Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Юратнă поэт, прозаик

Светлана Асаматăн «Çăка çеçки çурăлсан» ятлă кӗнеки çав тери килӗшет. Унти хайлавсем пурнăçăн актуаллă ыйтăвӗсене хускатаççӗ. Çав хушăрах авалтан килекен халăхăн ăслăлăхне, кăмăл-сипет йăлисене палăртаççӗ. Вуласа пынă май кашниех хăйне валли ырă сӗнӳ-канаш тупма пултарӗ.

блиц-интервью

ЛЕВТИНА МАРЬЕ

Левтина Марье – нумай пьесăпа инсценировка тата чылай кӗнеке авторӗ, А.Талвир ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ. Çыравçă 2001 çултанпа Чăваш писательсен союзӗнче тăрать. Ачасем валли çырнă хайлавӗсем «Вăрман шкулӗ», «Çыран чӗкеçӗ», «Шустрый ангелочек» кӗнекесене, «Çӗршывăмçăм, Чăваш çӗршывӗ. Чувашия родная» коллективлă сборника кӗнӗ. Вулакансем çавăн пекех унăн «Пурçăн кӳлӗ вăрттăнлăхӗ», «Венчете санпа тăрасчӗ...» кӗнекисене те хапăлласа йышăнаççӗ.

– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Сăмахпа сăнарлас ӗçӗм 2-мӗш класран пуçланнă, çутçанталăк çинчен çырнăччӗ. 3-мӗш класра ачалăх çинчен вун икӗ листаллă 2 тетраде яхăн хайлав çырнă. Ăна шкулӗпе вуласа тухнă. 4-мӗш класра пӗрремӗш хут «Алина» ятлă пьеса çырнă хыççăн тантăшсемпе пуху ирттертӗмӗр те сцена çине тухса вылярăмăр. Шкул директорӗ Николай Иванович Кузьмин: «Паян пирӗн шкулта пӗрремӗш драматург çуралчӗ. Аля, маттур!» – терӗ. Мана пурте алă çупса саламларӗç.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Çавă пулнă та мана хавхалантарнă пӗрремӗш çын – шкул директорӗ. Ăшăмри таса юрату туйăмӗ çунатлантарни мӗне тăрать! Тăван çӗршывăм ӳсӗмне курса савăнни чуна çӗклет. Ачасемпе мăнукăмсем валли ахальтен мар пулӗ сăвă, пьеса, юмах çырăнать.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Чăваш халăх писателӗ, мăнаçлă ăсчах Юхма Мишши – манăн чи хисеплӗ, юратнă поэт, прозаик. Хăй ӗмӗрӗнче вăл 200 ытла кӗнеке пичетлесе кăларнă. Историллӗ романӗсенче тăван халăха йывăр вăхăтра çăлса хăварнă ятлă-сумлă çынсемпе паллаштарать. Вӗсене пӗлни пире вăйлăрах пулма, пурнăç çине шанчăклă куçпа пăхма пулăшать.
– Юратнă кӗнеке.
– Светлана Асаматăн «Çăка çеçки çурăлсан» ятлă кӗнеки çав тери килӗшет. Унти хайлавсем пурнăçăн актуаллă ыйтăвӗсене хускатаççӗ. Çав хушăрах авалтан килекен халăхăн ăслăлăхне, кăмăл-сипет йăлисене палăртаççӗ. Вуласа пынă май кашниех хăйне валли ырă сӗнӳ-канаш тупма пултарӗ.
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Рита Арти çыравçăпа тӗл пулма эпӗ яланах хавас. Вăл – «Чăваш хӗрарăмӗ» хаçатăн тӗп редакторӗ. Çирӗм çул ытла манăн сăвăсемпе шӳтлӗ монологсем, поэмăсемпе пьесăсем çак асамлă хаçатра тухса тăраççӗ. «Эсир мӗн çырнине халăх юратса вулать», – тесе хавхалантарса тăрать вăл мана, татах та нумайрах çырма хистет. Тавах ăна.
– Пурнăç девизӗ.
– Манăн девиз – Тăван çӗршывшăн, халăхшăн тăрăшса ӗçлесси. Уйрăмах – ачасене тӗрӗс воспитани парса ӳстересси. Çавăнпа та юмах-пьесăсенче вӗсене ырă та таса чунлă пулма хистекен сăнарсем туптаса лайăхпа лайăх мара тӗрӗс уйăрса илме пулăшатăп.
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Пур хайлава та çырса пӗтерсен е Чăвашрадио валли хатӗрленӗ инсценировкăсене эфира кăлариччен эпӗ чи малтан Галина Витальевна Вастрюковăна паллаштаратăп, мӗншӗн тесен унăн сӗнӗвӗ пур енӗпе те маншăн çав тери пысăк пӗлтерӗшлӗ. Мана çапла чун-чӗререн пулăшса тăнăшăн тавтапуç ăна.

Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Чăваш кӗнеке издательствин архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев