Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пĕкĕлме (Бугульминский)

Наратлăсене çӗнӗ спорткомплекс кирлӗ

Наратлăра Анатолий Тарасова халалласа çулсерен пулакан йывăр атлетика турнирне кăçал мартăн 19-мӗшӗнче ирттерчӗç. Штангистсен ăмăртăвӗ çумне хушăннă Ф.Ихтисамова халалланă волейбол турнирӗ те темиçе çул тăтăш иртет. Вӗсемпе пӗрле сӗтел çи теннис, пневматика винтовки, шашкă, автомтата вăхăта сӳтсе пуçтарасси хушăнса Пӗкӗлме районӗнчи пӗртен пӗр чăваш ялӗнче çак куна спорт уявне çавăрса...

Наратлăра Анатолий Тарасова халалласа çулсерен пулакан йывăр атлетика турнирне кăçал мартăн 19-мӗшӗнче ирттерчӗç. Штангистсен ăмăртăвӗ çумне хушăннă Ф.Ихтисамова халалланă волейбол турнирӗ те темиçе çул тăтăш иртет. Вӗсемпе пӗрле сӗтел çи теннис, пневматика винтовки, шашкă, автомтата вăхăта сӳтсе пуçтарасси хушăнса Пӗкӗлме районӗнчи пӗртен пӗр чăваш ялӗнче çак куна спорт уявне çавăрса ячӗç. Ăмăртусене ирттерме пулăшакан вырăнти депутатсемсӗр, райадминистраци ӗçченсемсӗр пуçне хисеплӗ хăнасен хушшинче чăвашсенчен Павлă районӗнчи ЧНКЦ ертӳçине Виталий Козлова, РФ тава тивӗçлӗ тренерне Николай Капитонова, СССР спорт мастерне Владимир Ермолаева, «Хусан марафонне» хутшăнса тивӗçлӗ вырăн йышăннă общество деятельне Владимир Белова курма пулчӗ.
Тӗп вырăнта çамрăк штангистсен турнирӗ пулнăран, пуçлăхсен тимлӗхӗ ытларах вӗсен енне пулчӗ. Анчах та ăна ак ӗнтӗ миçемӗш çул тăтăш вырăнти клубра ирттереççӗ. Унти условисем, çемçен каласан, тивӗçтерсех каймаççӗ. Çав вăхăтра наратлăсен кăтартăвӗсем питӗ çӳллӗ шайра - районта ирттерекен пӗр спорт ăмăртăвӗнчен те вӗсем медальсӗр е кубоксăр таврăнман.
Пӗкӗлме районӗн пуçлăхӗ Линар Закиров ТР Йывăр атлетика федерацийӗн президенчӗ пулнă май, 1976 çулхи Олимпиада чемпионне Николай Колесникова çуратнă Наратлă ялӗнче çакнашкал турнирсем ирттерме çӗнӗ спортзал тăвас шухăша та çӗклерӗç унăн çумӗсем. Пушкăртстанран, Элметрен, Пӗкӗлмерен, Хусантан, Павлăран килнӗ хăнасем çак пуçарăва ырларӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев