Сергей ПЕТРЯНКИН: «Ангел малта, эпир ун хыççăн»
Ульяновскри тӗрлӗ çапăçусене хутшăннă ветерансен обществинчи ветеран-офицерсем Марс Саяпов, Владимир Ярухин, Федор Горобцов, Сергей Петрянкин тата ыттисем Украинăри ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах хамăр салтаксем патне гуманитари пулăшăвӗ леçеççӗ. Куллен кирлӗ кӗпе-йӗмпе апат-çимӗçрен, маскировка сеткисемпе медикаментсенчен пуçласа техника таранах, кашнинче миллионшар тенкӗлӗх.
Декабрӗн 17-мӗшӗнче гуманитари конвойӗ каллех çула тухрӗ, шучӗпе вăл 32-мӗш. Гуманитари пулăшăвне ветерансем хальхинче те Ульяновск хулипе облаçӗнчен кăна мар, Тутарстанран, Чăваш Енпе Хакаси Республики таранах пухрӗç. Çак ӗçе хастар хутшăнакан хамăр ентешпе, Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче çуралса ӳснӗ отставкăри капитанпа Сергей Петрянкинпа ятарласах çыхăнтăмăр.
– Сергей Валерьянович, Ульяновскри Марс Саяповпа Владимир Ярухин, Федор Горобцов ветеран-офицерсем çинчен нумай илтетпӗр, сан çинчен вара çукпа пӗрех, мӗншӗн?
– Питех курăнма, калаçма юратмастăп вӗт эпӗ (кулать). Гуманитари пулăшăвӗ илме Ульяновск облаçӗнчи-и, Тутарстанпа Чăваш Енри районсене каятăп-и – пурте паллаççӗ.
– Гуманитаркăпа тахçанах ӗçлетӗн-и?
– Тахçантанпах. Эпир ытларах Марс Саяповпа тата Федор Горобцовпа леçме çӳретпӗр. Пире пӗрле çăмăлрах. «Сансăр ниçта та каймастăп», – шӳтлет вара Марс Киямович. Ноябрь уйăхӗн вӗçӗнченпе унпа, Владимир Ярухинпа, Федор Горобцовпа, Герман Леонтьевпа, Виктор Петуховпа, Максим Чебаков ветерансемпе пӗрле 32-мӗш гуманитари конвойне пухассипе ӗçлерӗм. Малтан çар чаçӗнчен машина килессе кӗтрӗмӗр-ха. Строительство материалӗсем тиесе ятăмăр. Унтан Çӗнӗ çул умӗн салтаксем валли кучченеçсем, разведчиксем валли УАЗ машина, снарядсем турттарма прицеп (ăна хамах шăратса çирӗплетрӗм-ха) илсе кайма шутларăмăр. Хулара манăн хамăн пысăк гараж, унта мӗнпур оборудовани пур. Окоп кăмакисем те нумай турăм ӗнтӗ.
– Десантник, РФ Шалти ӗçсен Ульяновск облаçӗнчи управленийӗн тата Чечня вăрçи ветеранӗ пулнине пӗлетпӗр. Хальхи вăхăтра кам пулса ӗçлетӗн?
– Ульяновскри шалти ӗçсен управленийӗн уголовнăй шырав пайӗнче уйрăмах хăрушă (тяжкие) преступленисене тӗпчессинче нумай çул ӗçлерӗм. Чечня вăрçин пӗрремӗш кампанине хутшăнма тӳр килчӗ. Иккӗмӗш кампанийӗнче вара аманнипе нумаях пулаймарăм. Хальхи вăхăтра хамăр атьсем валли гуманитарка пухса ăсатасси тӗп ӗç ман. Профессипе авиастроени енӗпе технолог пулнăран передовойӗнче атьсене мӗн кирлӗреххине пăхса килетӗп. Таврăнсан çав япалана шутласа кăларма, хатӗрлеме тăрăшатпăр. Оборона министерствине хутсем хатӗрлеме вăхăт кирлӗ пулсан, эпир атьсене нихăçан та уйăхшар кӗттерместпӗр. Мӗн кирлине васкаса çитерме тăрăшатпăр. Калăпăр, Херсон енче пушарсем пуçлансан вӗсене çав тери огнетушительсем кирлӗччӗ. Васкаса прицеп тулли огнетушитель тиесе Марс Киямовичпа пӗрле вӗсем патне вӗçтертӗмӗр.
– Камсене ытларах пулăшу леçетӗр?
– Хамăрăн разведчиксене. Тӗрӗсрех каласан, Псковри легендарлă 76-мӗш десантпа штурм дивизие. Эпир вӗсемпе тахçантанпах туслă. Манăн пӗр тăван аппан кӗрӳшӗ Вениамин Шмелев та унтах службăра тăратчӗ. 2022 çулта октябрьти пӗр çапăçура сывă юлаймарӗ. Вилнӗ хыççăн Паттăрлăх орденӗпе наградăларӗç ăна...
– Госпитальти салтаксемпе тӗлпулусем час-часах пулаççӗ-и?
– Аманнисемпе те тӗл пулма, вӗсене тӗрев пама тăрăшатпăр-ха, çапах ытларах передовойӗнче пулатпăр. Фронтри атьсене пулăшмалла пирӗн. Госпитальсенче мӗн кирли пур, передовойӗнче вара апла мар, пулăшупа вăр-вартарах пулмалла.
– Сергей Валерьянович, ывăлусем пурте десантник. Мӗнле пулса тухрӗ çапла?
– Аха, виççӗшӗ те (Саша, Костя, Сергей) десантниксем ман. 2011 çултанпах контрактпа Ульяновскри 31-мӗш десантпа штурм бригадинче службăра тăчӗç. Хама курса пуль: «Атте, эпир те десантник пулатпăр», – терӗç. Ятарлă çар операцийӗнче пӗрремӗш кунранах вӗсем. Сашăпа Костя Гостомельтен пуçларӗç. Наградисем виççӗшӗн те нумай пухăнчӗç ӗнтӗ, кашнинех калаймастăп та. Костя, тӗслӗхрен, Паттăрлăх орденне, «Хăюлăхшăн», Суворов медальсене тивӗçрӗ. Вӗсем ман пӗри разведчик, тепри снайпер, виççӗмӗшӗ РЭБ операторӗ. Саша урăх каймасть ӗнтӗ, Костя та аманнă хыççăн сипленет-ха, Сергей вара унта.
– Гумконвойпа кайсан ывăлусемпе тӗл пулкалатăн-и?
– Сергейпе кăна тӗл пулнăччӗ. Ыттисемпе май пулмарӗ. Хальхинче Сергей патне кӗрсе тухасшăн-ха.
– Ывăлусем çемьеллӗ те-и ӗнтӗ?
–Çемьеллӗ, манăн 8 тата 13-ри мăнуксем пур. Сашăн кăна ачи çук-ха хальлӗхе. Вăл та мăнукпа савăнтарасса шанатăп.
– Гуманитари пулăшăвӗ пухас ӗçре пулăшакансем нумай-и?
– Шыратпăр, пур вӗсем. ВСУ Курск çине тапăннă хыççăн çынсем тата нумайрах пулăшма тытăнчӗç. Атьсене пулăшу кирлине халăх ăнланать халӗ. Малтан чăнах та йывăртарахчӗ, хамăр укçапа нумай япала илеттӗмӗр. Çынсем пулăшăва салтаксем патне çитерессине питех шанмастчӗç те пуль малтан. Позицие çитсен видеосообщенисем, сăнӳкерчӗксем янă хыççăн шанаççӗ.
– Гуманитари пулăшăвӗ леçме çул çине вăхăт нумай каять-и, çулçӳрев хăрушланса пымасть-и?
– Хăçан мӗнле. «Птичкăсем» вӗçеççӗ-тӗк – позицисенчен час кăна тухаймастăн. Хăрушлăх тенӗрен, вăл хуть хăçан та пысăк. Чикӗ урлă каçрăн-тăк, кун çинчен шутлама тăрăшмастăн, тӗллев лартатăн та каятăн. Ак, Авдеевка патне кайсан пур çӗрте те вăйлă перетчӗç, эпир пурпӗр задачăна пурнăçласа гуманитаркăна салтаксем патне çитертӗмӗр. Пӗр тăван тетен ывăлӗпе Дениспа (вăл та пирӗн десантник, майор) Луганскра çӗрле тин тӗл пулайрăмăр ун чух. Унта та 15 минута кăна, вăрçăра кунран вăрăмрах пулаймаççӗ тӗлпулусем, эпир те акă Дениса ашшӗ-амăшӗн кучченеçне пама кăна ӗлкӗртӗмӗр.
– Петрянкинсем Матакра пысăк та тӗслӗхлӗ çемье. Ытларах ывăлсем. СВОна хутшăнакансем нумайăн-и сирӗн?
– Аттепе аннен эпир 9 ывăл та 3 хӗрччӗ. Сыввисем халӗ 9-ăн. Çемьере эпӗ 11-мӗшчӗ (халӗ 8-мӗш). СВОна пирӗн çемьерен пурӗ 6-ăн хутшăнчӗç, вӗсенчен виççӗшӗ ман ывăлсем. Валерипе Виталий тетесен ывăлӗсем Дениспа Саша вара офицерсем, вӗсем те унта. Аккан кӗрӳшӗ пирки асăнтăм ӗнтӗ.
– Çул ăнтăр тесен мӗн те пулсан тăватăр-и, калăпăр, кӗлтăватăр, сыхлакан япала илетӗр?
– Пирӗн яланах Марс Киямович малта пырать. «Ангел малта, эпир сан хыççăн», – тесе шӳтлесе çула тухатпăр эпир. Турра та, Аллаха та шанатпăр. Вăрçăра унта уйрăм наци те, тӗн те çук. Кашнинче икӗ машинăпа 1,5-шер тонна груз тиесе çула тухатпăр. Манăн прицеплă машина хамăн. Кашни енне 2,5 пиншер километр каятпăр. Çул çинче улшăнмастпăр, ютсене хамăрпа илместпӗр. Мӗншӗн тесен ют çынсемшӗн яваплăх илес теместпӗр. Хамăр çинчен калас-тăк, эпӗ 56-ра, Марс Киямович 67-ре, эпир офицерсем, курмаллине нумай курнă ӗнтӗ.
Ирина КУЗЬМИНА калаçнă.
С.Петрянкин архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа