Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Пăвасем «Кӗмӗл сасса» хатӗрленеççӗ

Пăва районӗ Шупашкарта иртекен чăваш юрăçисен «Кӗмӗл сасă» фестиваль-конкурсне хутшăнма хатӗрленет. Пӗлтӗр унта Чăваш Киштек хӗрӗ Светлана Бахтинова «Чи çепӗç сасă» номинацире çӗнтернӗччӗ. Чăн та, хӗр Пăва районӗн мар, Саратов облаçӗн чысне хӳтӗлерӗ. Кăçал вара Мăкăр ялӗнчен Марина Ермолаева кайма хатӗрленет. Кунсăр пуçне «Кӗмӗл сасă» фестиваль-конкурсăн сцени çине районти «Уяв»...

Пăва районӗ Шупашкарта иртекен чăваш юрăçисен «Кӗмӗл сасă» фестиваль-конкурсне хутшăнма хатӗрленет. Пӗлтӗр унта Чăваш Киштек хӗрӗ Светлана Бахтинова «Чи çепӗç сасă» номинацире çӗнтернӗччӗ. Чăн та, хӗр Пăва районӗн мар, Саратов облаçӗн чысне хӳтӗлерӗ. Кăçал вара Мăкăр ялӗнчен Марина Ермолаева кайма хатӗрленет.

Кунсăр пуçне «Кӗмӗл сасă» фестиваль-конкурсăн сцени çине районти «Уяв» халăх ансамблӗ те тухать. Чăн та, вӗсем конкурса хутшăнмаççӗ. Чӗннӗ хисеплӗ хăнасем пулса хăйсен пултарулăхне кăтартаççӗ. Ансамбль ертӳçи Наталья Ракова пӗлтернӗ тăрăх, вӗсем «Кӗмӗл сасăра» Тăхăрьял тăрăхӗнчи «Пӳрт урайне шăлах тăрăр», «Сăра сакки» халăх юррисене тата чăваш такмакӗсене юрласа парӗç.

Çаплах «Уяв» халăх ансамблӗ март уйăхӗн вӗçӗнче Чăваш Енри Елчӗк тăрăхне те концертпа çитсе килме палăртнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев