Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Татьяна ЛАРИОНОВА: «АТТЕ ЕНЧЕН ЭПӖ ЧĂВАШ»

Арçын е хӗрарăм доминант пулма тăрăшни пӗртанлăха пӗлтермест. Нумай чухне хӗрарăм арçынран ирттерес тесе тăрăшать. Пӗртанлăх вăл кашни хăйӗн вырăнӗнче пулни.

Вăл хӗрарăма ыттисенчен тӳрех уйăрса илетӗн. Çын çинче хăйне сăпайлă тытать пулин те, тӳрех асăрхатăн. Çынпа йăл кулса калаçать, мăнаçлăн курăнсан та пуринпе те ахальлӗн хутшăнать. Татьяна Ларионова Хусанта паллă хӗрарăм. Ăна республика шайӗнчи кашни мероприятире курма пулать. Обществăлла ӗçчен пулнă май, тивӗçӗсем нумай. Татьяна Михайловна «Хӗрарăмсен пуçарăвӗсем» обществăлла организацин председателӗ. Тивӗçлӗ канăва тухнă пулин те социаллă ыйтусемпе активлă ӗçлет. Çак пултăклă хӗрарăмра чăваш юнӗ те юхать. Ашшӗ унăн чăваш пулнă. Паллах, ку пирӗн интереса çивӗчлетрӗ кăна. Март уйăхӗнче пулнă «Тутарстан Чăваш пики» конкурса чӗнсен вăл хаваспах жюри ӗçне хутшăнчӗ. Хăй каланă тăрăх, тăван халăхӗн историйӗ уншăн питӗ интереслӗ. Нумай пулмасть эпир унпа ятарласа курса калаçрăмăр.

– Татьяна Михайловна, эсир Тутарстан Республикин «Хӗрарăмсен пуçарăвӗсем» обществăлла организацин председателӗ. Калăр-ха, мӗн тӗллевпе йӗркелерӗр ăнă? Улăштарма пултараять-и хӗрарăм пурнăç реалийӗсене, витӗм кӳреет-и обществăлла политика çине?

– Никама та хамăн шухăшсемпе тӗлӗнтерместӗп пулӗ, пӗр философ, паллă ăсчах çапла каланă: «Чăн-чăн çын вăл – хӗрарăм». Чăн та, хӗрарăмăн курас-пӗлес-ăнланас (созидание) вăйӗ çав тери пысăк. Хам хӗрарăм пулнă, ыттисене хисепленӗ май, хӗрарăм хуть мӗнле ыйтура та тӗпне çити курма пӗлнине шута илсе манăн вӗсене пӗр çӗре пуçтарас килчӗ. Вӗсем çемье пурнăçӗпе кăна çырлахмаççӗ. Пурнăç, ӗç опытне кура обществăшăн усăллă та кирлӗ ӗçсем тăвас туйăм пӗрлештерчӗ пире. Пирӗн ӗçсем çынсем хушшинчи тăнăçлăха, ырăлăха упраса хăварассипе çыхăннă, паллах, çирӗп те сывă çемье, ачалăх – пирӗн тӗп тимлӗхре. Хӗрарăм ӗçе пуçӗпех кӗрсе кайсан та, арçынпа танлаштарсан, пурпӗрех çемьене пӗрремӗш те тӗп вырăна хурать. Хӗрарăм хăйне вăрçăлла лару-тăрура питӗ япăх туять, çавăнпа ăна килти, обществăри тăнăçлăх кирлӗ, упăшка ырă, ачасем сывă, çемьере хăтлă пулсан эпир хамăра лайăх туятпăр. Хӗрарăмсене пуçтарса мӗн-тӗр пысăккине тума шутламан та. Анчах ӗçленӗ май, тӗрлӗ проектсем çуралма пуçларӗç. Организаци пурнăçа лайăх енне улăштарма пултаракан вăй пуррине кăтартрӗ, хӗрарăм арçынпа тан обществăлла политикăна хутшăнма кăна мар, улăштарма пултарнине те. Хамра пысăк йӗр хăварнă мероприятие аса илес килет. Вăл мана анлăлăхпа, политизацилле тарăнлăхпа тӗлӗнтерчӗ. 2015 çулта Санкт-Петербургри Таврически керменӗнче иртнӗ форума Валентина Матвиенко ертсе пычӗ. Унта 85 çӗршывран 700 яхăн делегат хутшăнчӗ. Маншăн пысăк тӗслӗх. Форума «Çемçе вăй» ят панăччӗ, вăл ман чӗрене тарăн кӗрсе ларчӗ. Нумай чухне, чăн та вăйпа мар, хӗрарăм илемӗпе, черчен дипломатипе, çемçелӗхпе, ăс-тăн çаврăнăçулăхӗпе самай кăткăс ыйтусене татса пама пулăшать. Кун пек чухне çумри арçынсен агрессивлăхӗ те чакать, вӗсем калаçма хатӗр.

– Апла пулсан Санкт-Петербургран малалла тата та активлăрах ӗçлес кăмăлпа таврăннă?

– Çапла. Çавăн хыççăн черетлӗ форумра «Крым хӗрарăмӗсен организацийӗ» пӗрлешӗве йӗркелесе ятăмăр. Вăл пӗрремӗш кунранах эффективлă ӗçлесе кайрӗ темелле.

– Мӗнлерех куратăр çав ӗçе? Тен, пӗрлехи проект пирки шутлатăр?

– Виççӗмӗш çул ӗнтӗ Крым хӗрарăмӗсем «Чечекленекен миндаль» халăхсен хушшинчи форум ирттереççӗ, унта эпир те учредительсен шутӗнче активлă хутшăнатпăр. Вăл апрель-май уйăхӗсенче иртет. Ăна тӗрлӗ регионсенче йӗркелетпӗр, пӗрремӗшӗ Ялтăра иртнӗччӗ, унтан – Алуштăра. Виççӗмӗшӗ Феодосире пулчӗ. Ют çӗршывсем те хутшăнаççӗ, Германи, Болгари, Украина, сăмахран. Форумра тӗрлӗ ыйтусем çӗклетпӗр, волонтерствăпа, тӗнпе, искусствăпа, сывлăх сыхлавпа, воспитани çӗнӗлӗхӗсемпе çыхăннисене, ыркăмăллăх акцийӗсем ирттеретпӗр. Кăçалхи форума Феодосири хула депутачӗсен канашӗн председателӗ Светлана Евчук та хутшăнчӗ. Хамăр пирки мӗн-тӗр пысăккине тăватпăр тесе калас килмест, тӗнчене те тӗпрен улăштармаççӗ пирӗн ӗçсем, анчах ăна кăшт ырăрах тума майсем тупатпăр. Крым хӗрарăмӗсем пире çывăх, Тутарстан Бахчисарай тăрăхӗн кураторӗ пулнă май, уйрăмах. Çавăнпа пӗрлехи проектсем пулаççех тетӗп.

– Организацири хӗрарăмсем пирки кăштах пӗлтерсемӗр. Камсем вӗсем?

– Вӗсем пурте Тутарстанăн ахах-мерченӗсем. Фирдаус Девятаевăна, Изольда Жуйковăна, Татьяна Забегинăна, Елена Золотаревăна, Мадина Сабержана, Аделя Аскаровăна, Резеда Мансуровăна, Ирина Милютинăна, Мария Горшуновăна палăртас килет. Тӗрлӗ професси çыннисем пулсан та пире пӗршухăшлăх пӗрлештерет. Эпир республикăри кашни проекта, мероприятие хутшăнатпăр. Çавсен шутӗнче «Урăлăх территорийӗ», «Çирӗп çемье», «Ачасем тӗнчене ӳкереççӗ» тата ытти те.

– Пӗлнӗ тăрăх, эсир «Единая Россия» партин «Çирӗп çемье» проектне те тăтăш хутшăнатăр?

– Пуçарăва йышăнсанах эпӗ унăн йӗркелӳçисен шутне кӗтӗм. Тутарстанра проект директорӗ пулса Изольда Жуйкова ӗçлет. Проект илемлӗ çеç мар, çемье позицине тӗрӗс кăтартса парать. Паян хăш-пӗри çемье хаклăхне чакарать, пӗрлешмесӗрех пурăнать. Пӗрле пурăннине çеç çемье теме çук. Çавăнпа эпир «Нечкэбиль» ирттерсе йăлари çемьен пӗрлештерекен вăйне çӳле çӗклетпӗр.

– Хӗрарăмăн социаллă рольсем çемьере те, обществăра та нумай. Хальхи саманара арçынпа хӗрарăм пӗртанлăхӗ хуçаланать тетпӗр. Хӗрарăм социаллă пурнăçра кăна мар, политикăра та аван палăрать, чару çук. Анчах, ман шутпа, тӗнче пурпӗрех патриархаллă йӗркепе пурăнать. Чармаççӗ, çапах май пулсанах этемлӗхӗн вăйлă çурри пире тӗпел енне тӗллесе кăтартать. Калăр-ха, пирӗн правасем пур чухне, хӗрарăмăн активлăхне, цивилизаци аталанăвӗпе çӗнӗлӗхӗсене кура тӗнчере пурпӗрех арçын хуçаланать?

– Килӗшетӗп сирӗнпе. Манăн çемье те питӗ патриархаллăччӗ. Çемье пуçӗ аттеччӗ. Анне вăйлă характерлă, парăнман çын пулсан та, юлашки сăмах аттенччӗ. Ку енчен эпӗ хама та улăштараймастăп пулӗ. Анне енчен тутар хӗрӗ пулни те витӗм кӳрет пулӗ. Тепӗр енчен, хӗрарăм вăйӗ вăйра мар. Çакна та манар мар. Ӗçри приоритета арçынсене хăваратăп. Тата атте пӗр ӗçе те аннепе канашламасăр туманнине астăватăп. Шел, паян ашшӗсӗр çемьесем нумай, хӗрарăм пӗччен ачисене ӳстерет. Çавăнпа вăл трансформациленме пуçлать, унăн атте те, анне те пулмалла. Çакна тӗпе хурсан, çемье ытларах хӗрарăм çинче, политикăпа технологи анисем вара арçынна юлаççӗ. Ку тӗрӗс те пулӗ, арçын пӗр эмоцисӗр лартнă задачăсене пурнăçлать, йышăну тăвать. Физиологие те пăрахăçлама çук. Хӗрарăмăн ача çуратмалла, пăхмалла, ку вара нумай проектсене вăхăтлăха хăварма хистет. Çутçанталăк хăй хӗрарăма карьера тума чăрмантарать.

– Апла мӗн-тӗр улăштарма кирлӗ те мар?

– Мӗншӗн? Ку чухне пӗртанлăха тӗрӗс ăнланма пӗлмелле. Арçын е хӗрарăм доминант пулма тăрăшни пӗртанлăха пӗлтермест. Нумай чухне хӗрарăм арçынран ирттерес тесе тăрăшать. Пӗртанлăх вăл кашни хăйӗн вырăнӗнче пулни. Урăхла пулсан çемье те, общество та арканать. Кăна Хӗвеланăçри çӗршывсен тӗслӗхӗнче те куратпăр. Хӗрарăмпа арçын обществисем пӗр-пӗрин вырăнне, пӗлтерӗшне хисеплени кирлӗ. Политикăра арçынпа кӗрешекен ертӳçӗ-хӗрарăмсене пӗлетпӗр эпир, ячӗсене асăнмăпăр. Санкцисем йышăнаççӗ пире хирӗç. Кӗрешсе вăл хăй халăхӗн, çӗршыв калăпăшӗллӗ çемьен хăтлăхӗ пирки маннă. Мӗн аванни? Историрен ун пек хӗрарăмсене нумай пӗлетпӗр.

– Татьяна Михайловна, эсир хăвăр та политикăран пит инçе кайман. Темиçе хутчен Хусан хула думин депутачӗ те пулнă. Мӗн тума пултартăр çак хушăра?

– Çав вăхăтсене ырăпа асăнатăп. Унччен маларах икӗ хутчен район канашӗн депутачӗ пулнă, унтан виçӗ хутчен хула думине суйланнă. Эп хула бюджетне, ытти çавăн йышши ӗçсене хутшăнман, социаллă хӳтлӗх комиссине ертсе пыраттăм. Вăл вăхăтра хулари Приволжски районӗнче те çак енӗпех ӗçлени нумай пулăшрӗ. 1995 çулта социаллă хӳтлӗх кирлине официаллă йӗркепе йышăнсан çемьесене социаллă пулăшупа килтех тивӗçтересси пурнăçа кӗчӗ. Çынсем кун пеккине хăнăхманччӗ-ха вăл вăхăтра. Депутат пулнă май, йывăрлăхра пурăнакан çемьесене шыраттăм, тупсан май килнӗ таран пулăшма тăрăшаттăм. Унтан çынсем хăйсем пӗле пуçларӗç, питӗ нумайăн килетчӗç. Депутат мандачӗ чылай алăка уçма пулăшрӗ. Ун чухне ветерансене те паянхи пек тимлӗх çукчӗ, шел пулин те. Паянхи ырлăха нумайăшӗ кураймасăрах пурнăçран уйрăлчӗ, ман аттепе анне те çав шутра. Сăмахран, анне 16-ра чухнех фронта тухса кайнă, çавăнта паллашнă та аттепе. Çавăнпа çын маншăн хуть хăçан та тӗп вырăнта, ӗлӗк те, халӗ те.

– Хăвăр каланă тăрăх, аçăр сирӗншӗн арçын идеалӗ?

– Эпӗ атте ачиччӗ ӗнтӗ, аннене тем пек юратсан та. Вăл питӗ ӗçчен, активлă, пултăклă çынччӗ. Чи лайăххине пире валли упратчӗ. Ун çине пăхса арçын ырă, ӗçчен, пархатарлă, ачисене пăхакан, мăшăрне хисеплекен çын пулмалли тӗпленчӗ. Ман анне ун çумӗнче крепость хыçӗнчи пекчӗ.

– Сирӗн калаçура пӗрре мар Турра асăннине сăнарăм. Православи форумне тăтăшах хутшăннине шута илсен, эсир ӗненекен çын?

– Ман шутпа, çыннăн Турăпа калаçма вăхăт тупмаллах. Паян общество чиркӳ патне туртăнни мана килӗшет. Хамра 90-мӗш çулсенче çак улшăнăва асăрхарăм. Социаллă тивӗçтерӳ уйрăмӗнче ӗçлесе çынсен инкекӗсене курнă май, ку тӗнчене вăхăтлăх килни пирки ытларах та ытларах шутлама пуçларăм. Майӗпен хам тавра пӗр шухăшлисем пуçтарăнса пычӗç. Чиркӳ тăвас шухăш патне çитрӗмӗр. Авиастроительнăй районӗнче Ксения Петербуржскаяна, Матрена Московскаяна халалланă чиркӳ турăмăр, йывăçран вăл. Феофан Тутарстан митрополине килнӗренпе питӗ хăвăрт туса пӗтертӗмӗр. Пуçарăва йышăннăшăн республика ертӳçине Рустам Минниханова, ӗçре пулăшнăшăн ТР Премьер-министрне Алексей Песошина, хула мэрне Ильсур Метшина тав тăватăп.

– Чистопольски урамӗнче вырнаçнă архиерей подворйин настоятелӗпе, республикăри чăвашсем питӗ хисеплекен Игнатий архимандритпа паллашни те пире интереслентерет. Мӗнле паллашрăр унпа?

– Игнатий атте хăй ӗçне чунтан парăннă çын, чиркӗве çӳрекенсене юратать, çын статусне пăхмасăрах ăна хисеплекен, питӗ те ырă кăмăллă çын. Унпа паллашнă хыççăн ман ӗненӳ вăйланчӗ кăна. Этеме юратаслăх унăн пысăк. Шăпах чиркӳ куполне, хӗресне çветить туса хăпартнă çӗрте паллашрăмăр та. Пӗрлехи ыркăмăллăх проекчӗ пирки те шухăш пур. Тӗлӗнмелле те, ман хӗр чухнехи хушамат та унăнни пек – Григорьева.

– Тен, эсир инçетри тăвансем?

– Кам пӗлет? Ман атте чăваш пулнине шута илсен, пулӗ те. Шел, ун çемйин историне питех пӗлместӗп. Асанне аттене çуратнă хыççăнах вилсе кайнă. Аттене урăх çемьере пăхса ӳстернӗ. Аттен тăватă аппăшӗ пур, вӗсем чăн чăвашсем пулнине лайăх пӗлетӗп. Анчах пурнăç вӗсене уйăрса янă. Тата Совет тапхăрӗнче наци ыйтăвӗсене хускатман. Атте енчен эпӗ те чăваш. Хам православи çынни пулсан та, ытти тӗнсене те хисеплетӗп. Манăн вырăсла Коран та пур. Упăшка тутар пулни те витӗм кӳрет, Тутарстан нумай конфессиллӗ туслă республика пулни те пулӗ...

– Калаçăва урăх енне куçарса, эсир çӗршывра юлашки вăхăтра пулса иртекен улшăнусем çине епле пăхнине те ыйтса пӗлес килет, сăмахран, пенси çулне ӳстерни çине? Ку инкеклӗ пулмӗ-и? Тӗслӗхрен, çамрăк ăссен массăлла эмиграцийӗпе?

– Кунта ман кăштах каялла таврăнас килет. Социаллă тивӗçтерӳ сферинче ӗçленӗ май, ыйту питӗ кăткăс пулнине ăнланатăп. Ӗлӗкрех паянхи пек чаплă, кăткăс архитектурăллă Пенси фончӗсем пулман. Йăлт ансат та ăнланмаллаччӗ, социаллă хӳтлӗх ăнлавӗ пулман. Эпӗ ӗçлеме пуçланă 1983 çулта райсобессем кăначчӗ-ха. Ытти çӗршывсен опытне тӗпченӗ май, мана вӗсен пенси законодательствин моделӗ килӗшнине палăртрăм. Ак, Францие илер, унта социаллă хӳтлӗх ăнлав çук. Унта тивӗçлӗ ӗç укçи, тивӗçлӗ пенси пур. Вӗсен пенси çулӗ шăпах Раççейре йышăнма хатӗрленнипе пӗр килет...

– Кунта танлаштарма йывăр. Вӗсен пурнăç шайӗ пирӗннинчен самай çӳллӗрех.

– Тӗрӗс, килӗшетӗп. Медицина страховки те урăх. Раççейре пенси çулне ӳстерес тесен, чи малтан пурнăç шайне çӗклемелле. Общество нумай япалапа кăмăлсăр, вӗсене правительствăн шута илмеллех. Хама илес пулсан, эп ӗçлеме юратаканскер. Сывлăх пулсан ӗçлӗн-ха, çухатсан мӗн тумалла? Ку ыйтупа эпӗ Патшалăх Канашӗн депутачӗпе те калаçнă. Пенси çулне ӳстереççӗ пулсан, ӗçе илес çула та ӳстермелле, атту пирӗн 45-чен кăна илме хатӗр. Çыннăн пуян опыт, анчах çул цензӗ мешетлет. Ӗç кодексне улшăнусем кӗртмелле апла. Мӗнле пулӗ çӗршывра? Ку пăшăрхантарать. Ман шутпа, пенси реформипе васкамалла мар. Ăна халăх шухăшне шута илсе майӗпен пурнăçа кӗртмелле.

– Татьяна Михайловна, çулăрсене кура мар, эсир активлă çын. Ăçтан вăй-хал тупатăр?

– Пурнăçа юратнипе пулӗ, ун патне интерес чакмасть. Профессие кура, хăй вăхăтӗнче пурин валли те вăхăт тупайман. Халӗ чун ыйтнипе ӗçлеме пулнăшăн савăнатăп. Мухтаннă пек илтӗнет пулӗ те, кӗнеке çырассипе те тăрмашатăп. Вăл хӗрарăмсен кун-çулӗпе çыхăннă. Ман ăна позитивлă, хӗрарăмсемшӗн усăллă тăвас килет. Пиллӗкмӗш çул ӗçлетӗп.

– Хăçан курăпăр сирӗн кӗнекене?

– Эп литератор мар, çавăнпа хăш-пӗр йывăрлăхсем пур. Чи кирли – пысăк кăмăл пурри. Кӗнекери хӗрарăмсем пурте интереслӗ çынсем, шăписем те тӗрлӗрен. Пурте чăн пурнăçран. Нумай ăнăçлă хӗрарăм çав тери йывăр та тумхахлă никӗс çинче тăрать. Çавна тӗрӗс çутатса пама тăрăшатăп.

– Мӗне ытларах хаклатăр вӗсенче?

– Ырăлăха, тӳрӗлӗхе. Темшӗн те каçарма пултаратăп, анчах усаллăхпа йӗркесӗрлӗхе мар.

– Нумай пулмасть эсир Азербайджана кайса килтӗр. Мӗн тӗлллевпе, ӗçпе е канма?

– Юлташсем тахçантанпа чӗнетчӗç ӗнтӗ. «Нафталан» санаторире пултăм. Çамрăк нефтьпе сиплеççӗ унта, ун пекки тӗнчипе те пӗрре çеç. Ман юлташ хӗрарăм республикăри сывлăх сыхлавӗнче ӗçленӗ май, вӗсем патне ӗçлӗ сӗнӳпе тухрӗ. Сăмах май, «Нафталан» пӗлтӗр «Ривьерăра» хăтлав ирттернӗ. Бакуран 5 сехет каймалла санаторие. Тӗп тухтăрпа паллашрăмăр, вăл хăйне май пире Азербайджанăн социаллă ыйтусемпе министр çумӗ патне илсе кайрӗ. Халӗ эпир хамăр вӗсене кӗтсе илме хатӗрленетпӗр, июль уйăхӗнче килмелле. Баку вара питӗ килӗшрӗ, ун архитектури пирки чула çаврăннă музыка теес килет. Халăхӗ те ырă кăмăллă, тарават. Пурте Совет Союзӗ вăхăтне тунсăхласа асăнаççӗ, аслă çултисем ӗнтӗ.

– Калаçăва вӗçлесе сиртен малашлăхран мӗн кӗтнине ыйтас килет.

– Эпӗ никам парăнтарайми оптимист. Пурнăçра тем те пулнă, чӗрене çуракан çухатусем те. Анчах кашнинче çӗнӗ кун пуçланнă, хӗвел тухнă. Каллех пурăнас, ӗçлес килнӗ. Искусствăпа интересленни вăй парать. Ман юратнă çыравçă Антон Чехов. Ун хайлавӗсенче тупатăп та хумхантаракан ыйтусем çине хуравсем. Тата таврари çынсене тав тăвас килет. Вӗсем манăн тӗрев, манăн пурнăç.

– Тавтапуç, Татьяна Михайловна, калаçушăн!

– Хăвăра тав! 

1Автор сăнӳкерчӗкӗсем2.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество