Алексей Волков: «Эпӗ вилсен те эсӗ пурăн...»
Кашкăр позывноя йӳнетмен чăваш каччи
2022 çулхи октябрӗн 26-мӗшӗнче тулли мар мобилизаципе ятарлă çар операцине кайнă Çӗпрел районӗнчи Кӗçӗн Аксу каччи Алексей Александрович Волков (1999 çулхи) позывной шыраса тăман, хăйӗн хушаматне чăвашлатса Кашкăр илнӗ. Мотострелоксен 430-мӗш полкӗн стрелокӗ чăнах та позывноя йӳнетмен. «Нимӗнрен те хăраман ача вăл пирӗн», – тенӗ ун пирки тăван аппăшне Наталья Мартыновăна шăнкăравланă Сарман районӗнчи Марик позывнойлă çар тусӗ. Çапăçу хирӗнче паттăрлăх кăтартнăшăн Алексей Волков рядовой «Участнику специальной военной операции», II степеньлӗ «За воинскую доблесть» медальсене тивӗçнӗ тата... Паттăрлăх орденне. Юлашки наградăна, шел те, вилнӗ хыççăн.
Ятарлă çар операцине Алексей Кӗçӗн Аксури иккӗмӗш сыпăкри Андрей Волковпа пӗрле кайнă. 430-мӗш полка пӗр ротăнах лекнӗ пӗр çулти çак икӗ каччă. Андрей – пулеметчик, Алексей – унăн пулăшуçи пулнă. Пӗрле Угледар, каярах Новоукраинка хулисене илнӗ вӗсем. «Ротăра 40 çулсенчисен хушшинче чи çамрăккисем пулнипе вӗсене çав тери упранине калатчӗ Леша. Марик маншăн атте вырăнӗнчех тетчӗ...» – сасси чӗтренчӗ салтак аппăшӗн пирӗнпе телефонпа çыхăнсан.
Ир çитӗннӗ
«Шăллăмпа иксӗмӗре пире ир çитӗнме тиврӗ. Эпӗ 21-те, Алеша 12-ре чухне анне Людмила Николаевна вилсе кайрӗ, унтан атте Александр Дмитриевич та пурнăçран уйрăлчӗ. Леша маншăн шăллăм кăна мар, ывăл вырăнӗнчехчӗ. Анне вилсен ăна пӗччен хăварас мар тесе Ульяновск хулинчи ӗçе пăрахса яла çулталăка пурăнма килтӗм. Эпӗ, атте юнашар пулсан та аннене çав тери тунсăхлатчӗ. Леша пирӗн чунра мӗн пулнине çын çинче кăтартаканни марччӗ, лăпкă ачаччӗ, ытларах хăйӗнче тытатчӗ, çав тери йывăр чух пахчана, никам курман çӗре, туха-туха йӗретчӗ. Кайран тата аттене инсульт пулчӗ, ура çине тăчӗ-ха, патакпа аран-аран çӳрекен те пулчӗ, пурпӗр пăхакансăр тăраймастчӗ, ăна Лешăн пăхма тиврӗ. Çавăнпа Анат Чакăри шкулта 9 класс пӗтернӗ хыççăн Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче çулталăк кăна вӗренейрӗ, ир ӗçлеме тытăнчӗ. Атте вилсен 18-ти шăллăма хам пата Ульяновск хулине илсе кайрăм. Пӗрлех пурăнтăмăр. Çав тери çывăхчӗ эпир. Пирӗнни пек аппăшӗпе шăллӗ хушшинчи туслăх сайра пуль паян. Кунне 5-6-шар хут шăнкăравласа калаçаттăмăр, СВОна кайиччен те», – тăсăлать малалла калаçу.
Алексей Волков ял-йыш, Анат Чакă шкулӗн коллективӗн асӗнче ырă та лăпкă, ялан пулăшма хатӗр ача пек юлӗ.
«Эпир пӗчӗккӗ чухне шкулта аслăраххисем е пӗрле вӗренекенсем кӳрентерме пăхсан Алеша пире хӳтӗлетчӗ. «Пӗчӗккисене нихăçан та ан тивӗр, вӗсем сире хирӗç тăраймаççӗ», – тетчӗ. Эдикăн амăшне, Валентина Терентьевна Волкована, шав пулăшма çӳретчӗ. Пӗррехинче мана хăйпе пулла илсе кайрӗ, лайăх вăлта туса пачӗ, пуллине перӗнме те хăратăп-ха хам. «Çыртмаççӗ вӗсем сана, ан хăра», – тесе лăплантара-лăплантара пулă тытма вӗрентрӗ», – ăшшăн аса илет тетӗшне иккӗмӗш сыпăкри йăмăкӗ Анастасия Волкова та.
«Акка, эсӗ анне вырăнӗнчех маншăн», – час-часах тав тунă мӗн пӗчӗкрен хăйпе юнашар пулма тăрăшакан тăван акăшне Леша. Унăн – аппăшӗ, аппăшӗн вăл пурри малалла пурăнма вăй панă та çак икӗ тăлăх чуна.
Района
каймалли пур-ха...
Алексей Волков ыттисем пекех вăхăт çитсен çар ретне тăнă. Наталья ăна тăванӗсемпе пӗрле 2018 çулхи июнӗн 14-мӗшӗнче салтака ăсатнă. Екатеринбургри танк çарне лексе оператор-наводчик çар специальноçне алла илнӗ. Салтакра та хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă чăваш каччи. Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçе тӳрӗ кăмăлпа пурнăçласа ырă-сывă киле таврăнать. Шупашкарти кӗперсемпе тоннельсем тăвакан «А-МОСТ» тулли мар яваплăхлă обществăна ӗçе вырнаçать. Малалла пурăн та савăн кăна, анчах...
«2022 çулхине октябрӗн 24-мӗшӗнче Алексей Шупашкартан шăнкăравлать хайхи. «Акка, района каймалла-ха ман», – тет. Атте вилнӗренпе ялти çуртра пурăнман эпир. «Мӗн тăватăн унта?» – тетӗп кăна. Ăна виçӗ хутчен те повестка панă иккен, эпир вара курман та, пӗлмен те. Района çитсен тӳрех медкомисси кăларнă. Çапла октябрӗн 26-мӗшӗнчех пуçтарса районтан Хусана ăсатрăм. Хутсем çинче темшӗн 27-мӗшӗнче кăна мобилизаципе çара илнӗ тесе çырнă. Ятарлă çар операцийӗн зонине (Донецк тăрăхӗнчи Владимировкăна. – Авт.) çитсенех хăй ăçта килнине тӳрех ăнланса унти лару-тăрăва йывăрпа хăнăхрӗ малтан. Кайран вара кӗске отпуска таврăнсан: «Акка, эпӗ сан пата канма кăна килетӗп, шухăшпа, чунпа эпӗ хамăн атьсемпе», – тетчӗ.
Тăван тăвана пăрахмасть
Иккӗмӗш сыпăкри тăванӗпе Андрей Волковпа вӗсем нихăçан та пӗр-пӗринчен уйрăлман, заданире те, блиндажра та. 2024 çулхине Андрее пӗррехинче задание унсăрах кайма тӳр килнӗ. Йывăр аманнăскере çапăçу хирӗнчех хăварма тивнине раципе илтсен Алексей пӗр шутласа тăмасăр передовойне кӗрсе кайнă та ăна шыраса тупса 6 километр хăй çинче йăтса тухнă.
«2024 çулхине Новоукраинкăна илсен малалла кайрăмăр. Хула леш енчи вăрман йăрăмӗнче çав кун çапăçăва кӗтӗмӗр. Снаряд ванчăкӗ хырăм тӗлӗнчен кӗрсе купарча шăммине лекрӗ. Юлташсем пӗрремӗш пулăшу пачӗç-ха. Аманнисем нумайăнччӗ эпир, эвакоушкăнра вара çын çитместчӗ. «Ыттисене пулăшăр, мана хăварăр. Кашкăра кăна пӗлтерӗр, килсе илет вăл мана», – сӗнтӗм вӗсене çăмăлтарах пултăр тесе. Алеша чăнах та килчӗ. Çак вăхăтра камикадзе-дронсем вӗçӗмсӗр тапăнчӗç пире. Вӗсем килме тытăнсан Алексей мана тӗмсем айне пытаратчӗ те, хăй дрона аяккинелле илсе каятчӗ. Çапла 4-5 сехет обстрел айӗнчен йывăрпа йăтса тухрӗ вăл мана. Хамăрăннисем патне çитсен те сурана çыхнисене вӗçӗмсӗр улăштарса тăчӗ, эвакоушкăнпа хир госпитальне ăсатма пултарчӗ», – каласа пачӗ Андрей Волков пирӗнпе çыхăнăва тухса. Тăванӗ пулăшнипе сывă юлайнă вăл. Паллă ӗнтӗ, кун пек йывăр аманнă хыççăн çартан кайма тивнӗ, Ульяновск хулинче пурăнать халь.
Шуса çитеймен...
«Кашни çур çултан кӗске отпуска килсе каятчӗ. СВО çинчен питех клаçмастчӗ, унта мӗн пулнине вăхăтлăха та пулсан манма тăрăшатчӗ. Эвакуаци ушкăнӗн йышӗнче аманнисемпе пуç хунисене çапăçу хирӗнчен нумай кăларнипе-ши: «Эпир пурте вилсе пӗтетпӗр пуль унта, сывă юлаймастпăр пуль», – текелеме пăхатчӗ. Эпӗ вара: «Леша, эсӗ вилсен манăн камшăн пурăнмалла?» – теттӗм.
Юлашки хутӗнче 2024 çулхине декабрӗн 31-мӗшӗнче отпуска килчӗ. Малтанхисенче юлташӗсемпе тӗл пулатчӗ, таçта та çитетчӗ. Хальхинче ман ачана улăштарса янă тейӗн, отпуск тăршшӗпех килте пулма тăрăшрӗ, çав тери лăпкăччӗ хăй. Пӗррехинче кухньăра калаçса ларатпăр, вăл мана пырса хытă-хытă ыталаса илчӗ те: «Акка, эпӗ вилсен те эсӗ пурăн, тархасшăн», – тесе хучӗ.
Лешăпа мӗн-тӗр пулсан ман чӗре тӳрех сисетчӗ. 2025 çулхине февралӗн 10-мӗшӗсенче канăçа çухатрăм. Шăллăмпа çыхăну çук та çук, икӗ эрне те иртрӗ. Командирне, çар тусӗсене çыратăп. Вӗсем пурте унпа веçех аван, заданире теççӗ. 22-мӗшӗнче çӗрле хăй тӗлӗке кӗчӗ те: «Акка, эпӗ вилтӗм», – терӗ. Пуçра мӗнле шухăш кăна явăнмасть те хам кăна аташатăп пуль терӗм-ха малтан. Тепӗр кунран каллех тӗлӗке кӗчӗ, хальхинче аттепе, аннепе пӗрле. Çакăн хыççăн ăçта кăна, кама кăна шăнкăравламарăм пуль, Путин приемнăйне, çар покуратурине те çыртăм. Февралӗн 24-мӗшӗнче каçхине хайхи Марик шăнкăравласа Леша вилнине пӗлтерчӗ», – сасси чӗтрерӗ Наташăн.
Алексей Волков февраль уйăхӗнче тепӗр салтакпа пӗрле Донецк тăрăхӗнчи Сухие Ялы юханшыв çывăхӗнче 10 кун засадăра ларнă. Ӗçме шывӗ пӗтсен вӗсене хамăрăннисем дронпа кӳрсе тăнă. Шăп çав шыва илме тухсан вӗсене ВСУсем асăрхаса пенине Наталья Мартынова каярах кăна пӗлнӗ. Юлташне уринчен, Лешăна ӳпки тӗлӗнчен амантнă иккен. «Темле сасă илтӗнчӗ те мана ураран лекрӗ, Кашкăр пӗтӗрӗнсе ӳкрӗ. Хăйне укол тунă хыççăн ура çине тăрса малалла утса кайнине курса ӗлкӗртӗм», – тесе каласа панă вăл Наташăна. Аманнă Алексей Волков хамăрăннисем патнелле шунă иккен, пулăшăва кӗтсе илеймесӗрех юнӗ юхса пӗтнипе февралӗн 21-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхе куçне хупнă.
Алексей Волкова 2025 çулхи мартăн 19-мӗшӗнче тăван Кӗçӗн Аксу ялӗнчи масара ашшӗ-амăшӗпе юнашар чыслăн пытарнă.
«Акка, эпӗ вилес пулсан хама курмасăр ан пытар, тупăк чӳречине хупланă пулсан та уçтар», – тенӗччӗ вăл. Те Турă илтнӗ, те хăй кăмăлӗ çапла пулнипе-ши, тупăк чӳречине хупламанччӗ. Сăн-пичӗ чылаяхчӗ, хăйне пӗр аяк пӗрчи çине тирпейлесе вырнаçтарнăччӗ. Ăспа ăнланатăп-ха, шăллăм çак тӗнчере урăх çук, чунпа вара пурпӗр кӗтме чарăнаймастăп...» – хуйхи калама çук пысăккипе халӗ те кăкăр туллин сывласа илеймест-ха пӗртен-пӗр тăванне çухатнă Наталья Мартынова. Алексейӗн фронтри юлташӗсемпе хушăран çыхăну тытса, ятарлă çар операцийӗнчи салтаксене тата «Хӗрлӗ Хӗресе» вăй çитнӗ таран гуманитаркăпа пулăшса чӗрине лăплантарать халӗ.
Алексейӗн пурăнмалла та пурăнмаллаччӗ-ха, кăçал июлӗн 25-мӗшӗнче 27 кăна тултармаллаччӗ вăл. Тăванӗсем каланă тăрăх, çемье çавăрас ӗмӗчӗ те пысăкчӗ, çапах та çӗр çине хăйне мӗнле миссипе янине маларах пӗлсе тăма çырман этеме. Алексей Александрович Волков та акă салтак пулса хăй пурнăçне шеллемесӗр Тăван çӗршыва хӳтӗлеме çуралнă пулнă...
Ирина КУЗЬМИНА.
Н.Мартынован архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев