Юлташ ӗренки
Калаçма ытла юратсах кайман Саша хăш чухне çавăн пек тарăн шухăшлă япаласем каласа хуратчӗ. Камăн-тăр ăслă пулма нумай словарь шӗкӗлчемелле, вăл, калăн, ăслă пулсах çуралнă...
Ăсчахсенчен пӗри çапла каласа хăварни пур: «Пурнăçра чи йывăрри нумай укçа-тенкӗ е чап çӗнсе илесси мар, пурнăç тăршшӗпе йӗркеллӗ çын пулса юласси». Эпӗ çак сăмахсемпе килӗшетӗп. Хальхи вăхăтра йӗркеллӗ, ӗренкӗллӗ (порядочный) çын пулма йывăр. Йӗри-тавра ултав, мăнкăмăллăх, икӗпитлӗх. Йӗрке тенине те кашни хăйӗнле ăнланать. Шел, пурне те пӗр пек вăхăт уйăрса паман çак çӗр çинче. Нумай пулмасть 40-ри юлташ сасартăк вилсе кайнине пӗлсен, çак хыпара йышăнма килӗшмесӗр хам сисмесӗрех: «Пирӗн те вилме вăхăт çитрӗ-и ӗнтӗ?..» – тесе каласа хутăм. Çемйипе тӗл пултăмăр, унтан морг, тупăк, катафалк... тӗлӗкри пек. Куçне ӗмӗрлӗхе хупнă юлташ сывламасăр выртнине шанас килмест. Хӗвеллӗ кун пытартăмăр. Çутçанталăк йӗркине пăсса çумăр та темиçе хут пирӗнпе пӗрле йӗчӗ.
Юлташу хăвăнтан аванрах пултăр тенӗ ваттисем. Эпир унпа 1995 çулхине çулла паллашрăмăр. Ун чухне Хусан патшалăх педагогика институтӗнчи вырăс филологийӗн факультетӗнче чăваш уйрăмне уçнăччӗ. Çавăнта вӗренме кӗме экзаменсем панă вăхăтра пӗр-пӗрне пӗрремӗш хут ал патăмăр. Паллă ӗнтӗ, «хӗрсен факультетӗнче» каччăсем сахал, çавăнпа та шутлă экземплярсене деканат упрама тăрăшать (пӳлӗмрен пӳлӗме партăсене куçарма та арçын вăйӗ кирлӗ-çке). Вӗренме Сашăпа эпир çăмăллăн кӗтӗмӗр. ЕГЭ çинчен ун чухне илтмен те.
Çак хура çӳçлӗ каччă Тутарстанри Аксу районӗнчен пулни те интереслӗччӗ маншăн. Эпӗ унччен курман вăл енчи çынсене. Вăл тӳрӗ кăмăллă, йӗркеллӗ çын пулни тӳрех, калаçнинченех палăрчӗ. Сăмаха ытлашши вакламан ентешӗн калаçăвӗ чăвашла пулсан та, урăхларахчӗ. Малтанхи вăхăтсенче «аксусам», «çияс», «кăççа», «акка», «калак» сăмахсем хăлхана касатчӗç, кайран, пуплев улшăнмассине ăнлансан, хăнăхса çитетӗн вăл калаçу уйрăмлăхӗ патне те.
Александр Ильин Емелькинăран, Хусана Кама урлă паромпа каçса килнӗ. Филологи факультетӗнче аппăшӗ Зина пӗлӳ илнипе Сашăна вӗренме кӗме лайăх хатӗрленӗ ӗнтӗ. Хусанта тепӗр аппăшӗ, Тоня, çемйипе пурăнни те ял ачишӗн лайăх тӗрек, хулана кун пек хăвăртрах хăнăхатăн.
Пушкин урамӗнчи общежитире эпир пӗр пӳлӗмре пурăнма тытăнтăмăр. 124-мӗшӗнче. Кукмортан килнӗ 3 «первакпа» пӗрле. Пӗрремӗш курсра вӗренекенсене хăйсен хушшинче çапла чӗнеççӗ студентсем. Вырăсла калаçма пӗлнӗ пулсан та, ялтан килнӗ ачасен питӗ хăрушă акцент пулнинчен эпир хамăр кăна тӗлӗнмен пулӗ. Кукморти Яныль ялӗнчи ачасем вара «çăкăр-тăварлăх» кăна вырăсла пӗлнӗн туйăнатчӗ. Питӗ йывăррăн калаçатчӗç вырăсла. 1995 çулта Тутарстанра суверенитет чечекленнӗ вăхăтра пединститута вӗренме кӗмелли экзаменсене те тутарла паратчӗç, истори, географи факультечӗсенче тутар ушкăнӗсем пурччӗ. Пире вӗренме чăваш уйрăмне те уçма пултарчӗç аслисем. Пирӗн çӗнӗ юлташсем Алмаз, Расих тата Ришат çав юхăмпа вӗренме кӗнӗскерсем пулчӗç. Çавăнпа та малтанлăха пӗр-пӗрне ăнланма йывăртарахчӗ пире.
Анчах пысăк хулан пурнăç таппи çамрăка хăвăрт улăштарать. Акцентран маларах прическа, çи-пуç улшăнать. Хăтланусем те, хăв сисмесӗрех, хуларисенни пек пулса пыраççӗ. Пӗрремӗш семестрти экзаменсене панă тӗле малтанхи уйăхсенчи пек нумай хутлă çӳллӗ çуртсем çине çăвар карса пăхса çӳреместпӗр ӗнтӗ хула тăрăх, студент пурнăçне хăнăхса пыратпăр. Пасар экономики тенкӗ тилхепине юле янă вăхăтра хаксем тӗрлӗ çӗрте тӗрлӗренччӗ. Çапла эпир те, Хусан варринче пурăннăран, ăçта чи йӳнӗ апат-çимӗç, тумтир сутнине йăлт пӗлсе тăраттăмăр. Пур çӗре те пӗрле çӳренӗ, вӗренме те, хӗрсем патне те. Икӗ чăваш, икӗ юлташ.
Ӗçрен хăраса тăман. Пӗрремӗш курс пӗтернӗ çӗре вакун пушатма çӳреттӗмӗр. Хăш-пӗр йывăр зачета е экзамена çынсемпе пӗрле вăхăтлă тытаймасан, эрнерен тепӗр хут пыма тиветчӗ преподаватель патне. Иккӗмӗш хут экзаменсене хатӗрленнӗ хушăра вакунсем пушатни пирӗн пӗлӳ илсе çынна тухас ӗмӗтсене çирӗплететчӗ çеç: вӗренмесен ӗмӗр йывăр ӗçре пилӗк авма тивет.
Эпир арçын пулни тӗрлӗ ӗç хушма юратакан деканшăн кăна лайăх пулнине пӗр уйăхранах ăнланса илтӗмӗр. Хӗрсен факультетӗнчи нихăш преподаватель те каччă пулнипе çеç паллă лартса памарӗ. Ун пекки пулсан та, пит сайра хутра. Шеллесе «виççӗ» лартасси кунта йăлара мар. Пединститутри филологи факультетӗнчи вӗрентекенсен тытăмӗ уйрăмтарахчӗ. Кунта вăрçă вăхăтӗнче Ленинградран эвакуациленнӗ вӗреннӗ çынсен ачисем, тӗрӗсрех каласан, хӗрӗсем ӗçлетчӗç. Аристократи сӗмӗ те палăратчӗ хăшӗ-пӗрисенче. Геллер, Воронцова, Бреева... хушаматсем халӗ те асран тухмаççӗ. Филфакра вӗреннӗ çынсем лайăх ăнланаççӗ эпӗ мӗн çинчен каланине. Зубрежка та пулăшмастчӗ, çырса илни те – предмета чăнтан пӗлнине кăтартмасăр сана паллă лартса памаççӗ. Унччен те, кайран та эпӗ çак çӳллӗ обществăри пек çынсене тӗл пулман хам пурнăçра, Саша та çаплах. Мӗншӗн тесен пиртен учительсем хатӗрлетчӗç. Халь те тӗлӗнетӗп. Самана улшăннă вăхăт, çуклă-пурлă интеллигент пурнăçӗ. Вăл вара, ватта юлнă доцент е профессор, пӗтӗмпех 19 ӗмӗрти литературăна парăннă. Çемье те кирлӗ мар ăна, ачасем те, пурнăçри телее те вăл Фетăн е Бальмонтăн сăвă йӗркисене тишкернинче курать. Çав çаврăмсене поэтăн литературăри пултарулăх тӳпи тесе шутлаканскер, вӗсене вуласа вăл çунатланать, чечекленет, пурнăç тӗшшине курать, çырлахать те хăй туйăмӗсене студентсене ăнлантарма ăнтăлать. Çакăн пек поэзипе проза уçлăхӗнче «вӗçекен» çынсем вӗрентетчӗç те пире. Пурнăç телейне ирхи сывлăмпа пӗрле утă çулнинче е комбайн бункерне сарă тырă тулса пынинче курма хăнăхнă ял ачисемшӗн ку тӗлӗнмеллеччӗ, паллах. Пирӗн тăрăхра ун пек çынсем çук, кунта вара пурте пӗр çӗре пуçтарăннă. Филологи факультечӗн преподавателӗсем панă ăслăлăхшăн эпӗ вӗсене çӗре çити пуçа тайса çак кунччен тав тăватăп. Вăл пӗлӗве нимпе танлаштарма çук, халӗ те пурнăçра кирлӗ пулса пыраççӗ вӗрентнисем. Саша та хисеплетчӗ преподавательсене.
Филолог колейине кӗрсе пынă май, иккӗмӗш курс тӗлне ăçта килнине ăнланса вӗренме тытăнтăмăр. Хулăн сасăллă юлташăн пăхмасăр калакан сăввисем ӗлӗк мăнастир пӳлӗмӗ пулнă аудиторире илемлӗн янăратчӗç. Саша вулама юрататчӗ, шав кӗнекепе. Эпӗ ун пекех мар. Çапах факультетра пӗлӳ илме интереслӗччӗ. «Первый» сăмах вырăс словарьне чăваш чӗлхинчен куçнине, авалхи славян чӗлхи чиркӳ-грексеннипе пăлхарсен диалекчӗсем пӗрлешнипе пулса кайнине, чӗлхеçӗсем хушшинче намăссăр сăмахсене тӗпчекенсем пулнине, вӗсене те шалу тӳленине пӗлме кăсăкчӗ. Хамăрăн чӗлхе те якалса пычӗ, пӗрле пурăнакан тутар ачисем те вырăсла аванах калаçма тытăнчӗç. Эпир тепӗр çул та вӗсемпе пӗр пӳлӗмре пурăнтăмăр. Çав юлташсене пулах пулӗ эпӗ те, Саша та тутарла аванах перкелешекен пултăмăр. Пӗлӳ патне туртăнни, çӗнӗ шухăшсем çурални, философилле ăслайсем пирӗн тавракурăма саратчӗç. Калаçма ытла юратсах кайман Саша хăш чухне çавăн пек тарăн шухăшлă япаласем каласа хуратчӗ. Шел, ун чух çыртарса илмелли япаласем пулман пирӗн ал айӗнче. Камăн-тăр ăслă пулма нумай словарь шӗкӗлчемелле, вăл, калăн, ăслă пулсах çуралнă. Шухăшламасăр каламасть. Нихăçан та васкамасть. Ӗçе ерипен те тӗплӗн тăвать.
Тантăш ялне час-часах кайса çӳрейместчӗ. Ун чухнехи паром нушине çынсем манман-тăр-ха. Çапла пӗррехинче шăп ноябрь уявӗсем вăхăтӗнче Кама пăрпа витӗннӗрен парома çӳретме чарнипе вăл ялне каяймасăр юлчӗ. Эпӗ ăна хамăр яла илсе кайрăм. Çапла ман юлташ 18 тултарсан пурнăçӗнче пӗрремӗш хут поезд çине ларса курчӗ. Вăл енче вӗт чи çывăх станци те Нурлатра кăна. Халӗ вăл пур çӗрте те такăр çул, ун чухне цивилизацирен инçе районсенче улăмпа е курпăль хăмапа витнӗ кӗлетсем те пурччӗ-ха. Ватă çын пекех каларăм ку сăмахсене. Çав вăхăтран нумай та вăхăт иртмен пек туйăнать-ха, Хусана килни те – так, шутлар-ха – 23 çул иккен ӗнтӗ. Калама кăна, ушкăнран икӗ çынна çухатрăмăр çулталăк хушшинче.
Иккӗмӗш курсра эпӗ «Сувар» редакцине çӳреме пуçларăм. Сăвă çыракан чăваш хӗрӗсемпе пӗрле пире унта литературăна вӗрентекен Геннадий Сорокин ертсе кайрӗ. Елена Крылова, Ирина Гордеева тата эпӗ. Çапла стажировка пуçланчӗ. Вӗренсе пӗтеретпӗр те – редакцие вӗçетпӗр. Вулама юратакан Саша темшӗн туртăнмарӗ çырма. Вăл вӗренӳ хыççăн йыснăшне пулăшма çӳретчӗ. Тахçантанпа пӗлекен çын çинчен тем каласа памалли те çук. Мӗншӗн тесен ун патне хăнăхса çитнӗ. Аваннине те, начаррине те йышăннă. Сапăр. Шанчăклă. Хамăр пек ӗнтӗ. Тен, лайăхрах-тăр та. Мӗншӗн тесен иртӗнместчӗ, хăйне тирпейлӗ тытатчӗ.
Вӗреннӗ хушăра эпӗ ун ялӗнче те пулнăччӗ, Емелькинăри кӗлетсене ӗлӗкхилле çуртсене хирӗç лартнине унччен нихăçан та курманччӗ. Сашăн тăванӗсем те час-часах Хусана килсе çӳретчӗç. Вӗсем çемйинче 9 пӗртăван, ытларах хӗрсем. Саша хыççăн тата кӗçӗнни Люда пур. Ман юлташа аван воспитани панă пулмалла аппăшӗсем. Вăл аслă студент ирӗкӗпе усă курса общежитири «перваксене» те сăра илме кайма ытла хăваламастчӗ. Каçарăр, ӳкӗтлеместчӗ.
Пирӗн вырăспа чăваш уйрăмӗнчи ушкăнра йăлтах чăваш хӗрӗсемччӗ. Хамăр пекех ялтан, пурте вашават, хитре. Суйласа илесчӗ ӗнтӗ çавăнта пӗрне, мӗн çитмен? Анчах хăйӗн юратăвне Саша ман пекех общежитири чăваш хӗрӗсем пурăнакан мар, урăх блокра тӗл пулчӗ. Нурлат районӗнчи çамрăк вырăс хӗрӗ Света ăна вӗренсе пӗтеричченех хăй çине авлантарчӗ. Çапла унăн çемье пурнăçӗ пуçланчӗ.
Алла диплом илсен Саша учительте мар, çул çитмен ачасен инспекторӗ пулса милицире ӗçлеме тытăнчӗ. Мана «Сувара» илчӗç. Апла пулин те пӗр-пӗринпе тӗл пулма май тупаттăмăр. Хусанта юлнă-çке иксӗмӗр те. Кукморти юлташсем хулана килсен пирӗншӗн тӗлпулу уявӗ пуçланатчӗ. Çапла çыхăнтарчӗ пире университет. Пилӗк çул пӗрле вӗреннӗскерсен аса илмелли нумай.
Унтан Саша Азинăра участковый пулса ӗçлерӗ. Сахал мар тăрăшрӗ вăл йывăр ӗçре. Майора çитнӗччӗ, анчах та ăнмарӗ ăна. «Дальний» уйрăмри пăтăрмах хыççăн Приволжский районӗнчи нумай участковăя улăштарчӗç. Айăпӗ пулмасан та Сашăн ӗçӗнчен кайма тиврӗ. Йӗркеллӗ çын пулса пирӗн милицире ӗçлеме çăмăл мар-тăр çав.
Çапах вăл хăрушсăрлăх ӗçне пăрахас темерӗ. Хусанти «Пирамида» Культурăпа кану комплексӗнче хуралта ӗçлерӗ. Çак яваплă ӗçре вăл хăйне лайăх йӗркелӳçӗ пек кăтартнăран ăна хăрушсăрлăх службин пуçлăхне лартрӗç. Шел, çак вырăнта нумай ӗçлесе ӗлкӗреймерӗ юлташ. Икӗ ачине тăлăха хăварса кӗтмен çӗртен вилсе выртрӗ.
Юлташа пытарма пӗтӗм ялӗ пухăннăччӗ пулӗ, çын питӗ нумайччӗ. Кукморти Ришат юлташпа пӗрле эпир те куççуль ан курăнтăр тесе пуçа пӗксе унăн тупăкӗ çине тăпра пăрахрăмăр. Мӗн тăвăн? Нимӗн те тăваймастăн. Инсульт.
Кун-çул уттинче кама кăна тӗл пулмастăн. Вăхăтран вăхăта шăпа тӗрлӗрен çынсене кăларса тăратать пирӗн çул çине. Кама-тăр пăрса ярать, кама тӗслӗхе тăратать. Хăшин тӗсне курас килмест, теприн сăнарӗ яланах куç умӗнче тăрать. Пӗлетӗп, Александр Ильин çавăн пек, ӗмӗрлӗхех йӗркеллӗ çын пек асра юлӗ. Йывăр тăпру çăмăл пултăр, юлташăм.( А.Ильин архивӗнчи сăнӳкерчӗк).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев