Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Кипеккассинчи Учук

(Светлана Иванова) Пăва районӗнчи Кипеккассисем июнӗн 28-мӗшӗнче Учук ирттерчӗç. Çапла майпа Турăран ялпа ял-йыш валли ытлă-çитлӗ пурнăç тата, паллах, пысăк тухăç ыйтрӗç. Тӗрӗссипе, Учука чăвашсем Çимӗк хыççăн эрне урлă тăваканччӗ. Кăçал кăшт каярах юлчӗç. Апла пулсан та аван иртрӗ вăл. Кипеккасси ку йăлана нумай çул ирттерет ӗнтӗ. Маларах ăна ваттисем...

(Светлана Иванова) Пăва районӗнчи Кипеккассисем июнӗн 28-мӗшӗнче Учук ирттерчӗç. Çапла майпа Турăран ялпа ял-йыш валли ытлă-çитлӗ пурнăç тата, паллах, пысăк тухăç ыйтрӗç. Тӗрӗссипе, Учука чăвашсем Çимӗк хыççăн эрне урлă тăваканччӗ. Кăçал кăшт каярах юлчӗç. Апла пулсан та аван иртрӗ вăл.

Кипеккасси ку йăлана нумай çул ирттерет ӗнтӗ. Маларах ăна ваттисем кăна тăватчӗç пулсан, халӗ çамрăкраххисем те хутшăнаççӗ.

Чӳклемен ятарлă вырăнӗ кашни ялтах пур. Шăпах çавăнта чӳк тумалли сурăха илсе килеççӗ те. Кӗлӗ вуланипе пуçланать йăла-йӗрке. Унтан кăвайт çинче çăл шывӗпе 7 тӗрлӗ кӗрперен тата чӳк тунă аш-какайран пăтă пӗçерме пуçлаççӗ.

Пăтă пиçсен тин ял халăхӗ хуран патне пуçтарăнать. Кӗлӗ вуласан пăтта кашнине параççӗ. Мешехе пурте пӗрле картана тăрса вăйă каланипе вӗçленет. Кунтах тепӗр çул Учук ирттересси пирки те калаçса татăлаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев