Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Волонтер пулăшма яланах хатӗр!

Сентябрӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа октябрӗн 3-мӗшӗччен Ханты-Манси Автономи округӗнчи «Добрино» вӗрентӳ центрӗнче (Ханты-Мансийск хули) кӗмӗл волонтерсен VIII Пӗтӗм Раççей форумӗ иртрӗ.

Раççейрен тата Казахстан Республикинчен пурӗ 500 волонтера пухнă вăл. «Республикăри социаллă, коммерцилле мар организацисене тӗрев паракан ресурс центрӗн» пуçлăхӗ Зульфия Нурмухаметовна Сафина ертсе пыракан Тутарстан делегацийӗ чи йышлисенчен пӗри пулнă. Республикăн 12 муниципаллă районӗнчен пурӗ 17 кӗмӗл волонтер хутшăннă унта. Делегаци йышӗнче хастар чăвашсем, Нурлат районӗнчи ЧНКЦ тата Туслăх Çурчӗн ертӳçипе Галина Владимировна Терентьевăпа Теччӗри Ветерансен (пенсионерсен) канашӗн ертӳçи, вырăнти чăваш пӗрлешӗвӗн пайташӗ Ольга Михайловна Илларионова та пулнине савăнса пӗлтеретпӗр. Галина Владимировнăпа çыхăнсан форум çинчен каласа пама ыйтрăмăр.

– Галина Владимировна, эсир хăçантанпа волонтер, делегаци йышне мӗнле лекрӗр?
– Эп ачаранах волонтер, Тимур командисем пур чухнех (кулать). «Добро.Центр» республикăри волонтерсен центрӗнче тăратăп, удостоверени те пур. Раççей волонтерӗсен dobro.ru сайтӗнче тахçанах регистрациленнӗ, унта ман харпăр кабинет та пур. Волонтерсем валли  йӗркеленӗ вӗренӳ курсӗсене иртетӗп. Унта паракан заданисене пурнăçлатăп, калăпăр, пăхаканӗсемсӗр юлнă ват çынсене пулăшатăп. «Хӗрлӗ гвоздика» Пӗтӗм Раççейри ыркăмăллăх акцине Нурлатра виçӗ çул ӗнтӗ пӗр-пӗчченех йӗркелерӗм. Ку акцие «Память поколений» фонд çулсерен ирттерет. Эпир ятарлă хӗрлӗ гвоздика значоксене салатса Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене пулăшма укçа пухатпăр (2024 çулхи  9-мӗш пулчӗ, унта 76 регион волонтерӗсем пӗтӗмпе 55 миллион тенкӗ ытла укçа пухнă. – Авт.). Çак тӗллевпе районпа хулари предприяти-организацисенче, учрежденисенче, хулари пасарсенче пулатăп. Акцие çынсем çулсерен ытларах та ытларах хутшăнаççӗ. Кăçал, тӗслӗхрен, 50 пин тенке яхăн укçа пухса Хусанти «Добро.Центрта» «Память поколений» фондăн Тутарстанри кураторне кайса патăм. Шăп çак акцири ӗçӗме хакласа Тутарстанри кӗмӗл волонтерсен делегацине кӗртрӗç те. Мана республика та, Мускав та волонтер ӗçне хакласа Тав хучӗсем панă.

– Мӗнлерех форматпа иртрӗ форум, тӗллевӗ мӗнреччӗ унăн?
– Эпир Хусантан сентябрӗн 29-мӗшӗнче тухса кайрăмăр та октябрӗн 3-мӗшӗччен пултăмăр. Çулшăн, пурăннăшăн, апатланушăн укçа-тенкине ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви тӳлерӗ. Хамăр укçапа кайман эпир. Питӗ лайăх йӗркеленӗччӗ форума, программи анлăччӗ: лекцисем, дискуссисем, мастер-классем. Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашрăмăр. Тутарстанри кӗмӗл волонтерсемпе мӗнле ӗçленине Зульфия Нурмухаметовна каласа пачӗ. Мастер-класс кăтартасшăнччӗ те, май пулмарӗ. Питӗ нумай çынпа паллашрăмăр, пӗр-пӗрин ӗçне куртăмăр.

– Сире ытларах мӗн килӗшрӗ, тӗлӗнтерчӗ?
– Раççейре кӗмӗл волонтерсем пур çӗрте те ӗçлени пуль. Паянхи кун ятарлă çар операцийӗнчи салтаксене пит нумай пулăшаççӗ вӗсем: пӗри маскировка сетки çыхать, тепри тум çӗлет, виççӗмӗшӗ пӗçерет…

– Эсир çуралнă куна та унтах кӗтсе илтӗр пулмалла?
– Ман çуралнă кун октябрӗн 3-мӗшӗнчеччӗ. Хусан делегацийӗ, 17 çын эпир, пуçтарăнтăмăр та форумри хамăр ӗçе пӗтӗмлетрӗмӗр. Мӗн кăмăла кайнине кашни хăй шухăшне каланă хыççăн мана çуралнă кунпа саламларӗç. 

– Вырăнти чăвашсемпе те тӗл пулнине пӗлтӗмӗр
– Ман упăшкан иккӗмӗш сыпăкри пиччӗшӗ Тюмень тăрăхӗнчи Советский поселокӗнче пурăнать. Вăл шăнкăравласа юлташӗсене, икӗ чăваш хӗрарăмне, шыраса тупма ыйтрӗ. Ханты-Мансийск хулинчех мар вӗсем, ăçта-тăр хӗрринче пурăнаççӗ. Çапла эпир Ольга Михайловнăпа пӗрле вӗсемпе те паллашрăмăр. Чăваш Республикинчен те пурччӗ чăвашсем, вӗсемпе питех калаçма вăхăт пулмарӗ.

– Малаллахи плансем мӗнле?
– Декабрӗн 4–8-мӗшӗсенче Мускавра иртекен волонтерсен «Мы вместе» форумне хутшăнма заявка ятăм. Хальлӗхе пирӗн заявкăсене пăхса тухман-ха. Унта Раççейӗпе пӗтӗмпе 1000 делегат хутшăнмалла. Волонтер тенӗрен, Нурлатра та «Добро. Центр» уçăлчӗ пирӗн. Пушă вăхăт пулсанах унăн акцийӗсене те хутшăнатăп. Эпӗ хама, хам укçана шеллекен çын мар. Çынна яланах пулăшма хатӗр. Пурнăçри девиз та ман çаплах. 
2014 çулта «Çулталăк хӗрарăмӗ» республика конкурсне хутшăнса «Ман шăпа – ман професси» номинацире çӗнтернӗччӗ, ун чух шкулта директорăн воспитани енӗпе çумӗ пулса ӗçлеттӗм-ха эп. Халӗ акă шăнкăравласа каллех ку конкурсăн «Хӗрарăм, культура тата ăс-хакăл» номинацине хутшăнма ыйтрӗç. Вăл пуласса кӗтетӗп-ха.

– Галина Владимировна, тавах калаçушăн. Хастарлăхăр чăвашсемшӗн тӗслӗх. Малашне те пысăк ӗçсем тума вăй-халăр ан иксӗлтӗр. Эсир тăвакан ырă ӗçсем вара хушăнса хăвăрах таврăнччăр. Малашне те ӗçӗрсем ăнса  пыччăр.
 

Ирина КУЗЬМИНА калаçнă.
Г.Терентьева харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: волонтер