М.Пореченков: «Юратман роль çук»
(Ирина Трифонова). Иван Поддубный, наци хăрушсăрлăхӗн агенчӗ Алексей Николаев, «Улицы разбитых фонарей» сериалти Павел Олегович Царев, «9 рота» кинофильмри прапорщик Дыгало, Александр Куприн - кусем йăлтах Раççей тава тивӗçлӗ артисчӗн, кино тата театр актерӗн Михаил Пореченковăн халăх юратса йышăннă ролӗсем. Унсăр пуçне эпир ăна телеертӳçӗ пек те пӗлетпӗр, обществăлла ӗçе...
(Ирина Трифонова). Иван Поддубный, наци хăрушсăрлăхӗн агенчӗ Алексей Николаев, «Улицы разбитых фонарей» сериалти Павел Олегович Царев, «9 рота» кинофильмри прапорщик Дыгало, Александр Куприн - кусем йăлтах Раççей тава тивӗçлӗ артисчӗн, кино тата театр актерӗн Михаил Пореченковăн халăх юратса йышăннă ролӗсем. Унсăр пуçне эпир ăна телеертӳçӗ пек те пӗлетпӗр, обществăлла ӗçе те хастар хутшăнать. Михаил Пореченкова кинора ытларах пысăк вăй-халлă, тапса тăракан энергиллӗ, ирӗклӗ шухăш-кăмăллă çын ролӗсенче куратпăр. Пурнăçра та çапла вăл. Çынсемпе уççăн, хиркеленмесӗр, мăнкăмăлланмасăр калаçать. Нумай пулмасть кăна-ха Михаил Пореченков Хусана килсе кайрӗ. Унпа культура институтӗнче тӗл пулса калаçма май пулчӗ.
- Михаил Евгеньевич, сирӗнпе, паллах, ытларах кино çинчен калаçас килет. Вылянă рольсем сирӗн интереслӗ. Çапах хăшӗ хăвăра çывăхрах?
- Мана ку ыйтăва час-час параççӗ. Кашни роль, кашни ӗç ача пек, хăшӗ сарă, тепри шурă, виççӗмӗшӗ чӗкеç шатриллӗ - пурте тăван та хаклă, ача пуррисем ăнланаççӗ. Манăн хамăн 5 ача. Рольсем те тăван ачасем пек. Критикăна йышăнатăп. «Çапла, пиçсе пӗтмерӗ, тӳрлетмелле», - тетӗп. Тӗслӗхрен, «В бой идут одни старики» кинона илер, унта кăлтăксем пурччӗ, вӗсене тӳрлетрӗм. Шанатăп, малашнехи рольсем аванрах пуласса. Чи йывăрри Поддубный сăнарне вылясси пулчӗ, çав шутра вăй-хал енчен те. Ыраттарнисем, аманнисем халӗ те тӗк çывăрма памаççӗ. Анчах мӗн тăвăн - роль. Эпӗ унччен кӗрешӳпе интересленмен, бокссăр пуçне (Пореченков бокспа спорт мастерӗн кандидачӗ.-Авт.). Роле хатӗрленнӗ май атьсем аяксене аванах имӗрчӗç. Çавах хыçала çаврăнса пăхсан кашни роле çав вăхăтра мӗн таран пама пултарнине пурнăçланине ăнланатăн. Юратман рольсем çук. Урăхла пулсан, тытăнман та пулăттăм.
- Çывăх вăхăтра тата мӗнле кинора курăпăр сире?
- Кӗçех ТНТ телеканалта «Мост» сериал тухать. Ăна Норвегипе Дани сериалӗ тăрăх ӳкернӗ. Вăл Мексикăн, Англипе Францин те пур. Эпир ăна хамăрлатрăмăр. Ку ӗçе манăн юлташ, тӗлӗнмелле актриса Ингеборга Дапкунайте хутшăнчӗ. Иксӗмӗр те следовательсене вылятпăр, эпӗ Раççей çынни, вăл ют çӗршывăн. Сюжетпа кăткăс та йывăр, чăлханнă преступление уçатпăр. Унтан Пӗрремӗш каналпа «Гадалка» тухмалла. Ку истори пӗр экстрасенс право сыхлакан органсене килсе ерни çинчен. Эпӗ унта каллех следователе вылятăп.
- Михаил, сире театр е кино çывăхрах?
- Вӗсем пач уйрăм профессисем. Театрпа кино актерӗсене уйрăммăн вӗренмелле. Кун пирки Станиславский те каланă. Ман диплом çинче «театр тата кино актерӗ» тесе çырнă. Театрта декорацисем, актер куракансемпе хутшăнса ӗçлет. Кинора вара актер пичӗ фантастикăлла майпа уçă пулмалла, унта пысăккăн ӳкерни пур. Пит - шалти туйăмсен тӗкӗрӗ. Тимлӗх - актерăн чи кирлӗ принципӗ. Çавăнтан пуçлатăн, çавăнпах вӗçлетӗн. Тимлӗх пӗр, темиçе объект çине, ху, шалти туйăмсем çине... Нумай чухне театр актерӗсем кинора ӳкерӗнеймеççӗ, эмоцисемпе, хусканусем ытлашши пулса тухаççӗ. Кино енӗпе американецсенчен тӗслӗх илме пулать. Актерсем пултаруллă, кино техникипе вăйлă. Кадрта мӗнле курăнмаллине пиртен лайăхрах пӗлеççӗ. Кинематографи искусствипе мана Дмитрий Светозаров (Раççей кинорежиссерӗ, сценарист, «Улицы разбитых фонарей», «Агент национальной безопасности» сериалсен авторӗ. -Авт.) паллаштарчӗ. «Миша, Миша, ак эс халь куç харшине театрти пек ма çӗклен? Ку экран çинче эмоцисем сирпӗннипе тан. Майпенрех, кинора йăлт шалта пулса иртмелле», - тетчӗ. Ун вырăнӗнче театр режиссерӗ пулнă пулсан: «Куç харшине вылятрăм? Ăçта, мӗнле? Курмастăп. Ним те курăнмасть», - тейӗччӗ. Кинопа театрăн техникисем пач расна.
- Актер карьерине эсир çӗршывшăн чи йывăр тапхăрта пуçланă. Мӗнлерех пулчӗç çав çулсем сирӗншӗн?
- 90-мӗш çулсенче ним те çукчӗ, кино ӳкерместчӗç. Театр училищинчен 1996 çулта вӗренсе тухрăм, кино мӗнне пӗлмен. Ун чухне пӗртен-пӗр сериал - «Улицы разбитых фонарей» пыратчӗ. Урăх ни-мӗн-те. Халӗ вăл суйламалăх пур. Театрта ӗç укçи 600 тенкӗ паратчӗç. Анне хăш чухне: «Ывăлăм, хăçанччен ман сана тăрантарса пурăнмалла, 60-ччен?» - тетчӗ. 1991 çулта театр училищине вӗренме каякансене ăсран тайăлнисем вырăннех хуратчӗç. «Ăçта, мӗн тума, ухмаха ернӗ-им?» - тетчӗç пӳрнипе тăнлав тӗлне кăтартса. Пурте çиме çăкăр шыранă чух - эпир искусствăпа тӗлленнӗ. Халӗ вăл урăхла, театрпа кинора укçа ӗçлесе илме пулать. Юлташсем, камран килет çакă? Кăна каламасăрах ăнланатăр пулӗ. Çӗршыв политики, унăн ориентирӗсем улшăнчӗç. Çапах аванни те пулнă. Эпир выçă, анчах телейлӗччӗ. Хамăр ӗçсӗр пуçне урăх ним çинчен те ӗмӗтленмен, пултарайман та.
- Паянхи паллă артистсенчен сирӗнпе пӗрле кам вӗреннӗ?
- Костя Хабенский, Ксения Раппопорт, эпир пурте Вениамин Фильштинский курсӗнче вӗрентӗмӗр. Вӗреннӗ чухне тава тивӗçлӗ артистсене тӗслӗхе илсе пиртен: «Эсир çавăн пек мӗн те пулин тума пултараятăр-и?» - тесе ыйтатчӗç. «Эпир ӗмӗтсӗр те вирлӗ выляма пултаратпăр», - теттӗмӗр. Паян нумайăшӗ потребителе куçса пырать. Ыйтса кăна лараççӗ, анчах ху кама, мӗн туса панă? Çук, атьсем, ун пек актер пулаймастăн. Вăйлă, чунтан ӗçлесен кăна çитӗнӳ пур. Çакăнтан киленӳ те илетӗн вӗт. Сцена паракан туйăмсенчен хăватлăраххи актершăн тӗнчере урăх çук.
- Актерсенчен кам сирӗншӗн авторитет?
- Нумайăшне чунтан хисеплетӗп, анчах авторитет çук. Ку аслисене вырăна хуманнине пӗлтермест. Кăткăс та йывăр, нумай ӗçлесси енӗпе авторитет çук. Çамрăк актера ăна тӗрев тата хăйне шанни кирлӗ. Çакăн пек туйăмсемпе вӗçлерӗмӗр училищӗне. «Кам ак çак роле манран лайăхрах вылянă, а ну, тух çак сцена çине!» - çапларах хавхаланупа ӗçлеме пуçларăмăр та. Турă хăй кăна пӗлет кама талант памаллине. Эпир ун умӗнче чупакан кăткăсем пек. Вăл вара ӳнерçӗ киçтӗкпе сăрланă евӗр çынна паллă лартса ярать. Кайран çав паллăлли тӗлне педагог тупăнать. Çапла шутлатăп эп.
- Михаил, эсир телеертӳçӗ те. ТНТра пӗр вăхăт «Битва экстрасенсов» ертсе пыраттăр. Пӗлес килет, унта йăлт тӗрӗс-и е суя?
- Мӗнле каламалла-ши? Пур çавăн пек çынсем - фантастикăлла психологсем. Вӗсем этем психикине лайăх пӗлсе ӗçлеççӗ. Ман шутпа, вӗсем пӗри те экстрасенс мар. Тӗрӗс, пиртен, ахаль çынсенчен, ытларах куракансем пур, шоура та ун пеккисем пурччӗ. Вӗсем психика ăс-тăнӗн чиккине çитме пултараççӗ. Пăхатăн та, хоп - урăх çын сан умăнта. Çак лару-тăрура вӗсем тӗлӗнмелле пултарулăх кăтартма пултараççӗ. Çапах вӗсем параллельлӗ тӗнчесем тăрăх çӳренине, иртнипе пулассине курнине шанмастăп.
- Эсир Хусана пысăк тӗллевпе килнӗ. Çак хушăра нумай тӗлпулусем ирттертӗр. Ытларах çамрăксемпе, студентсемпе тӗл пултăр. Калăр-ха, мӗншӗн çак аудиторие суйларăр?
- Критика нумай, ӗç тăвакансем сахал. Ак, 6 пин километра автомобильпе чиперех пыратăн-пыратăн та, ăнсăртран шăтăка çакланатăн. «Çулсем начар», - тесе хуратăн тарăхса. Юлташсем, йăлтах начар-и? Хусанах илер, кунта эпӗ 15 çул каялла пулнăччӗ. Тӗлӗнмелле улшăнусем. Ку вара хăйпе хăй пулнă-и? Çӗршыв, регион ертӳçисем тăрăшнипе мар-им? Мӗнлерех спорт объекчӗсем ӳссе ларнă. Хăюллăнах Олимпиада ирттерме заявка яма пултаратăр. «Рубин» «Барселонăпа» вылянă хыççăн Хусана тӗнчипе пӗлме пуçларӗç. Сирӗн кинофестиваль, балет шкулӗ, Нуриев, Шаляпин фестивалӗсем пур. Çамрăксене мӗншӗн суйларăм? Вӗсен тимлӗхне тӗрӗс енне ярас тӗллевпе. Мӗн-тӗр каличчен, малтан шутламалла, анализ, пӗтӗмлетӳ тумалла, пулăшма вӗрентмелле. Малашне эсир çӗршыв, театрпа кино искусствин ертӳçисем пулатăр. Çӗршыв пуласлăхӗ çамрăксен аллинче. Çамрăксен шутламалла пулать, мӗнлерех çӗршыв хăварӗç вӗсем хăйсен ачисем валли. Атту нумайăшӗ вăй хумасăрах, шукăль тумланса тӗнче курса çӳресшӗн. Куншăн ӗçлемелле, ун чух тин ӗç хакне пӗлетӗн. Ыйтма эпир пурте ăста. Анчах эсӗ ху мӗн тунă çӗршывшăн? Вăл хăватлă, илемлӗ, вăйлă пултăр, ăна тӗнчипех хисеплеччӗр тесен? Çак ыйтăва кашни хăй умне лартмалла.
- Апла çак ыйтăва хăвăр мӗнле хуравлатăр?
- 124 кинокартинăра ӳкерӗннӗ, 20 çул телевиденире, 5 ача ашшӗ. Чи кирли - тӗрӗслӗх, улталамалла мар, чи малтан - хăвна.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев