Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Тăхăрьял, Пушкин, талантсем...

Тутарстанри Пăва районӗнче çӳренӗ чухне тӗл пулакан транспорт (ытларах килти хуçалăхра усă куракан техника) çинче аякранах курăнмалла çырнă «9 ЯЛ» паллăна асăрхатăн. Ăна, хитре те тирпейлӗ ӳкернӗскере, ку тăрăхрисем тахçанах хăнăхнă. «Вăл Тăхăрьялсен хăйсен çӗрӗ-шывӗпе мухтаннин тата хавхаланнин палли», - теççӗ малтанлăха вӗсен хуçисене чаркаланă автоинспеци сотрудникӗсем. Чăннипех, тӗп-тӗрӗс калаççӗ...

Тутарстанри Пăва районӗнче çӳренӗ чухне тӗл пулакан транспорт (ытларах килти хуçалăхра усă куракан техника) çинче аякранах курăнмалла çырнă «9 ЯЛ» паллăна асăрхатăн. Ăна, хитре те тирпейлӗ ӳкернӗскере, ку тăрăхрисем тахçанах хăнăхнă. «Вăл Тăхăрьялсен хăйсен çӗрӗ-шывӗпе мухтаннин тата хавхаланнин палли», - теççӗ малтанлăха вӗсен хуçисене чаркаланă автоинспеци сотрудникӗсем.

Чăннипех, тӗп-тӗрӗс калаççӗ иккен çул-йӗр юхăмӗн йӗркине хураллакансем. «Асăннă паллăра тӗрӗс марри, саккуна хирӗçленин сӗмӗ çук, - палăртрӗ Пӳркел ялӗнчи вулавăш ертӳçи Елена Хлынова, тин çеç тӗнчипе паллă А.С.Пушкина халаласа ирттернӗ Сăвă уявне хатӗрлесе ирттерекенсенчен пӗри, уйрăм калаçура. Паллă таврапӗлӳçӗ А.М.Малышевпа «Тăхăрьял» халăх музейӗн директорӗ Е.И.Афанасьев сăмахӗсенчен те çакă палăрчӗ.

Ку тăрăх мӗн ӗлӗкренпех пысăк талантсемпе, пултаруллă çынсемпе паллă та. Кивӗ Пăрăнтăкра вӗренсе ăс пухнă чăваш патрирархӗнчен Иван Яковлевран пуçласа Иван Юркинпа Тайăр, пурте юратакан халăх поэт-юрăçӗ Валентин Урташ е филологи наукисен кандидачӗ, нумай çул Чăваш Республикинчи çыравçăсен пӗрлешӗвне ертсе пынă Николай Дедушкинпа ЧР Шалти ӗçсен министерствин пуçлăхӗнче вăрах ӗçленӗ Евгений Салмин таранах. Паян Тутарстанра пурăнакан тата ӗçлекен Раççей Федерацийӗн çыравçисен пайташӗнче тăраканнисем кăна та Пăва тăрăхӗнче хӗрӗхе яхăн.

Сăвă уявӗ Иван Юрккин музей-хуçалăхӗнче иртнӗрен пулӗ, унта сăвăçсем кăна мар, таврари тӗрлӗ талантсем пухăнса хăйсен пултарулăхне кăтартма тăрăшрӗç. Дина Камлетдиновапа Рушания Сабирова хăйсем çырнисене тутарла пысăк хумханупа вуланине пӗр куçармасăрах пурте ăнланчӗç те, «çăвара карса» итлерӗç те. Кивӗ Пăрăтнăкри Мария Хайбулкина çырнине, чылайăшӗ пуçласа итлерӗç. Апла пулин те, ветеран-педагог талантне вилӗмсӗр Пушкинпах çывăх иккенне палăртрӗç. Унăн мăшăрӗ Федор Хайбулкин таврапӗлӳçӗ ыттисем илтмен е сахал пӗлекен çӗнӗлӗхсене хăйне евӗрлӗ уçса пачӗ. Николай Зиминпа Николай Дворов кӗнекисене сахал мар вуланисем те вӗсен хальтерехри сăввисемпе е поэма сыпăкне кăмăлтан, хавхаланса йышăнчӗç.

Чăваш Киштекӗнчи Иван Васильев çыравçăсен пайташӗнче мар. Апла пулин те унăн сăвви, Пӳркелӗчни шкулта алă вӗççӗн (халӗ, паллах, компьютер мелӗпе) час-часах кăларакан «Тăхăрьял» альманахра тухнăскер, хăйӗн тарăн шухăшӗпе, ӗлӗкхипе хальхи пурнăçа ӗненмелле сăнарланипе тыткăна илчӗ.

Пӗчӗк талантсем те хăнасемпе ял çыннисене, тин çеçке çуракан чечексем пек, хăйсен ытамне илчӗç. Утма-чупма тытăннăранпах тенӗн баян калама та, хăй çеммипе такмак калама та хăнăхакан Артем Архиповпа сӗрме купăса çирӗп алла илнӗ Валя Юркина ăсталăхӗ те чылайăшне тӗлӗнтерчӗ.

Тӳрех палăртăпăр, Тăхăрьял тăрăхӗнче пӗр-пӗринпе хавхаланса тата аслă ăрурисен талантне маллала тăсса вӗçӗмсӗр нумай ӗç тăваççӗ. Паллă çынсен музейӗсем, асăну палăкӗсемпе çурчӗсем кашни ялта тенӗ пекех. Çулсеренех темиçе кӗнеке кăлараççӗ унти çыравçăсем. Кашни ялтах иртекен чăваш уявӗсем çӗршер çынна пухаççӗ, пӗр-пӗринпе паллаштараççӗ тата çывăхлатаççӗ. Çавсем пурте халăхра çуралакан талантсене ӳссе сарăлма, вăй илсе аталанма, хăватлă çăлкуç пек тапса тăма пулăшаççӗ. Çав ăнăçлăхра Тутарстанри ЧНКан Пăва районӗнчи уйрăмӗн (ăна Владимир Ильин предпринимательпе Анна Никонорова ӗç ветеранӗ ăнăçлă ертсе пыраççӗ) витӗмӗ питех те пысăк. Сăвă уявне йӗркелекен Анатолий Малышевпа Елена Хлынова тата вӗсене пулăшакансем чăннипех те тав сăмахне тивӗç. Час-часах самай тăкаклă ӗçсене хăйсен чунӗ ыйтнипе йӗркеленӗрен, вӗсен ӗçӗ талантсен çăлкуçӗ тавра ӳсекен хитре çеçкесене шыв сапса, хӗвел ăшши кӳрсе çитӗнтрекенсене аса илтерет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев