Сувар

г. Казань

16+
Нaши герои

СВО пуçланнă чух Ялавăр каччи 20-ре кăна пулнă-ха

Георгий Логинов паттăрлăхпа хăюлăхшăн 7 наградăна тивӗçнӗ

РФ Хӗç-пăшаллă Вăйӗсен Генеральнăй штабӗн тӗп управленийӗн йышӗнче тăракан ятарлă назначенин (спецназăн) 3-мӗш уйрăм бригадин гварди кӗçӗн сержанчӗ, Гога позывнойлă Георгий Игоревич Логинов (2001 çулхи) Нурлат районӗн кăна мар, пӗтӗм Тутарстан чăвашӗсен мăнаçлăхӗ. Çулӗсене кура мар хăюллă Ялавăр ялӗн 25-ри каччи, халех кăкăр тулли награда ун. Командир-разведчик вӗсене ятарлă çар операцийӗнче пӗрремӗш кунранах чи йывăр задачăсене пурнăçласа тивӗçнӗ. 

Тольятти хулинче вырнаçнă легендарлă çак ятарлă назначенин 3-мӗш уйрăм бригадин (халăхра Спецназ ГРУ) тӗп задачи – разведка. 1966 çулта 48-мӗш разведка батальонӗн никӗсӗнче йӗркеленнӗ пулсан та историйӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинченех пырать. Çак вăхăтра вăл Хӗрлӗ Ялав, III степеньлӗ Суворов, Кутузов, Жуков орденӗсене тивӗçнӗ. Сăмах май, Кутузов орденӗпе бригадăна РФ Президенчӗ В.Путин 2023 çулхи июнӗн 14-мӗшӗнче кăна наградăланă-ха. Ятарлă çар операцийӗнче чи йывăр задачăсене хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса пурнăçланăшăн тивӗçнӗ ăна разведчиксем.

Чи çамрăкки

Хуть мӗнле çар операцийӗ разведкăран пуçланать. Спецназăн 3-мӗш уйрăм бригадин разведчикӗсемшӗн те акă Украинăри ятарлă çар операцийӗ 2022 çулхи февралӗн 24-мӗшӗнчен мар, пӗр кун маларах, 23-мӗшӗнчен пуçланнă. Чăн та, ун чухне никам та çак таранах вăрçă хускалса каясса шутламан. «Пӗрремӗш командировка вăл ман, çур çул служба хыççăн. СВО пуçланасса кам-тăр пӗлнӗ пуль, эпир пӗлмен. Пире Чернигов облаçӗн чиккине чи малтан ячӗç, килтӗмӗр те пурте пуçтарăнаççӗ. Украинăна кӗрсе Чернигов патӗнче пӗрер уйăх пек пултăмăр, унтан Изюм направленийӗнче пӗр-икӗ уйăх ӗçлерӗмӗр, кайран Луганск, Донецк... Малтан нимӗн те ăнланмалла марччӗ. Кайран ăна ăçта мӗн пуррине, тактикăна лайăх пӗлсе çитетӗн», – ятарлă çар операцийӗ мӗнле пуçланнине каласа парать çамрăк ентешӗмӗр.

Георгий Логинов СВО пуçланнă чух 20-ре кăна пулнă-ха, хă­йӗн разведушкăнӗнче чи çамрăкки. Тен, çакă та СВОн пӗрремӗш кунӗсенче сывă юлма пулăшнă-тăр. «Пӗрремӗш çухату Чернигов патӗнче пулчӗ пирӗн. Юханшыв, халӗ астумастăп ӗнтӗ ятне, урлă каçмаллаччӗ. Унта ушкăн командирӗ Алексей Александрович Чучменов капитан пуç хучӗ. Çав задание мана илмерӗ вăл, çамрăк, опычӗ çук терӗ пуль...» – тăсăлать малалла калаçу. 

Уйрăм командирӗн, аслă пулеметчик-разведчикăн Георгин опычӗ, тӗрӗсрех каласан, практики чăнах та сахал пулнă-ха ун чух. Çур çул маларах кăна çара килнӗ вăл. 2017 çулта Ялавăр шкулӗнче 9 класс пӗтернӗ хыççăн малалла вӗренме шăпах Самарăна кайнă. Хусанпа Самара хулисем ялтан пӗр инçӗшре вырнаçнипе кăна мар, унта пӗртăван тетӗшӗ Виктор тата юлташӗсем пуррипе çак хулана суйланă. 2021 çулта Раççей Геройӗ Е.В.Золотухин ячӗллӗ Производство оборудованийӗн сервисӗн колледжӗнче судоводителе вӗренсе тухсан çар ретне тăма вăхăчӗ çитнипе срочнăй службăна кăна каяс темен, РФ Оборона минис­терствипе 2 çула контракт çырнă. Ялавăр каччине ятарлă назначенин 3-мӗш уйрăм бригадине разведчик-пулеметчик должноçа суйласа илнӗ. Разведчик пулмашкăн чăнах та йăлт пур унăн: çирӗп хул-çурăм, спорт хăнăхăвӗ, аналитикăлла ăс. Çавăнпа çур çултах Георгий Логинов аслă пулеметчик-разведчик, уйрăм командирӗ пулса тăнă. Ялта чухнех юлташӗсем ятне кӗскетсе Гога тесе чӗннипе позывной валли урăх ят шыраман та вăл. 

Пӗрремӗш çапăçу

Гварди кӗçӗн сержант Гога хă­йӗн бригади йышӗнче фронтăн Харьков, унтан Красный Лиман направленийӗсенче, Кременная хули патӗнче, Луганскпа Донецк республикисен чиккинчи Сереб­рянка вăрманӗсенчи ВСУн вăйлă çирӗплетнӗ позицийӗсене тупса вӗсен координачӗсене хамăрăннисене пӗлтересе тăнă. Çак заданисене темиçе хутчен те ушкăн командирӗ пулса кайма та тӳр килнӗ. «Вăрмансем тăрăх эрне те, икшер эрне те çӳреме тиветчӗ. Унта хыр вăрманӗсем, хăйăрлă вырăн. Эпир фронтăн тӗрлӗ направленийӗнче ӗçлеттӗмӗр. Пӗр эрнере пӗр çӗрте, тепӗр икӗ эрнерен тепӗр çӗре куçаратчӗç. ВСУпа пӗрремӗш çывăх çапăçу 2022 çулхине май-­июнь уйăхӗсенче Северодонецк вăрманӗнче пулчӗ. Эпир, икӗ ушкăн, ВСУн позицийӗ патнех пырса тухрăмăр, вӗсем окопсенче ларатчӗç. Çапăçу пуçланчӗ. Пире унка илесшӗнччӗ – пултараймарӗç. Эпир пӗр çухатусăрах тухрăмăр. Кайран радиоперехватпа илтетпӗр, вӗсем унта 50-60 çынах иккен», – каласа парать Георгий.

Разведчикшăн вăрçăра çăмăл задани çук. Ентешӗмӗр те акă кашни задани йывăррине па­лăрт­рӗ. Çавăн пек самантсенче ха­мăрăн çӗнтерӗве шанни, килте ашшӗ-амăшӗ, çывăх тăванӗсем кӗтни вăй панă ăна. Çемйи Логиновсен пӗчӗк мар, виçӗ пӗртăван вӗсем. СВО пуçлансан Георгий пӗр уйăх çыхăнăва тухайман вăхăтра ашшӗ-амăшӗн, Игорь Сергеевичпа Марина Викторовнăн, ыйхи вӗçни каламасăрах паллă. Çавăнпа вăрçă çинчен каласа халӗ те чунӗсене ыраттарма тăрăшмасть разведчик-ывăлӗ. 

«Георгий, унта ыйхă килет-и, тӗ­лӗксем тӗлленеççӗ-и?» – тесе ыйт­сан та акă шӳте çавăрса: «Ну­май çӳретӗн, вăй нумай пӗтет, лайăх çывăран унта», – йăл кулчӗ çеç. 

7 медаль

Пӗрремӗш наградăна, «За отвагу» медале, гварди кӗçӗн сержант Луганск тăрăхӗнчи Сватово направленийӗнче пынă çапăçусенчен пӗринче тивӗçнӗ. Юнашар подразделение аманнисене сӗтӗрсе каялла чакма май панă кăна мар, пулеметран персе тăрса вӗсен позицийӗ патне ВСУ салтакӗсене пыртарман вăл. Авдеевка патӗнче ВСУ тапăнса пынă вăхăтра та вӗсене пулеметран персе пирӗн позицие йышăнма паман. Ку паттăрлăхшăн çар командованийӗ Георгий хӗресӗпе наградăланă Ялавăр каччине. Донецк Халăх Республикинчи Очеретино патӗнчи тепӗр паттăрлăхне уйрăммăн палăртмалла. Вăйлă çапăçусен вăхăтӗнче аманнă икӗ юлташне çăлма пултарнă. Малтан пӗрне çапăçу хирӗнчен йăтса тухнă, унтан тӳрех иккӗмӗшне илме кӗнӗ. Пӗтӗмпе 40 километр иртнӗ вăл ун чух. Çак паттăрлăхшăн ентешӗмӗре «За боевое отличие» медальпе наградăланă. Кунсăр пуçне Александр Суворов, «Участнику СВО», «За службу в спецназе» медальсене тата Паттăрлăх орденне тивӗçнӗ вăл. 

Тăван чӗлхе унта та пулăшать

Нурлат районӗнче ачасем вы­­рăсланса пыни çӗнӗлӗх мар, анчах мӗнпур ялтах мар иккен. Георгий Логинов та акă тăван чӗлхепех тап-таса калаçать. Разведушкăнри чăваш ачисемпе те вӗсем тăван чӗлхене манман: «Ушкăнри чăваш ачисемпе чăвашлах калаçаттăмăр эпир. Манăн командир Артем Анатольевич Чашкин лейтенант та чăвашчӗ, Чăваш Енри Патăрь­ел районӗнченччӗ вăл. Заданисене кайсан эпир унпа раципе чăвашла кăна калаçаттăмăр. Мӗн тусан лайăхрах пулассине вăл мана чăвашла калать, эпӗ атьсене куçарса паратăп», – тăван чӗлхене пӗлни фронтра мӗнле пулăшнине каласа парать Георгий Логинов. Шел, чăваш командирпа ăна 3-4 уйăх кăна пӗрле ӗçлеме тивнӗ. Артем Чашкин лейтенант паттăррăн пуç хунă. 

Эвакуацие 4 кун кӗтнӗ

2022 çултанпа мӗн чухлӗ хăру­шă заданисенче пулсан та Турри сыхланă Георгие. Темиçе хутчен кӗске отпуска киле те килсе кайнă. Анчах 2024 çулхи декабрь уйăхӗнче Донецк Халăх Республикинчи Торецк (халӗ Дзержинск) хули патӗнче, тепӗр ушкăна улăштарма кайнă чух разведчиксене ВСУ асăрхаса ӗлкӗрет. Дрон шăпах Георгин ури айне граната пăрахать. Сулахай уринчен хытă амантать вăл. Юрать-ха, юлташӗсем подвала сӗтӗрсе кайса ӗлкӗреççӗ. Икӗ çӗртен ури шăмми курăнмаллах хуçăлнăскере пӗрремӗш медицина пулăшăвӗ те параççӗ. Анчах çапăçусене пула эвакуаци тăватă кунран тин çитеет. Çак вăхăтра юн нумай çухатнисӗр пуçне сурана пула гангрена пуçланать... «Çав вăхăтра пит темех шухăшланине астумастăп. Çăласса шанăç пурччӗ. Малтан мотоциклпа пӗр яла, унтан баггипе (вездеход) тепӗр яла, кайран «Тигрпа» Макеевкăна госпитале ăсат­рӗç мана. Кунта турӗç те операци. Урана çухатасси паллăччӗ ӗнтӗ, çавăнпа шухăшпа хатӗрччӗ çакна эп. Çапла пулмаллаччӗ пуль ӗнтӗ... – аса илме йывăр пулсан та кăтартмарӗ Георгий, унтан пӗр хушă шăп тăнă хыççăн. – Тен, мана ăнчӗ те пуль-ха...» – терӗ шухăшлăн.

Малалла госпитальсем: Луганск, Ростов, Самара, вӗçӗмсӗр эмелсем, капельница.... «Ростоври госпитальте икӗ уйăх выртма, хăрах урапа хам тӗллӗн куçса çӳреме йывăрччӗ малтан. Унтан коляскăпа çӳрерӗм, кайран кос­тыльсене хăнăхрăм. Аттепе анне, юлташсем госпитале килсе кайсан вăй кӗрсе кайрӗ, кăмăл çӗкленчӗ. Патшалăх паракан протеза илес темерӗм, çавăнпа Хусанта тутартăм. Икӗ кунрах хăнăхрăм ăна, çӳретӗп ак», – терӗ вăл кун пирки яланхилле çăмăллăн, калăн йывăр суран пулман та ун. 

Çар туслăхӗ юнпа-тарпа туп­танать. Йывăр аманнă Георгий Логинов та акă 2025 çулхи май уйă­хӗнче çартан кайнă пулсан та шухăш-кăмăлпа халӗ те хă­йӗн çар юлташӗсемпе пӗрле-ха. «Атьсене, унти лайăх самантсене тунсăхлатăп. Унта вӗт пӗр окоп­ра пурăнатăн, пӗр турилккерен çиетӗн. Чăн-чăн юлташсем вӗсем нушара палăраççӗ те. Халӗ те телефонпа çыхăнсах тăратăп. Ăнланатăп-ха вӗсен вăхăчӗ çук унта, çавăнпа шăнкăравламастăп, ытларах çыратăп. Хамăр атьсем пирӗн гражданкăра та нумай, тӗл пулсах тăратпăр. Ытларах Самарăра вӗсем, Хусанта та пур», – юлта­шӗ­сем çинчен калаçма тытăнсан сăнӗ çуталчӗ çамрăк ентешӗмӗрӗн.

СВОра илнӗ опытра та лайăх енсене курма тăрăшать Георгий. «Шанчăклă юлташсем нумай ман халь, характерпа лăпкăрах, тавракурăм та анлăланчӗ», – тет. Малашлăха пысăк оптимизмпа пăхать Георгий, ыттисене те пуçа усма хушмасть: «Ялан хуйхăрмалла мар. Мӗнпе-тӗр йăпанмалла, спортпа калăпăр. Чарăнмалла мар, малалла утмалла», – сӗнчӗ вăл.

Хăй вăл аслă пӗлӳ илсе Хусанта тӗпленме шутлать. Чуна çывăх професси суйлать халӗ. Çак тӗлӗшпе аслă шкулсенчен пӗрне килсе кайрӗ. «Тӗрлӗ направлени пур унта, шухăшлатăп-ха. Беспилотниксемпе, машинăсемпе çыхăннисем те пур. Чун ман çак еннелле выртать. Мӗншӗн тесен ку тема мана çывăх, вӗсенче ăнланатăп, çар опы­чӗ те пур», – терӗ çулӗсене кура мар аслă та ăслă ентешӗмӗр. Иккӗленместӗп, тӗллев лартрӗ-тӗк – пурнăçлать, урăхла пултараймасть, урăхла юрамасть.

Г.Логиновăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Теги: Наши герои