Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

«ЮТУБРА» 100 ЫТЛА ЧӖЛХЕ, ЧĂВАШЛИ ТЕ ПУЛМАЛЛА

Чӑваш чӗлхи пӑлхар ушкӑнне кӗрекен пӗртен-пӗр чӗрӗ чӗлхе пулнипе мана интереслентерет. Лингвистика енчен вăл тӗрӗк чӗлхисенчен чи пӗлтерӗшли.

Иртсе пыракан çур çула пӗтӗмлетес-тӗк, пысăк пулăмсенчен пандемие кăна асăнни тӗрӗс мар. Савăнмалли те, савăнтараканни те çителӗклӗ пирӗн. Февраль уйăхӗнче Николай Плотников
(Шупашкар) пуçарăвӗпе Яндекс. Куçаруçă вырăсларан чăвашла, чăвашларан вырăсла онлайн куçарма пуçларӗ. Социаллă сетьсенче чăвашла ушкăнсем, хăйсен страницисенчи постсене чăвашла çыракансем йышланчӗç. «Тарай» чăваш этно-рок ушкăнӗ (Эстони) вара хăйӗн нумай пулмасть тухнă «Эпир те маттур» альбомӗнчи юррисене YouTube канала вырăсла, эстонла, акăлчанла, итальянла тата яппунла куçарнă субтитрсемпе кăларчӗ. Чăваш юрри-кӗввипе пӗтӗм тӗнчене паллаштарма тӗллев лартнă хăйӗн ушкăнӗпе çамрăк ентешӗмӗр Александр Айдаров (аса
илтеретпӗр, унăн йăх тымарӗсем Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрелӗнчен). Сăмах май, патшалăх ансамблӗсемсӗр пуçне ку ӗçе чăваш юрăçисенчен хальччен никамах та пурнăçламанччӗ-ха. К.Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнипе тӳр килнӗ çак хыпара асăрхамасăр хăварас темерӗмӗр. Çавăнпа Александр Айдаровпа тата «Эпир те маттур» альбома яппунла куçарнă Юто Хисиямăпа
интернет урлă çыхăнтăмăр:

– Александр, эсир чăваш юрăçисене тахçанах тӗнче шайӗнче шухăшлама сӗнетӗр. YouTube каналта тӗрлӗ чӗлхеллӗ контент тума май пуррине кăтартнă хыççăн, тен, илтӗç. Эсир юррăрсене тата мӗнле чӗлхесене куçарасшăн?
– Пирӗн тӗллев YouTube каналти чӗлхесемпе усă курса чăваш юрри-кӗввине ытти халăхсем патне çитересси. Телее, кăна пурнăçлама YouTube питӗ лайăх мелсем парать.Тӗслӗхрен,тӗрӗк
чӗлхи пулнă май, «Тарай» юррисене ытти тӗрӗк чӗлхисене: турккăлла, кăркăсла,узбекла, тутарла, пушкăртла куçарас тетпӗр. «Тарай» чăвашла юрлакан ушкăн, пирӗн юрăсем тӗнчере пулччăр тесе эпир тӗрлӗ чӗлхеллӗ контент тăватпăр. Пирӗн акăлчанла юрламалла мар, яппунла юрламалла
мар. Урăх чӗлхепе субтитрсем, текстсем çыратпăр. Енчен те урăх чӗлхепе субтитрсем, юрра ăнлантаракан текст пулсан, YouTube хăйех юрăсене çынсем патне çитерет. Юрăсене икӗ мелпе куçарма пулать: пӗрремӗшӗ чи ансат, подстрочный текенни тата поэзи чӗлхи. Паянхи кун юрăсене поэзи чӗлхипе эстонла куçартăм. Урăхла каласан, ку юрламалăх текст. Ыттисем пӗрремӗш мелпе куçарнисем. Вӗсем оригинала çывăх, чăвашла юрăсене итлесе мӗн çинчен юрланине лайăх ăнланма пулать. YouTube каналта 100 ытла чӗлхе, унта чăваш чӗлхи те пулмалла. Мӗнле майпа – пӗлместӗп. Анчах та кăмăл пулсан тума пултаратпăр. Ман шутпа, чăваш культуришӗн YouTube чӗлхи питӗ пӗлтерӗшлӗ, эпир чăвашла контент туса, куçарса парса халăхсене чăваш культурипе паллаштаратпăр. Эпир «Тарай» ушкăнпа çак тӗллев патне талпăнатпăр.


– Юто, пирӗн вулакан сана студент чухнех пӗлет. Хальхи вăхăтра Токиори Халăхсем
хушшинчи тӗпчев университетӗнче ӗçлетӗн, хăв вӗрентекен. Студентсене мӗн вӗрентетӗн? Пысăк тӗпчев ӗçне те пуçăнтăн-и?

– Халь, çурхи семестрта студентсене диплом ӗçӗ çырма пулӑшатӑп. Кӗрхи семестрта
тутар чӗлхине вӗренетӗп. Кӗркуннее хӗлле доктор диссертацинехӳтӗлеме шут тытатӑп.
– Пандемие пула кăна онлайн мелӗпе ӗçлетӗн-и е сирӗн çӗршывра
хăнăхнă пулăм ку?

– Пандемие пула кӑна. Пирӗн çӗршывра вӑл хӑнӑхнӑ пулӑм мар. Мӗншӗн тесен Японире ваттисем
нумай. Вӗсенчен нумайӑшӗ çӗнӗлӗхе йышӑнаймаççӗ е йышӑнасшӑн мар.
– СОVID-19 сарăласран килте лармалли вăхăтпа эсир пирӗн ентешпе, Александр Айдаровпа,
ăнăçлă усă курнине пӗлтӗмӗр. «Тарай» ушкăнăн «Эпир те маттур» альбомӗн юррисене яппунла куçарнă. Халӗ YouTube каналта яппун чӗлхипе çырнăсубтитрлă чăваш юррисем тепур. Хăвăн çывăх юлташусене итлеттерсе пăхрăн-и, мӗнле хаклаççӗ вӗсем чăваш юрри-кӗввине?

– Чи малтан, çывӑх юлташӑм Мидзуки Сакурамана итлеме сӗнтӗм. Вӑл та хӑш чухне чӑваш
юррисене итлет, çак альбом ӑна та килӗшнӗ иккен. Шел, твиттерта çак альбом пирки эпӗ çырнӑ хыпара никам та вуламан тенӗ пекех. Ман шутпа, вӑл питӗ паха альбом. Нумайрах çын итлесенччӗ.
– Чăвашла пӗрремӗш куçару- и ку санăн е тата та пур? Сăмах май, «Нарспи» поэмăна
(ăна 15 чӗлхене куçарнă) вуланă-и, ăна яппунла куçарас кăмăл çук-и?

– Пӗрремӗш куçару мар. Эпӗ 1-2 çул ӗнтӗ хамӑн сайтра, чӑвашла хыпарсене яппунла куçаратӑп (тутарла тата пушкӑртла хыпарсене те). Манӑн сайт: https://middlevolganews. blogspot.com. Тата, ман ӑслӑлӑх ертӳçи Синдзиро Кадзама чӑваш ялӗсенче пулса, вырӑнти калаçӑва диктофон çине çырса
илнӗччӗ. Эпир унпа пӗрле иккӗн çав текстсене яппунла куçарса пыратпӑр. Ку ӗҫ те 1-2 ҫул каялла
пуçланнӑччӗ. Темиçе уйӑхран çак текстсен пуххи кӗнеке пулса тухӗ. «Нарспи» поэмӑна вуламан.  Мана литература хайлавӗсене вуласа ӑнланма йывӑртарах-ха. Чӑваш чӗлхине лайӑхрах пӗлсен, куçарма пултарӑп тесе шанатӑп.
– Пӗр интервьюра юлташусемпе пӗрле темиçе çул каяллах яппун çыннисене тутар чӗлхипе,
культурипе паллаштарас тӗллевпе сайт туни пирки каланăччӗ.

– Çак сайта эпир икӗ юлташпа виççӗн ертсе пыратпӑр. Анчах юлашки вӑхӑтра çӗнӗ пост çырмастпӑр. Мӗншӗн тесен, пирӗн кӗнеке тухнӑ. Çак кӗнекере нумайрах информаци, сӑнӳкерчӗксем пур. Халь эпир юлташӑм Мидзукипе пӗрле çӗнӗ кӗнеке, тутар чӗлхин вӗренӳ кӗнекине çыратпӑр.
– Маларах тăван яппун чӗлхисӗр пуçне акăлчанла, турккăлла, тутарла, пушкăртла, чăвашла
пӗлнине асăннăччӗ. Хăв тӗллӗн вӗреннисен шутне юлашки вăхăтра тата та чӗлхесем хушăнчӗç-
и? Сайтра халӗ тутар чӗлхисӗр пуçне ыттисемпе те паллаштаратăн-и? (Тӗслӗхрен, чăвашсем çинчен мӗн каласа паратăн?)

– Юлашки вӑхӑтра ытти чӗлхесене вӗренместӗп. Маншăн чи интересли – Атӑлçи тӑрӑхӗнчи чӗлхесем. Çавӑнпа пуласлӑхра унти финн-угор чӗлхисене вӗренме кӑмӑл пур. Яппунсене чӑвашсемпе паллаштарас тесе сайт уçма уçнӑ-ха, анчах хальлӗхе ним те çырман. Çителӗклӗ
информаци тата сӑнӳкерчӗксем пухсан, постсем çырас килет. Чӑвашсем пирки сайт: https://
chv-inform-atalan.blogspot.com.
– Тӗрӗк тӗнчипе эсӗ чи малтан турккă чӗлхи урлă паллашнă, унтан хăв тӗллӗнех тутарла,
пушкăртла вӗреннӗ. Чăваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхисенчен чи малтан уйрăлса тухнăран фонетики те, грамматики те уйрăмрах. Мӗншӗн чăвашла та вӗренес терӗн?

– Чăваш чӗлхине вӗренес шухăш 2016 тата 2018 çулсенче çуралнӑччӗ. 2016 çулта Шупашкарта пулса курнӑ хыççӑн чӑвашла вӗренес килнӗччӗ, анчах пулаймарӗ. 2018 çулта Синдзиро Кадзама витӗмӗпе
каллех чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланма пуçларăм. Чӑваш чӗлхи пӑлхар ушкӑнне кӗрекен пӗртен-пӗр чӗрӗ чӗлхе пулни мана интереслентерет. Çавӑнпа вӗренсе пӑхас терӗм.
– Сан шутупа, мӗнлерех вăл пирӗн чăваш чӗлхи?

– Хӑйне евӗрлӗ, илӗртӳллӗ чӗлхе. Лингвистика енчен, тӗрӗк чӗлхисенчен чи пӗлтерӗшли.
– Эсӗ ют чӗлхене вӗренессине грамматикăран пуçланине, ку е вăл сăмаха мӗнле каламаллине радио-телевидени итлесе вӗреннине каланăччӗ. Хăв çырнисене вуласан пӗрре те пирӗн хальхи радио-телевидени тăрăх кăна вӗренетӗн пек туйăнмасть. Мӗншӗн тесен чăвашла вӗренессинче çитӗнӳсем пысăк санăн, кăна эпӗ хам филолог пулнăран калатăп.
– Тавтапуç. Ман шутпа, кашни кун радио итлени питӗ пӗлтерӗшлӗ. Паллах, ытти
мелсемпе те усӑ курса чӑвашла вӗренетӗп. Эпӗ хам та филолог пулнӑран, филологсем валли
ӑсчахсем çырнӑ грамматикăсене вуласа, чӗлхе системине лайӑх ӑнланма тӑрӑшатӑп.
– Тутар грамматикине нимӗç чӗлхипе çырнă кӗнеке тăрăх вӗреннине пӗлетпӗр. Чăваш чӗлхипе те çакнашкал йывăрлăхсем пулчӗç-и е пулăшакансем тупăнчӗç?
– Йывӑрлӑхсем нумай пулман. Мӗншӗн тесен халь интернет самани. Çавӑнта кирек мӗн те тупма пулать. Уйрӑмах «Электронлӑ сӑмахсар» сайчӗ питӗ пулӑшрӗ, халь те пулӑшать. Çак сайтсӑр чӑвашла вӗренейместӗп тесен те юрать.
– Хăйсем тӗллӗн чăвашла вӗренес кăмăллисене мӗнле сӗнӳ панă пулăттăн? Мӗнрен пуçламалла вӗсен?
– Кӑмӑл, кӑсӑк пулсан кăна вӗренме пулать тесе шутлатӑп. Анчах, материалсем çителӗклӗ
мар. Ачасемшӗн ,çамрӑксемшӗн, интернетра чӑвашла кӑсӑклӑ материалсем пулмалла.
– Яппун чӗлхине сыхласа хăварас ыйту тăмасть сирӗн, мӗншӗн тесен пӗр патшалăх
чӗлхи кăна. Пирӗн, чăвашсен, урăхларах лару-тăру. Нумайăшӗ кирлӗ мар тесе шутлать. Сана акă, тӗрӗк чӗлхисене пӗлни мӗнле пулăшать? Усă куратăн-и вӗсемпе?

– Шел. Чӑваш чӗлхи çухални тӗрӗк чӗлхисен çурри çухалнипе тан. Хакне пӗлсенччӗ.
Тӗрӗк чӗлхисем ман пурнӑçра пысӑк вырӑн йышӑнаççӗ. Турккӑ чӗлхипе ӗçре усӑ куратӑп. Тутар
чӗлхи çинчен наука ӗçӗсене, кӗнекесем çыратӑп. Чӑваш чӗлхипе Синдзиро Кадзамапа
пӗрле ӗçлетпӗр...
– Юто, эсӗ Токиора Ют чӗлхесен университечӗн турккă уйрăмне, ХФУри тутар факультетне пӗтернӗ, аспирантурăран вӗренсе тухнă, диссертаци çырнă. Тутар кухнине те алла илтӗн тесен йăнăшмăп, чак-чак та, вак бэлишпа ӗçпăçмак та пӗçерме пӗлетӗн. Тӗрӗк чӗлхисен ушкăнӗ çинчен пӗлменни тата мӗн пур, мӗнле плансем санăн?
– Пӗлменнисем питӗ нумай. Маншăн чи интересли – Атӑлçи тӑрӑхӗнчи виçӗ тӗрӗк чӗлхи: чӑваш, тутар тата пушкӑрт. Çак чӗлхесен хушшинчи пӗрпеклӗхсене, уйрӑмлӑхсене кăтартма тăрăшса пăхас килет. Пуласлӑхра, тепӗр хут Чӑваш Енре пулса чӑваш апачӗсене тутанса пăхасчӗ.
– Тавах калаçушăн.
(Юто Хисияма архивӗнчи сăнӳкерчӗк. Юлия Овчинникова ӳкерчӗкӗ).
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев