Тăван ачисенчен тарса çӳреççӗ
Лениногорскра акă суд приставӗсем пӗрин автомобильне туй кортежӗнче пынă чухне тытса чарнă. Унăн парăмӗ 700 пинпе танлашнă пулнă. «Мăнтарăн» хурçă учӗпе сывпуллашас темен, парăма çийӗнчех парса татнă. Шел те, машина арçыншăн чылай чухне арăмран кăна мар, ачран та хаклăрах иккен.
Алимент тӳлемен ашшӗ-амăшӗсен пӗтӗмӗшле парăмӗ Тутарстанра 2,8 миллиард тенкӗпе танлашнă. 20 пине яхăн çын тăван тӗпренчӗкне пулăшу парассинчен пăрăнать. Социаллă инкек вӗт ку?! Ашшӗ-амăшсен явапсăрлăхӗ пуçа шăнăçмасть. Нумай пулмасть кăна Тутарстанра пӗри суд приставӗсем автомобильне арестленӗ хыççăн тин ачи умӗнчи парăмне (1,2 миллион тенкӗ!) татса панă. Аван ӗç укçи илсе тăнă чухне те тӳлесшӗн мар вӗт. Парăмçăсенчен ытларах пайӗ, йӗркесӗр пурнăçпа пурăнакансем. Çапах ку вӗсене законран пăрăнса юлма ирӗк памасть.
Ку çулти çичӗ уйăхра суд приставӗсем 165 миллион тенкӗлӗх алимент шыраса илнӗ. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра ТР тӗп суд приставӗ Игорь Безуевский пӗлтерчӗ. Пурнăçлав докуменчӗсене каялла илни, асăннă документа ӗç вырăнне яни е ăна судпа хупни тăрăх 420 миллион тенкӗлӗх 10 пин пурнăçлав призводствине вӗçленӗ. Çулталăк пуçламăшӗнчен тытăнса алимент тӳлекенсенчен 1,3 миллиард тенкӗ шыраса илес тӗллевпе вӗсен тупăшӗсене тӗрӗсленӗ. 20 пин парăмçăран 800-шӗ вуçех те таркăна тухнă. Вӗсем суд приставӗсенчен тарса çӳреççӗ-мӗн. Телее, шыраканӗсем те ахаль лармаççӗ, ШӖМ сотрудникӗсем пулăшнипе паяна 770-шне тупса административлă тата уголовнăй явап тыттарма йышăннă. Хăш-пӗри парăма тӳлесе татма пуçланă. Енчен те пӗр çул хушшинче çын тупăнмасан, ун пирки пӗр хыпар та пулмасан унăн иждивенийӗнче тăракан ачана пăхакан парăмçă çуккине çирӗплетме суда тавăç пама пултарать. Ку ачана пенси илме май парать.
Туйра шыраса тупнă
Игорь Безуевский пӗлтернӗ тăрăх, суд приставӗсен парăмçăсемпе кӗрешме хатӗрсем çителӗклӗ. Ку ӗнтӗ пурлăха арестлени е туртса илни, ӗç укçинчен, банкри шутран тытса юлни, пурлăха регистрацилеме чарни, çӗршывран тухма юраманни, транспорт хатӗрӗпе çӳреме чарни. Практика кăтарнă тăрăх, чи эффективли – пурлăха арестлени. Цифрăсем тӗлӗнмелле, паяна 1300 çыннăн пурлăхне арестленӗ. Хăш чух кулăшла япаласем те пулаççӗ. Лениногорскра акă суд приставӗсем пӗрин автомобильне туй кортежӗнче пынă чухне тытса чарнă. Унăн парăмӗ 700 пинпе танлашнă пулнă. «Мăнтарăн» хурçă учӗпе сывпуллашас темен, парăма çийӗнчех парса татнă. Шел те, машина арçыншăн чылай чухне арăмран кăна мар, ачран та хаклăрах иккен. Тепри автомобильне арестленӗ хыççăн çăмăллăнах 1,5 миллион тенкӗлӗх парăма татма пултарнă. Ку çул пуçланнăранпа Тутарстанра 2160 çынна автомобильпе çӳреме чарнă. 16 пин ытла çынна çӗршывран тухма чарнă. «Енчен те парăм 10 пин тенкӗрен ытла пулсан чикӗ урлă каçармаççӗ. Çавăнпа ăçта та пулин каяс пулсан Суд приставӗсен федераллă службин сайтне кӗрсе пăхăр, тен, унта сирӗн ят та пур», – асăрхаттарчӗ Игорь Безуевский.
Уйрăмах йывăр пулăмсенче административлă е уголовнăй явап тыттарма тивет. 1650 граждана административлă, 579-шне уголовнăй явап тыттарнă, анчах ку пурпӗрех парăмран хăтармасть.
Мӗнлерех этем-ха вăл алимент тӳлемен çын? Унăн вăтам портретне тăвас пулсан вăл 30-42-сенчи арçын. Вăйпитти çын! Анчах шутсăр явапсăр. Ун пеккисем республикăра 11 пин, ыттисем аслăраххисем тата хӗрарăмсем. Вӗсенчен ытларахăшӗ асоциаллă пурнăç илсе пырать. Хӗрарăмсен енӗпе 2,5 пурнăçлав производствине пуçарнă.
Алимент шыраса илес тӗллевпе суд приставӗсем кашни эрнере полици сотрудникӗсемпе пӗрле рейда тухаççӗ. Кăçал çичӗ уйăхра пурнăçлав производствисене 261 миллион тенкӗлӗх чакарма май панă.
Çаратма именмеççӗ
Брифинга хутшăннă ТР Ачасен прависемпе уполномоченнăйӗ Гузель Удачина хăй патне питӗ нумай çынран ачасене ӳстерме алимент тӳлеменни пирки çыру килнине пӗлтерчӗ.
2018 çулта уполномоченнăй патне мăшăрсенчен пӗри алимент тӳлеме килӗшменни пирки 200 яхăн жалоба çитнӗ. Ку çулта 60 жалоба илнӗ. 2013 çултанпа ку чи пӗчӗк кăтарту. Гузель Удачина ачасене воспитани парасси, вӗсене тивӗçлӗ пурнăç условийӗсемпе тивӗçтересси халăхсен хушшинчи право нормисемпе пурнăçланса пымаллине аса илтерчӗ. Шел те, мӗнпур ашшӗ-амăшӗ ăна пăхăнмасть.
«Нумай чухне çирӗп мерăсем йышăнни кăна явапсăр ашшӗ-амăшне алимент тӳлеме хистет. Çавсенчен пӗри – ашшӗ-амăш правине туртса илни. Ку вӗсене ватлăхра ачисенчен алимент илсе тăма чарать. Алимент тӳлейменнисен хушшинче ӗçсӗррисем те пур. Çавсене ӗç вырăнӗпе тивӗçтерме тăрăшатпăр. Ку енӗпе кашни муниципалитетпа тачă çыхăну пур», – терӗ Гузель Удачина.
Явапсăр ашшӗ-амăшне тăн кӗртес тӗллевпе хăш чухне тӗн çыннисене те ку ӗçе явăçтараççӗ. Уполномоченнăй сăмахӗсемпе, республикăри Ашшӗсен канашӗпе, инвалид ачасен ашшӗ-амăшсен обществăлла организацийӗсемпе, опека органӗсемпе ӗçленин эффекчӗ пысăк.
«Ача прависемпе мана час-час районсене тухса çӳреме тивет. Çулталăкне вăтамран та 25 района çитетӗп. Кашни пулăма уйрăммăн пăхса тухса алимент тӳлеменнин сăлтавне палăртатпăр. Пирӗн ларусем ялан район прокуратури хутшăннипе иртеççӗ. Тăлăх тата ашшӗ-амăш попеченийӗсӗр юлнă ачасене уйрăм тимлӗх уйăратпăр. Паяна республикăра 11000 тăлăх шутланать, вӗсенчен 75 проценчӗ ашшӗ-амăш правине туртса илнисен ачисем. Апла пулсан, алимент илме тивӗç. Шел те, опекăпа попечительство органӗсем усрава илнӗ çемьесене вӗсем алиментпа тӗллевлӗ усă курнине тӗрӗслеме система çук. Тепӗр чухне усрава илнӗ çемьесем алимент шыраттармасăр хăйсем ачан правине пăсаççӗ, – тарăхрӗ уполномоченнăй.
Шел те, усрав çемьесем ачана тивӗçмелли алиментпа е тăлăхăн пенсийӗпе тӗллевлӗ усă курманни те пулать. Тӗрӗссипе, пенси ачан шучӗ çинче пуçтарăнса пымалла. Анчах усрав ашшӗ-амăшсем банкра номиналлă шут уçса пенсие унта куçараççӗ те хăйсене кирлӗ пек тăкаклаççӗ. Шел, хăш-пӗри укçашăнах ача усрава илет. Уполномоченнăй сăмахӗсемпе, ку законри çитменлӗхсене пула пулса иртет.
Инвалид-ача ӳсекен çемьесем уполномоченнăйăн тӗп тимлӗхӗнче. ТР Сывлăх сыхлав, Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствисемпе, муниципаллă йӗркеленӳсен Ӗçтăвкомӗсемпе пӗрлӗ ӗçлесе чылай проблемăна татса пама пултарнă.
– Ӗçлеме пуçласанах чирлӗ ачасемпе калаçнă хыççăн ларса йӗреттӗм. Опытлăрах юлташ мана кăмăла хытарма пулăшрӗ. Кун пек манран усси çук. Хăнăхрăм тесен тӗрӗс мар, эффективлă ӗçлеме вӗрентӗм темелле. Ачана пулăшас тетӗн-тӗк – çине тăрса ӗçлемелле», – пӗтӗмлетрӗ Гузель Удачина.
Сăнӳкерчӗк www.r16.fssprus.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев