Людмила СЕМЁНОВА: «Тăван чӗлхепе калаçма пăрахмастпăр?»
Л.Семенован сăвă-калавӗсем хаçатра пичетленнине вулакансем асăрханă ӗнтӗ. Вăл аслă категориллӗ вӗрентекен, тăватă кӗнеке авторӗ. ЧР Писательсен союзӗн пайташӗ (2013), чăваш хӗрарăмӗсен Эмине ячӗллӗ премине (2014) тивӗçнӗ. Хăйӗн ӗçӗ-хӗлӗ пирки хаваспах каласа пама килӗшрӗ.
– Людмила Алексеевна, хăвăрпа паллаштарсамăр вулакансене, хăш енчисем пулатăр?
– Эпӗ – Людмила Алексеевна Семенова. Хӗр чухнехи хушаматăм – Ульянова. Çӗпрел районӗнчи Чăваш Ишлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ. Матакри вăтам шкулта пӗлӳ илнӗ.
– Пӗчӗк чухне мӗнлерех ача пулса ӳснӗ эсир?
– Çемьере ултă пӗртăван ӳснӗ эпир – эпӗ чи асли. Çавăнпа та пуль, мана анне улттăра чухнех ача шанса панă. Эпӗ вӗсене пăхнă, хам пӗлнӗ пек воспитани те панă пуль. Йăмăкăмпа шăллăмсем халь те мана хисеплесе акка тесе чӗнеççӗ. Шкулта вӗреннӗ чухнех питӗ хастарччӗ эпӗ. Пур çӗрте те – ӗçре те, канура та – малта пулма тăрăшнă. Час-часах концертсем, спектакльсем лартаттăмăр. Юрлама-ташлама пит юрататтăм, сăвăсем çырма та 5-мӗш класрах тытăннă эпӗ. Районта тухса тăракан «Çӗнӗ çул» (халӗ «Тăван ен». – Авт.) хаçатпа тачă çыхăну тытаттăм.
– Вӗрентекен профессине суйлама мӗн хистерӗ?
– Эпӗ çамрăк чухне вӗрентекен пулăп тесе шутламан, Чăваш патшалăх университетне журналист пулас ӗмӗтпе пырса кӗнӗ. Анчах та шăпа мана шкула илсе çитерчӗ. Çакăншăн нихăçан та кулянман, хам ӗçе чунтан парăнса, юратса ӗçленӗ.
– Чи малтанах хăвăра çыравçă е вӗрентекен пек туятăр?
– Хама вӗрентекен пек туятăп. Шкулта ӗçлеме пуçлани кăçал 38 çул пулать. 23 çул хушши эпӗ Чăваш Енри Виçпӳрт Шăмăршă ялӗнче ӗçленӗ, 15-мӗш çул Шăмăршăри пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ паракан шкулта ачасене тăван чӗлхепе литература вӗрентетӗп.
– Пӗрремӗш хайлав мӗн çинчен пулнă?
– Пӗрремӗш сăвă анне çинчен пулнă – «Мама» ятлăччӗ вăл. Вырăс чӗлхипе вӗрентекен Валентина Васильевна 5-мӗш класра вӗреннӗ чухне пире киле сăвă çырма ӗç панăччӗ. «Сан, Люда, малалла та çырмалла», – терӗ вăл ман сăвăпа паллашнă хыççăн. Пӗрремӗш калав вара университетра 1-мӗш курсра вӗреннӗ чухне «Çӗнӗ çул» хаçатра пичетленсе тухнăччӗ. «Ăçта-ши эс, анне?» ятлăччӗ вăл.
– Ытларах хăш вăхăтра çуралаççӗ çӗнӗ йӗркесем?
– Çӗнӗ сăвă тӗрлӗ вăхăтра çуралма пултарать. Çывăрма выртсан та сиксе тăрса сăвă çырса хунă самантсем пулнă. Çумра яланах хутпа кăранташ манăн. Пахчара ӗçлетӗп-и, ӗçе каятăп-и е мăнуксемпе вылятăп – чарăнса тăрсах сăвă шăрçалама пултаратăп.
– Калавсенчи сăнарсене, сюжетсене ăçтан илетӗр?
– Ытларах чун мӗн çинчен юрлать е мӗншӗн кулянать, çавăн çинчен çыратăп та. Кашни сăвă йӗрки – ман чун-чӗрери юрă. Сăвăсенчен чылайăшӗ кӗвӗленсех çырăнаççӗ. Хамăн сăвăсене эпӗ вырăсла та куçаратăп.
– Эсир çырнă сăвăсенчен, калавсенчен чи юратни хăшӗ?
– Кашни хайлав чӗре витӗр тухать, вӗсем маншăн пурте хаклă.
– Сăвăсенче веç тӗрӗссине çырма хăрамастăр-и?
– Нихăçан та хăраман. Тӳреммӗн те, юптарса çырнă сăвăсем те ман чылай.
– «Туй укçи» калаври сăнарсене чăн пурнăçран илнӗ-и?
– Çапла, чăн пурнăçран. Калаври пек сюжетсем, шел пулин те, пурнăçра час-часах пулса иртеççӗ. Вулакана шутлама, пурнăçра тӗрӗс çул-йӗр суйласа илме вӗрентесси вăл пирӗн, çыравçăсен, тивӗçӗ тесе шутлатăп. Калавсен сюжечӗсене хам пурнăçран çеç илместӗп, ытларах курни-илтни çинчен çырма тăрăшатăп.
– Роман е детектив жанрӗпе çырас кăмăл пур-и?
– Роман çырас ӗмӗт тахçантанпах канăç памасть мана. Хатӗр сюжетсем те пур, уйрăм сыпăкӗсене çырма та пуçланă темелле, анчах та хальлӗхе вăхăт çитмест-ха. Шкулта ӗçлеме пăрахсан, тен, çанă тавăрсах çак ӗçе пикенӗп...
– Вулакансемпе тӗлпулусене ялта çеç мар, кӳршӗ регионсене те тухса çӳремелле пек, мӗнле шутлатăр?
– Çапла, вулакансемпе час-часах тӗл пулни çӗнӗ вăй-хал хушать. Тӗрӗс калатăр. Кӳршӗ регионсене те тухса çӳремелле тесе шутлатăп.
– Интернет саманинче электронлă кӗнекесен витӗмӗ пысăк пуль?
– Хут кӗнекесене, ман шутпа, нимӗн те çитмест. Алла тытса кашни страницине тишкерсе тухсан çеç кӗнеке вуланă пек туйăнать, кăмăл тулать. Кӗнекен тата хăйӗн шăрши те пур вӗт-ха, çавна туйни те ун хакне ӳстерет. Акă ман пӗчӗк мăнукăм та, хăй вулама пӗлмест пулин те, кӗнеке тытса юмахсем «вуласа» ларать. Чăн-чăн вулама пӗлнӗ пекех хăтланать. Пӗр-пӗр ӳкерчӗклӗ кӗнеке тытать те темӗнччен пӗр чарăнмасăр хăй шутласа тупнă юмаха «вулать». Тӗлӗнсе каймалла! Талант-ши çакă?
– Миçе кӗнекӗр вулакан патне çитнӗ?
– Паянхи куна виçӗ сăвă пуххи – «Телей палли», «Чун-чӗре кӗввисем» (2014), «Чул çинчи чечексем» (2017) – тата икӗ кӗнеке куçарусемпе – «Пурнăçăм, кун-çулăм», «Аташса кайнă çын», çавăн пекех «Чăваш чӗлхипе литературине класс тата шкул тулашӗнче ирттермелли мелпе меслетсем» вӗренӳ пособийӗ (2010) пичетленсе тухнă.
– Пуринчен ытла мӗн хăратать?
– Мӗн хăратать? Тăван чӗлхе шăпи хăратать. Ялсенче ачасем чăвашла калаçма пăрахни чӗрене ыраттарать. Çав тери ыраттарать! Нумаях пулмасть урамра ача садне çӳрекен ачасемпе калаçма тӳр килчӗ. Вӗсем чăвашла калаçма пӗлменни вара кулянтарсах ячӗ. Пӳрте кӗрсен куççуль витӗр «Несӗлсен хӳхлевӗ» ятлă сăвă çырса хутăм. Юрласа çырăнчӗ çак сăвă (нумай чухне сăвăсене эп юрласа çыратăп, кӗвви те хăйех çуралать). Халь самани çапларах пулса кайрӗ те ӗнтӗ, шкулсенче чăваш чӗлхи предмечӗ иккӗмӗш вырăна тăрса юлчӗ. Чăваш халăхӗн пуласлăхӗ, чӗлхе шăпи пирки çӳлтисем урăхларах шутлаççӗ пулас...
– Пурнăçа çӗнӗрен пуçлама май пулнă-тăк, мӗн улăштарнă пулăттăр?
– Пурнăçа çӗнӗрен? Нимӗн те улăштармăттăм. Эпӗ пурнăçа нихăçан та ӳпкелемен, нихăçан та хам тунă ӗçсемшӗн ӳкӗнмен. Эпӗ хама питӗ телейлӗ çын тесе шутлатăп. Тавах Турра, пурнăçпа савăнмалăх манăн пурте пур: чунтан савнă тăван кӗтесӗм, юратнă мăшăрăм, куç тулли ачамсемпе мăнукăмсем, юратнă ӗç, тăвансемпе юлташсем. Тата мӗн кирлӗ пурнăçра? Çакă мар-им телей?
– «Поле чудес» телекăларăма епле лекни пирки каласа парсамăр?
– 2015 çулхи ака уйăхӗнче кӗтмен çӗртен «Поле чудес» кăларăма хутшăнма тӳр килчӗ. Унччен малтан ăна ертсе пыракан Леонид Аркадьевич Якубович Шăмăршă тăрăхне килсе кайнăччӗ. Ун чухне вăл передачăна хутшăнма районтан пӗр çын валли йыхрав хучӗ ярасси пирки сăмах панă иккен. Районтан вара пирӗн çемьене ярас терӗç. Çапла кайса килтӗмӗр, хамăр пултарулăха кăтартрăмăр. Чăвашсен ятне, район ятне ямарăмăр пуль тетӗп.
– Чăваш литературинче мӗн çитмест?
– Шкулта эпӗ «Шăпăрлансем» пукане театрӗ йӗркелесе янă. Кашни çулах ачасемпе чăвашла спектакльсем чылай лартатпăр. Анчах та пирӗн чăвашла спектакльсем лартмалли хайлавсем питӗ сахал, çукпа пӗрех. Çавăнпа та шкулти театр валли хайлавсем ытларах хамăнах çырма тивет. Вӗсене пуçтарса пӗр кӗнеке кăларас шухăш та пур-ха ман.
– Пушă вăхăтра мӗнпе кăсăкланатăр?
– Пушă вăхăчӗ çук тесен те юрать. Ӳкерме юрататăп эпӗ, хам çырнă сăвăсемпе юмахсем валли ӳкерчӗксем тăватăп. Шкулти пукане театрӗ валли пуканесем çӗлетӗп. Питӗ чечек ӳстерме юрататăп.
– Мӗнле ӗмӗт-тӗллевсемпе пурăнатăр?
– Çӗнӗ сăвăсен пуххине пичете хатӗрлетӗп. Тата шкул çулне çитмен ачасем валли те сăвăсен пуххи уйрăм кӗнекен кăларма ӗмӗтленетӗп.
– Тавах сире, вăхăт тупса калаçма кăмăл тунăшăн, палăртса хунисем яланах пурнăçланччăр!
– Тавтапуç! Çапла пултăрччӗ.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Л.Семенова архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев