Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Тутарстан Президенчӗ Теччӗ, Пăва, Çӗпрел районӗсенчи ӗçсене тӗрӗслерӗ

ВЫРМАНА АВГУСТРА ВӖÇЛЕСШӖН Отпускаран тухсан Рустам Минниханов тӳрех районсенчи вырма лару-тăрăвне тӗрӗслеме васкарӗ. Юнкун вăл Теччӗ, Пăва, Çӗпрел районӗсенчи хир ӗçӗсене тӗрӗслерӗ. Районсем тыр-пул пухас çӗрте кăна мар, ытти ӗçсенче те ӗлкӗрсе пыраççӗ. Теччӗсем тӗслӗхрен 82 пин те 962 гектар çӗр çинче ака ӗçӗсене ирттернӗ. Вӗсенчен çуррине ытла тӗш-тырă культурисем...

ВЫРМАНА АВГУСТРА ВӖÇЛЕСШӖН

Отпускаран тухсан Рустам Минниханов тӳрех районсенчи вырма лару-тăрăвне тӗрӗслеме васкарӗ. Юнкун вăл Теччӗ, Пăва, Çӗпрел районӗсенчи хир ӗçӗсене тӗрӗслерӗ. Районсем тыр-пул пухас çӗрте кăна мар, ытти ӗçсенче те ӗлкӗрсе пыраççӗ.

Теччӗсем тӗслӗхрен 82 пин те 962 гектар çӗр çинче ака ӗçӗсене ирттернӗ. Вӗсенчен çуррине ытла тӗш-тырă культурисем валли уйăрнă, ыттине чӗкӗнтрӗпе кукуруза тата рапс валли. Теччӗ районӗн хирӗсенче 85 комбайн ӗçлет, Куллен вӗсем 1700 гектар лаптăка вырса тасатаççӗ. Кун пек темпсемпе пӗтиччен вырма вӗçленмелле. Уçăмсене течӗсем 20 пин гектар çинче акса ӳстерме палăртаççӗ.
Теччӗ аграрийӗсен ӗçне ТР ял хуçалăх министрӗ марат Ахметов та лайăх хак пачӗ. Президент минераллă удобренисемпе пулăшма шантарчӗ.

ЯЛТИ СИПЛӖ ШЫВ

Теччӗсем çӗнӗ производство та кăтартрӗç хусансене. Аслă Тархан ялӗнче вырнаçнă минераллă шыв завочӗ кăçал май уйăхӗнче хута кайнă. «Волжские воды-К» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӗвӗн директорӗ Тимур Бердников сăмахӗсемпе, кунта паянхи куна виçӗ тӗрлӗ сиплӗ шыв хатӗрлеççӗ. Хăйсен хими тытăмӗпе вӗсем Кавказра кăна тӗл пулакан шывсемпе танлашаççӗ - Кисловодскрипе тата Ачалукрипе. Пӗр сменăра контейнер 24 пин путулкка кăларать


Теччӗ районӗнчен Президент вертолечӗ Пăва çывăхне вӗçсе килчӗ. Кунта Атав ялӗн хирӗнче Рустам Миннихановпа Марат Ахметова Пăва муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Азат Айзатуллов тата ял пуçлăхӗсемпе вырăнти хуçалăхсен ертӳçисем кӗсе илчӗç. Хирте йӗркеленӗ импровизацилле курав умӗнче Президент вырма ӗçӗсем мӗнлерех пынипе кăсăкланчӗ. Район пуçлăхӗ пăвасем тыррăн 55 процентне пухса кӗртни çинчен каларӗ. Унăн калăпăшӗ 100 пин тонна çитсе пырать. Тухăç савăнтарать. Азат Айзатуллов сăмахӗсемпе, хăш-пӗр хуçалăхсем гектартан 60-70 центнер тырă вырса илеççӗ. Пӗлтӗр нумай (19 пин гектар çинче) акса хăварнă уçăмсем тухăçăн вăтам кăтартăвне гектартан 35,4 центнера çитерме пулăшнă. Пăвасем икӗ эрнерен вырмана вӗçлеме палăртаççӗ.

ТРАНСПОРТ ТА ТУПĂНАТЬ

«Çӗр ӗç культурине пăхăнассипе район республикăра малта пырать. Кăçал пăвасем чи нумай тырă пухса кӗртекенсем пулма пултараççӗ. Мӗншӗн тесен кунта вăрлăх хатӗрлессине пысăк тимлӗх уйăраççӗ, - терӗ ТР Президенчӗн ыйтăвӗсем çине хуравланă май ял хуçалăх министрӗ Марат Ахметов. - Транспорт çитмен йывăрлăх сиксе тухнăччӗ, ăна уйрăм çынсен техникипе саплаштарма калаçса татăлтăмăр. Тăкаксене министерство шайӗнче татса парăпăр».
Тутарстан Президенчӗ Пăвари тӗп паркри реконструкци ӗçӗсемпе те паллашрӗ. Унччен малтан вăл Тăван Çӗршывăн аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чечексем хучӗ.

ӖÇ ИЛЕМ КӲРЕТ

Пăва районӗнчи Ӗç Паттăрӗсен мемориалне те пысăк хак пачӗ республика ертӳçи, вӗсен умне чечек çыххисем хучӗ. Ку церемоние РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов та хутшăнчӗ. Çакна та каласа хăвармалла, монументсенчи 6 Социализмла Ӗç Паттăрӗсенчен иккӗшӗ (Ефремов, Николаева) чăвашсем тата иккӗшӗ (Кадыров, Аглуллин) чăваш ялӗсенче ӗçлесе паттăра тухрӗç. Ӗçе юратакансен, Çӗр-Аннене хисеплекенсен çӗрӗ вăл Пăва енӗ. Ахальтен мар район центрӗнчен Хусан еннелле тухса кайнă çӗрти çул ункинче вӗсем темиçе çул каялла çăкăра халалласа илемлӗ стлелла лартнă. Нумай пулмасть ăна çӗнетрӗç. «Çăкăртан асли çук» текен сăмахсем районта пурăнакан виçӗ халăх вырăс, чăваш, тутар чӗлхипе ылтăн саспаллисемпе çырăннă. Çак сăмахсем чылай çул çӳрекенӗн чунне ăшăтӗç тесе шутлатпăр.

Пăва паркӗн çӗнелӗвӗ мӗнле иртни çинчен ТР Президенчӗн пулăшуçи Наталия Фишман каласа пачӗ. Территорире фонтансем, аллейăсем, ача-пăча вылямалли вырăнсем, мăшăрланакансен площадки ӗçлеççӗ. Строительсем çывăх вăхăтра вырăнти çăлкуçа тирпейлесе çуллахи эстрадăна туса пӗтерӗç.

ÇӖНӖ АЧА САЧӖ

Пăва çывăхӗнчи Бикмураз ялӗнче 80 вырăнлăх ача сачӗ те уçрӗ Рустам Минниханов. Унта ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Энгель Фаттахов та хутшăнчӗ. Çуртсем тăва-тăва Пăвапа пӗрлешме пуçланă ялта ача сачӗ кирлӗлӗхӗ каламасăрах паллă.

Хăйӗн саламлă сăмахӗнче Рустам Минниханов çакна палăртрӗ: «Çакăн пек хальхи йышши ача сачӗ уçăлнă уявра пулма кăмăллă. Кăçал, шел пулин те, эпир садиксене нумаях тумастпăр, çапах тӗпрен юсас программăна 56 ача садне кӗртнӗ. Ман шутпа, шкул умӗнхи пӗлӳ парас ӗç ача пурнăçӗнчи питӗ пӗлтерӗшлӗ тапхăр. Эпир малашне те ача сачӗсене пысăк тимлӗх уйăрăпăр тесе шутлатăп. Туса лартнă пӳлӗмсем кăна мар, вӗсен ăшӗнче мӗн пурри пӗлтерӗшлӗ, - оборудовани тата пирӗн ачасене воспитани паракан, республика пуласлăхне çитӗнтерекен çынсем».

Вӗрентӳ процесӗ тата эффективлăрах аталантăр тесе Тутарстан Президенчӗ республика ятӗнчен ача садне хушма оборудовани туянма 100 пин тенкӗлӗх сертификат парнелерӗ. Ачасем пысăк хăнасене тав туса концерт кăтартрӗç.

Малалла Президент çулӗ Çӗпрел районне выртрӗ. Района вӗçнӗ май вăл Шемӗршел, Упи, Чăнлă, Какăрлă, Кивӗ Çӗпрел, Кӗçӗн Аксу хирӗсенчи лару-тăрăва курса çаврăнма та ӗлкӗрчӗ. Вырăнти ял хуçалăх предприятийӗсемпе ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсене пухнă канашлура Рустам Минниханов хирсенчи лару-тăрăва тӗплӗнрех сӳтсе явма пултарчӗ.

ХАВХАЛАНТАРУПА

Оперативлă информаципе район пуçлăхӗ Александр Шадриков паллаштарчӗ. Ун сăмахӗсемпе, кăçал районта 68 пин те 826 гектар çинче суха ӗçӗсем ирттернӗ. Тырра 40 пин гектар çинче акнă. Çавăн пекех кунта 2643 гектар çинче хӗвелçаврăнăш ӳстереççӗ. Техника культурисен лаптăкне çулсерен пин гектара ӳстерсе пыраççӗ. Кунсерен хирсене 59 комбайн тухать, кашнинпе икшер çын ӗçлеççӗ. Çавăн пекех районра чи лайăх комбайнерсене укçан хавхалантарас системăна та кӗртнӗ. Кашни шăматкун малта пыракансене чыслаççӗ.

«Çӗпрел районӗнче çуркунне вăйлă типӗ пулчӗ. Çулла çума тытăннă çумăрсем лару-тăрăва кăштах лайăхлатрӗç, анчах нӳр çитменни тухăç çинче палăратех. Çакна пăхмасăрах, тырă выракансем кашни пучаха пуçтарас тесе питӗ тăрăшаççӗ», - тесе каларӗ ТР ял хуçалăх министрӗ Марат Ахметов Çӗпрел районӗн ял хуçалăх ӗченӗсем çинчен.

ХАМĂРĂН ТА АВАН

Хирти тӗлпулу хыççăн Рустам Минниханова ачасен «Чайка» сывату лагерьне кăтартрӗç. Лагере 60 çулсен вӗçӗнчех уçнă пулнă. 2013 çултанпа кунта çулсерен 120-шер ача каннă. 2015 çулта ТР Министрсен Кабинечӗ капиталлă юсав тума укçа-тенкӗ уйăрсан инфраструктура объекчӗсене çӗнӗрен тума йышăннă. Çапла çӗнӗ корпуссем, столовăй, спортплощадка, тата ытти çуртсем ӳссе ларнă. Койка-вырăнсен шучӗ çитмӗле çитнӗ. Хальхи вăхăтра лагерьте виççӗмӗш смена канать. «Чайкăна» çулталăкӗпех ӗçлеттерме палăртаççӗ çӗпрелсем.

Рустам Минниханов объектсене курса çаврăнчӗ. Ун сăмахӗсемпе, кăçал республикăри ача лагерӗсене çӗнетессипе пысăк ӗç туса ирттернӗ. «Çак лагерьсенче кăнтăрти сыватмăшсенчен лайăхрах условисем тумалла. Ачасем хамăр патра та лайăх канма пултараççӗ пулсан, ытти курортлă регионсене каяс тесе вăхăтпа укçана тăкакланин усси çук» - çирӗплетет ТР Президенчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев