Дмитрий НИКИТИН: «ШУРĂ ТИГРСЕН» КОМПЛЕКЧӖ – АЛĂРА!»
«Пурçăн çулта» трассăсен тӗрлӗ енлӗхӗ, ландшафтсем час-час улшăнни кăмăла каять. Хальхинче Монголи çеçенхирӗсем тăрăх вӗçтерсе пыни уйрăмах килӗшрӗ. Нихăш ăмăртура та эпир çакăн пек нумай вăхăт хушши чи пысăк хăвăртлăхпа пыман (тиевлӗ машинăсен чи пысăк хăвăртлăхӗ сехете 140 километртан иртмелле мар). Кунта вара ятарлă участоксен 50 процентне çакăн пек хăвăртлăхпа тухма тиврӗ. Машинăсен шанчăклăхне тӗрӗслеме çав тери аван кун пек çулсем.
Ытларикун, июлӗн 16-мӗшӗнче, ирех ырă хыпар пӗлтӗмӗр: Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда «Пурçăн çул – 2019» Халăхсен хушшинчи ралли-марафонра çӗнтернӗ. Грузовиксен хушшинче подиумăн виçӗ картлашкине те – акă ӗнтӗ миçе çул харăс – пирӗн ентешсем йышăннă: 1-мӗш – Антон Шибалов, 2-мӗш – Андрей Каргинов, 3-мӗш – Айрат Мардеев. Тутарстанра туса кăларакан автомобильсем чи хăватлипе çирӗппине, çӳлерех асăннă командăн спортсменӗсем чи пултаруллипе тавçăруллине ентешӗмӗрсем тепӗр хут çирӗплетсе пачӗç.
Июлӗн 6-16-мӗшӗсенче Раççей, Монголи тата Китай территорийӗсенче иртнӗ раллие «КАМАЗ-мастерăн» тăватă экипажӗ хутшăнчӗ кăçал. Палăртса хăвармалла, Сергей Куприянов та чи вăйлă пилӗк экипаж шутне кӗнӗ, унран Ван ден Бринк (Рено) голландец кăна иртсе кайма пултарнă.
Вунă тапхăртан тăнă марафонра Раççей команди яланхи пекех пӗтӗм теветкеллӗхе шута илсе, тӗплӗн шухăшласа, кирлӗ çӗрте хăвăртлăха ӳстерсе, тепӗр чух пысăк асăрханулăхпа ăмăртрӗ. Раллие йӗркелекенсем çулсерен интереслӗ маршрутсем хатӗрлеççӗ, кăçал та никама та кичем пулмарӗ: пушхирсем витӗр те, хăйăр кӗрчӗсем урлă та, çивӗч чуллă çулсăр-мӗнсӗр хирсем тăрăх та, çырма-çатра урлă та ăмăртма тиврӗ. 8-мӗш тапхăра çитиччен пирӗннисен тӗп тупăшуçи белорус командинчи Сергей Вязович экипажӗччӗ. Анчах умра икӗ тапхăр юлсан белоруссен машини çаврăнса ӳксе малалла ăмăртма юрăхсăр пулнипе гонкăран тухса ӳкрӗ. Çавна кура «КАМАЗ-мастерăн» экипажӗсем хăйсен позицийӗсене тата та çирӗплетрӗç, генеральнăй зачетра малтанхи виçӗ вырăна ыттисене самай кая хăварса йышăнма пултарчӗç.
«КАМАЗ-мастер» командăра чăвашсем те пуррине «Сувар» хаçата вулакансем аван пӗлеççӗ. Вӗсенчен пӗри – Дмитрий Никитин. Аксу районӗнче çуралса ӳснӗ Ирина Сайдулловнăпа (Кӗçӗн Акташран) Николай Владимирович (Емелькинăран) Никитинсен ывăлӗ вăл. Юлашки пилӗк çулта команда йышӗнче халăхсен хушшинчи раллисене хутшăнса кашнинчех малти вырăнсемпе таврăнать ентешӗмӗр. Ак, хальхинче те вăл Антон Шибалов экипажӗн штурманӗччӗ, «Пурçăн çулта» пуçласа чи çӳллӗ картлашка çине хăпарма тивӗçрӗ.
Ралли вӗçленсенех Дмитрийпе çыхăнтăмăр, пысăк çӗнтерӳпе саламланă май ралли пирки ыйтса пӗлтӗмӗр.
– Дмитрий, кăçалхи «Пурçăн çул» еплерех иртрӗ? Йӗркелӳçӗсем мӗн çӗнни хатӗрленӗ?
– «Пурçăн çулта» мана трассăсен тӗрлӗ енлӗхӗ, ландшафтсем час-час улшăнни кăмăла каять. Хальхинче Монголи çеçенхирӗсем тăрăх вӗçтерсе пыни уйрăмах килӗшрӗ. Нихăш ăмăртура та эпир çакăн пек нумай вăхăт хушши чи пысăк хăвăртлăхпа пыман (тиевлӗ машинăсен чи пысăк хăвăртлăхӗ сехете 140 километртан иртмелле мар). Кунта вара ятарлă участоксен 50 процентне çакăн пек хăвăртлăхпа тухма тиврӗ. Машинăсен шанчăклăхне тӗрӗслеме çав тери аван кун пек çулсем.
– Раллисене хутшăнакансене нихçан та çăмăл мар. Сирӗн экипаж мӗнле йывăрлăхсемпе тӗл пулчӗ?
– Телее, ку хутӗнче пысăк йывăрлăхсемпе аптрамарăмăр. Шăтнă урапасене кăна чарăнса улăштарма тиврӗ. Команда, республика, çӗршыв умӗнчи пысăк яваплăха туйни чи йывăрриччӗ-тӗр пирӗншӗн. Ăмăртăвăн малтанхи çурринче турнир таблицинче чи малта эпир марччӗ вӗт... Анчах та эпир машинăсем хăватлине, хамăрăн опыт пысăккине пӗлетпӗр вӗт, çавăнпа çӗнтерес туйăм пӗрре те пăрахмарӗ пире. Халӗ манăн «Пурçăн çулăн» тӗп кубокӗн – «Шурă тигрăн» – тулли комплекчӗ пур коллекцире (Дмитрий 2017 çулта «Пурçăн çул» раллире 2-мӗш, 2018 çулта – 3-мӗш вырăнсем йышăннă, икӗ хутӗнче те Антон Шибалов экипажӗнче. – В.А.).
– Çӗнтерӳ хăвăр аллăртине хăçан туйса илтӗр: Сергей Вязович гонкăран тухса ӳксен е финиш линийӗ урлă каçсан çеç?
– Алла ӗмӗтленнӗ кубоксене тытсан кăна туйса илтӗмӗр пуль çӗнтернине... С.Вязович – вăйлă, опытлă спортсмен, анчах унпа кӗтмен ăнсăрт пулса тухрӗ. Мӗн тăвăн, спортра хуть кампа та тем те пулма пултарать. Пирӗн командăра вара автоспортăн тӗнчери чи вăйлă экипажӗсем. Çавăнпа та хальхинче хамăн командăри туссене çӗнтерме пултарни – пушшех те пысăк çитӗнӳ.
– Эсӗ ăмăртуран ăмăртăва штурман опытне çирӗплетсе пыратăн. Хальхинче чи кăткăсси мӗн пулчӗ?
– Кашни штурманшăн тӗп тӗллев – тӗрӗс çул тупасси, гонкăна йӗркелекенсем хатӗрленӗ навигаци вăрттăнлăхӗсене хăвăрт ăнкарса илсе экипажа часрах финиша илсе çитересси. Монголире çулсем çав тери нумай. Йăнăш çул суйласа илсен кирлӗ çултан самай аякка кайса хаклă вăхăта ним мар çухатма пулать. Гоби пушхирӗн хăйăрӗ урлă иртесси те çăмăл мар, çапах та кунта пилотран та нумай килет ӗнтӗ.
– Подиумăн картлашкисене пӗтӗмпех, акă ӗнтӗ миçемӗш çул, сирӗн команда йышăнать. Сан шутупа, çӗнтерме сире мӗн пулăшать: опыт, пӗрлӗхлӗх е шанчăклă техника?
– Эсир асăннă пахалăхсенчен кашниех çӗнтерӳ патне çитмелли шанăç. Тепӗр тӗп япала вăл – пирӗн командăра кашни вак-тӗвек çине тимлӗх уйăрма хăнăхнă. Çакна эпӗ хамăн çемьере те йăлана кӗртме тăрăшатăп. Пӗчӗк проблемăсене те шута илсе вăхăтра татса пани – кӗтменлӗхсем сиксе тухасран упрать, ман шутпа.
– Çӗнтерӗве хальхинче кама халалларăн?
– Ăмăртăвăн финишӗ эпир мăшăрпа пӗрлешнӗ кунпа пӗр килчӗ кăçал. Тăхăр çул каялла çемье çавăртăмăр эпир. Çавăнпа та ылтăн кубока юратнă мăшăрăма Надьăна халаллатăп.
Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев