Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Алешкин Саплăкри часавая Феофан светить турӗ

Ӗçлӗ визитпа икӗ куна килнӗ Феофан владыко Саплăк чиркӗвӗнче ирхине Микулана халалласа уяв литургийӗ ирттерсе хӗрес йăтса утнă хыççăн часавая светить турӗ.

Алешкин Саплăк ялӗшӗн çуллахи Микула кунӗ яланах пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ял чиркӗвӗн уявӗ. Кăçалхи Микула саплăксен историне кӗрсе юлмалли кун та. Мӗншӗн тесен Николай Чудотворец ячӗллӗ часавая светить турӗç.

Çак ӗçе Тутарстан тата Хусан митрополичӗ Феофан хăй пурнăçларӗ. Ӗçлӗ визитпа икӗ куна килнӗ Феофан владыка Саплăк чиркӗвӗнче ирхине Микулана халалласа уяв литургийӗ ирттерчӗ. Унтан хӗрес йăтса утрӗç.

Литурги хыççăн часавая светить тăвас мешехене пуçларӗ. Аса илтеретпӗр, ял варринчи кӳлӗ хӗрринчи илемлӗ часавая меценатсен ( вăхăтӗнче Çӗпрел район пуçлăхӗ пулнă Александр Шадриков тата «Тус» строительство компанийӗн генеральнăй директорӗ Николай Угаслов) тата халăх укçа-тенкипе лартнă.

Часавая светить тăвассипе çыхăннă мешехе хыççăн митрополит Феофан пухăннисене пурне те çуллахи Микула ячӗпе саламларӗ, пурне те ăс-хакăл пуянлăхӗпе чăтăмлăх сунчӗ. Меценатсене сăваплă ӗç тунăшăн Тав çырăвӗсем парса чысларӗ. (Г.Фаизова сăнӳкерчӗкӗ).


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Религия