Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Унта ахаль Петяпа Ваççасем кӗреймеççӗ

Теорипе аван та, практикăра яланхи пек пулса ан тухтăрччӗ. Патшалăх власть органӗсен çумнерех çывхарма пултарнă, хăйсен интересӗсене шута хумасăр, сăтăр пуласран хăрамасăр халăх интересӗсемшӗн кӗрешекенсене курманпа пӗрех.

Пӗчӗк тата вăтам бизнес представителӗсене патшалăх власть органӗсен тав тумалла – ӗç вырăнӗсем йӗркелеме пулăшнăшăн. Çӗршыв ертӳçи шайӗнче предпринимательсене тӗрев пама йышăну тунăранпа Раççей регионӗсенче правительство, Министрсен Кабинечӗсем, Патшалăх Канашӗсем çумӗнче пӗчӗк тата вăтам бизнеса тӗрев парса пулăшассипе комитетсем, предпринимательсен прависемпе уполномоченнăйсем йӗркеленчӗç. Халӗ тата власть органӗсем енчен коррупцилле хăтланусене чарас тӗллевпе «Бизнес коррупцие хирӗç» обществăлла процедурăсен центрӗсем (ОПЦ) уçăлаççӗ. Хăш-пӗр регионсенче вӗсем ӗçлеме пуçланă та ӗнтӗ. Тутарстанра çӗнӗ организацие майăн 22-мӗшӗнче регистрациленӗ, вăл ТР Президенчӗ çумӗнчи предпринимательсен прависене хӳтӗлессипе уполномоченнăй институчӗ çумӗнче йӗркеленнӗ.

Ячӗшӗн ан пултăр

Центр туса хурас шухăш лайăх. Яланхи пек вăл хăш-пӗр çын валли патшалăх тытăмӗнче ӗçлеме вырăн туса панипе кăна ан вӗçлентӗрччӗ. Обществăлла палатăнах илер. Ăна Раççей гражданӗсене патшалăх власть органӗсемпе хутшăнма çăмăлрах пултăр тесе, пирӗн правасемпе интерессене хӳтӗлеме, пӗлтерме туса хунăччӗ. Мӗнле калас, халăх сассине çӳлте илтчӗр тесе. ОП пайташӗсем те хамăр хушăранах пулмаллаччӗ, тӗрлӗ обществăлла организацисен представителӗсем. Анчах паян ОП та хăйне евӗр власть органӗ пулса тăчӗ. Унта ахаль Петяпа Ваççасем кӗреймеççӗ. Пăхатăн та, пурте должноçри çынсем. Ахаль халăхпа чиновниксен хушшинчи пусман картлашкисем хушăнса та хушăнса пыраççӗ. Кӗçех пире пач илтме пăрахӗç кун пек пулсан. Çавăнпа ОПЦ та патшалăх власть органӗсен хушма картлашки кăна пулса ан тăтăрччӗ. Çӗршывра чечекленекен коррупци шайне кăшт та пулин чакарма вăй-халӗ, тӗрӗсрех, кăмăлӗ пулсан пит аванччӗ.

Черетлӗ власть органӗ?

Тутарстанра çӗнӗ организаци йӗркеленни пирки «Татар-информăн» черетлӗ пресс-конференцийӗнче «Бизнес коррупцие хирӗç» ОПЦ Президиумӗн сопредседателӗ Гульнара Сергеева пӗлтерчӗ. Тӗлпулăва ХФУ юридици факультечӗн деканӗ Лилия Бакулинăпа юридици факультечӗн выпускниксен ассоциацийӗн ӗç тăвакан директорӗ Ильсур Салихов хутшăнчӗç.

Гульнара Сергеева сăмахӗсемпе, центр миссийӗ – предпринимательсене власть орагнӗсен коррупцилле ӗçӗсенчен, закона хирӗçлекен уголовнăй йӗрлеврен хӳтӗлесси. Çакна хирӗç кӗрешмелли çула та палăртнă çамрăк йӗркеленӳ. Тӗллеве вӗсем патшалăх органӗсен ӗçне уçăмлатса (прозрачность) бизнесăн саккунлă интересӗсене тытса пыртарасшăн, хирӗçтăруллă пулăмсене вара общество тимлӗхне кăларасшăн.

«ОПЦ предпринимательсен ыйтăвӗсемпе вӗсем коррупципе тата рейдер ярса илнипе, уголовнăй йӗрлевпе çыхăннă пулсан кăна ӗçлет – урăх пӗр ыйтупа та. Центрăн полномочийӗсем çакăнпа вӗçленеççӗ. Организацин тӗп коллеги органӗ президиум пулать, унта предпринимательсем, вӗсен прависемпе уполономоченнăй, Патшалăх Канашӗн депутачӗсем кӗреççӗ. КПРФран та пӗр çын пур. Унсăр пуçне ОПЦăн обществăлла канаш пулать. Вăт çавăнта ытларах ТР предпринимательсен ассоциацийӗн пайташӗсем пулӗç. Хальлӗхе вăл йӗркеленмен-ха. Экспертсен шутӗнче организацисем те, бизнес представителӗсем те, политиксемпе ученăйсем те кӗме пултараççӗ», – терӗ Гульнара Сергеева.

Ку сăмахсем хыççăн чăнах та, ОПЦ влаçпа çыхăннă черетлӗ йӗркеленӳ пулӗ тесе çирӗплететӗн.

Президиум сопредседателӗ çамрăк организацин хăтлавне майăн 8-мӗшӗнче «Корстон» комплексра ТР юридици сообществин Legal Expert Awards (LEA) форумӗ умӗн мӗншӗн ирттернине те ăнлантарчӗ. «Унта çавра сӗтел пулать. Çавăнта хутшăнса юристсене пирӗн ӗçе хутшăнма чӗнме тӗлев пур».

Сăмах май, юрист ӗçӗ тӳлевсӗр пулать. Гульнара Сергеева шучӗпе, ОПЦпа çыхăнса ӗçлени уншăн лайăх реклама вырăнне. Предпринимательсенчен килекен ыйтусене малтан юрист пăхса тухса право енчен эксперт пӗтӗмлетӗвне тăвать, малалла ăна обществăлла канашра пăхса тухса шăпине татса пама президиума ăсатаççӗ: ыйту пăхса тухма тивӗçлӗ е çук, ăна право сыхлакан органсем, прокуратура, уполномоченнăй патне çитермелле е çук. Çак çул çинче ăна кирлӗ çӗре çитерме мешетлекенсем пулмасан юрӗ. «Предприниматель, тен, йăнăшнă, ăнланса пӗтереймен», – тет спикер. Мӗн пулса тухать-ха? Калăпăр, предпринимателӗн çӳлерех асăннă прависене пăснă. Вăл право сыхлакан органсене е прокуратурăна çăхавпа каять. Унта ăна йышăнмасса та пултараççӗ. Мӗншӗн тесен ОПЦ эксперчӗн пӗтӗмлетӗвӗ çук. Ку каллех хăйне евӗр бюрократилле чăрмав пулса тăрать, ахаль çын çулне пӳлни. ОПЦ тытăмӗ кăткăс пулса тухать. Каласа хăвармалла, унта икӗ штат единици кăна пулӗ, ыттисем обществăлла пуçарупа ӗçлеме тивӗç.

Алла алă çăвать текен каларăша Лилия Бакулина тӳрре кăларчӗ. Гульнара Сергеева юридици факультечӗн попечительсен канашӗн пайташӗ пулнă май, вăл çак проект айккинче юлма пултараймасть. Ун сăмахӗсемпе, преподавательсене ОПЦ ӗçне хутшăнни практика енӗпе усă кăна кӳрӗ, вăл тӳленмесен те.

Раççейре илтмен те

Ильсур Салихова, чăннипех те, итлеме интереслӗ пулчӗ. Ун сăмахӗсемпе, шăпах юридици сообществи обществăра право культурине йӗркелемелле, куншăн яваплă пулмалла. «Мӗн аван, мӗн начар пулнине юристсен каламалла. Çак хаклăхсене массăна трансляцилемелле. Практикăпа вӗрентӗвӗн çыхăнăвӗ пирки калаçнă чух коррупцие хирӗçле политика идеологийӗ тӗп вырăнта пулмалла, вăл юристсен право ăс-тăнне кӗрсе вырнаçмалла», – терӗ вăл. Технологи улшăнăвӗсене, экономикăна цифрăланине шута илсе юридици вӗрентӗвӗн пахалăхне ӳстермеллине те палăртрӗ. Паянхи кун ыйтакан хăш-пӗр юридици профессийӗсемпе специалисчӗсем пирки республикăра мар, Раççейре те илтмен. Тӗнчери практика вара вӗсен кирлӗлӗхне кăтартса парать. «Тӗнче çав тери хăвăрт улшăнса пырать. Мӗнле специалист кирлӗ пулӗ ыран? Ăна пӗлейместпӗр. Университетсен вара ыранхи специалиста хатӗрлесе хумалла. Мӗнле? Университетсен кирлӗ кадрсене хатӗрлемелле. Çак условисенче пирӗн пӗрлешӗнсе юридици практикин, вӗрентӗвӗн пахалăхне ӳстермелле», – терӗ Ильсур Салихов. Ун шучӗпе, çак факторсене ОПЦ ӗçӗнче те шута илмеллех. Мӗншӗн тесен пӗчӗк тата вăтам бизнесра çуралакан ыйтусемпе проблемăсене чылай чухне ахаль юрист татса параймасть.

Тӗнче практикине илсен, ӗç рынокӗнче пӗр харăсах темиçе компетенципе ӗçлеме пултаракан, техника çӗнӗлӗхӗсене тарăн пӗлсе усă куракан юристсене хаклаççӗ. Ку сферăра экономика ыйтăвӗсене шута илсе юристсен чылай отраслӗ йӗркеленсе пырать. Ильнур Салихов асăннă çӗнӗ специальноçа – лигл инженер – ăнланма та йывăр. Кам вăл? Ку инженер юрист иккен. Ансат сăмахсемпе каласан, паянхи юристăн ятарлă программăсемпе, приложенисемпе квалификациллӗ шайра усă курма пӗлмелле. Вӗсемсӗр цифра ӗмӗрӗнче ырă юрист практики пулаймасть. Ильнур Салихов сăмахӗсемпе, Тутарстан юрисчӗсенчен хăш-пӗри кăна технологилле майсем пирки илтнӗ, пӗлеççӗ. Халăхсен хушшинчи бизнеспа конкуренцие тухас тесен республикăри юрист бизнесӗн ӳсмеллех. Юрист пӗлӗвӗ пирки пресс-конференцире сăмах ахальтен мар хускалчӗ. Спикер палăртнă тăрăх, ОПЦ тӳрреммӗн предпринимательсен прависене хӳтӗлессипе ӗçлет, ăна вара юристсемсӗр пурнăçлама çук. Ун шучӗпе, ОПЦ кирлех. «Халăхсен хушшинчи практикăра коррупцие хирӗçле культура тахçанах йӗркеленнӗ, ку коррупцие хирӗçле поведени стандарчӗсене аталантарнă. Хăйне хисеплекен пӗр компани те çак хаклăхсене вырăна хуман тепӗр партнерпа килӗшӳ тумасть. Ăна палăртакан процедура та пур. Çак стандартсене пирӗн çӗршыври предпринимательсен кулленхи кунри практикине те кӗртмелле. Çакна тӗллевлӗ ӗçлекен организаци кăна пурнăçлама пултарать», – ОПЦăн мӗнле йӗрпе ӗçлеме кирлине палăртрӗ Ильнур Салихов.

Тӗрӗсех, паян ОПЦ ӗçне хаклама пултараймастпăр, вăл йӗркеленнӗ кăна-ха. Енчен те Ильнур Ильгизович палăртнă пек ӗçлесен, лайăх пулмалла. Теорипе аван та, практикăра яланхи пек пулса ан тухтăрччӗ. Патшалăх власть органӗсен çумнерех çывхарма пултарнă, хăйсен интересӗсене шута хумасăр, сăтăр пуласран хăрамасăр халăх интересӗсемшӗн кӗрешекенсене курманпа пӗрех. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество