Пăвасем уявсене паллă артистсене йыхăрса çын пуçтармаççӗ
Çӗнӗ Шешкелӗнче «Выля, хуткупăс!» иртнӗ пулсан, июнӗн 12-мӗшӗнче пăвасем «Янра, хут купăс!» район фестивальне ирттерчӗç. Ăна ак ӗнтӗ иккӗмӗш çул Чăваш Киштекӗнче Раççей кунӗпе пӗрле уявлаççӗ. Ытларах чухне Федорпа Тамара Петровсем тăрăшнипе пулса иртет çак савăнăçлă уяв. Çынсем те концерт пуçлансан кăна мар, купăс сассисем илтӗнме тытăничченех килсе пухăнса лараççӗ....
Çӗнӗ Шешкелӗнче «Выля, хуткупăс!» иртнӗ пулсан, июнӗн 12-мӗшӗнче пăвасем «Янра, хут купăс!» район фестивальне ирттерчӗç. Ăна ак ӗнтӗ иккӗмӗш çул Чăваш Киштекӗнче Раççей кунӗпе пӗрле уявлаççӗ. Ытларах чухне Федорпа Тамара Петровсем тăрăшнипе пулса иртет çак савăнăçлă уяв. Çынсем те концерт пуçлансан кăна мар, купăс сассисем илтӗнме тытăничченех килсе пухăнса лараççӗ. Лавка çумӗнчи хутлăхра тунă эстрадăна хирӗç лартнă саксем çине ларма пӗлтӗрхи пекех вырăн çукчӗ. Шутламан киштексем çын çапла нумай пухнасса. Купăс калаканӗсем те, кураканӗсем те - Тăхăрьялтан кăна мар!
Пăвасем уявсене паллă артистсене йыхăрса çын пуçтармаççӗ. Ун пек йăла кунта çук. Кунти чăвашсем хăйсен артисчӗсене юратарах параççӗ, çамрăк çăлтăрсене çитӗнтереççӗ. Ав, кашни çул ачасен «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурс иртет. Кун пеккине вӗт кашни районра курмастăн. Пăва чăвашӗсен вара пур. Каласа хăвармалла, шкул ачисем кăçал та уявран айккинче юлман, Киштекри вӗренекенсен хӗлӗхлӗ инструментсен ансамблӗпе танлашаканни ку тăрăхра çук. Çумăр хыççăн урамсенче асфальт ялтăратмасть пулсан та, культура шайӗ, искусство патне туртăнасси пысăк ку ял ачисенче.
Çын нумай пухăннăран-и, хăйсене килӗшнӗрен-и, культура ӗçченӗсем хăйсен вăйӗпе ирттерекен фестивальсене малалла тăсасшăн. «Янра, хуткупăса» та киштексем пăрахасшăн е «çынна» парасшăн мар. Вырăнти ЧНКЦ ӗç планӗнче пур вăл, районтан та Хусантан та финансировани ыйтмаççӗ. Илемӗпе тата çынна парнелекен савăнăçӗпе пӗр-пӗр бюджетниксене васкаварлăн пуçтарса ирттернӗ мешехерен те ирттерет.
Ăçтан кăна килсе тулман артистсем, пӗлтӗрхинчен те нумайрах! Урамри сцена - шăнăçтараймасть юрласа ташлас текен артистсене, хӗсӗнсе тăраççӗ. Хăйсен черечӗ иртсе кайсан та саланмаççӗ, çын умне тепре тухасшăн, чунне уçса юрласшăн, кăтартасшăн пултарулăхне. Йӗркелекенсен кăмăлне кура-тăр ӗнтӗ. Петровсем вӗт хăйсем хыпса çунаççӗ чăваш культуришӗн. Пӗр-пӗр инçекурăмлă чиновник тахçанах вӗсене тава тивӗçлӗ ят памалла та вӗт, Пăва тăрăхӗнчи чăвашсене сайра тивет çав ун пек чап...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев