Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Раççейре олигархсем пулмастчӗç

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ).«Цифра экономики» термина паян илтмен çын сахал пулӗ. Иртнӗ çулта ăна Раççей Федерацийӗн программи шутне кӗртрӗç. Тӗнчипе илес пулсан, экономикăна цифрăласси Норвеги, Швеци, Дани, Кăнтăр Корея çӗршывӗсенче ăнăçлă пурнăçланса пырать. Раççей те цифровизаципе юлашки вăхăтра топ-5 çӗршывсен шутне кӗчӗ. Ку РФ çыхăну тата массăлла коммуникацисен министрӗ Николай...

(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ).«Цифра экономики» термина паян илтмен çын сахал пулӗ. Иртнӗ çулта ăна Раççей Федерацийӗн программи шутне кӗртрӗç. Тӗнчипе илес пулсан, экономикăна цифрăласси Норвеги, Швеци, Дани, Кăнтăр Корея çӗршывӗсенче ăнăçлă пурнăçланса пырать. Раççей те цифровизаципе юлашки вăхăтра топ-5 çӗршывсен шутне кӗчӗ. Ку РФ çыхăну тата массăлла коммуникацисен министрӗ Николай Никифоров тăрăшнипе ӗнтӗ. Хăй вăхăтӗнче вăл Тутарстанри информатизаципе çыхăну министерствине ертсе пырса республикăн электронлă правительствине хута ячӗ - Раççейӗпе те пӗрремӗш. Çамрăк та пултаруллă специалиста, паллах, Мускав хăвăрт асăрхарӗ.

Экономикăна цифрăлани обществăра пăшăрханусем çуратать. Сăлтавӗсем кун валли пур. Чи малтан çак çӗнӗлӗх ӗç рынокне пырса тивет. Цифра çине куçнипе нумай професси çухалать те. Банк сферине кăна илер, юлашки вăхăтра çынсем ытларах та ытларах финанс операцийӗсене онлайн-банксенче тăваççӗ. Ку меллӗ, вăхăта та, укçана та перекетлет. Çавăнпа банкшăн клиентсемпе ӗçлекен специалиста тытса тăрас актуаллăхӗ çухалать. Суту-илӳ сферине те вăл пысăк улшăнусем илсе кӗчӗ. Паян килтен тухмасăрах кирлӗ тавара туянма пулать, мӗнле калас, диван çинче ларсах. Лавкка тытса тăрасси, сутуçăна укçалла ӗçлеттересси кирлӗ мар. Интернет лавкка уç та - ӗçле кăна. Цифра экономики транспорт сферине те ярса илчӗ. Тӗнчери хула урамӗсене пилотсăр таксисем туха пуçларӗç. Çапла, ыйтусем нумай. Тӗрӗссипе, этемлӗх хуть мӗнле çӗнӗлӗхе те сисчӗвленсе йышăнать. Кайран хăйех йăлт йӗркеленет.

Тема актуаллăхне кура пулӗ, В.Г.Тимирясов ячӗллӗ Хусанти инновацилле университетра апрелӗн 26-27-мӗшӗсенче «Çӗнӗ экономика валли çӗнӗ институтсем» XII халăхсен хушшинчи институционаллă экономикăпа конференци ирттерчӗ. Унта «Пантеон-Сорбонна Париж 1» университет профессорӗ, спорт экономикин эксперчӗ Владимир Андрефф (Франци), экономика наукисен докторӗ, Институционаллă тӗпчевсен халăхсен хушшинчи ассоциацийӗн сопредседателӗ Вячеслав Вольчик хутшăнчӗç.

Приватизаципе васкаман пулсан

Конференци умӗн кăшт маларах эпир Владимир Андреффпа тата Вячеслав Вольчикпа тӗл пулса калаçрăмăр. Иккӗшӗ те питӗ те интереслӗ калаçуçăсем пулчӗç. Пресс-конференци мӗнле иртсе кайнине те сиссе юлаймарăмăр.

Сăмах май, Владимир Андрефф вырăссенчен тухнă. Унăн асламăшӗпе аслашшӗ Раççей империйӗн аристокрачӗсем пулнă. Граждан вăрçи пуçлансан вӗсем Францие тухса кайнă. Владимире асламăшӗ вырăсла вӗрентнӗ пулнă, анчах чӗлхе практики сахал пулнипе çăмăллăнах калаçаймасть. Вăл СССР гражданствине те илме пултарнă, Совет Союзӗнче çар хӗсметӗнче виçӗ çул тăмалла пулнипе Франци гражданствине суйласа илнӗ, унта хӗсмет пӗр çул кăна пынă. Çапах шăпа Владимир Андрефа Раççейпе çыхăнтарсах пынă. 90-мӗш çулсенче вăл Егор Гайдарăн экономика енӗпе канашçи те пулнă. Ун чухнехи пăлхавлă самана пирки вăл нумай каласа пама пултарать. Егор Гайдар пуçарнипе ун чухне питӗ кӗске хушăра çӗршывра приватизаци программи пурнăçланнă. Владимир Андрефф çакна хирӗç пулнă, мӗншӗн тесен хуть мӗнле çӗршыв экономикишӗн те çакăн пек васкавлă йышăнусем инкеклӗ. Тепӗр енчен, Егор Гайдарăн урăхла май та пулманнине те каларӗ, çӗршыва укçа кирлӗ пулнă. Тӗнчери банк вара услови лартнă - приватизацисӗр пулăшма килӗшмен. Мӗнле калас, Европа яланхи пекех Раççее «сухисенчен» ярса илме пикеннӗ. Уншăн харпăр интерессем кăна пӗлтерӗшлӗ, ытти хуть те пуçхӗрлӗ чикӗлентӗр. Енчен те Владимир Андрефф сӗннӗ пек тунă пулсан паян пирӗн çӗршывра олигархсем пулмастчӗçех, коррупци те кун пек чечекленмӗччӗ. Ак, Словение илер. Сăмах май, кунта та Владимир Андрефф хутшăнăвӗсӗр мар, вăл Словенин экономика министрӗн Марк Симонеттин канашçи пулнă. Унта приватизаци вуншар çулсене тăсăлнă, малтанласа çӗршыв пурлăхне национализациленӗ, предприятисем тупăш кӳме пуçласан тин приватизациленӗ. Çакăншăн малтанласа Словение Брюссель Евросоюза та илесшӗн пулман, паян вăл унта тивӗçлӗ вырăн йышăнать. Çапах йӗркипе. Ку хутӗнче Владимир Андрефф Хусанти инновацилле университетри конференцие хутшăнас тӗллевпе тата Францири цифра экономикин практикипе тата опычӗпе паллаштарма килнӗ. Ученăй пулнăран вăл пур япалана та тӗпрен пăхать, çавăнпа ăна итлеме питӗ кăсăк пулчӗ.

Ӗç çухатасси хăратать

Вячеслав Вольчик палăртнă тăрăх, цифра экономики паянхи саманана тӗпрен улăштаракан пулăм. Çавăнпа ун пирки кашнин пӗлӳ пулмаллах. Цифра экономикипе, вăл паракан майсемпе мӗнле усă курнинчен пирӗн малашлăх килет.

- Цифра экономикине пула ӗçлӗх улшăнать, хăш-пӗр профессисем пачах пулмӗç. Ӗç çухатасси çынсене хăратать. Вӗрентӳре те çак пăшăрхану пур, килте ларсах аслă пӗлӳ илме пултарнипе малашне преподавательсем те кирлӗ пулмӗç тесе. Ку тӗрӗс мар. Цифра экономики эпир халиччен пӗлменнине тума пултарать. Çӗнӗ технологисем пурнăçа кӗрсе пынипе çӗнӗ ӗç вырăнӗсем пулӗç. Çын хăйне урăх отрасльте тупма пултарӗ. Цифра экономики çине пуçӗпех куçсан ӗç кунӗ те кӗскелме пултарать. Пӗр профессисем çухалса пынă май, теприсем йӗркеленӗç. Кунта общество енчен епле хурав килнипе те нумай çыхăнӗ. Мӗнлерех вӗрентӳ йӗркелӗпӗр пулас ăрусем валли, мӗнле ориентирсем парăпăр? - тет Вячеслав Вольчик. Ун шучӗпе, цифра экономики пурнăçа кӗрсе пынинчен хăрамалла мар. Сăмахран, хăй вăхăтӗнче пир тӗртекенсене автоматизациленӗ станоксем хăратнă. Анчах çын ӗçсӗр юлман. Çӗнӗ технологисем çӗнӗ сферăсенче ӗç вырăнӗсем туса параççӗ. Ку чухне институтсен пӗлтерӗшӗ ӳсет. Çӗнӗлӗхсене кура вӗрентӳ программине улăштарса пырсан вӗсем ӗç рынокне кирлӗ специалистсемпе вăхăтлă тивӗçтерсе пырӗç. Ку паянхи реали, унран пытанма кирлӗ мар.

Владимир Андрефф сăмахӗсемпе, цифра экономики этемлӗхе питӗ пысăк майсемпе тивӗçтерет. Куншăн чи малтан тӳрӗ инвестицисен агентствисене, аслă шкулсенче вӗренӳ базине çӗнӗлле йӗркелемелле. Ку хăй енчен Пӗтӗм тӗнчери банкпа çыхăнса ӗçлеме çул уçать. Çапах чи малтан обществăра институционаллă улшăнусем пулса иртмелле.

Патшалăх хутшăнăвӗсӗр май çук

Владимир Вольчик ăнлантарнă тăрăх, кунта чи малтан институт мӗн иккенне палăртмалла. Сăмах вăйă правилисем - законсем, йăла-йӗркепе ӗç этики, предпринимательсемшӗн ӗç площадки пирки. Çӗнӗ институтсем патшалăх политикипе тӳрех тачă çыхăнăва кӗреççӗ. Институционаллă экономикăн условийӗсем çавăн пек. Институционалсем экономика эффективлă ӗçлетӗр тесен агентсен хутшăнăвӗсен çитменлӗхӗсене чакаракан институтсем кирлине калаççӗ. Раççейре цифра экономикине аталантарма майсем пур. Владимир Вольчик шучӗпе, тӗп вырăнта кунта электронлă правительство тăрать, патшалăх политикипе çыхăннă цифра экономикин аталанăвӗ. Анчах ку çителӗксӗр. Спикер шучӗпе, çак шайрах вăл бизнес представителӗсемшӗн те интереслӗ пулмалла. Хутшăнусен никӗсӗ вара вӗрентӳпе наукăра тӗпленмелле. Ахальтен мар цифра экономикин конференцине университетра ирттерчӗç. Вячеслав Вольчик сăмахӗсемпе,Хусанти инновацилле университет наукăпа техника çӗнӗлӗхӗсене питӗ хăвăрт вӗрентӳ программине кӗртсе пырать. Ку енӗпе вăл КФУпа та тупăшма пултарать. Университет цифра экономики ыйтакан специалистсене хатӗрлеме пуçланă та ӗнтӗ. Кăна аслă шкулăн Институционаллă тӗпчевсен халăхсен хушшинчи ассоциацийӗпе тачă çыхăнăвӗн çимӗçӗ теме пулать. Университет паян институционаллă экономика аталанăвӗ енӗпе Санкт-Петербургри, Чулхулари, Кемеровăри, Мускаври, Новосибирскри аслă шкулсемшӗн те тӗп площадка пулса тăрать. Journal of Institutional Studies тӗп редакторӗн çумӗ каланă тăрăх, Экономика аталанăвӗ пултăр тесен, предпринимательсене цифра экономикин çӗнӗ технологийӗсене производствăна кӗртме условисемпе тивӗçтермелле, инновацилле пӗлӳ патне çул уçмалла.

- Енчен те эпир çӗнӗ технологисемпе усă курма майсем туса парсан, предпринимательсен пуçарулăхне тӗрев парсан, çӗнӗ цифра рынокӗсене тусан, цифра продукцийӗсемпе тӗнче рынокне тухма пулăшсан асăннă çӗнӗлӗхе аталантарайăпăр, - хавхаланса калаçрӗ Вячеслав Вольчик.

Спорт экономики - Раççейшӗн çӗнӗлӗх

Цифра экономикин аталанăвӗнче патшалăх политикин пӗлтерӗшӗ бизнес валли кирлӗ условисем туса парассинче пулмалла. Мӗн чухлӗ вăхăт кирлӗ пулӗ Раççее куншăн? Экономика докторӗн шучӗпе практика теорипе килсе тăмасса пултарать. Ку общество çӗнӗ профессисене хатӗр пулнинчен те килет.

Çӳлерех çырнăччӗ Владимир Андрефф спорт экономикин эксперчӗ пулни пирки. Раççейшӗн ку çӗнӗ ăнлав. Профессор сăмахӗсемпе, паянхи кун спортра та цифра экономикин витӗмӗ пысăк, çавна май спорт экономики йӗркеленсе пырать. Мероприятие ирттериччен чи малтан унăн экономика эффективлăхне тата еткерлӗхне шута илес пулать. Тӗслӗхрен, 2024 çулхи Олимпиада 6,8 миллиард еврона ларать. Унăн экономикăлла эффекчӗ, йăлт лайăх пулсан, 5-11 миллиард европа танлашма пултарать. Сочие илес пулсан, Владимир Андрефф шучӗпе, бобслей çулӗ экономикăшăн тăкаклă пулнă, мӗншӗн тесен паян унпа питӗ сахал усă кураççӗ, анчах ăна Олимп комитечӗн условийӗсемпе тумаллах пулнă, унсăрăн вăйăсем кунта иртмен пулӗччӗç. Паллах, кунта малти вырăна çӗршыв амбицийӗсем тухнă. Владимир Андрефф шучӗпе, спорт экономики çак сферăри финанс çаврăнăшне хутшăнакансем хушшинче пӗр пек пайланмалла. Тӗслӗхе, тӗнчери футбол сферине илер. Хăш-пӗр футбол клубӗсем çав тери пуян, вӗсен спонсорӗсем те вăйлă. Паллах, Роналду пек футболистсене туянаяççӗ. Кун пек тӗнчере футбол аталанăвӗ пулаймасть. Çавăнпа УЭФА паян клубсен финанс майӗсене танлаштарма тăрăшать. Цифра экономики пурнăçа кӗрсе пыни майӗпен спорт хутшăнăвӗсене уçăмлатса пырать, кунти коррупцие пӗтерме пулăшать Андрефф шучӗпе.

Францин цифра экономикин опычӗ пирки. Господин Андрефф каланă тăрăх, унта вăл Раççейринчен хăвăртрах пурнăçланса пырать. Пӗчӗк ялсенче те вӗрентӳ центрӗсем ӗçлеççӗ, ытларах вӗсем библиотекăсенче тӗпленеççӗ. Ӗçсӗр юлнисем çак центрсене килсе çӗнӗ специальноçсене вӗренме пултараççӗ. Европа бизнесӗ хăвăрт утăмсемпе цифрăланса пырать. Ку предпринимательсен тăкакӗсене самай чакарса тупăшне ӳстерет. Çӗнӗ компанисем наука центрӗсемпе тачă çыхăнса ӗçлеççӗ. Мӗншӗн тесен аталану вӗрентӳре пулнине лайăх ăнланаççӗ. Владимир Андрефф шучӗпе, кунта Франци Президенчӗн Эммануэль Макронăн тӳпи пысăк. Çӗршыв ертӳçине лариччен вăл маларах экономика министрӗнче ӗçленӗ, çӗнӗлӗхӗн уссине лайăх шайлать.

Икӗ эксперт та общество, çӗршыв аталанăвӗшӗн питӗ те кирлӗ, усăллă япаласем çинчен клаçрӗç. Эх, политиксем те, ученăйсем пек тӗпрен пăхсан, наукăпа вӗрентӳ продукчӗсемпе пӗлсе усă курсан, пирӗн пурнăç идеаллă пулмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев