Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Н.Сандркина чăваш спортсменкин паттăрлăхӗ е «Анне, эпӗ сан пилӳпе çӗнтертӗм!»

12 сехетре 101 çухрăм ытла чупса ылтăн медале çӗнсе илнӗ чăваш спортсменки Надежда Сандркина çӗнтерӗве амăшне халалланă...

Инçетрен килнӗ хăнапа паллашрăмăр. Вăл Надежда Сандркина пулса кайрӗ. Халӗ вăхăтлăха АПШра пурăнать – Нью-Йорк çывăхӗнчи пӗр пӗчӗк хулара. Н.Сандркина – Раççейӗпе кăна мар, тӗнчипех паллă спортсменка. Вăл марафонка, вăрăм дистанцисене чупнă. Тăватă çул СССР сборнăй командинче пулнă. Инçетрен килнӗ хăнапа çывăхрах паллашас шутпа хуллен калаçу пуçларăмăр.

– Надежда Николаевна, кăштах ачалăхăра аса илӗр-ха.

– Эпӗ Ульяновск облаçӗнче Чăнлă районӗнчи Чăвашкасси ялӗнче 1966 çулхи ноябрӗн 13-мӗшӗнче çуралнă. Эпӗ Олег тетерен 11 уйăх кăна кӗçӗн. Ун шкула кайма вăхăт çитсен эпӗ те хыççăн кайрăм. Анчах та мана илесшӗн мар. «Тепӗр çул килетӗн», – теççӗ. Эпӗ йӗрмӗшме пуçларăм, ман Олегпа пӗрле çӳрес килет тетӗп. З.А.Ильмендеева учительница вара:«Юрӗ, çӳретӗр. Кăштах вăхăт иртсен хăйех пăрахать-ха»,– терӗ. Эпӗ пăрахмарăм, Олегпа пӗрле пӗр класрах вӗренсе пытăм. 4-мӗш класа вара çӗнӗ Улхаша кайма тӳрӗ килчӗ, пирӗн ялта пуçламăш шкул кăна. Тӗрӗссипе, шкулта чупма юратмастăмччӗ эпӗ, йӗлтӗрпе çӳреме çеç юрататтăм. 7-мӗш класра чухне 10-мӗш класра вӗренекенсене йӗлтӗрпе чупса иртсе каяттăмччӗ. 1983 çулта «Чăнлă поселокӗ – Аслă Нагаткин» трассăпа пӗрремӗш чупу (19 çухрăм) иртрӗ, эпӗ унта çӗнтертӗм. Шкултан вара 1-мӗш разрядпа тухрăм.

– Шкул пӗтерсен Ульяновска çул тытнă-и вара?

– Çапла. Автозаводская урамӗнчи техника училищине телеграфисткăна вӗренме кӗтӗм. Кунта мана физкультурăпа вӗрентекен Н.С.Крюков асăрхарӗ, ăмăртусене илсе çӳреме пуçларӗ. Ун чухне ман анне 39 çултах аттерен юлнăччӗ, вăл çамрăкла вилчӗ. Килте виçӗ ачаччӗ, анне фермăра ӗçлетчӗ. Мана хулара укçа-тенкӗ енчен питӗ хӗсӗкчӗ, çавăнпа та класс ертӳçи мана шелленипе пулăшма шут тытрӗ, директор патне кӗрсе мана уйăхсерен 25 тенкӗ укçа тӳлеме ыйтса илчӗ. Тавах ăна çакăншăн! Ку маншăн питӗ пысăк пулăшу пулчӗ. Эпӗ ун чухне «Авангард» стадиона тренировкăсене çӳреттӗмччӗ. Пысăк ăмăртăва мана чи малтан 1984 çулта Тутарстанри Ешӗлвар (Зеленодольск) хулине илсе кайрӗç. Унта РСФСР чемпионачӗ иртмеллеччӗ. Пăхатăп та – пурте пластик йӗлтӗрсемпе. Эпӗ кăна йывăçран тунипе. Ăмăрту вăхăтӗнче те пăтăрмахсем пулчӗç: хăвса çитсен иртсе каймашкăн çул памаççӗ, тепри ман ума ӳкрӗ те – эп ун çине пырса тăрăнса йăванса кайрăм. Пурпӗрех аптрамарăм, 5 -мӗш вырăн йышăнтăм. Унтан область чемпионатӗнче çӗнтертӗм. Спорт маçтăрӗн кандидат нормине тултартăм. Мана çакăн хыççăн Ульяновск сборнăй командипе пӗрле Свердловска сбора илсе кайрӗç. Зарядкăна тухсан Пономарев тренер пӗр кӗтмен çӗртен мана çапла калать: «Сан йӗлтӗрпе мар, капла чупмалла. Эс Карпов тренер патне кай. Вăл сана кӗтсе тăрать». Николай Дмитриевичпа эпир 1986 çулта Гончаров урамӗнчи «Урожай» спорт обществинче тӗл пултăмăр. «О, хамăр ялсем! Ман патра крокодилсем те чупма тытăнаççӗ!» – терӗ вăл мана курсанах. Çапла пирӗн пӗрлехи ӗç пуçланчӗ. Пысăк ăмăртусене çӳреме тытăнтăмăр, вăрăм дистанцисене те чупрăм, Мускаври ММММ текен чупăва та хутшăнтăм. Эп лайăх результатсем кăтартма тытăнтăм – Карпов хăй те тӗлӗнсе кайрӗ. Мана РСФСР сборнăй командине кӗртрӗç. СССР чемпионатӗнче çамрăксен хушшинче 2-мӗш вырăн йышăнтăм, çӗнтерӳçе 1 çеккунт çеç выляса ятăм. Адлерта командăпа марафонра çӗнтертӗмӗр. Ку вăхăтра эпӗ Ульяновскри çар училищинче ӗçлеттӗмччӗ, хӗç-пăшаллă вăйсемшӗн чупаттăм. Кăнтăрлаччен ӗçре, унтан тренировка. Ăмăртусене кайма нихçан та чарман мана, пулăшса кăна пынă. çар тытăмӗнче эпӗ 14 çул пултăм, ман звани – кӗçӗн сержант.

– Ют çӗршыва хăçан тухса çӳреме тытăннă?

– Чи малтан Мексикăна марафона чӗннӗччӗ мана. Унта лайăх результат кăтартакансене тӗнче чемпионатне чӗнеççӗ терӗç. Çанталăк сивӗччӗ, старт час памарӗç, кӗтсе тăрса кӳтсе кайрăм эпӗ. 32 çухрăм чупнă хыççăн шăнăр туртма тытăнчӗ, урасем итлемеççӗ. Мана малтанах каланăччӗ: мӗнле йывăр пулсан та чупма пăрахмалла мар, вӗçне çитмелле. Тухса ӳксен тепрехинче ăмăртусене йыхăрмасса та пултараççӗ тенӗччӗ. Эпӗ çавăнпа чăтрăм! Шăла çыртса та пулин малалла чупрăм. Хамăн пӗтӗм вăях кăтартаймарăм та, çапах 14-мӗш вырăн йышăнтăм. 2003 çулта АПШри Кливленд хулинче шалкăм çумăр айӗнче чупса 2-мӗш вырăна тухрăм.

Тепӗр эрнерен каллех Америкăра 10 çухрăма чупма тӳрӗ килчӗ. Малта пыраттăмччӗ, анчах ăçталла чупмаллине арпаштарса урăх çулпа кӗрсе кайнă эпӗ. Акăлчанла ыйтма пӗлместӗп. Алăпа сулкалашса ыйтатăп, анчах мана никам та тӗрӗс çул кăтартмарӗ. Çапла вара эпӗ пăтрашнă вăхăтра мана Америка хӗрӗ иртсе кайрӗ, финиша манран 6 çеккунт малтан чупса çитрӗ.Тепӗр çул вара тӳрех каларăм: халь çулне пӗлетӗп ӗнтӗ, ку хӗре çӗнтеретӗпех! Мӗнех, çӗнтертӗм! Пуçӗнчех хытă чупма тытăнтăм – ун формине тӗрӗслес килчӗ. Сисетӗп – вăл йывăр сывлать. Аха тетӗп, паян ман кун! Америка хӗрне таçта инçете хăвартăм. Çакăн хыççăн ман портрета Америкăри пӗр журнал хуплашки çине пичетлерӗç.

– Надежда Николаевна, эсӗ нумай ăмăртăва хутшăннă, чи пысăккисене тата чи ăнăçлă ăмăртнисене асăнса хăвар-ха тархасшăн.

– Нумай хулара пулнă, нумай ăмăртăва хутшăннă – пурне те çырса пӗтерме май çук. Паллăрахисене каласа хăварам. Пӗрремӗшӗ – Вильнюс хули, 1986 çул. Унта СССР чемпионатӗнче тата кубокӗнче 10 çухрăм чупса 7-мӗш вырăн йышăнтăм. Çав çулах Гулькевичи хулинче марафон чупса çӗнтертӗм. Тепӗр çул Евпаторире 20 çухрăм чупса – 2-мӗш вырăн. 1988 çулта СССР чемпионатӗнче марафон чупса – çамрăксем хушшинче 2-мӗш вырăн. Калугăра 5 çухрăм чупса çӗнтертӗм. Адлерта 20 çухрăм чупса иккӗмӗш пултăм. Новосибирскра тӗнче марафонӗнче мала тухрăм. Елань, Челябинск, Пенза хулисенче çӗнтертӗм, Екатеринбургра – 2-мӗш вырăн, çӗпӗр марафонӗнче (Омск) 8-мӗш вырăн йышăнтăм. Америкăра та çӗнтеркеленӗ, призлă вырăнсем йышăннă.

– Пурнăçăнти чи йывăр чупу çинчен аса илер-ха. Вăл чун-чӗрене пырса тивекен истори вӗт...

– Çапла, ун çинчен паян та куççӳльсӗр аса илме май çук. Вăл ӗмӗрлӗхех чӗрене кӗрсе юлчӗ. 2008 çул. Ун чухне эпӗ Ульяновскра пурăнатăп. Ман анне йывăр чирлӗ, ăна Ульяновскри онкологи пульницине хучӗç. Тухтăрсем мана вăрттăн каларӗç: сывалас шанчăк çук, чи начаррине хатӗр пулăр... Пӗлетӗр-и тăван анне çинчен çак сăмахсене илтме мӗнле йывăррине! Ирхине 6 сехетре тăрса 10-15 çухрăм чупатăп та кашни кун анне патӗнче ларатăп, ăна лăплантаратăп, эсӗ чӗрӗлетӗн-ха тетӗп. Хам вара пульницаран тухсан тăраниччен йӗретӗп. Пӗррехинче тухтăр манран çапла ыйтрӗ:«Эсӗ аннӳн пӗртен-пӗр хӗрӗ кăна-и, çывăх тăванăрсем пур-и?» Пур тетӗп, анчах вӗсем ялта пурăнаççӗ, эпӗ вара хулара. «Пӗлетӗн-и, сан аннӳ çӗр çинчи чи телейлӗ хӗрарăм! Мӗншӗн тесен унăн САН ПЕК ХӖР пур!» – терӗ те тухтăр – йӗрсе ячӗ. Унпа пӗрле эпӗ те макăратăп.

Ӗç-пуç начарланса пычӗ. Аннене нимле шанчăк çуккине кура пульницаран киле ячӗç. Чӗре çурăлса тухас пек ыратать! Ним тума та çук! Тӗнчери чи çывăх та чи хаклă çын куç умӗнчех сӳнсе пырать...

Çак вăхăтра ман пата йыхрав килчӗ: Швейцарие чупма каймалла. Ку ахаль чупу кăна мар – 12 сехет чупмалла! Илтсен куç-пуç хуралса кайрӗ – 12 сехет! Ун чухлӗ эпӗ нихăçан та чупса курман. Ку япалана аннене мӗнле пӗлтермелле, вăл мӗн калӗ? Çапах та куççӳль витӗр калаçрăм эп аннепе ку япала пирки. «Анне, эс мӗн калатăн, çавăн пек тăватăп», – терӗм. «Натюк, хӗрӗм, чӗннӗ пулсан кай. Мана пăхса ан тăр эс, маншăн ан хуйхăр. Эп сана çул кайса килме пил паратăп. Эп вилмеп-ха, сана кӗтсе тăратăп», – терӗ вăл çӗтсе пыракан сассипе. Картишне тухрăм та – йӗрсе, иккӗленсе çӳретӗп: каймалла-и, каймалла та мар-и? Çунса пурăннă вăхăтра ăмăртăва кайма ятарласа та хатӗрленмен вӗт эпӗ, хамшăн кăна чупнă. Çапах та шутларăм: анне пил пачӗ пулсан каятăп. Чупăва аннене халаллатăп! Тен, эпӗ унтан çӗнтерсе килсен вăл чӗрӗлӗ...

Çапла йывăр шухăшсемпе çула тухрăм. Мускава каякан пуйăс çине лартăм. Пуйăсра çӗрӗпе пӗртте çывăрман, йӗрсе пынипе минтер йӗп-йӗпе... Чунри йывăр туйăмсене çынна каласа ăнлантарма та çук – чӗре çине кире пуканӗ çакса янă пекех! Чун пӗр чарăнми йӗрет! Мускавра чечек çыххи туянтăм та Матрона турăшӗ патне кайрăм. Матронăран йӗре-йӗре йăлăнтăм:«Урамра чечексем ешереççӗ, садсем сип-симӗс лараççӗ. Эсӗ Турă патне çывăх вӗт, ман аннене сывалма пулăш-ха, тархасшăн, илсе ан кай-ха халех». Çакăнта хам валли тата анне валли турăш, акафист туянтăм. Швейцарие çитиччен пӗр чарăнми акафист вуларăм.

Цюрихра пире бомбоубежищӗне вырнаçтарчӗç. Çур çӗр çитсен – старт! Старт линийӗ умне тăрсан никам хушаматне-ятне те каламарӗç -- çӗршыв ятне кăна. Ман пата черет çитсен вара микрофонпа: «Надежда Николаевна Сандркина, Раççей. Вăл ку чупăва амăшне халаллать», – терӗç. Пурте алă çупса ячӗç. Хам çине хӗрес хутăм та хускалса кайрăм. «Аннешӗн чупатăп, вӗçне чупса çитейсен анне, тен, сывалӗ», – терӗм хам ăшра. Ирхи 6 сехетчен арçынсемпе пӗр танах пытăм, юнашар чупрăмăр. Çаврăм хыççăн çаврăм, çаврăм хыççăн çаврăм... Хӗвел тухсан ăшăтма тытăнчӗ. Эпӗ ăшă чухне чумпалли тумтире нимӗçсен тренерне парса хунăччӗ, эп ыйтсан парăн терӗм. Табло çине пăхатăп та – Раççей ялавӗ курăнать. Мана кăшкăраççӗ: «Надежда! Надежда! Илемлӗ чупатăн Эсӗ малта!» Алă çупаççӗ. Ман пуçра вара пӗр шухăш кăна:«Мӗнле чупса çитмелле. Йăванса çеç каяс марччӗ». Куç-пуç хуралса килет... Финишчен 3 сехет юлсан чарăнтăм, тума улăштарас тетӗп. Анчах лараймастăп, кукленейместӗп. Нимӗçсен тренерӗ мана тытса тăрса кроссовкие улăштарчӗ. Эп чупу вăхăтӗнче икӗ çăвар банансăр пуçне нимӗн те çимен, шыв кăна ӗçнӗ. Çисен вар-хырăм ӗçӗ улшăнса каясран хăрарăм. Мӗнле чăтрăм – халӗ те каласа пама пултараймастăп. Малалла пыратăп, енчен енне сулăнатăп. Те тăвар касать, ыраттарать, ура тупанӗсем вутпуççи çине пуснă пек пӗçереççӗ, кроссовки юнпа тулнă. Виçӗ тӗлте музыкантсем тăраççӗ, хăйсем патӗнчен иртсе кайнă чух кӗвӗ калаççӗ, пире мӗнле те пулин пулăшма, вăй пама тăрăшаççӗ. Вăй-хал пӗтсех çитрӗ. Мана камсем-тӗр вырăсла:«Утса пыр кăштах, кан! Эсӗ пурӗпӗр малта!» – тесе кăшкăраççӗ. Чупма чарăнтăм. Тайкаланса утса пыратăп. Шăмă сыпписем сураççӗ,урасем итлесшӗн мар. Сисетӗп – тăна çухатма пуçларăм. Юлашки вăйпа хама: «Ан чарăн! Аннешӗн чупатăп вӗт! ăна манран та йывăртарах халӗ – вилӗм чирӗпе чирленӗ вăл!» – тетӗп. Хăйпе хăй куççӳль юхма пуçларӗ. çынсем ман çине тӗлӗнсе пăхаççӗ пулӗ: хăй малта пырать, çапах йӗрет. Алла Раççей ялавне пачӗç. Пӗр вăхăт çапла чупрăм. Чăтаймарăм – палаткăна чупса кӗрсе кайрăм. Ман урасем юн кăна! Мана тухтăрсем урăх ан чуп, чарăн, палаткăран ан тух теççӗ. Тата 1 сехет юлнă иккен. Ман урасене маç сӗрчӗç. Юнланнă вырăнсене бинтпа çыхкаласа ятăм та – малалла каяс тетӗп. Анчах хускалаймастăп. Аран-аран утса, чупса кайрăм. Хăрушă пулса кайрӗ. Мӗн пулать-ши тетӗп, вӗçне ситейӗп-ши тесе шухăшлатăп. Сехет çине юри пăхмастăп. Чупатăп та чупатăп. Ман çумра пыракан арçынран алăпа сулкаласа ыйтатăп:мӗн чухлӗ юлнă; Вăл 6 пӳрне кăтартать – 6 минут. О, тата 6 минут-ха! Чупса çитейместӗп пуль тетӗп. Чи йывăр самант пуçланчӗ. Халех тата çакăнтах чарăнас килет. Хама хам хăваласа пыратăп: тархасшăн, ан ӳк, финиша çитмеллех, чăтмаллах! çапла шухăшласа пынă вăхăтра чан сасси илтӗнсе кайрӗ! Пӗтрӗ! Турă çырлах! Ман пата палламан çынсем чупса пычӗç. «Чемпион! Чемпион!» – тесе кăшкăраççӗ, ыталаççӗ. Ман вара пӗр шухăш: мӗнле те пулин тăна çухатмалла мар! Алăсене çӳлелле çӗклерӗм те: «Анне, эпӗ сан пилӳпе çӗнтертӗм!» – терӗм. Хам хускалаймастăп, йӗретӗп. Ман пата тухтăр пычӗ те ма йӗретӗн тет. «Эпӗ çӗнтертӗм! Ку çӗнтерӳ анне валли!» – тетӗп. «Аннӳ те спортсменка-и?» – ыйтать вăл. «Çук, вăл йывăр чирлӗ, тухтăрсем ăна пурăнма 2-3 уйăх кăна юлнă тесе каларӗç», – хуравлатăп эпӗ. Тухтăр çакăн хыççăн мана ыталаса илчӗ те хăй те манпа пӗрле йӗрет. «Эсӗ тӗлӗнмелле хӗрарăм! Эпӗ мӗн чухлӗ пурăнатăп, анчах амăшӗшӗн 12 сехетре 101 çухрăм чупнă çынна пӗлместӗп! – тет хăй.

Эпӗ хӗрарăмсем хушшинче çӗнтернӗ, 12 сехетре 101 çухрăм ытла чупнă иккен, иккӗмӗш вырăна йышăнаканни 10 çухрăм хыçалта пулнă. Ку хӗрарăм ман пата пырса саламларӗ. «Эпӗ ку ăмăртăва питӗ нумай хатӗрленнӗччӗ», – терӗ.

Ларасшăн хайхи – лараймастăп. Пушмака хывăр-ха тетӗп. Пăхрăм та – мӗнпур чӗрне хуп-хура! Телефон парăр-ха, ман аннене шăнкăравламалла тетӗп. Пачӗç. «Анне, эп сан пилӳпе çӗнтертӗм. Апла эсӗ пурăнатăн-ха!» – тетӗп. «Ах, Натюк, урусем ыратаççӗ пуль! Хăвна мӗнле туятăн?» – тесе ыйтать анне. «Аван!» – тетӗп. Иксӗмӗр те йӗретпӗр. Хам ăшра вара: «Аннерен малтан кăна вилсе каяс марччӗ!»-– тесе шухăшлатăп.

Душа çăвăнма лартсах кайрӗç – утма май çук. Çӗрӗпе çывăраймарăм. Васкавлă пулăшу чӗнмелле пулӗ теççӗ. Кирлӗ мар тетӗп. Урасем пӗçереççӗ, сивӗ шыва чиксе лартăм. Темле таблеткăсем пачӗç. Урасене çӳлелле йăтса выртрăм.

Швейцарирен самолетпа вӗçсе тухса кайрăмăр. Ульяновскра мана журналистсем кӗтсе тăраççӗ. Статьясем çырасшăн, телевидение илсе кайса интервью илесшӗн. Эсӗ чӗрӗ легенда теççӗ. «Ниçта та каяймастăп, каçарăр. Ман килте анне вилет», – терӗм вӗсене. Пӗр хӗрарăм журналист çакна илтсен йӗрсе ячӗ.

Киле çитрӗм те – каллех аннепе иксӗмӗр ыталанса пӗр чарăнми йӗретпӗр. Ман урасем шыçса кайнă. Анне мана çи, апат ту тет. Ман вара çиес те килмест.

Ирхине мана анне: «Натюк, эс çӗрӗпе нăйкăшрăн вӗт. Урусем ыратаççӗ пулӗ»,– тет. «Çук, анне, эпӗ тӗлӗк курса йынăшнă пулӗ»,– тесе хуравлатăп. Хура чӗрнесене курсан вара вăл хăраса кайрӗ – пиллӗкӗшӗ ӳкнӗ. çакăн хыççăн ырханланма пуçларăм. Çиес килмест. Кашни кун çӗве шывӗ ӗçеттӗмччӗ. Нумай ӗçрӗм эпӗ ăна. Пулăшрӗ пулмалла, мая кайрăм.

Ку пулăм çинчен Ульяновскра тухакан пӗр хаçатра «Подвиг Надежды» ятлă статья пичетленнӗччӗ. Çав хаçата хамăр ялсем почтальонкăна хирӗç тухса илнӗ, йӗре-йӗре вуланă терӗç. Кайран киле килсе аннене те вуласа панă.

– Ку, паллах, чăн-чăн паттăрлăх. Кунта иккӗленме кирлӗ мар. Хăвăншăн мӗнле япала пулчӗ ку?

– Маншăн ку çӗнтерӳ Олимпидăра çӗнсе илнӗ ылтăн медальтен те хаклă. Мӗншӗн тесен Олимпиадăна кайма ятарласа темиçе çул хатӗрленеççӗ. Эпӗ вара ятарласа хатӗрленмен, хамшăн кăна чупнă...

Анне пурпӗрех çурта çуннă евӗр пӗтсе кайрӗ, икӗ уйăхран çӗре кӗчӗ (вăл 67 çулта кăначчӗ-ха). «Натюк, ытла ан çун маншăн... Турă çапла çырнă пуль. Сана питӗ шеллетӗп»,– тесе хăварчӗ вăл мана. Эпир унпа чунпа питӗ çывăхчӗ, çавăнпа та маншăн ку çухату мӗнле йывăр пулнине каласа пама сăмах та çитмест. Тӗнче пӗр саманта чарăнса ларнă пекех туйăнчӗ. Тăван килте мана халь никам та кӗтмест, юратнă анне çук... çавăнпа пӗр çулталăкран вăхăтлăха Америкăна пурăнма кайрăм. Унта çăмăлтарах пулӗ терӗм, хуйха-суйха кăштах манăп пулӗ терӗм. Унта 9 çул пурăнтăм. Массажистра ӗçлетӗп. Е киле килеççӗ, е заявка парсан хам каятăп çынсем патне. 40-50 çултан иртсен çынна массаж питӗ кирлӗ, вăл чирсем аталанса каясран сыхлать. Ман çуртра анне сăнӳкерчӗкӗ чи курăмлă вырăнта çакăнса тăрать. Анне вара ялта пурăннă пекех туйăнать. Тăвансемпе телефонпа калаçнă чухне те анне тесе яратăп. Халь ак хăнана килтӗм-ха тăван çӗршыва.

Массаж тутарма килекен çынсем эпӗ Раççейрен иккенне пӗлеççӗ те калаççӗ:«Пӗлетӗн-и, пӗр Раççей хӗрӗ Швейцарире 12 сехет чупса çӗнтернӗ вӗт. Ун пирки телевизорпа кăтартрӗç», – теççӗ. Вӗсене эп ку хӗр кам пулнине каласа паратăп. Куçӗсене чарса пăрахса пăхаççӗ вара ман çине. Вара кашнине çак историе каласа тăрас мар тесе хаçатри статьяна акăлчан чӗлхине куçарттартăм та стена çумне çыпăçтарса хутăм. Халӗ хăйсемех пырса вулаççӗ. Пӗр миллиардерăн çак историе вуласан тата анне сăнӳкерчӗкне курсан куççулӗ тухрӗ.

– Вăрăм дистанцисене чупса çӗнтерекенсем нумай тӗнчере. Анчах та вилме выртнă амăшне халалласа, ăна чӗртесшӗн тăрăшса 12 сехет чупакан çын урăх çук пулӗ. Чупнă кăна мар вӗт-ха – çӗнтернӗ! Тӗнчере кун пек çын эсӗ, Надежда Николаевна, пӗртен-пӗрре! Эпир санпа мухтанатпăр! Эсӗ чăваш халăхӗн тата пӗтӗм Раççейӗн мăнаçлăхӗ. Эс тунă ӗç – чăн-чăн паттăрлăх! Сана малашне пурнăçра ăнăçусем те телей сунатпăр! Тавах уçă калаçушăн. (Автор сăнӳкерчӗкӗ тата Н.Сандркина архивӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

5

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Читала и плакала,я знаю и Надюшу и ее маму,односелчане!Молодец!

    Теги: Чувашии России