Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Надина Джавадова: «Ăнăçуллă пулас тесен – вӗренмелле»

Турцири Стамбул хулинче пурăнакан тусăмăр Надина Джавадова 20 çул ют çӗршывра пурăнать пулсан та чăвашла калаçман пӗр кунӗ те иртмест. Интернетри тусӗсемпе те: чăвашпа – чăвашла, турккăпа – туркăлла хутшăнать йăхташăмăр.

Соцсетьсем пысăк хăвăртлăхпа аталанса кайнăранпа пурте интернетра лараççӗ халӗ. Унта пӗр класра, пӗр курсра вӗреннисене те, пӗр ялта ӳснисене те тупма пулать, çӗнӗ çынсемпе те паллашатăн. Анчах темшӗн чăвашсем тăван чӗлхепе мар, вырăсла «çаптарса» лараççӗ унта, чăвашпа хутшăнаççӗ пулин те. «Чăвашла пӗлместӗп е шрифт çук ман», – теме пăхаççӗ мӗншӗн чăвашла çырмастăр тесе ыйтсан. Телефон е компьютер çине чăвашла шрифт лартасси кăткăс япала мар халь, хăв пултараймастăн-тăк, камран та пулсан пулăшу ыйт – пулăшакан тупăнатех. Кăмăлу çеç пултăр. Чăваш хушшинче пурăнатпăр вӗт. Теприсем, ав, тăван çӗртен аякра пурăнсан та чăваш чӗлхине манмаççӗ, интернетра та чăвашлах çыраççӗ, чăваш ятне çӳле çӗклеççӗ.

Ак, тӗслӗхрен, Турцири Стамбул хулинче пурăнакан тусăмăра Надина Джавадовăнах илер. Хăй 20 çул ют çӗршывра пурăнать пулсан та чăвашла калаçман пӗр кун иртмест унăн. Интернетри тусӗсемпе те: чăвашпа – чăвашла, турккăпа – туркăлла хутшăнать йăхташăмăр. «Сувар» хаçатпа тахçантанпа туслă Надина. Интернетра вуласах тăрать пирӗн хыпарсене. Хаçатăмăр 25 çул тултарнă ятпа ăшă саламлă видеоролик та ӳкерсе ярса савăнтарчӗ вăл пире кăçал.

Надинăна эпӗ, çак йӗркесен авторӗ, 1994 çултанпах пӗлетӗп. Эпир Чăваш Енри Елчӗк хӗрӗпе И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнчи журналистика факультетӗнче пӗрле вӗреннӗ. Надина Мышкина (хӗр чухнехи хушамачӗ) ун чухнех питӗ хастарччӗ, пур çӗре те ӗлкӗретчӗ. Алла диплом илсен эпир тӗрлӗ çӗре салантăмăр. Тав соцсетьсене, халӗ аякра пурăнакан çынпа та тачă çыхăну тытма пулать. Надина хăй Турцие епле кайса лекни пирки  хаваспах каласа пама килӗшрӗ пире. 

– Надина, Турцие мӗнле кайса лекни пирки каласа парăр-ха.

– Чăваш патшалăх университетӗнче вӗреннӗ вăхăтра, 1997 çулта, Олег Цыпленков ертсе пынипе Тӗрӗк халăхӗсен курултайне кайрăмăр. 1999  çулта вара курултай Шупашкарта иртрӗ, унта та хастар хутшăнтăм. Вӗренсе пӗтернӗ, диплом илнӗ хыççăн пӗр вăхăт ӗç шырарăм. Вӗреннӗ вăхăтра университетра активистчӗ эпӗ, таçта та ӗлкӗрнӗ: концертпа та çӳренӗ, студканашра та вăй хунă. Анчах малалла мӗн тумалла тесе шутланă вăхăтра, университетра пӗр ушкăнра вӗреннӗ Володя Тимофеев мана: «Çӗнӗ Шупашкарта ман ӗç вырăнӗ пушанчӗ, кайса пăхсам, кăмăлу пулсан», – тенӗччӗ. Кайрăм, çав кунах ӗçӗ илчӗç, Володя ман пирки ырă сăмахсем каланă пулмалла. Пӗррехинче мана Турцирен килнӗ хăнасене Çӗнӗ Шупашкарпа паллаштарма хушрӗç. Делегацире университетра вӗрентекенсем те пурччӗ. Вӗсемпе калаçнă хушăра, малашнехи ӗмӗтсем хушшинче аспирантурăра вӗренес шухăш пурри пирки те сăмахланăччӗ çавăн чух. Вӗсенчен Стамбул университечӗнче вӗренме мӗнле экзаменсем тытмалли пирки тӗплӗн ыйтса пӗлтӗм те Стамбула  турккăлла çыру çырса ятăм. Анчах та хурав тăватă уйăх иртсен кăна килчӗ. «Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ», – теççӗ мар-и? Пӗрре çапла сӗтел хушшинче ларатăп, мана ӗçтешсем: «Атя, ташла, Турцинчен сана çыру!» – тесе конверт тыттарчӗç. Мӗн çырнине ăнланас тесе вăл вăхăтра чăваш-турккă лицейӗнчи вӗрентекенсенчен пулăшу ыйтнăчче. Вара çапла ӗçрен тухса 1999 çулхи декабрӗн 16-мӗшӗнче Турцие тухса кайрăм.

– Турккă чӗлхине мӗн вăхăт хушши вӗрентӗн? Йывăр пулмарӗ-и?

– Çулталăка яхăн Кайсери хулинче турккăлла вӗрентӗм, вара экзаменсем тытса Стамбулти патшалăх университечӗн халăхсен хушшинчи хутшăнусен факультетӗнче аспирантурăра виçӗ çул пӗлӳ илтӗм. Вӗреннӗ вăхăтра мана Гюлден Айдман вӗрентекен ӗçе вырнаçтарчӗ. Пин çынна яхăн ӗçлекен фирмăра пилӗк çула яхăн тăрăшрăм. 20 ытла çӗршывпа ӗçлерӗмӗр,экспорт мӗн иккенне, суту-илӳ йӗркине, саккунӗсене çакăнта вӗрентӗм. Тӗрлӗ çӗршыври куравсене кайса çӳресе тавракурăм тата пурнăç опычӗ ӳсрӗ, чӗлхесем те вӗренме тиврӗ. Çавăн пек пӗчӗк, анчах та çирӗп утăмсемпе утрăм пурнăç çулӗпе, кайран хамăр ӗçпе ӗçлеме тытăнтăмăр. 

Эпӗ турккăлла хăвăрт вӗрентӗм, тăван чӗлхене лайăх пӗлсен – ытти чӗлхесене те вӗренме çăмăл. Пӗр евӗрлӗ сăмах çаврăнăшӗсем чылай пирӗн чӗлхесенче: «анне», «чечек», «тăпра», «вăрман» тата ытти те. Турккăсен тӗррисенче те пӗрпеклӗх пурри куçкӗрет.

– Тăван çӗршывран ют çӗршыва кайсан мӗнле йывăрлăхсемпе тӗл пултăн?

– Малтанхи çул Турцире пурăнма çăмăлах пулмарӗ, паллах. Пӗр енчен – тăван ялтан, тăвансенчен инçетре, тепӗр енчен – укçа-тенкӗ те çитсех пымастчӗ. Стипенди тӳлетчӗç пире кăштах. Ют çӗршывран килнӗ студентсем общежитире пурăннăшăн Турци патшалăхӗ тӳлетчӗ. 2-3 уйăхра аванах калаçма вӗрентӗм, вара ӗç тупрăм. Турккă çыннисене вырăсла калаçма вӗрентекен курсра ӗçлерӗм эрне вӗçӗнче. Укçине те аван тӳлетчӗç. Эрне варринче хам турккăлла вӗренме шкула çӳреттӗм. Чи йывăрри маншăн ют çӗршывра – килтен атте вилни пирки килнӗ хыпар пулчӗ. Шкулта экзаменсен вăхăчӗ. Шкул директорӗпе курса калаçрăм: «Ман киле каймалла, малалла веренейместӗп, киле таврăнмалла», – тенине астăватăп. Директор манпа темччен калаçрӗ:  «Экзаменсене тыт, вӗренсе пӗтер, сан аçу вара çӳлтен пăхса савăнӗ, тивӗçлипех мухтанӗ, мӗншӗн тесен унăн кампа мухтанмалли пур», – терӗ. Çак сăмахсем ман чуна пырса тиврӗç. Тата та тăрăшарах вӗренме пуçларăм, экзаменсене тытса пысăк балл пухрăм. Çапла вара Стамбул университечӗнче вӗренме тивӗçлӗ пултăм. Аттене пытарма çитеймесен те, 40 кунне кайса килтӗм.

– Мăшăрупа хăçан, ăçта паллашрăн? Аннӳ сана ют халăх çыннине качча пама тӳрех килӗшрӗ-и?

– Турри çырнипе паллашни хăй пӗр истори. 1999 çулхи декабрӗн 16-мӗшӗнче самолетпа Турцие вӗçсе килтӗм. Икӗ кунран, 18-мӗшӗнче, пулас упăшка мана курнă пулать. Тутар хӗрӗ пурччӗ Хусантан, вăл мана санпа пӗр çамрăк каччă паллашасшăн терӗ. «Ман халь каччă шухăш мар, вӗренме килнӗ эпӗ кунта, ан сӳпӗлтет», – тесе вăрçнăччӗ эп ăна. Ман сăмахсене çав каччăна çитернӗ пулмалла хӗр-тусăм, килӗшмен çакă мана куç хывнă йӗкӗте. Тепӗр кунне хайхи университетра ман ума пырса тăчӗ: «Ахалех япăх шутлатăр ман çинчен, эпӗ састуйлă çын, сӳпӗлти мар», – тесе хăйӗнпе паллаштарчӗ Баку хулинче çуралса ӳснӗ Сахиб. Хальччен ун пек çирӗп тата иккӗленӳсӗр çын курманччӗ эпӗ. Анчах та малтанах тӗлӗннине кăтартас мар терӗм. Паллах, университетра куркалаттăмăр пӗр-пӗрне. Анчах та чылай вăхăт иртсен кăна чуна уçса калаçрăмăр. Вăхăт иртнӗçемӗн килӗштерме те пуçларăм. Унăн вăй- хăватне, ас-тăнне, пултарулăхне куртăм. Ун чух ют çӗршывран Турцие вӗренме килнӗ студентсен канашӗн ертӳçиччӗ вăл, медицина факультетӗнче вӗренетчӗ.

2002 çулта Баку хулинче туй турăмăр. Пилӗк çӗре яхăн хăна пуçтарăнчӗ, манăн тăвансем те килчӗç. Анне чи малтанах, паллах, питӗ шикленсе ӳкнӗччӗ, анчах та çемьесем паллашнă хыççăн, вӗсем те хамăр пекех тирпейлӗ тата ӗçчен çынсем пулнине курса ӗненсен – килӗшрӗ. Аслисем ачисене питӗ юратаççӗ, çамрăккисем вара ваттисене хисеплесе вӗсенчен пехил илмесӗр пӗр ӗçе те тытăнмаççӗ. Турă кашни çынна кăмăлне кура пиллет теççӗ. Ырă мăшăр тӗлне пулнăшăн эпӗ яланах Турра тав тăватăп.

– Паян эпир, Раççейре пурăнакансем, пурнăç йывăрланса пынине палăртатпăр. Турцире çак енӗпе лару-тăру еплерех? Унти халăх еплерех пурăнать?

– Халь пӗтӗм тӗнчипех пурнăç ылмшăнса пырать. Вăхăтпа тан утас тесен, ăслă-тăнлă, ӗçчен, хăвăрт тавçăрса илекен, чылай чӗлхе пӗлекен çын пулмалла, мӗншӗн тесен ăслисем ăслисемпе ăмăртаççӗ. Малашлăх пирки халех шутласа хатӗрленмелле. Ир тăракан, ӗçрен хăраман, пӗлес тата вӗренес тесе тапаçланакан çынсене Турри те пулăшса пырать. Пурнăç йывăрланса пырать, тӗнчере пулса иртекен улшăнусене тата çӗнӗлӗхсене курса анализ тумалла. Паянпа ыран пирки кăна мар, çулталăклăх плансем тумалла, ума çирӗп тӗллевсем лартмалла.

Турцире çамрăксем ялта юлччăр тесе патшалăх пулăшу парать, ял  хуçалăхӗнче ӗçлекенсем валли тӗрлӗ пулăшу программисем пур. Тӗслӗхрен, выльăх ӗрчетекесене патшалăх 100 сурăх парать. Виçӗ çул хушшинче ура çине тăрсан укçине патшалăха каялла тӳлесе татма пулать. Ӗрченӗ выльăх вара фермерăн шутланать. Ялта ӗç пулсан, халăхӗ те хулана тухса каймасть, шкулсем, больницăсем те хупăнмаççӗ. Ирхине автан авăтнипе вăранаттăмăр эпир, ир çапла пуçланатчӗ пиреншӗн. Тăнă çӗре вара кăмакине хутнă, апачӗ хатӗр. Чăваш хӗрарăмӗн яланах кил-çурчӗ тирпейлӗ, ачисем тутă. Çакна курса ӳснипе ӗт çӗрте пурăнма йывăр пулмарӗ. Эпӗ мар, ӗç манран хăрать...

– Надина, Турцири вӗрентӳ пирки каласа пар-ха: санăн ывăлупа хӗрӳ – Саидпа Жасмин – шкулта вӗренеççӗ халӗ, ку тема çывăх ӗнтӗ саншăн. Раççейрипе танлаштарсан мӗнле пӗрпеклӗхсем, мӗнле уйрăмлăхсем пур?

– Турци шкулӗнче 12 çул вӗренеççӗ, «4+4+4» программăпа. Пуçламăш пӗлӳ – 4 çул, вăтам шкул – 4 çул, пӗтӗмлетӳллӗ тата професси паракан шкулсем – 4-шар çул. Пӗтӗмлетӳллӗ шкулта университет валли хатӗрлеççӗ. Эпӗ хам ялта ӳснӗ, вӗреннӗ. Елчек шкулӗнче вӗрентекенсем чăннипех тарăн пӗлӳ панă пире, вӗсене яланах ырăпа аса илетӗп. Пӗчӗк мелсемпе пысăк ӗçсем тăватчӗç вӗсем. Олимпиадăсене, тӗрлӗ конкурссене илсе çӳретчӗç пултаракан ачасене. Сăвă каçӗсем, концертсем хатӗрлеттӗмӗр пӗрле, çакă пире аталанма пулăшатчӗ. Хулана кайсан никамран та вăтанмасăр икӗ чӗлхепе – чăвашла та, вырăсла та калаçма пӗлеттӗмӗр. Музыка шкулӗнче тӗрлӗ инструментсемпе калама, ташлама вӗрентетчӗç. Анне вăл вăхăтра 70-80 тенкӗ укçа ӗçлесе илетчӗ ача садӗнче. Йăмăкпа иксӗмӗр музыка шкулӗнче вӗреннӗшӗн 36 тенкӗ тӳлетчӗ. Хальхи пек астăватăп: «Пианинăпа калама вӗренӗр. Хăвăр ялтан тухнă пулсан та, университетра пианинăпа выляса кăтартсан сирӗн çине хулара ӳснисем те урăхла куçпа пăхӗç», – тетчӗ. Ял хӗрӗ, Мускавра вӗреннӗскер, çак япаласене ăнланнă анне. Ачаран тӗрлӗ енлӗн аталантарма тăрăшнă вăл пире. Нимӗçле те аван пупленӗ эпир, нимӗç ачисемпе çырусем те çӳретнӗ. Çаксем пурте пирӗн тавра курăма аталантарнă, тӗнчепе пурнăçра шай утни çакă ӗнтӗ вăл вăхăтра...Ачасен пуласлăхӗ чылай чухне атте-аннерен, вӗсем мӗн акнинчен килет. Çуралнă чух никам та профессор пулса çуралмасть, анчах та амăшӗ пӗлсен – ачисем те вӗренеççӗ.

– Чăн та, атте-аннерен нумай килет. Эпир санпа университетра пӗрле вӗреннӗ, пӗр общежитире пурăннă. Ун чухне сирӗн аннӗр, Светлана Анатольевна, час-час килсе çӳретчӗ йăмăкăрпа иксӗр патне. Пирӗн аннесем аякра пурăннипе килейместчӗç пирӗн пата, сире ăмсанаттăмăр та çавăнпа. Анне кăна мар, чи çывăх юлташ та пулни тӳрех курăнатчӗ...

– Çапла, анне мӗн пӗчӗкрен пирӗн ӗç-хӗлпе, çитӗнӳсемпе интересленетчӗ. Ӗçрен таврăнсан, хăй ывăннă пулсан та: «Ачамсем, паян кунăр мӗнле иртрӗ, мӗн интересли пулчӗ?» – тесе ыйтатчӗ. Пӗрмай пирӗнпе калаçатчӗ. Пӗрре анне апат хатӗрлет, улма шуратать, эпӗ ăна сăвă каласа паратăп. Сăвви питӗ вăрăм, пӗтме пӗлмест, анчах анне яланах вӗçне çитиччен итлетчӗ. Унтан яланах мухтатчӗ: «Ан хумхан, питӗ маттур», – тетчӗ. Çакă ӗнтӗ вăл педагогика, ачасене хăюллă пул тетпӗр пулсан, мӗнле хăюллă пулмаллине те вӗрентмелле, ачасене итлемелле, шухăшӗсене вӗçне çитиччен калама пулăшмалла, çапса хуçмалла мар. Вара ачасем шутлама, шутланине пурнăçлама вӗренӗç, ӗмӗчӗсене пурнăçлас тесе çирӗппӗн утӗç. Ачасем пирӗн çине пăхса  вӗренеççӗ. Чӗлхе те, культура та çавăн пек аталанать, манăçран тухмасть вара.

– Хăвăн ачусене те çак мелсемпех воспитани паратăн пуль апла? Интернационаллă çемьере ачасене тӗрӗс ӳстересси тата кăткăсрах пулӗ?

– Çапла. Хам пӗлненине ачасене вӗрентме тăрăшатăп, кашни çул анне патне Елчӗке каятпăр. Ачасем тăвансене курса, йăла-йӗркесене ăша хывса, ӗçлесе ӳсеççӗ. Пахчара ӗçлеме вӗренччӗр, выльăх-чӗрлӗхсемпе те туслă пулччăр. «Ваттисене хисеплени, сума суни – пысăк сăвап», – тетчӗ кукамай. Ялтан хулана çула тухас умӗн ялан пехиллесе яратчӗ, çав пехилпех пуль – паянхи кун та пурнăç малалла шăвать... Упăшкан ашшӗ- амăшӗпе питӗ килӗштерсе пурăнатпăр. Эпӗ ют пулсан та, мана хăйсенчен пӗрре те уйăрса курман, ытти кинсенчен ытларах та юратаççӗ пек туйăнать. Çавăнпа та эпир çулла, ачасен каникул пуçлансан пӗр уйăх аслашшӗпе асламăшӗ патӗнче, тепӗр уйăх кукамăшӗ патӗнче, Елчӗкре,   ирттеретпӗр. Ваттисемпе пӗрле ӳсекен ачасем ăслă пулаççӗ, мӗншӗн тесен ваттисем мăнукӗсене ачисенчен те лайăхрах пăхаççӗ. «Мăнук – ачаран пылакрах», – тет ман хуняма.

Манăн анне вара ачасем пӗчӗк чух Турцие килсе мана пулăшрӗ. Паллах, эпир аннепе хамăр хушăра чăвашла калаçаттăмăр. Çапла вара ачасем чи малтан амăшӗн чӗлхине – чăвашла вӗренчӗç. Халь пилӗк  чӗлхепе таса калаçаççӗ... Ачасем турккă-акăлчан лицейӗнче вӗренеççӗ. Эпӗ вӗсене пианинăпа калама вӗрентрӗм, ашшӗ шахматла выляма вӗрентет пушă вăхăтра. Иккӗшӗ те спортпа та туслă. Шкулта вӗренни хăйне, килте те ачасене вӗренме пулăшатăп. Чӗлхесене те хамах вӗрентетӗп. Çавăнпа качча кайсан вӗренни кирлӗ мар тесе шутлакансене çапла каланă пулăттăм: качча кайсан вӗренни тата та ытларах кирлӗ.  Çемьене тытса пырас тесен, упăшка хисеплесе сума сутăр тесен, ăслă, вӗреннӗ хӗрарăм пулмалла. Кашни кун вӗренмелле, пӗтӗм енчен пултаруллă пулса аталанмалла. Хӗрарăм сăн-питпе, çи-пуçпа хитре пулни çеç çителӗксӗр, тавракурăмӗ те, сăпайлăхӗ те, тирпейлӗхӗ те пулмалла. Çапла, чăн хӗрарăм пулма çăмăл мар. Анчах та эпӗ хама юрататăп тата хисеплетӗп, вăхăта та сая ямастăп, вулатăп, вӗренетӗп...

– Надина, эсӗ ют çӗршывра пурăнсан та чăваш ятне çӳле çӗклесшӗн тăрăшатăн. Нумаях пулмасть Стамбулта иртнӗ Тӗрӗк хӗрарăмӗсен курултайне хутшăннă...

– Çапла, курултайра эпӗ чăваш хӗрарăмӗсен ятӗнчен тухса калаçрăм. Манпа паллашас текенсем нумайăн пулчӗç. Чăвашсем пирки чылайăшӗ илтмен те. Турцири хаçат-журналсене чăвашсем пирки статьясем çыркалатăп, пичетлеççӗ. Питӗ интересленеççӗ пирӗн халăхпа. «Тӗнчери чăвашсем» ятлă блог пур манăн, ушкăнра интереслӗ çынсем нумай. Вӗсем нумай хыпар ярса параççӗ, вӗсене турккăлла куçаратăп. Чăваш Ен, Тутарстан, Красноярск, Тюмень, Омск, Эстони, Америка, Европа  чăвашӗсем ытларах çыраççӗ, хыпарсем пӗлтерсе тăраççӗ, хăнана чӗнеççӗ... Ытларах тăван ен, чăваш халăхӗ, пултаруллă йăхташсем пирки çырса пичетлетӗп.

Паллах, вăхăт çитнӗ таран ӗнтӗ. Ачасене те ӳстермелле, çемьене те тытса пынă май, упăшкана ӗçӗнче пулăшса, хавхалантарса пыратăп. Çапла эпир, чăваш хӗрарăмӗсем, ниçта та пушă лараймастпăр, тӗнчепе пӗр шайра утмалла вӗт пирӗн...

Ман шутпа, хамăр чăваш пулнишӗн вăтанмалла мар, мухтанмалла. Пирӗн культурăпа истори мӗн тери пуян вӗт. Эпир – авалхи халăх, мăнаçланма паллă çынсем те чылай пирӗн. Ăçта пурăнсан та хамăр аслă халăх ывăл-хӗрӗ пулнине манмалла мар. Хамăр тымарсене тарăн пӗлсен, хамăра хамăр хисеплесен кăна пире ытти халăхсем те хисеплӗç. Йывăрлăхра пӗр-пӗрне пулăшсан, ăнланма тăрăшсан, тăван чӗлхене сыхласа хăварассишӗн кар тăрсан, хамăр чăваш пулнишӗн вăтанмасан пирӗн халăх нихăçан та пӗтмӗ. Мӗскӗнленме пăрахса тӗнчепе тан утмалла пирӗн, эпир никамран та кая мар. Хамăр маттур пулнине ӗçпе кăтартмалла.

– Малашне те чăваш ятне çӳлте тытса пыма ăнăçу сунатпăр сана, Надина!

Н.Джавадова архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши зарубежья