Сувар

г. Казань

16+
Нaши герои

Паттăрлăх орденӗн кавалерӗ

Çурçӗр флочӗн çыран çарӗсен йышӗнчи мотострелоксен 71‑мӗш дивизийӗн танк ротин командирӗ, Паттăрлăх орденӗн икӗ хутчен кавалерӗ, «Батырлар. Герои Татарстана» программăн финалисчӗ, 2020 çулта Мускаври Парада хутшăннă Татарстан позывнойлă гварди капитан Вадим Юрьевич Журавлев Пăва районӗнчи Чăваш Шуршу ялӗнчен. Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан унăн экипажӗ Харьков патӗнчи пӗрремӗш çапăçурах паттăрлăхпа палăрнă. Ентеш-офицер хальхи вăхăтра та СВО зонинче çар задачисене пурнăçлать.

Вадим Журавлев капитан çамрăк-ха, 30 çулта кăна. Апла пулсан та опытлă командир. 2018 çулта Хусанти Танк училищинчен вӗренсе тухнăскер, Мускав облаçӗнчи мотострелоксен 2‑мӗш Тамански дивизире, каярах Мурманск тăрăхӗнчи Çурçӗр флочӗн çыран çарӗсен йышӗнчи мотострелоксен 71‑мӗш дивизийӗнче службăра тăнă. Училищӗре вӗреннине практикăра çирӗплетме вăхăчӗ çителӗклӗ пулнипе-ши, 2022 çул пуçламăшӗнче Украина чиккине янă командировка черетлӗ учебка кăна маррине лайăх чухланă вăл. Çавăнпа çемйине тăван яла вăхăтра куçарса ӗлкӗрнӗ. 

Пӗрремӗш çапăçу
Хăйсен çар хатӗрлӗхӗ лайăххине пăхмасăр ятарлă çар операцийӗ хальччен курман опыт пулнине пытармасть офицер. Çавах та 2022 çулхи февраль уйăхӗнчи наступленире батальонăн тактика ушкăнне Харьков хули çывăхӗнчи пӗр ялăн вăрман йăрăмӗнчен тăшман пеме тытăнать. Ăçтан пенине хăвăрт тупса Вадим Журавлевăн экипажӗ тăшманăн «Буцефал» БТРне, пулемет расчетне тата салтакӗсене персе аркатса колоннăна малалла кайма май парать. Çак паттăрлăхшăн Вадим Журавлева çар командованийӗ пӗрремӗш Паттăрлăх орденӗпе наградăлать. 
Ятарлă çар операцине хуть мӗнле ят парсан та вăрçах вăл, эппин çухатусăр, аманусăр пулаймасть. 2022 çулхи апрель уйăхӗнче Харьков направленийӗнче ентеш-командирăн экипажӗ ракета обстрелне лекет. Ун чух Вадим ал-ураран хытă аманать, контузи илет. Госпитальсенче сипленсен каллех ятарлă çар операцине таврăнать.

Иккӗмӗш орден
2023 çулхине Луганск тăрăхӗнчи Сватово енче кăтартнă тепӗр паттăрлăхӗ уйрăм тимлӗхе тивӗç. Вăл ертсе пыракан бронеушкăн тăшмана çывăхри ялтан хăваласа ярса унта хамăр салтаксене çирӗпленме май пама задани илет. В.Журавлев капитанăн ушкăнӗ яла кӗрсе 50 – 70‑шер метртанах тăшман позицине перет. Çапла темиçе хутчен. Калама çук пысăк çухатусем тӳснӗ неонацистсен каялла чакмалли кăна юлать ун чух. Хăйне шаннă салтаксемпе техникăран пӗрне те çухатмасăр пурнăçлать задание командир çав çапăçура. Çак паттăрлăхшăн Вадим Журавлев иккӗмӗш Паттăрлăх орденне тивӗçет. Наградисем унăн тата та пур, анчах чи хакли çак икӗ орден уншăн.

Чăн-чăн арçын профессийӗ 
Чăваш Шуршура çуралса ӳснӗ çамрăк офицер çинчен эпир Пăва районӗнчи Тури Лашчи шкулне кайсан пӗлтӗмӗр. Шăп çак шкулта вӗреннӗ иккен Вадим Журавлев. Сăнӳкерчӗкӗ стенд çинче ытти СВО паттăрӗсеннипе юнашарах çакăнса тăрсан та, вӗрентекенӗсем сăмаха чăн малтан унран пуçларӗç. Вӗренӳре, 
спортра палăрнă вӗренекенӗпе тивӗçлипех мăнаçланаççӗ кунта. 
Вадим – Журавлевсен пӗртен-пӗр ачи. Атте‑анне тимлӗхӗпе юратăвне никампа пайламасăр ӳснӗскер ачаш пулмаллаччӗ пек, анчах Вадим çинчен мар ку сăмахсем. Чăн‑чăн арçын профессине суйланă вăл. Чăн та, ашшӗн витӗмӗ çук мар‑ха кунта. Мӗнпур ӗçе тӗплӗн тума шăп вăл хăнăхтарнă вӗт.
– Ашшӗ пирӗн, Юрий Алексеевич, хăй вăхăтӗнче офицера вӗренме каясшăн пулнă. Пӗчӗк чухне шăнăрӗ касăлса кача пӳрни кукăрăлса юлнипе медосмотр иртеймен. Илмен ăна çар училищине. Хăйӗн ӗмӗтне ывăлӗнче пурнăçларӗ темелле пуль. Вадим 11‑мӗш класра. Ăçта вӗренме каймалла та ăçта каймалла тет пирӗн ача. «Атя-ха Хусана кайса пăхар», – терӗ ашшӗ. Экзаменсене тытса пӗтерсен тытрăмăр та кайрăмăр Хусана. Шкулта лайăх вӗреннӗ вăл пирӗн, тăваттисем те сахалччӗ. Вадима танк училищине мӗнле кӗртсе ятăмăр, çавăнтанпа тухмарӗ вăл: вӗренсе пӗтерчӗ, авланчӗ, распределенипе малтан Мускав çывăхне кайрӗ, унтан Çурçӗре куçрӗ», – каласа парать амăшӗ Вероника Владимировна. Ачишӗн чӗри хыпса çунсан та ывăлӗ çак профессие суйланăшăн ӳкӗнмеççӗ ашшӗпе амăшӗ. Йывăр вăхăтсенче ывăлне çăмăллăхпа хӳтлӗх пама Турра кӗлтуса кашни шăнкăравне чăтăмлăн кӗтеççӗ çеç.
– Хамăр шăнкăравласа чăрмантармастпăр. Майӗ пулсан çыхăнăва хăй тухать. Хыпара ытларах кинрен пӗлсе тăратпăр, – тет Вероника Владимировна кун пирки.
Командирăн 10 экипаж
Татарстан позывнойлă капитанпа куçа‑куçăн ларса калаçма май пулаймарӗ-ха пирӗн, çапах та çак кунсенче хăй пирӗнпе фронтранах çыхăнăва тухма май тупрӗ. Тав ăна куншăн. Паллă сăлтавсене пула хальхи вăхăтра командир ăçта тата мӗнле заданисене пурнăçлани пирки çырмăпăр – вăхăт çитмен-ха. Çапах кăтартнă паттăрлăхӗсем, фронтри паянхи лару‑тăру çинчен ыйтса пӗлесех терӗмӗр. 
– Питӗ те чăрсăр хăтланнă вара эсир, – тӗлӗнетӗп 2023 çулхи çапăçура кăтартнă хăюлăхӗнчен.
– Ун чухне «птичкăсем» питех çукчӗ-ха. Халӗ танкистсене пире йывăртарах, ун чухнехи пек уççăн тухса çӳрейместпӗр. Задачăсене вăрттăн вырăнтан пурнăçлама тивет. Импровизаци вăйлă халь. Вырăнтах мӗн‑тӗр çӗннине шутласа тупма тивет, – кăтартнă паттăрлăх çинчен мар, хальхи лару‑тăру пирки калаçма тăрăшрӗ офицер. БПЛАсемпе усă курма тытăннăранпа çапăçусен тактики тӗпрен улшăнни çине пусăм турӗ. Унăн ротин те çӗнетнӗ Т‑80 БМВ танксем-ха. Хăй каланă тăрăх, вӗсем унчченхисенчен вăр-вартарах, брони çирӗпрех, тӗлтерех персен те «птичкăсемсӗр» (дронсемсӗр) ниепле те май çук. Çӗр çинчи лару-тăрăва танк прицелӗнчен кăна пăхса сăнас вăхăтсем иртнӗ халь, сывлăшран сăнани кирлӗ. БПЛАпа ӗçлекен ятарлă подразделени вӗсен те пур. 
– Хамăннипе пӗрле 10 экипаж манăн. Рота йӗркеленнӗ ӗнтӗ, салтаксем опытлă. Хампа пӗрле Мурманскра службăра тăнисем те, мобилизаципе, хăй ирӗкӗпе килнисем те пур. Кашни хăй ӗçне лайăх пӗлет. Аслăраххисем çамрăкраххисене вӗрентсе пыраççӗ, – терӗ командир хăйӗн салтакӗсем пирки. 

Ял ачи фронтра аптрамасть
Танкистшăн танк вăл çар техники кăна мар, тепӗр чух пурăнмалли вырăн та. Ку яланах çапла пулнă-ха. Танк ăшӗнче талăкӗ-талăкӗпе вăхăт ирттернӗрен кашни сантиметрӗпе кнопкине куçа хупса пӗлсе çитнӗскерсем, унтах çӗр каçма вӗреннӗ. «СВО пуçланнă вăхăтсенче эпӗ те уйăх çурă танк ăшӗнчех пурăнтăм. Халӗ йăрăрах эпир, май пулсанах блиндажсем тума тăрăшатпăр. Ял ачисем аптрамастпăр эпир», – ялта ӳснисене цивилизаци ырлăхӗсӗр пурăнма çăмăлраххине палăртрӗ капитан.
Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа 4 çул, пирӗн салтаксем йăрăрах, тимлӗрех халӗ. Уйрăмах вырăнти халăхпа. 
– Пирӗн майлисем те, хăйсеннисене кӗтекеннисем те пур кунта. Позицисене ВСУна пӗлтерсе тăраканнисем тупăнаççӗ-ха. Çамрăккисем те, ваттисем те пур вӗсен хушшинче. Çавăнпа вырăнти çынсемпе питех хутшăнмастпăр эпир. Мӗн‑тӗр сиссенех кирлӗ çӗре пӗлтеретпӗр, – вырăнти халăха шанманнине пӗлтерчӗ офицер. 

«Батырлар. Герои Татарстана» финалисчӗ
Сăмах май, Журавлев капитан командир кăна мар, замполит та. Тин кăна килнӗ салтаксемпе нумай ӗçлеме тивет. Çапах чи йывăрри фронтра ку мар‑ха – çухатăва йышăнма хăнăхма çукки.
4 çул хушшинче командир хăйӗн салтакӗсене тем пек упрасан та, çухатăвӗсем пулнах. «Ашшӗ-амăшне пӗлтерме çав тери йывăр кун пек чух», – ассăн сывларӗ ентешӗмӗр кун çинчен сăмах пуçарсан. Çавăнпа çапăçу вăхăтӗнче хăй пирки мар, салтакӗсем çинчен пăшăрханать те вăл. 
– Чи йывăр вăхăтра мӗн пулăшать сана? – ыйтмасăр пултараймарăм унран.
– Çемьепе çывăх çынсен тӗревӗ. СВО пуçланнăранпа эпӗ вӗсене тата ытларах хаклама пуçларăм... – терӗ вăл.
– Килте кам кӗтет?
– Мăшăрăм (Марина та Пăва район чăвашех, Мăкăр ялӗнчен) тата икӗ пӗчӗк хӗрӗм, 7‑ри Данелияпа 4‑ри Есения. 
Çӗнӗ 2026 çула çемьепе кӗтсе илме май пулнă хальхинче, шăпах кӗске отпуска таврăннă вăл ун чух. 
– Вадим, кала-ха, мӗнлерех унта фронтрисен кăмăлӗ, неонацистсене хирӗç тăма хал çитеет-и пирӗн?
– Пирӗн веçех йӗркеллӗ, кунта кашни хăй мӗншӗн килнине, задачине лайăх пӗлет. Вăй çитет‑и тенӗрен, çитет-ха, çитет, темиçе çула та, – пулчӗ татăклă хурав.
Пысăк опытлă офицер «Батырлар. Герои Татарстана» регионăн программине хутшăнса вӗренӳ иртме те ӗлкӗрнӗ. Влаçпа патшалăх органӗсен кадрӗсен резервӗнче тăрать вăл халь. Çартан каяс пулсан Хусана таврăнас шутлă. Анчах ку енӗпе васкамасть-ха, малтан çар задачисене пурнăçламалла, кайран куç курӗ унта кăна текелет.
– Пулас хӳтӗлевçӗсене мӗн сӗннӗ пулăттăн? 
– Тăван çӗршыва юратма, 
хаклама. Мӗншӗн тесен пире вӗсен ылмаштармалла.
Çакăн пек вӗсем паянхи кун паттăрӗсем, СВОра çӗршыв историйӗн çӗнӗ страницисене çыракансем. Вадим Юрьевич Журавлев капитана эпир çыв-
харса килекен Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗпе чӗререн саламласа çирӗп сывлăх, паттăрлăхпа хăюлăх сунатпăр.


В.Журавлевăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО Наши герои