Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Пӳркелӗнче «Дуняша style» ушкăн

Апрелӗн 1-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Пÿркел ял клубне Шупашкартан «Дуняша» юрăпа ташă ушкăнӗ концертпа килчӗ. Ушкăн солистки хамăр ентеш, Пÿркел хĕрӗ Наталья Дмитриева пулни вара тата савăнтарчӗ. Вăл тăватă çул каялла Шупашкарта Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен вĕренсе тухсанах «Дуняша» ушкăнра (ăна малтан Августина Уляндина ертсе пынă) юрлама пуçланă. - Ушкăнра вырăссем...

Апрелӗн 1-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Пÿркел ял клубне Шупашкартан «Дуняша» юрăпа ташă ушкăнӗ концертпа килчӗ. Ушкăн солистки хамăр ентеш, Пÿркел хĕрӗ Наталья Дмитриева пулни вара тата савăнтарчӗ. Вăл тăватă çул каялла Шупашкарта Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен вĕренсе тухсанах «Дуняша» ушкăнра (ăна малтан Августина Уляндина ертсе пынă) юрлама пуçланă.

- Ушкăнра вырăссем те пур, эпир Раççейӗн тĕрлӗ кĕтесӗнче те концертсемпе пулатпăр, тĕрлĕ халăх юррисем пулнипе концертсенче куракансем нумай», - тесе пĕлтерчĕ Наталья Дмитриева хăйсен ӗçӗ пирки.

Концерт курма çав кун Пÿркелне Тăхăрьял тăрăхĕнчен халăх нумай килнипе Культура çурчӗн залӗ туп-туллиехчӗ. Питĕ кăмăла кайрӗ концерт. Наташăна вĕрентнĕ Михаил Петрович Вериалов савăннипе сцена çине хăпарса халăха тав турĕ, артистсене чечек парнелерĕ. Пăва районинчи ЧНКЦ секретарӗ Анна Никонорова та артистсене районти мӗнпур чăваш ятӗнчен саламласа чечек çыххи парнелерĕ, малашне концертпа тата килме чӗнчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев