Ачан пурнăçӗ хамăртан килет
Çак кунсенче урине амантнă 10 çулхи ачана илсе пычӗç больницăна. Кирлӗ пулăшу патăмăр, ачан урине гипсласа ятăмăр. Килне кайма хатӗрленсен амăшӗ: «Ну, вçо! Малашне квадроцикл çинчен ман!» – терӗ ачине. Тӗлӗннипе чӗлхесӗр пулса лартăм. 10 çулхи ачана епле квадроциклпа ярăнма ирӗк памалла?
Массăллă хыпар хатӗрӗсенче, шел пулин те, час-часах ачасем инкеке лекни пирки вулатпăр: е çул çинче машина çапса хăварнă, е пушарта шар курнă, е шывра путнă, е чӳречерен ӳкнӗ... Çавăн пек хыпарсене лăпкăн вулама çук. Нумай чухне аслисем асăрхаса çитерейменнипе пулаççӗ ачасемпе çыхăннă инкексем. Ак, тӗслӗхрен, 2019 çулăн иккӗмӗш çур çулне кăна кӗтӗмӗр-ха, çак кун тӗлне вара чӳречерен ӳкекен ачасен шучӗ 20-пе танлашнă. Çав шутран иккӗшӗ вилнӗ, 18-шӗ аманнă.
– Ак, паян кунта киличчен пӗр сехет маларах çеç чӳречерен ӳкнӗ икӗ ачана больницăра сипленнӗ хыççăн килне ятăмăр, – терӗ «Татар-информ» информаци агентствинче ачасем инкеке лекнин ыйтăвӗсене халалласа ирттернӗ пресс-конференцире Республикăн ача-пăча клиника больницин травматологипе ортопеди уйрăмӗн заведующийӗ А.А.Глушков. – Пӗри çулталăк çурăра, 2-мӗш хутран ӳкнӗ, тепри 2 çул çурăра, 4-мӗш хутран ӳкнӗ. Чӳречерен ӳкекен ачасен ӳсӗмӗ çамрăкланса пырать, шел пулин те.
Тухтăр каланине итлесен çӳç-пуç вирелле тăрать. Мӗнле кăна йывăр аманнă пациентсемпе тӗл пулмаççӗ-çке вӗсем.
– Пирӗн больницăра оборудовани çӗнӗ йышши, пациентсенчен нумайăшне сыватма май пур. Анчах та хăш-пӗр сурансем, шел пулин те, пурнăçпа шайлашăнмаççӗ çав. Аманнă ача малалла кирлӗ пек аталанаймасть, ашшӗ-амăшӗсене çакна яланах асра тытма сӗнетӗп. Пирӗн, аслисен, упрамалла вӗсене, – терӗ Алексей Адольфович.
Пресс-конференцие хутшăннă Республикăн ача-пăча клиника больницин психологи службин заведующийӗ Л.Г.Горохова каланă тăрăх, ашшӗ-амăшӗсенчен нумайăшӗ кун пек инкек хăйсен ачипе пулмасть тесе шутлать.
– Ача вӗт вăл пысăк çын мар, унăн пуç мими аталанса çитменни пирки вăл хăйне ăçта хăрушлăх кӗтнине пӗлсе çитерме пултараймасть. «Ман ача йăлтах ăнланать. Чӳрече патне пымасть. Унта хăпарма юраманнине пӗлет вăл», – теме пăхаççӗ аслисем. Пӗрмай мӗн юранипе юраманнине ăнлантарни аван вăл, ăнлантармалла. Анчах пурпӗр куçран вӗçертмелле мар пӗчӗккисене. Ача вӗт вăл тӗнчепе паллашма юратать, ялан çӗннипе интересленет, – терӗ Лилия Гигелевна.
ТР Ача прависен енӗпе уполномоченнăйӗ Г.Л.Удачина ашшӗ-амăшне яланах «тăснă алă правилипе» пӗрлех ытти хăш-пӗр япалана асра тытма сӗнчӗ: шкул çулне çитмен ачасене килте пӗччен хăвармалла мар, нумай хутлă çуртра пурăнакансен чӳречесене ятарлă крепленисем лартса уçăлмалла мар тумалла е чӳрече уçкăчне пăрса илмелле, чӳрече çывăхне сӗтел-пукан лартмалла мар, москит сетки хӳтӗлессе шанмалла мар – вăл ача йывăрăшне чăтаймасть...
Ытти тӗрлӗ инкеке те нумай лекет ача-пăча, уйрăмах çулла. Шел пулин те, шыва кӗме кайсан путакансем кашни çулах пур. Хăвăрт куçса çӳремелли хатӗрсемпе – тӗрлӗ йышши самокатсемпе, гироскутерсемпе ярăннă чух ӳксе аманакансем те чылай-мӗн. А.А.Глушков каланă тăрăх, халь велосипед çинчен ӳксен те ӗлӗкхинчен кăткăсрах суранланаççӗ ачасем.
– Çак кунсенче урине амантнă 10 çулхи ачана илсе пычӗç больницăна, – каласа парать травматологипе ортопеди уйрăмӗн заведующийӗ. – Кирлӗ пулăшу патăмăр, ачан урине гипсласа ятăмăр. Килне кайма хатӗрленсен амăшӗ: «Ну, вçо! Малашне квадроцикл çинчен ман!» – терӗ ачине. Тӗлӗннипе чӗлхесӗр пулса лартăм. 10 çулхи ачана епле квадроциклпа ярăнма ирӗк памалла?
Чăн та, ытларах чухне ачан пурнăçӗ, сывлăхӗ хамăртан, аслисенчен, килет. Çакна манар мар, аслисем ансат правилăсене асра тытни ачасене тӗрӗс-тӗкел ӳссе çитӗнме май парӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев