1231-мӗш полк. Герыч
Донбасс халăхне хӳтӗлесе пуç хунă мотострелоксен 1231-мӗш полкӗн салтакӗсене асăнса 2023 çулхи ноябрь уйăхӗнче Донецк çывăхӗнчи Комсомольское хулинче уçнă Астăвăм аллейинче халӗ Тутарстанран ятарласа илсе кайнă хурăнсем ӳсеççӗ. Салтаксем хăйсен вăйӗпе унта палăк лартнă. Юнашарах хурлăхлă стенд та пур, ун çинчен 1231-мӗш полкăн 82 паттăрӗ тимлӗн сăнаса пăхать, вӗсен йышӗнче Элмет районӗнчи Патраклă ялӗн мăнукӗ, Герыч позывнойлă чăваш ачи Анатолий Геннадиевич Ильдуков сержант та.
Тутарстанăн «Алга», «Тимӗр» батальонӗсен историйӗ ятарлă çар операцийӗнчен пуçланать пулсан, 1231-мӗш полкăн историйӗ тарăн. Ăна 1941 çулхи сентябрь-октябрь уйăхӗсенче, Мускава хӳтӗленӗ вăхăтра, Челябинск çывăхӗнчи Чебаркульти 371-мӗш стрелоксен дивизийӗн никӗсӗнче йӗркеленӗ. Хӗвеланăç фрончӗн йышӗнче Мускавран пуçласа Ржева çитнӗ, Неман юханшывӗ урлă каçнă, Вильнюса илнӗ вăл. Вăрçă чарăнсан 1946 çулта салатса янă. 75 çул иртнӗ хыççăн, 2021 çулта Атăлçи çар округӗнчи пилӗк регион (Тутарстан, Чăваш Ен, Марий Эл, Удмурти, Пушкăртстан) резервисчӗсен сборӗсем валли çӗнӗрен йӗркелеме йышăннă, дислокаци вырăнне вара Хусана суйланă.
Резервист-салтаксен шучӗпе малтанласа полках пулайман-ха вăл, батальон пек кăна, çакнашкал подразделенисен йăлипе вăл та «Барс» ятпа хисепленнӗ. 2022 çулта йыша тулли мар мобилизаципе килнӗ тутарстансем кӗнӗ хыççăн полк историйӗн çӗнӗ страници пуçланнă.
Резервист-разведчик
Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан резервистсене хатӗрлес ӗç малаллах тăсăлнă. Анатолий Ильдуков та акă 2022 çулхине сентябрь уйăхӗн пуçламăшӗнче Хусанта сборта пулнă-ха. «2021 çулхине ноябрьте Толя виçӗ эрне Ульяновскра переподготовка иртрӗ. Вăрçă пуçлансан ăна хăвармассине сиссе икӗ эрне куç хупаймарăм. «Анне, çук, пире унта ямаççӗ», – лăплантарчӗ хăй. Тӗрӗс те, мобилизаци пуçлансан вӗсене тӳрех илнӗ. Кун çинчен кине Ольăна телефонпа каланă вăл. Хут ӗçӗсене пӗтерме, ӗçре заявлени çырма тесе икӗ куна кăна киле килсе кайрӗ. Виççӗмӗш кунхине Элметри çар комиссариатӗнчен илсе кайрӗç. Хăш-пӗрисем ывăлӗсене салтака пӗрре те ăсатман, эпӗ пӗр ывăлăма та çар комиссариатӗнченех виçӗ хутчен ăсатрăм...» – аса илчӗ çав вăхăта амăшӗ Ирина Ивановна Ильдукова.
Асли хӗр пулнипе иккӗмӗшӗ ывăл, тӗпкӗч, çуралсан (1982 çулхи январӗн 27-мӗшӗ) питӗ савăннă Ирина Ивановнăпа Геннадий Тудимирович. Элметре çуралса ӳссен те Анатолий канмалли кунсене ялта, Патраклăра, ирттернӗ. Ашшӗ вилнӗ хыççăн тӗп киле вăлах пăхса тăнă.
Мӗн пӗчӗкрен пурне те пӗлме тăрăшакан ывăлӗпе йывăрлăх пулнине астумасть Ирина Ивановна. Элметри 15-мӗш шкулта 9 класс пӗтернӗ хыççăн хулари политехника техникумӗнче вӗреннӗ. Алла диплом илсен «Альметьевскнефть» НГДУ предприятире нефть уçлакан оператора ӗçе вырнаçнă кăна – 2001 çулта çара кайма вăхăчӗ çитнӗ. Ракета чаçӗн çар разведкине лекнӗ вăл, уйрăм командирӗ пулнă. Малтан Архангельск облаçӗнчи Плесецк хулинче, учебка хыççăн Нижний Тагилта, Киров облаçӗнче икӗ çул службăра тăнă. Пӗррехинче кăна аппăшне янă çырура хăйне хăвăрт реагировани ушкăнне кӗртнине асăннă. Шăп çакăнта РФ Оборона министерствипе мобилизацин резервӗнче тăма килӗшӳ тунă та Анатолий. Паллă ӗнтӗ, кун пирки çывăх тăванӗсене питех каласа та тăман. «Альметьевскнефть» НГДУ предприятире ӗçлесе тăнă хушăрах çар сборӗсемпе вӗренӗвӗсене тăтăшах çӳренине çемйин хăнăхмалли кăна юлнă. 2008 çулта, тӗслӗхрен, Оренбург облаçӗнчи Тоцкое тăрăхӗнчи пысăк сбора виçӗ уйăхлăхах кайнă. Шăп çак вăхăтра пӗрремӗш ывăлӗ Вячеслав çуралнă унăн.
«Рамильшӗн тавăрмалли пур-ха...»
Резервра юлмашкăн контракта алă пусма Анатолий Ильдукова ачаран пӗрле ӳснӗ юлташӗ Рамиль Шафигуллин Чечняра пуç хуни витӗм паман мар-тăр. «СВО пуçланиччен пӗр-икӗ çул маларах та пулчӗ-тӗр ку, машинăпа пыратпăр, кӗтмен-туман çӗртен: «Рамильшӗн тавăрмалли пур-ха ман», – тесе хучӗ. Çавăн чухнех чунӗ сисрӗ-ши хăйӗн?..» – тăсăлать малалла калаçу.
Ача садӗнченех уйрăлми тусӗпе Рамиль Шафигуллинпа вӗсем шкулта, техникумра пӗрле вӗреннӗ. Салтака та пӗрлех каясшăн пулнă. Анчах Анатолийӗн кардиолог заключенийӗ пулманнипе пӗр чаçе лекеймен вӗсем. Рамиле – Волгограда, Анатолие Плесецка илсе кайнă. «Ноябрь уйăхӗ. Сивӗ. Шăнаççӗ-тӗр ӗнтӗ тетӗп. Сăнӳкерчӗк ярса пачӗ. Мăйӗсем çап-çара хăйсен, хыçалта тем çӳллӗш юр кӗрчӗсем курăнаççӗ. Рамилӗн амăшӗ Алсу килнӗ те сăнӳкерчӗк пăхатпăр: «Мӗнле шел вӗт-ха Толике, пирӗн Рамиль ăшă çӗре лекрӗ хăть», – тет. «Волгограда лекнишӗн те савăнмаллиех çук-ха, Чечня инçе мар», – пуçа кӗчӗ шухăш. Ун чух Чечняра вăрçă пыратчӗ-ха. Çапла пулса тухрӗ те. Рамиль амăшӗсене пӗлтермесӗрех контракт çырса Чечняна кайнă иккен. 22-ре пуç хучӗ ача. Халь шутлатăп та кардиолог заключенийӗ пулнă-тăк ман Толик та унтах кайса пуç хуратчӗ-тӗр. Ăна вара икӗ ача ашшӗ пулма Турри çырчӗ-тӗр. Пӗрремӗш арăмӗпе юратсах пӗрлешрӗç пек, тем пулчӗ, çичӗ çул пурăннă хыççăн уйрăлчӗç. Ольга – унăн иккӗмӗш арăмӗ. Çичӗ çултан тин, 2022 çулхи май уйăхӗнче, тепӗр ывăлӗ Лев çуралчӗ. Ӳсет, тăваттă тултарать кăçал. Асли Вячеслав 17-ре ӗнтӗ, Çырчаллинче вӗренет, ашшӗ пекех çӳллӗ те илемлӗ вăл пирӗн, килсе çӳрет, амăшӗпе те телефонпа калаçсах тăратпăр», – мăнукӗсенче ывăлне курма май пурришӗн чунне лăплантарать салтак амăшӗ.
Донбасра
Пилӗк регион резервисчӗсемпе Тутарстан мобилизованнăйӗсенчен тăракан 1231-мӗш полка виçӗ уйăха яхăн Хусанта хатӗрленӗ хыççăн декабрь уйăхӗн вӗçӗнче техники-мӗнӗпех эшелонпа СВО зонине ăсатнă. Мариуполь çывăхӗнчи сбор пунктне 2023 çулхи январь уйăхӗн 2-мӗшӗнче çитнӗ вӗсем. Шел, кунта малалла мӗн пуласса вӗсем кӗтмен. Полка ДНР çарӗн 1-мӗш çар корпусӗн 1-мӗш «Славянск» бригадин йышне (2014 çултанпа неонацистсемпе кӗрешекен, Иловайск, Донецк аэропорчӗ, Мариупольти «Азовсталь» çапăçăвӗсенче палăрнă ополченецсем) кӗртнӗ. Резервистсен çар хатӗрлӗхӗ пысăккине курах-тăр вӗсене ВСУн Авдеевка, Донецк хӗвел анăçӗ енчи вăйлă позицийӗсене штурмлакан бригадăсем çумне çирӗплетнӗ, урăхла каласан, пирӗн подразделенисене пӗтӗм Донецк фронтне салатса наступление янă: Опытное, Первомайское, Водяное, Пески, Марьинка...
«Январӗн 27-мӗшӗнче çуралнă кунӗччӗ Тольăн. Ятарласа икӗ посылка хатӗрлесе ăсатрăмăр. Посылкăсем фронта çитнине видео ӳкерсе хăйне янă-ха, аллине вара тыттарайман. Калаçса хунă вырăна волонтерсем çитнӗ тӗле ăна урăх çӗре янă. Çапла пирӗн посылкăна илеймерӗ вăл. Март уйăхӗнче отпуска таврăнмаллаччӗ...» – сасси чӗтренчӗ Ирина Ивановнан.
1231-мӗш полкăн мӗнпур подразделенийӗ ВСУ позицийӗсене февраль уйăхӗн пуçламăшӗнченех штурмлама тытăннă. 114-мӗш бригада çумне çирӗплетнӗ 1-мӗш батальон, тӗслӗхрен, Авдеевкăран çурçӗрелле вырнаçнă Верхноторецкпа Красногоровка сăрчӗсем хушшинчи кулăшла «Сиськи» ятлă вырăнти ВСУн 2014 çултанах бетонласа çирӗплетнӗ окопсемпе блиндажлă позицине штурмланине, ăна тутарстансемччен никам илейменнине полкăн «Марс» позывнойлă замполичӗ «Бизнес-онлайн» интернет-кăларăма панă интервьюра аса илет.
Паллă ӗнтӗ, штурм çухатусăр пулаймасть. Анатолий Ильдуков санитар-водитель те акă 2023 çулхи февраль уйăхӗн 10-мӗшӗнче аманнисене передовойӗнчен 8 хут илсе тухнă, 9-мӗшне кӗрсен Новосёловка поселокӗ патӗнче (шăпах Авдеевкăн çурçӗр енче вăл, замполит асăннă ялсенчен инçе мар) обстрела лексе сывă юлайман.

Мăшăрӗпе Анатолий февралӗн 9-мӗшӗнче юлашки хут çыхăнăва тухнă. Çав çапăçусенче сывă юлма шанăç çуккине чунӗ сиснӗ пекех, кӗске калаçу вăхăтӗнче ачисемпе амăшӗн халӗсем çинчен ыйтнă хыççăн: «Хуть мӗн пулсан та малалла та эп юнашар пекех пурăн», – тенӗ.
Анатолий Геннадиевич Ильдукова 2023 çулхи февралӗн 22-мӗшӗнче Элмет хулин масарӗнчи Паттăрсен аллейинче чыслăн пытарнă. Çапăçу хирӗнче паттăрлăх кăтартнăшăн Паттăрлăх орденӗпе чысланă (вилнӗ хыççăн).
Асăну Аллейи
Полкăн Варяг позывнойлă командирӗн пуçарăвӗпе 2023 çулхи ноябрь уйăхӗнче Комсомольское хулинчи асăну скверне тирпей кӗртсе салтаксем хăйсен вăйӗпе «В память о воинах 1231-го мотострелкового полка, павших за освобождение Донбасса» гранит палăк лартнă. Юнашарах çар задачисене пурнăçласа пуç хунă 82 салтакăн сăнӳкерчӗкне вырнаçтарнă хурлăхлă стенд. Вӗсене пурне те патшалăх наградисемпе наградăланă. 1-мӗш «Славянск» бригадин музейӗ те пур кунта. 1231-мӗш полкпа ытти подразделенисен историйӗпе паллаштарать вăл. Аллейăна уçнă чух хурăнсем лартса хăварнă, хунавсене ятарласа тăван Тутарстанран кӳнӗ. «Вăрçă чарăнсан Элметри салтак амăшӗсем эпир ывăлăмăрсем пуç хунă вырăнсене кайса курма ӗмӗтленетпӗр-ха», – вӗçлерӗ сăмахне салтак амăшӗ.
Сăнӳкерчӗксем Ильдуковсен çемье архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев