Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Ăнӑҫу сире, шкулпа сывпуллашакансем!

Умра интереслĕ студент пурнаҫĕ, ҫĕнĕ юлташсем, вĕрентекенсем... Анчах та юратнӑ шкул, юратнӑ вĕрентекенсем, юлташсем ĕмĕрне те асран тухмĕҫ.

Ак ҫитрĕ кĕтнĕ шкул уявĕ

Ăна паян кашни пĕлет.

Юратнӑ шкулӑн шӑнкӑравĕ

Пире малашлӑха чĕнет.

 

Ăçта кӑна пире курасшӑн

Вĕрентекен, атте-анне.

Ӳссе ҫитсен эпир тытасшӑн

Çӳлте Тӑван ҫĕршыв ятне!

 

Тӑван шкула чунтан саватпӑр,

Вӑл юлĕ яланах асра.

Паян ак хаваспа ҫыратпӑр

Эпир ӑна халалласа.

 

11 ҫул хушшинче миҫе хут янраман-ши вӑл? Шкула кĕтсе илнĕ, ӑсатма та вӑлах ӑсатнӑ. Çапах та пурпĕр юлшки хутчен шăнкăртатнă чухне вӑл кашни вĕренекенĕн чунне хускатать. Хаваслӑ та хурлӑхлӑ вӑл янӑрать. Шкул пирĕншĕн иккĕмĕш кил. 11 ҫул вĕреннĕ тӑван килтен, вулама-ҫырма, юрлама-ташлама, йывӑр задачӑсемпе правилӑсене вĕрентекенсенчен, парта хушшинчи юлташсенчен уйрӑлма ҫӑмӑлах мар. Çапах пирĕн умра вӑрӑм ҫул. Мĕн кĕтет унта пире – паллӑ мар. Çĕнĕ туссем, интереслĕ студент пурнаҫĕ... Паллах, ҫĕнĕ юлташсем, вĕрентекенсем пулĕҫ. Анчах та юратнӑ шкул, юратнӑ вĕрентекенсем, юлташсем ĕмĕрне те асран тухмĕҫ. Малашлӑх алӑкне уҫас тесен малтан экзаменсене тытмалла. Ăнӑҫу сире, шкулпа кăçал сывпуллашакансем!

 

Çӗпрел районӗнчи Алешкин - Саплӑк вӑтам шкулĕн

11-мĕш класра вĕренекенӗсем.

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество