Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Пирĕн редакци Пăвара ачасен ăмăртăвне ирттерчĕ

Акă ĕнтĕ виççĕмĕш хут Тутарстанри чăвашсен республика хаçачĕ ачасем хушшинче футбол турирĕ ирттерчĕ. Июнĕн 2-мĕшĕнче Пăвари тĕп стадионра 3-4-мĕш классенчи арçыначасем "Сувар" кубокĕшĕн тупăшрĕç. Пурĕ турнира 6 команда хутшăнчĕ: Хăят, Рункă ялĕсенчен, Тăхăрьялăн сборнăйĕ, Пăвари икĕ команда тата Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу ялĕн футболисчĕсем. Турнира уçнă чухне ТР ЧНКА Ĕçтăвкомĕн...

Акă ĕнтĕ виççĕмĕш хут Тутарстанри чăвашсен республика хаçачĕ ачасем хушшинче футбол турирĕ ирттерчĕ. Июнĕн 2-мĕшĕнче Пăвари тĕп стадионра 3-4-мĕш классенчи арçыначасем "Сувар" кубокĕшĕн тупăшрĕç. Пурĕ турнира 6 команда хутшăнчĕ: Хăят, Рункă ялĕсенчен, Тăхăрьялăн сборнăйĕ, Пăвари икĕ команда тата Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу ялĕн футболисчĕсем.

Турнира уçнă чухне ТР ЧНКА Ĕçтăвкомĕн ертÿçи В.Иванов, Пăва райадминистрацийӗнчи спорт уйрăмĕн ертÿçи В.Храмов, "Сувар" хаçатăн тĕп редакторĕ К.Малышев сăмах каларĕç. Вĕсем ачасене пĕр-пĕрне хисеплесе, суранлатасран тата суранланасран асăрханса выляма сунчĕç.

Ачасем вылянине курма интереслĕ. Вĕсем штрафнойĕнче юри ÿкмеççĕ, ултавсăр, чееленмесĕр выляççĕ. Гол кĕртнĕ хыççăн савăнăç куççулĕ кăларни те, выляса ярсан куляннипе макăрни те пулать. Пĕчĕк футболистсенчен кашнийĕ килне хăйсен ашшĕ-амăшĕ юратса вулакан хаçатăн Кубокĕпе тата медалĕпе таврăнасшăн. Пăвари ачасен спорт шкулĕнче тренировка иртекенсем хăйсен çулĕнчи ял ачисенчен класпа çÿллĕрех пулни малтанах сисĕнчĕ. Çапах вăйлăрах командăна хирĕç выляса курмасан ял ачисем те хăйсен вăйă шайне час хăпартас çук. "Пăва-1" команда çăмăллăнах турнирăн фаворичĕ пулса тăратчĕ пулĕ, Рункă футболисчĕсем пулман пулсан. Пĕлтĕр "Сувар" Кубокне çĕнсе илнĕ ачасен кăçал та тĕп парнеллĕ пулма шанăç пысăкчĕ. В.Салабайкин тренер ачасене лайăх хатĕрленĕ.

Тăхăрьял команди пирки уйрăммăн каламалла. Унта ытларах элшелсемччĕ. Тавтапуç ачасене çак турнира илсе килекенсене. Анчах та "Тăхăрьял" - тренерсăр вылякан пĕртен пĕр командăччĕ. Çавăнпа та пулĕ вĕсем ыттисем пек илемлĕ вăйă кăтартса савăнтараймарĕç. Хăш-пĕр ялсенче ача сахал пулни те витĕм кÿрет, паллах. Тĕслĕхрен, Пÿркел шкулĕ 2006-2007 çулхи арçыначасен шучĕпе мухтанаймасть, Чăваш Киштекĕпе Хирти Кушкă та Çавăнпа та малашне "Сувар" Кубокĕшĕн пысăк площадкăра 8х8-ăн выляс вырăнне минифутбол лаптăкĕнче 6х6-ăн вылясси патне таврăнма та пултарĕç.

Июнĕн 2-мĕшĕнче Пăвари çанталăк шав улшăнса тăчĕ. Ял командисем хуларисен темпне хăнăхса пычĕç, çĕнтеркĕле те пуçларĕç. Çапла "Пăва-2" командăпа Аслă Аксу футболисчĕсем 3-мĕш вырăншăн вылянине курма питĕ кăсăклăччĕ. Уйăрнă вăхăтра çĕнтерÿçĕ палăрайманнипе командăсем пĕр-пĕрин хапхине пенальти тапса ăмăртрĕç. Анчах кунта та шут 2:2 пулчĕ. Юлашкинчен вратарьсем пĕр-пĕрне тĕрĕслерĕç. Аксу голкиперĕ хĕрес хывса пенальти тапрĕ. Кун пек аргумент пĕр вырăнта тĕпĕртетсе тăракан Пăва вратарьне вăйлă витĕмлерĕ пулмалла. Çÿлти вăйсен хăватне ĕенекен Çĕпрел районĕн голкиперĕ В.Яхин çак матчра лайăх пăнчă лартрĕ. Пăхăр медальсем тата "Турнирăн чи лайăх вратарĕ" номинаци çак кун Аслă Аксăва кайрĕç.

Хăйсен хапхине гол кĕрттермессерен тăхăрьялсем вратарьне улăштарчĕç. Ăнăçсăр вăйăн сăлтавĕсене хÿтĕленÿ линийĕ вăйсăр пулнинче шырамаллине вĕсене ăнлантаракан пулмарĕ, шел пулин те. Мечĕке малалла тапса янипе кăна ĕç тухмасть, ăна хирĕç вылякансен хапхи патнех илсе çитермелле... Çитес çул, тен, лайăхрах хатĕрленсе килĕç футбола юратакан çĕрĕн ывăлĕсем. Пĕрремĕш вырăншăн "Рункăпа" "Пăва-1" кĕрешрĕç. Вăйă тан пулнипе пĕрремĕш таймра çĕнтерекен палăраймарĕ.Иккĕмĕш пайĕнче кăна пăвăсен класĕ палăра пуçларĕ, çиле май вылянă чух. Финал 3:1 шутпа вĕçленчĕ. Кубока турнирта чи нумай гол кĕртнĕ "Пăва-1" командăн тапăнаканне Н.Ильина тыттарчĕç. Турнира йĕркелекенсем çĕнтернĕ командăна ылтăн тĕслĕ медальсемсĕр пуçне ЧНКА Канашĕн ертÿçин Дмитрий Самаренкинăн ятĕнчен футбол формисем парнелерĕç. Футболистсене чыслас церемоние çуллахи сивĕ çумăр кăна кăштах пăсса ячĕ. Ытти енĕпе турнир питĕ лайăх иртсе кайрĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев