«Кӗçӗн ывăлăмăр пирӗншӗн çăлтăр пекчӗ...»
Александр Львов виççӗмӗш ачи çуралнă çӗре кӗске отпуска таврăннă, питӗ шел, вăл кайсан темиçе кунранах усал хыпар килнӗ...
Сӗтел çинче сӑнӳкерчӗксен альбомӗ выртать. Çав карточкăсем çинче илемлӗ йăл кулăллă ача. Юнашарах хӗрлӗ бархат коробкăра орден, удостоверени. Вӗсен хушшинче вара пӗр ӗмӗр – ачалӑх, пӗрремӗш шӑйрӑксем тата... чӑн-чӑн паттӑрлӑх. Çав паттăрлăхпа вăл паянхи кун паттăрӗсен ретне хăйӗн ятне те çырса хăварнă.

Хӳтӗлевçӗсен мӗнпур çитӗнӗвӗсене шутласа та пӗтереймӗн. Манăн ятарлă çар операцийӗнче паттӑррăн пуç хунă нумай ачаллӑ çамрӑк атте Александр Владимирович Львов çинчен каласа парас килет.
Александр 1988 çулхи майăн 1-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче Нина Павловнăпа Владимир Александрович Львовсен нумай ачаллӑ çемйинче çуралнӑ. Ачаранах ашшӗ-амӑшӗ ывăлне ӗçе хăнăхтарнă, яваплă пулма тата çемьепе Тӑван çӗршыва юратма вӗрентнӗ. Ӳссен Саша пур енӗпе те ашшӗне пулӑшакан пулса тӑнă. Аллинче мăлатук выляса çеç тăнă унăн – тем тума та пултарнӑ маттур ача. Пултаруллӑ каччӑ тата питӗ ырӑ кӑмӑллӑ пулнă.

Ялти пуçламӑш шкула пӗтерсен малалла Саша Савгачево вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ. Ача нумай пӗлме юратнă, темпе те интересленнӗ. Ашшӗ-амӑшне тӗрлӗ ыйтусем парса кăна тăнă, вулама кăмăлланă. Вăтам шкул пӗтерсен 2005 çулта Саша Львов Чистайри ял хуçалăх техникумне вӗренме кӗнӗ. Унта вӑл питӗ лайӑх пӗлӳ кӑтартнӑ. Юлашки курсра вӗреннӗ чух Александр Львова Киров хулине куçарнă. Унта вара ăна Германие стажировкӑна кайма путевка панă. Калама çук пысӑк опыт пухнă вăл çав çулçӳревре.
Техникумран вӗренсе тухсан Саша çара кайнă. Таврӑнсан Хусанти автосервис компанине ӗçе вырнаçнӑ, кӗске вӑхӑтрах чи лайӑх ӑстасенчен пӗри пулса тăнӑ. Ырӑ та хаваслӑ кăмăллăскерӗн тусӗсемпе ӗçтешӗсен хушшинче авторитечӗ пысăк пулнă.
Пурнӑç хӑй еккипе пынӑ. Саша авланнӑ. Çамрăк çемьере Ксения ятлă хӗр, Димăпа Даниил ятлă ывăлсем çуралнă. Александр тӗлӗнмелле маттур атте пулнӑ, ачисене чун-чӗререн юратнă: вӗсене телейлӗ тӑвас тесе тем тума та хатӗр пулнӑ.
– Эпӗ Саша çут тӗнчене килнине астӑватӑп. Мӑшӑрпа иксӗмӗршӗн кӗçӗн ывăлăмăр çӑлтӑр пекчӗ... Унран чӑн-чӑн арçын ӳстерме тӑрӑшрӑмăр. Çапла пулса тухрӗ те, – каласа парать Сашăн амăшӗ Нина аппа.
2022 çулхи сентябрӗн 22-мӗшӗнче Александр Львова тулли мар мобилизаципе ятарлă çар операцине кайма повестка панă. Хусанта виçӗ уйăх вӗрентнӗ хыççăн декабрӗн 28-мӗшӗнче Украинăна илсе кайнă вӗсене.
Икӗ эрнелӗх отпуска киле 2023 çулхи август уйӑхӗнче виççӗмӗш ачи çуралнă тӗле таврӑннӑ Мирка позывнойлă паттăр. Çемйипе, ашшӗ-амăшӗпе, тăванӗсемпе пӗрле ирттернӗ савăнăçлă вăхăт сисӗнмесӗрех иртнӗ –отпуск вӗçленнӗ. Сентябрӗн 5-мӗшӗнче Александра тăванӗсем каллех ятарлă çар операцине ăсатнă.
Сентябрь уйӑхӗн пӗр шăматкунӗнче ир-ирех Львовсен çурчӗн алӑкне район ертӳçипе çар комиссарӗ килсе шакканă. Вӗсем усал хыпар пӗлтернӗ: 2023 çулхи сентябрӗн 11-мӗшӗнче кӗçӗн сержант Александр Владимирович Львов çар заданине пурнӑçланӑ чух паттăррăн пуç хунă...
Çемйипе тăванӗсемшӗн кăна мар, ял-йышшăн та ку хыпар уяр кун аçа çапнă пек пулнă. Темиçе кун каялла çеç ӑсатнӑччӗ-çке-ха Сашăна... Пирӗншӗн вӑл паттӑр. Пирӗн ял паттӑрӗ. Александр Владимирович Львова Паттăрлăх орденӗпе (вилнӗ хыççăн) чысланă.
Сашăн çемйине, тăванӗсене чуна йăпатакан, калама çук пысăк хуйха пусаракан сӑмахсем тупса калама та йывăр. Вӗсен ыратӑвӗ – пирӗн ырату. Эпир паттăр салтакăмăра Александр Львова яланах асра тытӑпӑр, унăн ячӗ ӗмӗрлӗхех ял-йыш асӗнче упранӗ.
(Станислав ЛЕОНТЬЕВ. Анат Камăри сывлăх енчен çирӗпех мар ачасен «Надежда» шкулӗ, 10-мӗш класс.Львовсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев