Проблема çине куç хупни вăл çуккине пӗлтермест
ВИЧ инфекцийӗ, урăхла каласан, этемӗн иммунитет дефицичӗн вирусӗ. Паянхи кун çак хаяр чир пирки информаци çителӗклӗ пулсан та пурпӗрех ВИЧ пуррисем енӗпе вăйлă дискриминаци пырать...
Тăшмана çӗнтерес тесен ăна сăнран пӗлмелле. Этемӗн хăрушă тăшманӗсенчен пӗри вăл – чир. Чир те тӗрлӗрен пулать, хăшӗсене обществăра йышăнаççӗ, пулăшма тăрăшаççӗ, аптракансене шеллеççӗ. Теприсем пирки илтесшӗн те мар, ку кăна мар – чирлӗ çын ют пулса тăрать. Çавсенчен пӗри вăл – ВИЧ инфекцийӗ, урăхла каласан, этемӗн иммунитет дефицичӗн вирусӗ. Вăхăтра палăртса сипленме пуçламасан СПИД аталанса каять. Паянхи кун çак хаяр чир пирки информаци çителӗклӗ пулсан та пурпӗрех ВИЧ пуррисем енӗпе вăйлă дискриминаци пырать. Вирус палăрсан çынна ӗçрен кăлараççӗ, вӗсен ачисене шкултан, ача сачӗсенчен – пур çӗртен те хăвалаççӗ. Тӗлӗнмелле те медицина ӗçченӗсем те вӗсемпе сивлек. Сывлăх сыхлав министерстви пирки калас пулсан, вăл ку çынсен енӗпе нимӗн те тумасть темелле. Тутарстан ВИЧ пуррисене сиплеме кирлӗ препаратсене туянмасть. Шел те, ун пек регионсем Раççейре 21 таран пуçтарăнать. 2016 çулта çӗршывра ВИЧ сарăлассине чарас тӗллевпе эмелсене федераллă тата субъектсен бюджечӗсенчен укçа уйăрма постановлени те тухнă пулнă. Анчах тăватă субъектра кăна – Мускав тата Мускав облаçӗнче, Санкт-Петербургра, Ханты-Манси автономи округӗнче кăна хушăва пурнăçланă. Ытти çӗрте çак проблема «çук» пулмалла. Власть органӗсем енчен ăнланупа пулăшу çук-тăк, мӗн кӗтмелле ахаль халăхран. Телее, çак инкекпе кӗрешекенсем пур. Светлана Изамбаевăна эпир тахçантанпах пӗлетпӗр, 2015 çулта «Сувар» хаçатра унпа интервью та тухнăччӗ. Вăл питӗ те хăюллă çын. «Экспресс» журнал анлă тӗпчев ирттерсе Светлана Изамбаевăна Раççейӗн чи хисеплӗ 75 çынни шутне кӗртнӗ.
Светлана ВИЧ статуслă хӗрарăм, ăна вăл пытармасть. Хăй калашле, уçă питпе пурăнать. Паян вăл Раççей шайӗнче ВИЧ/СПИД статуслă çынсене мӗнпур кирлӗ пулăшупа тивӗçтерет. Хăй ячӗпе коммерцилле мар ыркăмăллăх фончӗ те йӗркеленӗ. Апла калама юрамасть пулӗ те, анчах Светлана Изамбаева шăпах чирленӗ хыççăн питӗ те социаллă активлă пулса тăнă, нумай специальноçпа пӗлӳ илнӗ. Паян вăл клиника психологӗ те, гештальт-терапевт та, «Танцуй ради жизни» халăхсен хушшинчи проектăн ирӗклӗ элчи те, ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи ВИЧ/СПИД ыйтăвӗсемпе ведомствăсен хушшинчи комиссин тата «Е.В.А» сеть пайташӗ те. 10 çул хушшинче фонд 5000 ытла хӗрарăмпа ачана пулăшнă. Фонд çулсерен вуншар акци ирттернисӗр пуçне кашни кунах çынсене кирлӗ информаципе, психологи пулăшăвӗпе тивӗçтерет. Фонд хăй тавра нумай çынна пуçтарнă, вӗсем хушшинче чылай паллă çынна асăрхама пулать. Апрель уйăхӗнче пулнă пресс-конференцие те, акă, Светлана Изамбаевăпа пӗрле «Мураками» ушкăн солистки, «Хӗрлӗ хăю» элчи Диляра Вагапова тата «Такие дела» информаци порталӗн ятарлă проекчӗсен уйрăмӗн продюсерӗ Галина Масалова килнӗччӗ. Çакăн пек пултаруллă та пултăклă çынсем пуçтарăннă Светлана тавра.
Нумай пулмасть «Светлана Изамбаева» ыркăмăллăх фончӗ «Аbbvie» компани пулăшнипе «Позитивные дети» кӗнеке кăларнă. Ăна вӗсем «Шăпа кӗнеки» тесе палăртнă. Мӗншӗн тесен кӗнекере ВИЧ статуслă ачасем хăйсен историйӗсемпе паллаштараççӗ. Чир пуррине пӗлнӗренпе хăйсен пурнăçӗ мӗнлерех улшăннине, мӗн витӗр тухма тивнине каласа параççӗ вӗсем. Унта куççуль те, тарăху та, пӗтӗм тӗнчене çилленни те, шăпана йышăнса çӗнӗрен пурăнма вӗренни те – йăлт пур. Çав тери кирлӗ кӗнеке. Çул çитменнисемшӗн вăл асăрхаттару пособийӗ пекех. Чир ертес темесен, чи малтан ун пирки тӗрӗс информаци пулмалла. Мӗнле калас, Светлана Изамбаева кунта ВИЧ статуслă çынсене психологилле пулăшу панисӗр пуçне, сыввисем пирки те шутлать. Вӗсене инкекрен упраса хăварма тăрăшать.
– Раççейре ВИЧ статуслă çынсем çав тери нумай. Вирус сарăлассипе пирӗн çӗршыв тӗнчере Кăнтăр Африкăпа Нигери хыççăн 3-мӗш вырăна тăрать. Кашни сехетре тепӗр 10 çын чирленине шута илеççӗ. 2017 çулта 1 167 581 çынна пулнă, кăçал çак цифра икӗ миллионран та иртнӗ. Хăвăрах куратăр пулӗ, проблема çав тери пысăк. Анчах курмăш пулма тăрăшаççӗ. Çӗршывра пысăк вырăн йышăнакансемех ВИЧ статуслă пулнине те пӗлетӗп, анчах вӗсем пулăшас вырăнне хăйсен чирне пытараççӗ. Клиникăсенче анонимлă майпа сипленеççӗ. Çакăн пек пассивлăх ура хурать те нумай ӗçе. Вӗсем те пирӗн рете тăрсан эпир тата та пысăкрах ӗçсем тума пултарнă пулăттăмăр, çав шутра эмелсемпе тивӗçтерес енӗпе. Çак диагнозпа пурăнма çăмăл мар. Санран юлташсем те, çывăх çынсем те, çемье те пăрăнма пултарать. Эпӗ хам та çавăн урлă иртнӗ. Ман ачасене секцисене илместчӗç, ашшӗ-амăшӗсем хăйсен ачисемпе пӗр класа çӳретесшӗн марччӗ. Ман ачасем вара сывă çуралнă. Вăхăтлă сипленсен, кулленхи профилактикăна тытса пырсан этем тулли пурнăçпа вăрăм ӗмӗр пурăнаять, – терӗ Светлана Изамбаева.
Галина Масалова тӗплӗн кӗнеке пирки тата интернетра анлă сарăлнă «Все сложно» интерактивлă сериал пирки каласа пачӗ. Унта ВИЧ статуспа çуралнă Катя ятлă хӗр çинчен сăмах пырать. Кинора паллă Раççей актерӗсем – Ирина Старшенбаум, Риналь Мухаметов, Чулпан Хаматова, Алена Бабенко, Денис Шведов, Юлия Ауг тата ытти кино çăлтăрӗсем ӳкерӗннӗ, гонорарсăрах. Вӗсем авторсен идейине ырласа йышăннă, обществăна, уйрăмах çитӗнекен атьсене кун йышши материал кирлине палăртнă. Кинона романтикăлла комеди жанрӗпе ӳкернӗ, геройсем унта тӗллевлӗ аудиторипе, 16-23 çултисемпе, ВИЧ пирки тӗрӗссине, ăнланмалла чӗлхепе каласа параççӗ. Сериал вăйă-сайт пек пулнипе куракан хăй те историе хутшăнакан пулса тăрать. Кашни эпизодра вӗсем Катьăшăн суйлав тăваççӗ. Вăл мӗнле пулнинчен унăн малашнехи шăпи килет – телейлӗ вăл пулӗ е хурлăхлă. Кинона «Янссен», «ВКонтакте», «Обед-Буфет», Документлă кино центрӗ пулăшнипе ӳкернӗ.
Галина Масалова сăмахӗсемпе, паян çак сериалпа вӗрентӳ учрежденийӗсем интересленме пуçланă. Хăш-пӗри ăна шкула килсе кăтартма, кайран ачасемпе калаçу ирттерме те чӗнсе илнӗ.
«Мураками» ушкăн солистки Диляра Вагапова шучӗпе, фондпа «Такие дела» портал пуçарнă ӗç питӗ вăхăтлă та кирлӗ.
– Хам та анне пулнă май, чи малтан ман атьсене хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес килет. Эпӗ те нумай ашшӗ-амăшӗ пек ку темăпа калаçма аванмарланатăп. Ман шутпа, кунта педагогсемпе специалистсен пулăшăвӗ кирлӗ. Тӗрӗс информаци пирӗн ачасене упраса хăварма пултарать. Çавăнпа фонд пуçарнă проекта хам та хавхалансах хутшăнтăм. Маншăн ку лайăх опыт. Вӗрентӳ министерствин тимлӗхӗ кунта кирлӗ. Паянхи пресс-конференцие вӗсен хутшăнмаллахчӗ, – тесе палăртрӗ хăй шухăшне Диляра.
Тӗрӗсех, Диляра сăмахӗсемпе килӗшетӗп. Проблема çине куç хупни вăл çуккине пӗлтермест. (Сăнӳкерчӗк С.Изамбаева архивӗнчен).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев