Турккăсем чăвашла вӗренеççӗ, чăвашсем манаççӗ...
(Ирина КУЗЬМИНА). Тӗлӗнмелле халăх эпир чăвашсем, çăмăллăнах хамăр чӗлхерен, культурăран, историрен пăрăнатпăр. Турцире, тӗслӗхрен, чăваш чӗлхине вӗренмелли ятарлă ушкăнсем те пур иккен, турккă çыннисем хаваспах пирӗн чӗлхене вӗренеççӗ. Тӗрӗк йăхӗнчен тухнă икӗ халăхăн чӗлхе пӗрпеклӗхӗсем нумаййипе ученăйсене интереслӗ чăваш чӗлхи. Шел, хамăр çӗршыври чăвашсем пирки капла калаймăн. Кирлӗ мар пире...
(Ирина КУЗЬМИНА). Тӗлӗнмелле халăх эпир чăвашсем, çăмăллăнах хамăр чӗлхерен, культурăран, историрен пăрăнатпăр. Турцире, тӗслӗхрен, чăваш чӗлхине вӗренмелли ятарлă ушкăнсем те пур иккен, турккă çыннисем хаваспах пирӗн чӗлхене вӗренеççӗ. Тӗрӗк йăхӗнчен тухнă икӗ халăхăн чӗлхе пӗрпеклӗхӗсем нумаййипе ученăйсене интереслӗ чăваш чӗлхи. Шел, хамăр çӗршыври чăвашсем пирки капла калаймăн. Кирлӗ мар пире тăван чӗлхе, культура та, истори те. Урăхла мӗнле ăнлантарăн-ха чăваш вырăса тухас йăла çулран çул вăйланса пынине? Пирӗн республикăра та ку проблема акуталлăхне çухатмасть. Тӗслӗхе Нурлат тăрăхне кăна илер, кунти чăвашсем вырăса тухса пыни куçкӗретех палăрать. Çамрăк ăру тăван чӗлхене питех пӗлмест, пӗлме те тăрăшмасть. Нурлат хулинче çуралса ӳснӗ чăваш хӗрӗ Александра Цыганова та акă, ашшӗ-амăшӗн чӗлхине пӗлмест. Хăй нумай çухатнине ют çӗршыва кайсан кăна ăнланни палăрать.
Александра Хусанти федераллă университетăн Халăхсем хушшинчи çыхăнусен факультетне пӗтернӗ, малалла Анкара (Турци) университетӗнче вӗренме грант çӗнсе илсен пӗр шухăшласа тăмасăр востоковед-африканист должноçне хăварса Турцие вӗренме кайнă. Кунта вăл хăйне çывăх темăна суйласа илнӗ, Турцири ӗçтешӗсемпе пӗрле Тутарстан чăвашӗсемпе Чăваш Енрисен уйрăмлăхне тӗпчет. Аспирантка нумай пулмасть тăван тăрăха информаци пуçтарма килнӗ. Унччен асăрхаман япаласем пурте интереслӗ халӗ ăна. Çав шутра тумӗ, капăрлăхӗ, культурипе кухни те.
Çак ӗçре Александра Цыгановăна ентешӗсем, вырăнти Чăваш наципе культура центрӗ хаваспах пулăшма пулнă. ЧНКЦ ертӳçи Галина Владимировна Терентьева пӗлтернӗ тăрăх, тӗпчев анлă та тӗплӗ пултăр тесе вӗсем Якуркелти фольклор ансамблӗпе пӗрле хуплу мӗнле пӗçернине, сăра мӗнле вӗретнине каласа кăна мар, кăтартсах панă. Чăвашсен ытти йăли-йӗрки çинчен те тулли информаци панă.
Александра пухнă информаципе усă курса икӗ регион чăвашӗсен уйрăмлăхне малалла Турцире тӗпчӗ. Паллах, çакăн пек пуян культурăна пӗрре килсе кайнипех тӗпчесе пӗтерме çук, çавăнпа тӗпчев ӗçне вăл çулла Нурлат тăрăхӗнчех малалла тăсма хатӗрленет. Тăван чӗлхепе çăмăллăнах хутшăнма пӗлнӗ пулсан ăна ку ӗçре самай çăмăлрах пулатчӗ те вӗт, вăхăтӗнче кам чухланă-ха малашне тăван чӗлхе те сывлăш пекех кирлӗ пулассине?
Видеосюжета http://www.tatarstan24.tv/all-news/society/405518_a_student_from_turkey_studying_chuvash_culture_in_nurlat/ ссылкăпа пăхма пулать.
Сăнӳкерчӗк http://www.tatarstan24.tv сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев