Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Общество

ПАЛЛАШĂР, МАРИСЕН УЯВӖ «СЕМЫК»

Картсем (пирӗнле каласан мăчаварсем) кӗлӗ вуласа та чарăнман çумăрлă çанталăк Мари патшалăх ансамбльне хăратайман – сценарире палăртнă пекех Семыка Йошкар-Оларан инçетри ентешӗсем патне килнӗ патшалăх ансамблӗ мари юрри-ташшипе савăнтарчӗ.  

Мари халăхӗн чи пысăк уявӗ – Семык. Ăна чăвашсен Çимӗкӗпе пӗр манерлӗ тесен ӳстеререх калатăп пулӗ, анчах вăл та пирӗн Çимӗк пекех çуллахи кунсем пуçлансан  иртет.  Троица эрнинче юнкун пуçланса Троица кунӗнче вӗçленет Семык. 

 

Мари халăх культурин уявӗ «Семык» Тутарстанра 32-мӗш хут, Агрыз районӗнче виççӗмӗш хут иртрӗ. Çак район мари халăхӗ Тутарстанӗпе илсен те чи йăвă пурăнакан вырăн. Халиччен, 2010 çулта – Бимăра иртнӗ, 2016 çулта Кулегеш ялӗнче тата ултă çултан Кадряковăра пулчӗ, пӗлтӗр Актаныш районӗ йӗркелесе ирттернӗ. 

Уяв хапхинчен иртекенсене купăспа юрă юрласа кӗтсе илчӗç хуçасем, кăшт маларах иртсен уявсенче хатӗрлекен наци икерчипе – камон монле – хăналарӗç. Чуста çине тăпăрч сарса хурса кăмака умӗнче пӗçереççӗ ăна. 

Уявра районти, çывăхри Елабуга, Менделеевск, Çырчалли таврашӗнче пурăнакан мари халăх ансамблӗсем кăна мар, юнашарти Удмурт Республикинчен, Сарапул хулинчен, Алтай крайӗнчен инçе çула кӗскетсе килнӗ хăнасем те пулчӗç. Ку çеç те мар, «Семыка» Тутарстанри, кӳршӗллӗ регионсенчи ытти халăх ансамблӗсем те килнӗ. Тӗслӗхрен, Удмурт Республикинчи вырăссем хăйсен «çуртне» туса лартнă. Çывăхрах палатка çине «Ырă сунса кӗтетпӗр» тесе тӗрленӗ алшăллине курах кайрăмăр, ара, чăвашсем вӗт кусем. Пытăмăр, сывлăх сунтăмăр. Чăнах иккен, куç улталаман. Çарăмсан районӗнчи чăвашсем пуçтарăнса килнӗ. Кадряковăри хастар, нумай çул ялти культура вучахне тытса пыракан Мария Артемьева йыхравӗпе килнӗ иккен вӗсем.

Çарăмсан районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Лидия Квакова районти культура ӗçченӗсене ертсе килнӗ: Акрелӗнчи Лидийăпа Михаил Кваковсем, Сосновкăри тата Йăвашкелӗнчен культура çурчӗн ӗçченӗсем историе кӗрсе юлнă чăвашсен кулленхи  ӗç-хӗлӗпе, апат-çимӗçӗпе çыхăннă йăли-йӗркипе паллаштараççӗ Семык хăнисене. Кунта вучахра хуранра тутлă тулă пăтти пиçет, юнашарах тулла алласа çӳпӗсенчен тасатма пысăк ала, кун çинчен тӗплӗн каласа парать Михаил Кваков. Кăмăл пулсан хăна хăй те алласа пăхать тырра. Ăшă салампа пыракан кашни хăнана çарăмсансем икерчӗ-пӳремечӗпе, чăваш сăрипе сăйлаççӗ. Тата.. чăваш сӗтелӗ çинче сайра тӗл пулакан тутлă шăрттана та астивме сӗнеççӗ, ăна хатӗрлекенни те Михаил Юрьевич. Апачӗ сӗтел тулли, тутанма ӗлкӗриччен куçпа пăхсан тăранатăн.

Культура ӗçченӗсем хăнасене апат-çимӗçпе сăйлама кăна килнӗ тени питӗ тӗрӗс пулмӗччӗ. Концерта хутшăнса сцена çине тухма хатӗрленсе вӗсем кăçал иртнӗ «Созвездие-Йолдызлык» конкурсра мала тухнă çамрăк юрăçсене Анна Ивановăна (Сосновка ялӗ) тата Яна Рузиковăна (Çарăмсан ялӗ) Семыка пӗрле илсе килнӗ.

 11 сехетре Семык пуçланнине пӗлтерсе тӗп сцена çинче уяв уçăлчӗ. Ял историне юрăпа ташă спектаклӗ пек выляса кăтартса паллаштарчӗç куракансене. Кунта халăхăн авалтан пыракан йăли-йӗркипе, историри чăнлăхсемпе те, вырăнти халапсемпе те усă курнă. Уяв вырăнне илемлетнӗ çӗрте ешерекен йывăç турачӗсемпе, чечек кăшăлӗсемпе усă курнă. Кашни халăх авал çутçанталăкпа тачă çыхăннă, кун пирки иккӗленӳ çук. Анчах пурăна-киле пӗрисем прогресс урапи çине ларса урбанизм енне сулăннă, çутçанталăкран ютшăннă теме те пулать вӗсене. Мари халăхӗ çаплах-ха çутçанталăкпа тачă çыхăнни курăнать çак уявран. Совет Союзӗ вăхăтӗнчи уявсенчен халиччен халăхра упранса юлнă «Чечексен уявӗ» çак шухăшах çирӗплетет. 

Хусантан, Агрыз район администрацинчен пынă пысăк хăнасем мари халăх культурине упрас, аталантарас ӗçре пысăк тӳпе кӗртнӗ çынсене, коллективсене тав туса наградăсем пачӗç. Тутарстан Халăхсен ассамблейин ятӗнчен Ӗçтăвком председателӗ Константин Яковлев саламларӗ уяв тӳремне пухăннă çынсене, ассамблейăн наградисене пачӗ. Агрыз районӗн пуçлăхӗ Азат Валеев та ентешӗсене уявпа саламласа парнесем пачӗ. 

Хисеплӗ хăнасен хушшинче ТР Мари наципе культура автономийӗн председателӗ Олег Третьяков, Тутарстан Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, ТР Премьер-министрӗн çумӗ Роман Шайхутдинов, Раççейри Мари федераллă наципе культура автономийӗн председателӗ Лариса Яковлева тата ыттисем пулчӗç.

Семыка пынă коллективсен пӗрлехи концерчӗ хыççăн Семык паттăрӗпе Семык пикине палăртмаллаччӗ. Шел, кунӗпе лӳшкесе çăвакан çумăра пула уяв сценарине улăштарма тивнӗ: паттăр пулма, Ӳдыр пулма заявка панă йӗкӗтсемпе пикесене хутшăнма кăмăл тунăшăн Тав хучӗ панипех çырлахма тивнӗ кăçал. Шутласа хунă чылай мастер-классене те ирттереймен, наци тум-юмне, кил-тӗрӗшри хатӗрсене сутма тухнисен те тупăшӗ пысăк пулмарӗ. Йӗпе-сапапа пӗлсе усă куракан калуш сутуçи савăнчӗ-тӗр çумăр çунăшăн.

Картсем (пирӗнле каласан мăчаварсем) кӗлӗ вуласа та чарăнман çумăрлă çанталăк Мари патшалăх ансамбльне хăратайман – сценарире палăртнă пекех Семыка Йошкар-Оларан инçетри ентешӗсем патне килнӗ патшалăх ансамблӗ мари юрри-ташшипе савăнтарчӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Праздники