Сувар

г. Казань

16+
Нaши герои

Сергей Петров пек паттăрсене пула эпир лӑпкӑ пурнăçпа пурăнатпăр, ӑшӑра, хӑтлӑхра çывӑратпӑр

Ырă кун пултăр, хисеплӗ «Сувар» хаçат ӗçченӗсем! Эпӗ – Станислав Леонтьев, 17 çулта. Анат Кама хулинче пурăнатăп, «Надежда» сывлăх енчен çирӗп мар ачасен шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренетӗп, мӗн пӗчӗкрен инвалид-колясочник. Кăçал пирӗн хамăрăн проекта хӳтӗлемелле. Эпӗ хамăн тăван тăрăхри – Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнчи – ятарлă çар операцине хутшăнса пуç хунă паттăрсем çинчен çырас терӗм.

Ятарлă çар операцийӗн теми акă ӗнтӗ пиллӗкмӗш çул хумхантарать пире. Кашни хăйӗн салтакне килте кӗтет, уншăн кӗлтăвать. Шел пулин те, вăрçă çухатусăр пулмасть. Çывăх çынна çухатнин ыратăвне нимпе те лăплантарма çук. Анчах та эпир паттăрсем пирки калаçма, çырма пултаратпăр вӗт-ха, çапла майпа вӗсене ялан асра тытатпăр. 

Эпӗ Саврăшпуç ялӗн виçӗ паттăрӗ – Сергей Николаевич Петров, Александр Владимирович Львов тата Алексей Александрович Петров çинчен çыртăм. Вӗсемпе вулакансене çак тата малашнехи номерсенче  паллаштарасшăн. 

Вӑрçӑ çынна улӑштарать, авать е пиçӗхтерет, мӗн-тӗр туртса илет е ун вырӑнне ытларах та парать. 

Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче çуралса ӳснӗ Сергей Пет­ров ятарлă çар операцине хăйӗн ирӗкӗпе кайнă. Петруха позывнойлă салтак çак утăма тӗплӗн шухăшласах тунă. СВО пуçланиччен заводра тăрăшнăскер Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçне мала хунă, хăйӗн çывăх çыннисем нихăçан та çав хăрушлăха ан курччăр тесе фронта кайнă. 

Вăрçа каяс шухăш пӗр ахальтен çуралман Сергейӗн. Ăна мӗн ачаран Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă аслашшӗ-кукашшӗн тӗслӗхӗпе воспитани панă. Ятарлă çар операцийӗ пуç­лансан хăйне те унта илсе каяссине малтанах пӗлнӗ-сиснӗ Сергей. Унӑн Анастасия ятлӑ хӗрӗ, ашшӗ-амӑшӗ, шӑллӗсем пур, вӗсем çинчен шухăш­ламалла, çавăнпа та вӑл айккинче юлма пултарайман. Сасартӑк мӗн те пулин сиксе тухсан Тăван çӗршыва хӳтӗлеме яланах хатӗр пулмаллине Сергей питӗ лайăх ӑнланнă.

Сергей 2024 çулхи апрель пуçламӑшӗнче контракт çине алӑ пуснӑ, тӑванӗсем вӑл ятарлă çар операцине кайнине каçхине çеç пӗлнӗ. 

Ку таранччен мирлӗ пурнăçпа пурăннăскершӗн службăн малтанхи кунӗсенче йывăрлăхсем сиксе тухнă. Чи кӑткӑссисенчен пӗри салтаксемшӗн пӗр сӑмахсӑр командирсене пӑхӑнасси, кирлӗ приказсене тавлашмасăр  пурнӑçласси пулнă. Çар тумӗ тăхăннисенчен нумайăшӗ малтанхи вăхăтра командир хушнине тӳрех пурнăçламаллине, хă­йӗн шухăшне калама юраманнине ăнланма, йышăнма пултарайман.  Анчах та вăрçăра хăйӗн йӗрки пур вӗт-ха. Сергей çирӗп дисциплина тата командирсене пăхăнни мӗн иккенне лайӑх ӑнланнӑ, мӗншӗн тесен 1992 – 1993 çулсенче Самар облаçӗнче çар ретӗнче тăнă, унта вӑл связист пулнӑ. Халӗ ун­та илнӗ пӗлӳ, хăнăхусем ăна çав тери пулăшса пынă.

Сергей Петров ачаранах питӗ ӗçчен те ырӑ кӑмӑллӑ ача пулнӑ. Вăл 1973 çулхи сентябрӗн 18-мӗшӗнче Аксу районне кӗрекен Саврăшпуç ялӗнче çуралнă. Раиса Петровнӑпа Николай Васильевич Петровсен аслă ывӑлӗ вăл. Тантӑшӗсемпе пӗрле 1980 çулта Саврăшпуçӗнчи пуçламӑш шкулӑн 1-мӗш класне кайнӑ, 5 – 9-мӗш классенче кӳршӗлле Савгачевăри вӑтам шкулта вӗреннӗ. 

Ачаранах питӗ ӗçчен пулнă Сергей, çуллахи каникул вӑхӑтӗнче вырӑнти кирпӗч заводӗнче ӗçленӗ. 7-мӗш класс хыççӑн тăван «Заря» колхозра комбайнер пулӑшаканӗнче тăрăшнӑ. Ытти нумай арçын ача пекех яланах машинӑсем патне туртӑннăскер, 9-мӗш класс хыççӑн Аксури СПТУна тракторист-машиниста вӗренме кӗнӗ. Кайран ӗçе вырнаçнă, авланнӑ, çамрăк çемьере хӗр çуралнӑ. Анат Кама хулине пурăнма куçса шина заводне ӗçе вырнаçнӑ.

Сергей – паттӑр. Паттӑрсем вара Тӑван çӗршыв хуралӗнче хӑйсене шеллемесӗр тӑраççӗ. Унта çăмăл мар, йӗри-тавра переççӗ, çӳлтен дронсем сыхлаççӗ, салтакӑн вара чӑтмалла, унсӑрӑн инкеке лекесси те инçе мар... Сергей пек паттăрсене пула эпир лӑпкӑ пурнăçпа пурăнатпăр, ӑшӑра, хӑтлӑхра çывӑратпӑр. Хӳтӗлевçӗсем вара мӗн кăна чăтмаççӗ, тепӗр чух шанăçсăр лару-тăруран та ырă-сывă тухаяççӗ... 

Анчах та пирӗн геройӑн ша­нӑç пулайман, вӑл ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче çыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Шӑллӗ, Александр, ӑна шыранӑ, анчах нимӗнле службӑран та татăклă хурав илеймен. Вилнӗ-и, аманнӑ-и е тыткӑнра – паллӑмарлӑх кашни кун тӑванӗсене асаплантарнӑ... 

Каярахпа тӑванӗн ывӑлӗ вилни пирки хыпар килнӗ. Вӗсемпе пӗрле Саша та Ростова кайнӑ. Вилнисен хушшинче тӑванӗн ывӑлне тупайман. Вӑл та хӑ­йӗн аслӑ пиччӗшӗн даннӑйӗсене вилнисен базинче тӗрӗслеме шутланă. Çемьене пысӑк хуйхă çитнӗ – Сергей Петровăн ячӗ  вилнисен базинче тупăннӑ. Саша хӑйӗн аслӑ пиччӗшне палласа илнӗ. 

Сергей Николаевич Петров 2024 çулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче Донецк Халăх Республикинчи Авдеевка хули çывӑхӗнче çар заданине  пурнӑçланӑ чухне паттӑррӑн пуç хунă. Ăна тӑван ялӗнче сентябрь  уйӑхӗнче пытарнӑ. РФ Президенчӗн Указӗпе Паттăрлăх орденӗпе (вилнӗ хыççăн) чысланӑ.

 

Станислав ЛЕОНТЬЕВ.

Анат Камăри сывлăх енчен çирӗпех мар ачасен 

«Надежда» шкулӗ, 10-мӗш класс.

А.Петров архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО Наши герои 2026 – Год воинской и трудовой доблести в Татарстане