗке кăларакан походсене те хутшăннă Атăл тăрăхӗнчи халăхсем — Дунай çинчи тăванла пăлхарсене пулăшнă. 
— Юлашки вăхăтра эсир ертсе пыракан Чăваш культура обществи область шайӗнчи мӗнле мероприятие хутшăнчӗ?
— Чи малтанах майăн 16 — 18-мӗшӗсенче РФ Культура министерствин тӗревӗпе Светлогорскра иртнӗ Раççей халăхӗсен наци культурисен форумне асăнмалла. Çакăн йышши мероприятисенче эпир яланах чăваш тумӗ тăхăнатпăр, куракансене хамăр халăхпа çыхăннă тӗрлӗ экспонатсемпе, сувенирсемпе паллаштаратпăр. Уявсенче сăра вӗрететпӗр, чăваш апачӗ хатӗрлетпӗр. Чăваш ташши вӗренетпӗр. Халь шăпах Калининградра иртекен Сабантуйпа Акатуя хатӗрленетпӗр. Облаçри хăш-пӗр ялсем Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи хыççăн совет халăхӗпе çыхăннă ятсем илнӗ: Марийское, Мордовское, Саранское... 
Апат ячӗсем те ӗлӗк-авал кӳршӗллӗ пулнă халăхсеннипе пӗр пек илтӗнеççӗ пирӗн: тӗслӗхрен, кăмпа — гомба, улма — алма тата ытти те. Эпӗ хам темле апат та тутанса пăхнă. Пулă тытакан карапсем çинче хӗсметре тăнă чух Атлантика океанӗнче те, ыттисенче те ишнӗ, Чилипе Аргентина çумӗнчен те иртнӗ, тинӗс тăвăлӗсене те лекнӗ... Тинӗс похочӗсем тӗпрен илсен 6 уйăха тăсăлатчӗç, таврăнсан вара пире 28 кун канма ирӗк паратчӗç. Хальхи вăхăтра эпӗ медицинăра ӗçлетӗп, ача-пăчана массаж тăвас тӗлӗшпе тăрăшатăп. 
— Юрий Петрович, эсир çарта кам пулнă тата Балтика таврашне мӗнле килсе лекнӗ?
— Çар хӗсметне Монголире иртрӗм, сывлăш оборонин çарӗсенче тăтăм. Ертӳçӗ специалистсенчен пӗриччӗ эп, радио ӗçне те вӗрентӗм. Салтакран таврăнсан моряк юлташ мана тинӗс пурнăçӗ мӗнле интересли пирки каласа пара-пара илӗртнӗрен тинӗспе «чирлесех» кайрăм. Пӗрре ишевре карап çинчен тинӗсе ӳксе пӗр сехет сывă юлассишӗн кӗрешме те тиврӗ. Телее, мана хăтарчӗç. Манăн çакнашкал хăрушă пулăмсем темиçе те пулнă. Пӗрре, 1991 çулта, мана пӗр банда йӗрлерӗ — БМВ машинăна (БМВна шăпанасем «Боевая Машина Воров» тесе шутлатчӗç ун чух) туртса илесшӗнччӗ. Бандитсенчен тарнă чух аварие лекрӗм те урана хуçрăм, татăлсах ӳкнӗччӗ. Телее, литовец врачсен ăсталăхне кура урана операци туса çӗлесе хучӗç, мая кайрӗ. Операци вăхăтӗнче мана юн та янă, çавăнпа та манра халӗ литва юнӗ те юхать теме пултаратăп. 
90-мӗш çулсенче эпӗ аран-аран туяпа уткаласа çӳреттӗм, вăрахчен ӗç тупаймарăм. Çăкăр çимелӗх те укçа çукчӗ темелле. Тав Турра, мана апат енчен ун чух Мускаври арлă-арăмлă кӳршӗсем Галипе Сания (тутарсем) пулăшрӗç.
Пӗрремӗш хут Калининграда килсен Кăнтăр вокзалӗнче эпӗ: «Добро пожаловать в Янтарный край!» текен транспарант куртăм. Питӗ чуна пырса тиврӗ вăл мана. Мускавра медицина ӗçченӗ пек ăнăçлă карьера тунăскер, эпӗ сасартăк хам урăх Калининградсăр пурăнма пултарайманнине ăнланса илтӗм, унта куçса килме çирӗп шухăш тытрăм. Кам пӗлет, хăйӗн пурнăçӗн ытларах пайне Европăра ирттернӗ аслă Атиллăн кӗçӗн мăнукӗсем пулнăранах Раççейӗн чи анăçӗнчи хулана пурăнма суйласа илтӗмӗр-ши?
Чăваш культура обществин малашнехи мероприятийӗсем пирки калас пулсан, эпир Юхма Мишшин литература каçне, Альбина Юратупа тӗлпулу ирттересшӗн. Эпир, чăвашсем, пăлхарсен тăхăмӗсем, эпӗ çакăнпа мăнаçланатăп!
— Эсир, Людмила Ивановна, ăçта çуралса ӳснӗ? Калининграда мӗнле лекнӗ?
— Эпӗ Çӗпӗрте — Красноярск крайӗнчи Дзержински районне кӗрекен Дзержински поселокӗнче çуралса ӳснӗ, унтах шкул пӗтернӗ. Çамрăк чух сăвăсем çыраттăм. 1971 çулта Чăваш Ене таврăнтăмăр — асаннене пăхмаллаччӗ. Тăвансем пурте вӗрентекен пулма хистерӗç, анчах та манăн учитель пулас килмерӗ, электромеханика техникумне пӗтертӗм. Чылай вăхăт хушши Ульяновск хулинче ӗçлесе пурăнтăм. Ман мăшăрăм, Пăва районӗнче çуралса ӳснӗскер, чăвашла та пӗлетчӗ. Хӗрӗм Надежда Тула хулине качча кайрӗ, анчах каярах вӗсем Калининграда пурăнма куçрӗç. Ывăлăм Евгений — техника наукисен кандидачӗ, Пӗтӗм Раççейри Авиаци материалӗсен институчӗн ертӳçӗ-специалисчӗ. Мăнуксенче вырăс, чăваш, тутар, казак тата мăкшă юнӗ чупать. Манăн çав тери хамăр облаçра ентешсене шыраса тупас килчӗ, вӗсемпе чăвашла калаçас, юрлас, ташлас кăмăл пысăк пулчӗ. 
Çапах та пирӗн чăн-чăн ертӳçӗ вăл — Юрий Петрович. Вăл тăрăшнипех Чăваш культура обществи йӗркеленчӗ. Эпир питӗ туслă — пӗрле аталанатпăр, пур мероприятие те хутшăнма тăрăшатпăр. 
— Тăван культурăпа çыхăннă мӗнле хăнăхусене ачаранпах упратăр, усă куратăр?
— Ӗлӗк те, халь те карталанса юрланă, юрлатпăр, чăваш ташши ташлатпăр. Ача чухне лапталла выляма юрататтăм. Хам ăçта пурăнсан та атте-анне çинчен çырнă чăвашла юрăсене, пурте пӗлекен халăх юррисене юрлатăп. Тăван ене — Чăваш Республикинчи Патăрьел тăрăхне — час-час кайса çӳреме тăрăшатăп. 
— Тавах сире интереслӗ хуравсемшӗн!

Айрат ГАЛИМЗЯНОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России